«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.
«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ.
Юрий Плющев кинооператор тата фотохуджник ҫинчен Минск хулинче пурӑнакан Дмитрий Михелев кинорежиссер тата ҫыравҫӑ пӗр вунӑ ҫул каяллах ҫапла каласа панӑччӗ: «Беларусьфильмри» чӑваш юлташлӑхне кӗрет вӑл, сахал мар документлӑ тата илемлӗ фильм ӳкернӗ. Елчӗкре ҫуралнӑ, Шупашкарта ҫитӗннӗ, Николай Никитин чӑваш ҫыравҫин ывӑлӗ...» Анчах ун ҫинчен ҫийӗнчех ҫырса кӑтартасси пулмарӗ: Мускава, Раҫҫей ҫинчен ют ҫӗршыв ҫыннисене каласа паракан студие, чӗнсе илнӗ иккен ӑна, хӑҫан таврӑнассине каласа хӑварман.
2011 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Григорьевӑн «Кровь или 72 часа» мистикӑлла романӗ пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке авторӗ – врач-генетик. Ун чухне вӑл Америкӑри Джонс Хопкинс институтӗнче (Балтимор хули) ӗҫлесе пурӑнатчӗ, ҫулсерен пӗр-икӗ хутчен Шупашкара килсе кайма май тупатчӗ. Пӗррехинче ҫыравҫӑ-медик кӗнеке корректурине вулама килчӗ, пысӑк калаҫу пуҫлас тӗллевпе хӑйпе илсе килнӗ пысӑках мар чӑматанне уҫса кӑтартрӗ. Унта туллиех темле пробиркӑсем лартса тухнӑччӗ, вӗсене… юн ярса тултарнӑ иккен.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80 ҫулӗсенче Чӑваш телевиденийӗн фончӗ валли тесе сасӑллӑ очерксем тӑтӑшах ӳкеретчӗҫ. Вӗсен геройӗсем пулма ытларах чухне паллӑ ҫыравҫӑсене, артистсене, композиторсене суйласа илеттӗмӗр. Ҫав тапхӑрта А. Кӑлкан, А. Ургалкин, В. Родионов, Г. Хирбю, Ф. Васильев, И. Вдовина, В. Кузьмина тата ыттисен пултарулӑхӗ пирки киноочерксем кӑтартрӑмӑр. Я. Ухсай поэт вара телевидени «хисепне» темиҫе хутчен те тивӗҫрӗ. Ҫӗнӗ хыпарсемпе литература передачисем валли те Ухсая пайтах ӳкернӗ.
Пилӗк-ултӑ ҫул каялла Шупашкарти пӗрремӗш типографин тимӗр хапхи кашни кунах чӗриклетсе уҫӑлса каятчӗ, унтан йывӑр тиенӗ КАМАЗсем мӗкӗрсе тухатчӗҫ, тин ҫапнӑ паха кӗнекесене Мускава, Чулхулана, Хусана тата ытти хуласене леҫсе паратчӗҫ. Чӑваш кӗнекеҫисене те полиграфистсем лайӑх продукципе савӑнтаратчӗҫ.
Уйрӑм ҫын аллине куҫсан та ҫак типографи пӗр хушӑ чиперех ӗҫлерӗ. Анчах хушӑран-хушӑ начар хыпарсем те илтӗнкелетчӗҫ, ун хуҫисем улшӑнсах тӑраҫҫӗ иккен. Вӗсенчен пӗри йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен малалла тапӑлтатас темен, предприятине панкрута кӑларса ӑна хупма шутланӑ.