Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +17.3 °C
Гений - это бессмертный вариант простого человека.(С. Довлатов)
 

Ad

Agabazar' Blog

Чӑвашла Википеди пирки

  14.01.2016 13:08 | 4547 views

Ӗнтӗ унта та кунта та Википеди 15 ҫул тултарни пирки калаҫаҫҫӗ.

Интернетра чӑвашла Википеди те пур. Унӑн тытӑмне, йӑли-йӗркине, йӗркевӗсене эп пӗлсех каймастӑп. Ӑна камсем тата мӗнлерех меслетсемпе тытса тӑни те маншӑн паллах мар.

Анчах та Википеди, тӳрех курӑнать, Интернетри чи паллӑ чӑвашла ресурссенчен пӗри. Мӗншӗн тесен, майсем пур пулин те, Тетелте, вӑл шутра чӑваш Тетеленче те (Чӑваштетре) ЧӐВАШ СӐМАХӖ ШУТСӐР САХАЛ. Калӑпӑр, социаллӑ тетелсенче (вконтакте, пӗркласрисем, фейсбук т.

More...

 

Мӗншӗн чӑваша неосуваризм лачакине сӗтӗреҫҫӗ?

  09.01.2016 19:41 | 9394 views

Пирӗн тӑрӑхра вӑтам ӗмӗрсенче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ пулнӑ. Вӑл патшалӑхра Р,Л-чӗлхепе калаҫакан тӗрӗксем пурӑннӑ. Паянхи чӑваш чӗлхи те ҫавнашкал тӗрӗк чӗлхисен ушкӑнне кӗрет. Вӑтам ӗмӗрсенчи ҫав чӗлхене ӑслав тӗнчинче "пӑлхар чӗлхи" теме йышӑннӑ. ТӖНЧЕРЕ "СУВАР ЧӖЛХИ" ТЕКЕН ӐНЛАВ ПАЧАХ ТА ҪУК! Пулхӑр , Хазар , Авар чӗлхисем пирки сӑмах хускатнисем пур, анчах та сувар чӗлхи пирки пупленисем курӑнсах каймаҫҫӗ. Пире интереслентерекен тапхӑр тӗлӗшпе ҫыхӑнтарса — пушшех те калаҫмаҫҫӗ сувар чӗлхи пирки. Ахальтен, ӑнсӑртран мар ку, ырӑ ҫыннӑмӑрсем.

More...

 

Татах «чӑваш» этноним пирки

  21.12.2015 09:27 | 5721 views

<<Мари чӗлхинчи суас (сӳ'ӓ'с, ш'́'ӓ'ш'́', 'с'ӓ'с) этноним — чӑваш чӗлхинчен илнӗскер. Ҫак мари этнонимӗн диалектла формисем куҫкӗрет унӑн кивӗ янравне кӑтартаҫҫӗ: ҫӑваҫ "язычник" — авалхи тӗрӗк чӗлхинчи йагъычи «жертвоприноситель», йагъ- «приносить жертву». Ку сӑмаха авалхи тӗрӗк чӗлхинчи йогъчи («участник поминального обряда, плакальщик», йогь «поминальный обряд») сӑмахпа пӑтраштарма кирлӗ мар, унтан чӑваш чӗлхинчи ҫӑва «могила» сӑмах пырать.

Ылтӑн Урта тапхӑрӗнче Вӑтам Атӑл тӑрӑхне этнос тата чӗлхе тӗлӗшӗнчен ула-чӑла халӑх килсе тулнӑ (монголсем, тӗрӗк-кыпчаксем, тӗрӗк-огузсем, иран чӗлхиллӗ перссем тата таджиксем, армянсем, славянсем, финн-угорсем .

More...

 
[Comments (3)]

Бесермансем — чӑвашран тухнӑ удмуртсем

  18.12.2015 18:35 | 8975 views

Удмурт Республикин ҫурҫӗр енче, Чепца шывӗн тӑрӑхӗнче, Глазов хули таврашнелле хӑйсене бесерман текен ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем удмурт чӗлхипе калаҫаҫҫӗ.

Ҫак ҫынсене виҫҫӗр-тватҫӗр ҫул каялла документсенче чылай чухне "чӑваш" тесе те асӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ пачах та ӑнсӑртран мар.

Мӗншӗн тесен бесермансем чӗлхипе ҫеҫ удмуртсем, ытти енсемпе вӗсем чӑвашсене ҫав тери ҫывӑх.

Бесермансем — чӑвашсем пекех, Атӑлҫи Пӑлхар еткерҫисем.

Анчах та мӗншӗн-ха "чӑваш" ят мар, "бесерман" ят ҫиеле тухнӑ кунта?

More...

 
[Comments (16)]

«Чӑваш» этноним

  05.12.2015 20:59 | 4858 views

Пирӗн чаплӑ та мухтавлӑ Ашмаринӑмӑрӑн сӑмахсарӗнче ҫу чӑваш тата ҫу ҫармӑс ӑнлавсем пур. Вӗсем христианлӑхчченхи тӗнпе (ыр-хаяр тӗнӗпе) пурӑнакан чӑвашсене тата ҫармӑссене пӗлтереҫҫӗ теме пулать. Ӑҫтан сиксе тухнӑ-ши ҫак ӑнлавсенчи "ҫу" сӑмах?

Шутласан-шутласан, ӑна "ҫӑва" сӑмахпа ҫыхӑнтарма май пурри курӑнать. Вилсен ҫынна пытармалли вырӑна (масара) ҫапла калаҫҫӗ. Вырӑсла — кладбище. Ку — хальхи пӗлтерӗш. Ытларах тури калаҫусенче сарӑлнӑ вӑл.

More...

 
[Comments (7)]

Неосуваризм

  03.12.2015 21:06 | 5028 views

X ӗмӗрте (922-мӗш ҫул) Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне инҫетри арабсем патӗнчен элчӗсем килсе кайнӑ. Кун пирки эпир элчӗлӗх ҫыруҫи Ахмед ибн Фадлан ҫырса хӑварнисенчен пӗлетпӗр.

Хӑшпӗрисем шутланӑ тӑрӑх, ҫав ҫыравсенче темӗнле "суваз" текен йӑх пирки асӑнни пур имӗш.

Анчах та ҫакна шутсӑр шанчӑклӑ хыпар теме ҫук. Мӗншӗн тесен текстра чӑннипе "суваз" мар, "суван" тени тӑрать. Тӗрлӗрен апла-капла шухӑшларӑшсем ҫине таянса ҫеҫ ҫавна "суваз" пулӗ теҫҫӗ.

More...

 
[Comments (8)]

О трудоустройстве граждан РФ, носителей нерусского языка

  26.11.2015 02:04 | 4588 views

Продолжаю комментировать "Проект Концепции преподавания русского языка и литературы в общеобразовательных организациях Российской Федерации". http://chgign.ru/533-proekt-koncepc ... yskoy-federacii.html

Обратим внимание на следующее место: "Не менее значим фактор равенства стартовых позиций выпускников образовательных организаций при трудоустройстве. Свободное владение русским литературным языком является неотъемлемым условием трудоустройства на позиции высокого уровня квалификации.

More...

 
[Comments (5)]

О праве людей на получение образования на родном языке

  26.11.2015 01:16 | 3915 views

Отправной точкой размышлений является следующий документ: "Проект Концепции преподавания русского языка и литературы в общеобразовательных организациях Российской Федерации" http://chgign.ru/533-proekt-koncepc ... yskoy-federacii.html

Начнём вот с этого: "9. Необходимо создать единую государственную систему обучения русскому языку как неродному, предполагающую обязательное обучение основным предметам на русском языке в сочетании с углубленным изучением родных языков и литератур.

More...

 
[Comments (9)]

Уҫҫыру

  23.10.2015 22:59 | 3245 views

"Хыпар" хаҫатӑн тӗп редакторӗн, директорӗн ӗҫӗсене туса пыракан Михаил Михаилович Арланов хоспочына

УҪҪЫРУ.

Сиртен маларах хаҫата редакциленӗ В.В. Туркай хоспочын ҫӗршыв, тунтикун, ытларикун, юнкун йышши сӑмахсене пӗрле ҫырас туртӑма каялла тавӑрчӗ. Ҫапла туни чӑваш ҫырулӑхӗн халь вӑйра тӑракан Правилисемпе, Йӗркевӗсемпе 100 проценчӗпех килӗшсе тӑрать.

Эсир ертсе пыракан "Хыпар" ҫак туртӑма малашне те тытса пырасса шанас килет. Тавтапуҫ.

Май килнипе усӑ курса, Сире хайхи "и.о." текеннинчен тулли статуслӑ редактор-директор пулса тӑма суннине те пӗлтересшӗн.

More...

 

Мӗн вӑл гиперкоррекци?

  29.09.2015 17:48 | 9848 views

Вырӑс чӗлхинче "Родитель" тата "Родители" сӑмахсем пур. Халь вара вӗсене ак ҫапла ҫырса пӑхас: Родите ль? тата Родите ли? Мӗнле пек?

Эпир, айван чӑвашсем, "пӗрле ҫырмалла-ши е уйрӑм, е дефиспа" тесе тӗнкене кӑлартпӑр хамӑрӑнне. Курӑсӑр ырӑ ҫыннӑмӑрсем, ав еплерех сӑнарланать ҫавнашкал "проблема" вырӑс чӗлхинче!

Лингвистикӑра ГИПЕРКОРРЕКЦИ текен термин пур. Ытлашши ӑслӑ пулма хӑтланса шутсӑр тӗрӗс ҫырма е калама тӑрӑшнине ҫапла палӑртаҫҫӗ.

More...

 
Pages: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat