Чăвашла По-русски Esperanto English
 
 
Повторять чужие слова не значит еще понять их смысл.
(Д. Руми)
 
 System
 
 Menu
 
 Gallery
 
 Banners
 
 Ad
Get Gigs of Popular Chuvash Music at Music.chuvash.org
 
 Comments to Post 1142

[ All entries in Admin's blog ]

 Денис Гордеев. Каçма (повесть)

 2010-07-26 22:21:51 :: 293 Просмотрено
Денис Гордеев. Çич çунатлă куракДенис Гордеевăн «Каçма» повеçне чунçӳреве тухас умĕн электронлама пуçларăм. Чунçӳрев вăрăм терĕм, вăхăта ирттермелле тенĕ пек мĕнле те пулин хайлав электронлатма шутларăм. Валентина Элпин тепĕр повеçне малтан çула илесшĕнччĕ, кайран вара шухăша улăштартăм — Денис Гордеевăн хайлавне илес терĕм. Çула тухас кун умĕн кĕнекене ӳкертĕм (кĕнекери пĕрремĕш повеçне маларах кĕртсеччĕ — вăл ман кăмăла кайнăччĕ), пĕр пайне (пысăкраххине) сканерларăм, хамăн тетелбука кĕртрĕм. Çул çинче йăнăшсем тӳрлетĕп терĕм, вулăп терĕм. Унта вара ун валли вăхăт пулмарĕ — Слакпуçра çеç пĕрремĕш сыпăкне кăшт вулама май тупăнчĕ.
Хайхи нумай пулмасть Шупашкара кайса килмеллеччĕ те тетелбука çула илтĕм — текста тӳрлетсе пытăм. Вуланă çемĕн килĕше пуçларĕ. Сăмах ăсти сăмах ăстиех çав! Шупашкартан Чулхулана таврăннă май та кино пăхмарăм — «Каçма» повеçе вуланă май текста тӳрлетсе пытăм. Çул вăрăмми туйăнмарĕ те. Ĕнер таврăннă хыççăн та çав хайлавпах лартăм — вуласа тухасси кăшт кăна юлнăччĕ. Паян вара тӳрлетсе-вуласа пĕтертĕм.
Ĕнер ман хайлав пирки пĕр шухăшччĕ (вуласа тухманччĕ те), паян вара — урăхла. Ĕнер ман ку хайлав пирки мĕн калас килетчĕ? Çыравçă «Каçмара» совет самани вăхăтри салтак хĕсметĕнчи пурнăçа питленĕ тейĕттĕм. Тӳрех калам — хайлава 1987-1989 çулсенче çырнă. Шăп та лăп совет самани арканас вăхăтра. Эпĕ вăл çулсенче 10-12 çулсенчи ача кăна пулнă... Автор вара хĕсметре пулса иртекен тӳнтерлĕхсене уçса пама тăрăшнă. (Кам асаилĕвне пăхса çырнă-ши ĕнтĕ? Вăл вăхăтра Денис Гордеева пĕр 50 çул пулнă пулĕ...) Кунта салтаксем эрех ĕçни те, эрехне туянассишĕн чеенленни те, салтак пурнăçне ниме хуманни те, тата ытти те пур. Эп хам салтака кайман та унти пурнăç мĕнлине пĕлместĕп. ДМБ кино пурччĕ — шăп çавăнти пек сăнласа панă.
Паян вара пач урăхла шухăш — хайлавра автор çын тӳсĕмлĕхне уçса панă. Тĕп харкамçа пурнăç мĕнле кăна авмасть пулĕ... Ашшĕ-амăшĕ ăна пĕчĕкле пăрахса хăварать, ачан вара тăванĕсем патĕнче ӳсме тивет. Хĕсметри тĕрĕсмарлăха тӳссе ирттерет, виçĕ çул хушшинче хăйĕн чунри çынлăхне çухатмасть: сысна пăхма хушсан пăхать, юр чавма хушсан чавать. Тӳсет. Пĕр хĕсметри тĕрĕсмарлăх çеç чунне пăлхантарать. Çартан таврăнсан вара, юлташла çӳренĕскерсем пĕтĕм ĕмĕтне татса хунă хыççăн та чăтать. Ĕçке ермест, хăйĕн çине алă хумасть.
Çав вăхăтрах, ун çине персе аннă пур хĕн-хура тӳснĕшĕн, ăна пурнăçĕ çăмăллăх та кӳрет — тăванĕсем ăна хăйĕн тăван ачине пек пăхса ӳстереççĕ, усалсен аллине лекесрен пурнăç ăна сыхласах пырать, ăна пулăшакансем те тупăнсах пыраççĕ (ырă туни ырăпах таврăнать), хăй юратнă хĕрĕпе чăн-чăн юратăва тутанать. Хайлав вĕçĕнче те харкамçă çак улшăнуллă пурнăçра çухалса каймасса автор систерет — вăл пурнăçри хăйĕн вырăнне Музăпа юнашар тупать.
Хайлава вуланă çемĕн харкамçăн юратăвĕ питĕ те çыпăçуллă пычĕ. Эп иккелене те пуçланăччĕ — тен чăнах та телейпе вĕçленĕ-ши тесе. Веркки ăна улталанине автор çиччас пĕлтерĕ тесех тăтăм. Пĕлтермест те пĕлтермест. Повесть вĕçнелле çеç драма текенни сисĕне пуçларĕ — чи тутлине автор хайлав вĕçне хăварнă иккен (пĕлтерместĕп — хăвар вуласа пĕлĕр). Чăн та, драмăсăр хайлав маншăн, хута пустуй варалани çеç. Çапла, повесть тăршшĕпех Верккапа харкамçăн пурнăçĕ тип-тикĕссĕн пынă пулсан, хайлав хаклавĕ ман самай начар пулĕччĕ. Чуна пăлхатаканни кирлĕ çав. Вара хайлав хакĕ те ӳсет. Харкамçăпа пĕрле пăшăрханас килет. (Хальхи вырăсла фэнтези хайлавсене вулан та чунра нимĕн те юлмасть — пурте вĕсен çыпăçуллă, пĕтĕмпех вĕсен лайăх. Пĕр усалпа кĕрешеççĕ çеç.). Хайлавĕ вĕçленессе телейлĕ вĕçленет — Клим Музăпа пĕрле юлать. Денис Гордеевăн «Çич çунатлă куракĕнче» те çаплаччĕ — пĕчĕк Алик пурнăçра вырăн шыраса мĕн кăна курмасть пулĕ. Вăл шутра юлташне чĕрĕлле çунтарса янине те. Çавах та вĕçенче хăйĕн вырăнне тупатех Серинкка çумĕнче. «Каçмара» та çавах.
Хайлавра сисчевлĕх саманчĕсем пур, анчах та хăш-пĕр çĕртре ытлашши çырни те пур. Ак, Кабанов хăйен пирки эп хам вилĕмпе вилместĕп тесе пĕлтерет. Паллă ĕнтĕ, çитес вăхăтра ун вилĕмĕ пулĕ. Автор вара темшĕн çавăн хыççăнах, вилĕмĕ çитмесĕрех, харкамçăпа Кабанов хушшинчи калаçу юлашки пулни çинчен пĕлтерет. Вăл шухăша каярах пĕлтернĕ пулсан та пăсмастчĕ. Хайлаври япăх сăнарсене те Денис Гордеев тӳрех ӳкерсе хурать. Арçук пурнăçĕ кутăнла пулассине автор иккĕмĕш сыпăкрах пĕлтерет, тĕрĕс çул çине тухма вара шанăç хăвармасть те. Пĕр Кабанов пурнăçне санланă чухне кăна вара лешĕн пурнăçĕ мĕншĕн çапла çаврăнса кайнине ăнлантарса парать. Чунсăр та мар иккен, пĕтĕмпех пурнăç айăплă иккен.
Пĕтĕмлетсе мĕн калас? Денис Гордеевăн, аслă ăрури çыравçăн хайлавĕсем чăн та тарăн шухăшлă. Вулама сĕннĕ пулăттăм. Хам та унăн тепĕр повеçне вуласа тухăп-ха. Ку икĕ повеçрен кая пулмĕ пулĕ тесе шутлатăп.
//ку çырăва вуласа тухман, опечаткă-йăнăш тавраш купипех пулма пултарать.

Comments:

2010-07-27 00:22
Сан кĕнеке вулама та вăхăт пур-и, Микулай? Маттур!
2010-07-27 09:25
Эп кĕнеке-тавраша электронлă вулавăша кĕртмелле вулатăп. Пĕрре электронлатăп, тепре — хайлавне вулатăп. Икĕ мулкач хăваланă евĕр.

Add blog comment

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
Supported HTML Tags:
<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

 
 Search
 
 
 In Forum
Ašşă Неправильный символ в словаре (28)
Admin Çĕнĕ пуçелĕк / Новая шапка (32)
Чаплă Потомки булгар - чуваши или татары? (162)
Hĕvelpi Эпир хун / Мы - гунны (прямые наследники - чуваши) (3765)
Чаплă Чăвашла вěренетпěр (155)
Hĕvelpi "Чăваш палли" (173)
Hĕvelpi Китай (7)
Karssem Çĕнĕ чăваш кино / Новое чувашское кино (431)
ardavarz Тенгрианство (51)
alboru Изучение Чувашского языка с нуля на этом сайте в 21 часов (344)
Алатар Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем (317)
Алатар Источники по Волжской Булгарии (207)
Zhendoso Генсене тĕпчени / Генные исследования (1128)
Пер херарам Çемье çавăрасси / Создание семьи (24)
Пер херарам Конкурс! Конкурс! 13 сăмахшăн — 100 тенкĕ (11)
 
 In Blogs
Намăс та мар-ши?
Чи юлашкинчен
Паянхи кун
Чăваш такмакĕсем хушăр
Раççейре пĕр Президент - Раççей Президенчĕ çеç пулмалла тет Рамзан Кадыров
Михаил Игнатьев вступил в должность Президента Чувашии
Петĕр Çăлкуç
Пирĕн сайт элеменчĕсене усă кураççĕ
Çĕнĕрен такмаксем вырнаçтартăм
Пуçелĕк версийĕсем
Кулăш: Çӳп-çап тасатасси...
Чăнкă карчăк
Пĕлес килет
Програмçăсем самолёт тăвас пулсассăн...
Юхма Мишши. Атăл шывĕ юха тăрать
 
(c)2005 PCode.PP.Ru & Студия дизайна "WEB-3HAK"