Ку ыйту пирки нумай калаҫаҫҫӗ-ха. Анчах каллех ун пирки сӑмах хускатрӑм. Чун чӑтмарӗ.
Темиҫе ҫул каялла ялсенче ытларах арҫынсем эрех ӗҫетчӗҫ. Вӗсем халӗ те ӗҫме чарӑнман-ха. Анчах хӗрарӑмсем вӗсенчен юласшӑн мар, алла черкке тытма васкаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, кунашкалли пирӗн ялта кӑна мар. Хӗрарӑмсем питӗ вӑйлӑ ӗҫеҫҫӗ тенине чылайӑшӗнчен илтме тӳр килет.
Чӑнах та, калама ҫук вӑйлӑ ӗҫке ярӑннӑ хӗрарӑмсем. Хӑшӗ-пӗрине упӑшки кодировка тутарать-мӗн. Пӗри, Аля ятли, унччен эрех ӗҫкелетчӗ-ха.
Мӗн ӗлӗкрен Ҫимӗк чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк уяв пулнӑ. Ҫак кун ял кӗрлесе тӑрать кӑна. Ара, аякри хуласенчен тӑван-пӗтен тӗп киле пуҫтарӑнать-ҫке-ха. Пурте пӗрле пухӑнса масар ҫине каяҫҫӗ, пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайнисене асӑнаҫҫӗ.
Православи тӗнне ӗненекенсем масар ҫине эрех-сӑра ӗҫме, апат ҫиме каймаҫҫӗ. Вӗсем тӑванӗн вилтӑпри патӗнче ларса ӑна лайӑххипе аса илеҫҫӗ, ӑшра кӗлӗ тӑваҫҫӗ. Ҫапла чиркӳ хушать. Анчах пирӗн, чылайӑшӗн, урӑхла пулса тухать.
«Эх, ӗлӗк туйсем епле иртетчӗҫ! Мӗн тери хаваслӑччӗ! Мӗн тери илемлӗччӗ!» — хаш! сывларӗ 70 ҫултан иртнӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗ. Унтан хӑйсем ҫамрӑк чухне туй мӗнле иртнине аса илчӗ.
Ун чухне тури чӑвашсем туй арӑмӗсӗр ҫак уява ирттермен. Каччӑ енчисем те, хӗр тӑванӗсем те чӑваш кӗпине тӑхӑннӑ. Каччӑн тӑванӗсем – хура тӗслине, хӗр енчисем – шурӑ тӗслине. Кузовлӑ машинӑна ларса хӗр илме кайнӑ. «Упӑшкана миҫе туя илсе кайман-ши? Кузов ҫине ятарласа саксем лартнӑччӗ вӑл. Унта туй арӑмӗсем ларса такмаксем шӑрантарнӑ.
Пирӗн ялта пӗр ветеран та юлмарӗ. Шел питӗ… Пӗчченех пурӑнатчӗ вӑл. Арӑмӗ вилчӗ. Ачи-пӑчи пур-ха, анчах ватӑскере, ӑспа кӑштах арпашӑнма пуҫланӑскере нихӑшӗ те пӑхмарӗ. Пачах пӑхмарӗҫ теме ҫук-ха. Хамӑр ялтах пурӑнакан ывӑлӗн ҫемйи кашни кун пырса ҫӳретчӗ, апат пӗҫерсе паратчӗ.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫынсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ те чакса пырать-ши? Паян ҫак ыйту тавра нумай шухӑшларӑм. Халӗ йӑлтах техника пурнӑҫлать: кӗпе-йӗм ҫумалли машина та, апат пӗҫӗрекен мультиварка та пур. Этем пурнӑҫӗ чылай ҫӑмӑлланчӗ. Анчах чунри ырӑлӑхпа ӑшӑлӑх чакса пынӑн туйӑнать.
Ӗлӗк кӳршӗ кӳрше пӗрмай пулӑшнӑ. Ун чухне ҫӗрулмине алӑпа е лашапа лартнӑ. Ку ӗҫ хресченшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шутланнӑ. Ара, ҫурхи пӗр кун хӗлӗпе тӑрантарать вӗт. Ҫемье пахчана ҫӗрулми лартма тухсан кӳршисем те каҫнӑ.
Хамӑр ялти Илюш (ҫынсем ӑна ҫапла чӗнеҫҫӗ) пульницӑра реанимацире темиҫе кун выртнине пӗлсен тӗлӗнтӗм. Вӑл пурнӑҫпа вилӗм хушшинче пулнӑ. Телее, вӑл пӗтӗм вӑйне пухса вилӗме парӑнтарнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын реанимацие мӗнле лекнӗ-ха?
Ялта чылайӑшӗ эрех авӑрне путнине тепӗр хутчен калама та кирлӗ мар пулӗ. Илья та шӑпах ҫак шӗвеке пула пульницӑна лекнӗ. Лавккари эрехе е сӑмакун ӗҫмен вӑл. Пирӗн ялта фанфурик сутаҫҫӗ-мӗн! Тӗлӗнмелле… Ара, юлашки вӑхӑтра фанфурика аптекӑсенче те вӑхӑтлӑх сутма чарчӗҫ вӗт.
Ҫамрӑксене яла илӗртмелле. Ҫапла калаҫҫӗ юлашки вӑхӑтра влаҫри ҫынсем. Яш-хӗр диплом илсен яла таврӑнтӑр, унта тӗплентӗр тесе майсем туса памалли пирки час-часах сӑмах хускатаҫҫӗ.
Илсе кӑтартам хамӑр яла. Ӑҫта ӗҫлемелле ҫамрӑксен? Фермӑра-и? Ялти ферма тахҫанах ишӗлсе аннӑ. Унччен унта ӗнесем, вӑкӑрсем тытатчӗҫ. Халӗ вите таврашӗ арканса пӗтнӗ. Кӳршӗ ялта ферма пур-ха. Вӑл йӗркеллех ӗҫлет. Анчах унта пурте вырнаҫаймаҫҫӗ. Ҫамрӑксен шкулта ӗҫлемелле-и? Ялта 9 класлӑ шкул та тахҫанах хупӑннӑ.