Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -1.7 °C
Тот кто имеет ЗАЧЕМ жить, вынесет любое КАК.(Ницше)
 

Ad

Таисия Ташней: Этем пурнӑҫне тӑсакан 10 ҫимӗҫ

Таисия Ташней15.09.2014 10:074201 views

Геронтологсем каланӑ тӑрӑх пурнӑҫ пахалӑхне апат та витӗм кӳрет. Паллашар-ха вӗсемпе. Списока уйрӑмах усӑллинчен тытӑнар.

1. Хура ҫырла. Вӑл антоцианидинпа чи пуян ҫимӗҫ. Антиоксидантсенчен вӑл чи вӑйли. Ку ҫырла куҫ курассине лайӑхлатать кӑна мар, организмӑн нумай функцине ырӑ витӗм кӳрсе ватӑлассинчен сыхлама пулӑшать. Хура ҫырла Паркинсон, Альцгеймер чирӗсенчен сыхлать. Вӑл юн тымарӗсене ҫирӗплетет, юнри сахӑр шайне чакарать.

2. Помидор. Хальхи вӑхӑтри чи вӑйлӑ антиоксидантсенчен тепри – ликопенӗ Помидорта вара ҫав япала пуринчен нумай. Вӑл иммун тытӑмне витӗм кӳрет, иышцӑсен тӗртӗмне ҫӗнелме пулӑшать. Рак чирӗсем аталанасран та помидор питӗ усӑллӑ.

3. Иҫӗм ҫырли. Мӗн чухлӗ вӑл тӗкӗсмрех, ҫавӑн чухлӗ аванрах. Унӑн хуппинче тата вӑрринче ресвератол текен антиоксидант пур. Вӑл Е витаминран вуншар хут вӑйлӑрах витӗм кӳрет.

4. Панулми. Унра пектин, тимӗр, йод тата кверцетин антиоксидант пурӗ Панулмине вӗҫӗм ҫини организма тасатма, холестерин шайне, юн тымарӗсемпе чӗре, рак чирӗ аталанассине чакарать.

5. Тулӑ шӑтарни. Организма шлаксемпе токсинсенчен тасатать, вар-хырӑмлӑх микрофлорине йӗркелет. Япаласен ылмашӑвне лайӑхлатать тата иммун ыттӑмне лайӑх ӗҫлеттерет.

6. Какао. Унра вӑйлӑ антиоксиданстем нумай. Какао вӗсем симӗс чейринчен те ытларах. Какаоллӑ ҫимӗҫе час-час ҫини рак чирӗ пуҫланасран, хырӑмлӑх ҫӗресрен, сеннӑй сивчиртен лайӑх, организм иммунитетне ҫирӗплетет.

7. Тинӗс пулли. Ҫуллӑ тинӗс пуллине эрнере 5 хут ҫини инсультпа чирлессине 54 процент чакарать. Сӑлтавӗ – унра ҫуллӑ йӳҫек тата бета-каротин пурри.

8. Симӗс чей. Антикосидант витӗмӗпе илсен пӗр курка симӗс чей ӗҫни пӗр порци пахча ҫимӗҫ ҫинипе танлашать. Рак чирӗсене тата юнпа чӗре чирӗсене аталанасран аван, юнра сахӑрпа холестерин шайне чакарать.

9. Ыхра. Организмри сиенлӗ япаласене чакарать, юн тымарне сарать, юн пусӑмне пӗчӗклетет, юн мышцисене тата пуҫ мимин клеткисене ырӑ витӗм кӳҫрет. Рак чирӗсем аталанассипе кӗрешет.

10. Сӗлӗ пӑтти. Юнри сахӑр виҫине чакарать. Хырӑмлӑх сӗткенӗн йӳҫеклӗхӗ пӗчӗк чухне аван, апат ирӗлеслӗх япӑх чухне усӑллӑ. Вӑл вар-хырӑм ӗҫлессине лайӑхлатнине кура вар пӑсӑлнипе тата вар хытнипе аптӑракансемшӗн усӑллӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Agabazar // 1183.46.2439
2014.09.30 20:23
Agabazar
МĔНШĔН КУ СПИСОКРА ÇĕРУЛМИ ÇУК??? :-(

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters