Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +22.3 °C
Рабство унижает человека до того,что он начинает любить свои оковы.(Л.Вовенарг)
 

Ad

Софья Савнеш: Тӗнчери чи вӑрӑм чӗрнесем

Софья Савнеш22.04.2014 17:124148 views

Вӑрӑм чӗрне, паллах, хӗре илем кӳрет. Анчах пур япалан та виҫи пур-ха. Хӑш-пӗр пике чӗрне ӳсменшӗн, вӑл хуҫӑлнӑшӑн пӑшӑрханать. Чӗрне шутран ытла вӑрӑм пулмасть тетӗр-и? Йӑнӑшатӑр. Тӗлӗнмелле те, вӑрӑм чӗрнеллӗ арҫынсем те пур иккен.

Чи вӑрӑм чӗрнеллӗ ҫын Лас-Вегасра пурӑнать. Крис Волтон юрӑҫ 45 ҫулта. Ӑна ытларах Графиня ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл 2011 ҫулта Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ. Специалистсем унӑн сулахай аллинчи пысӑк пӳрнин чӗрнине виҫнӗ. Чи вӑрӑмми! Вӑл 91 сантиметрпа танлашнӑ. Артисткӑн чӗрнисен пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ 6 метр пулнӑ. Криса ҫакӑн пек вӑрӑм чӗрнесем килӗшеҫҫӗ. Вӑл ӑна никама та шанмасть – гигиена процедурисене хӑйех тӑвать. Хӗрарӑм кунсерен ун валли темиҫе сехет уйӑрать, темиҫе кӗленче лак пӗтерет-мӗн. Вӑрӑм чӗрне Графиньӑна пурнӑҫра пӗрре те чӑрмантармасть.

Крис Волтон макияжа хӑйех тӑвать, никам пулӑшмасӑрах тумланать, апат пӗҫерет… СМС-ҫырусене те хӑйӗх шӑрҫалать. Вӑрӑм чӗрнесемпе ҫак ӗҫсене пурнӑҫлама пулать-ши вара? Крис вӗсене тума епле пултарать-ха? Ку, ахартнех, вӑрттӑнлӑх.

Крис Волтонччен Гиннесс рекорчӗсен кӗнекинче Ли Редмонд американ пулнӑ. Унӑн чи варӑм чӗрни 80 сантиметрпа танлашнӑ. Пӗтӗмпе – 7,5 метр. Ли ҫакӑн тӑршшӗ чӗрнене 27 ҫул ҫитӗнтернӗ. Вӑл чӗрне валли вӑхат нумай уйӑрнӑ. Ли Редмонд кашни кун маникюр тунӑ, чӗрнене шӑл пастипе тасатнӑ. Унӑн чӗрне татӑкне илме ӗмӗтленекенсем те пур иккен. Анчах Редмонд ҫак «пуянлӑхран» хӑтӑласшӑн. Ҫитменнине, унӑн Альцгеймер чирӗпе аптӑракан упӑшкине пӑхмалла. Хӗрарӑм мӑшӑрне хырӑнтарма та пулӑшать. Анчах упӑшкипе юнашар выртмасть, уйрӑм кравать ҫинче ҫывӑрать. Ара, савнӑ ҫынпа ҫывӑрма чӗрне кансӗрлет-ҫке. Редмондӑн чӗрнисем краватьрен усӑнса тӑраҫҫӗ. Яппунсем хӗрарӑма чӗрнине 100 пин долларпа сутма сӗннӗ.

Индире 1938 ҫулта ҫуралнӑ Шридхар Чилал пӗр аллинчи чӗрнене 14 ҫул касман. Хальлӗхе 130 сантиметр ӳстернӗ. Индус хӑйӗн рекорчӗпе мухтаннӑ-ха, анчах унӑн сывлӑхӗ хавшанӑ. Ҫавӑнпа вӑл 2000 ҫулта чӗрнине каснӑ. Вӗсене вӑл асӑнмалах хӑварнӑ.

Китайри Вен Жан та вӑрӑм чӗрнепе чапа тухнӑ. 44 ҫултискер 35 сантиметр таран ӳстернӗ. Рекорд мар паллах. Вен Жан чӗрнине куншӑн ҫитӗнтермен. Ҫапла майпа вӑл хӗрӳлӗхне лӑплантарнӑ-мӗн. Халӗ вӑл аллине чӑмӑртаса ҫынна ҫапаймасть – чӗрне кансӗрлет. Анчах хӑйне те питӗ кансӗр: ҫыварнӑ чухне аллине чӗрне ан хуҫӑлтӑр тесе пушмак курупкине хурать.

Мелвин Бут Америкӑри Мичиган штатӗнчен. Вӑл та Гиннес рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ. Унӑн чӗрнисен пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ 9 метр та 5 сантиметрпа танлашнӑ. Анчах хӑйӗн «пуянлӑхӗпе» ҫын ҫинче мухтанман. Чӗрнине 30 ҫул ӳстернӗ. Анчах вӑл тухтӑрта мӗнле ӗҫленӗ – ӑнланма йывӑр. Рекордсмен 2009 ҫулта вилнӗ.

Лоретта Адамс американ та лидерсен йышӗнче. Вӑл «Тӗнчери чи вӑрӑм чӗрне» ята тивӗҫнӗ. Вӑрӑм чӗрни йӑлӑхтарнӑран (24 ҫул ӳстернӗ) вӑл вӗсене 1997 ҫулта каснӑ. Чи вӑрӑмми 90 сантиметр пулнӑ.

Китайри 43 ҫулти Ли Янг Пинг хӑйӗн вӑрӑм чӗрнипе документаллӑ фильмсенче ӳкерӗннӗ. Вӑл чӗрнине 20 ҫул ӳстернӗ.

 

http://mir-faktov.ru/dlya-lyubopytn ... ye-nogti-v-mire.html

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters