Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +11.3 °C
Что я делаю когда испытываю искушение? Стараюсь испытать его подольше.(Пруст)
 

Ad

Таисия Ташней: Чӑвашла калаҫасси «Хаклӑ юлташсем» тенинчен пуҫланса унпах вӗҫленет-ши?

Таисия Ташней23.11.2014 13:4124092 views

Нумаях пулмасть Краснодарти Куҫару бюровӗн сайтӗнчи ҫак информаципе паллашма тӳр килчӗ. Унта чӑваш чӗлхипе паллаштаракан справка илсе кӑтартнӑ. Унта епле ҫырнипе килӗшекенсем те, килӗшменнисем те пулӗҫ-тӗр. Акӑ епле ҫырнӑ унта (кӗскетсе куҫартӑм):

«Чӑваш чӗлхи – чӑвашсен чӗлхи, тӗрӗк чӗлхе тытӑмӗнче пӑлхарпа хасар ушкӑнне кӗрет, ҫак ушкӑнри чӗрӗ юлнӑ пӗртен-пӗр чӗлхе.

Чӑваш чӗлхи Чӑваш Республикинче, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенче, ҫавӑн пекех Урал, Атӑлҫи, Ҫӗпӗр тӑрӑхӗсенчи хӑш-пӗр облаҫре, крайра, республикӑра сарӑлнӑ.Чӑваш Республикинче вӑл вырӑс чӗлхипе тан патшалӑх чӗлхи шутланать.

Чӑвашла калаҫакансем – 1,3 миллиона яхӑн ҫын (ку вӑл 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх), ҫав вӑхӑтрах этнос чӑвашсен шучӗ асӑннӑ ҫырав 1 миллион та 637 пинпе танлашнине палӑртнӑ. Ҫак йышран 55 проценчӗ Чӑваш Республикинче пурӑнать. Вӑйлах уйрӑлса тӑман икӗ диалект пур: анатрисем (у-па калаҫаканнисем) республикӑн кӑнтӑр районӗсенче пурӑнаҫҫӗ тата турисем (о-па калаҫаканнисем) – ҫурҫӗр районсенче, тепӗр майлӑ каласан, Атӑл юханшывӗн ҫывӑхӗнче.

Чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхин тӗнчин инҫӗшӗнче вырнаҫнӑ, «пӗтӗмӗшле тӗрӗк стандартӗнчен» чылай уйрӑлса тӑрать. Чӑваш чӗлхин фонетикинче тӗрӗк чӗлхинчи З тата Ш саспаллисем вырӑнне Р тата Л калаҫҫӗ. Юлашки сыпӑка та уҫӑмлӑрах палӑртаҫҫӗ .Сӑмахри ударени тури чӑвашсен тӗрлӗ вырӑна лекет, ҫавна литература чӗлхине йӗркеленӗ чух тӗпе хунӑ. Грамматика уйрӑмлӑхӗн шутне тӗрӗк чӗлхинчи тӗрлӗ фонетика варианчӗллӗ -ЛАР нумай хисеп аффиксӗ вырӑнне –СЕМ усӑ курни кӗрет. Кунсӑр пуҫне глаголсен, падежсен, кӑтартуллӑ местоименисен никӗсӗ тӗрӗк чӗлхинчипе пӗр килмест. Чӑваш чӗлхин фонетикинче, грамматикинче, лексикинче ытти тӗрӗк чӗлхисем витӗм кӳни сисӗнет. Чи малтанах – тутар чӗлхин (анатри диалектра), ҫавӑн пекех монгол, финн-угр (мари тата удмурт), иран тата вырӑс чӗлхисен. Чӑваш тата вырӑс чӗлхисен ик чӗлхелӗхӗ анлӑ сарӑлнӑ вӑхӑтра (1989 ҫулхи ҫырав чӑвашсен 88 проценчӗ чӑвашла ирӗклӗн калаҫнине кӑтартса панӑ) вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсем вырӑссен фонетика сӗмне упраса хӑварса кӗрсе пыраҫҫӗ.

Чӑваш литература чӗлхи анатри диалект ҫинче никӗсленнӗ. Литература чӗлхин йӗркеленӗвӗнче И.Я. Яколвев тата вӑл ертсе пыракан Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗ (XIX ӗмӗр вӗҫӗ) пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш чӗлхине шкулта предмет евӗр вӗрентеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне рсепубликӑри хӑш-пӗр аслӑ шкулта икӗ семестр вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче чӑваш чӗлхипе радио тата телевещани ҫукпа пӗрех, анчах чӑвашла периодика кӑларӑмӗсем кун ҫути кураҫҫӗ. Чӗлхене усӑ крумалли сфера питӗ ансӑр. Пӗтӗм хута вырӑсла кӑна ҫыраҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе яллӑ вырӑнта ытларах йӑлара кӑна усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсенчен чылайӑшӗшӗн тӑван чӗлхе вырӑс чӗлхи пулса тӑрать. Чӑваш Ен правительствин политики обществӑра чӑваш чӗлхине сахалтарах усӑ куртарас, чӑвашсене пӗтӗмпех вырӑслантарах тӗллевлӗ. Пӗр правительство сайтне те, шкул е район сайчӗсене те чӑвашла тытса пымаҫҫӗ. Элтепер тата правительство пайташӗсем тухса калаҫни «Хаклӑ юлташсем» дежурнӑй фразӑран пуҫланать та чӑвашла калаҫасси ҫакӑнпа вӗҫленет. Тухса ҫӳремелли вырӑнсенче е аслисене чӗнме «господин, госпожа» вырӑс сӑмахӗсен аналогӗсем ҫук. Шупашкарта илтекен чӑваш чӗлхи литература чӗлхинчен уйрӑлса тӑрать, вирьялсене ҫывӑхрах-тӑр, вӑл вырӑс сӑмахӗсемпе хутӑшнӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (104)]

Comments:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.31 10:38
Сана "Эсир" темесен вилсе каймастăн пуль? Тĕттĕм чăлана та пытанмастăн пулĕ? Апла пулсан нимех те мар,Акасапар пирĕнпех. Пурнатпăр-ха,Çĕнĕ Çулта та Акасапарпах.Мухтав Акасапара тата унăн ĕçчешĕсене!Мухтав чăвашлăха!
Agabazar // 1790.56.6103
2014.12.31 17:40
Agabazar
Бор: <<Сана "Эсир" темесен вилсе каймастăн пуль?>>

Хушăран-хушă, ăнсăртран, тата хăй сисмесĕрех Пор çав тери тĕллĕ сăмахсем калать вара. Ку хутĕнче те çаплах!

Тĕрĕс, çынна "Эсир" теесси çав тери çăмăл. Уншăн никамăнне те ĕнине туртса илмеççĕ, суда памаççĕ, следстви пуçламаççĕ, тĕрмене хупмаççĕ. Ыттисене "Эсир" тесе чĕнни халиччен никама та инкек патне илсе çитермен-ха. Эппин, апла калама ÿркеннин ним пĕлтерĕшĕ те çук. Ним хăрамасăр кашни çынна "Эсир" теме пулать — Президентран пуçласа бомж таран!
Agabazar // 1790.56.6103
2014.12.31 17:47
Agabazar
Асар // 4117.51.7078 2014-12-31 09:29: <<Акапасар, хула прокурорĕпе вырăсла пуплеме тивет, вăл - федерал, унăн чăвашла "пĕлме" юрамасть. Курнă-и ЭСĔ пĕр-пĕр прокурор судра чăвашла айăпланине? Ăнт, унпа ВЫ (ЭСИР) тесе калаçмалла. Тата - миллион хут çырнă пуль те, усси вара?>>

Вăт "генилле" текен çынсем еплерех сăрхăнтараççĕ. Таймер юлташ, "генилле" теме васканă иккен эсир Асара. Пор, авă, нимĕнле гени те мар, апла пулин те еплерех ăслă сăмахсем калама хăват çитернĕ (пĕр картлашка çÿлерехри, юнашарти, пĕлтерчĕке пăхăр).
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.31 18:47
Акапасар,мĕнле этем эс,питĕ кутăн.Атте ман никама та Эсир темен.Анне те.Палланине те палламаннине те.Ку чăн чăвашла.Эсĕ вара французссем хыççăн кайса мĕн чуль пăтратрăн пире.Ăçтан тупăннă эс?.Мĕншĕн хăвна питĕ Эсир тетересшĕн?.
Agabazar // 1790.56.6103
2014.12.31 19:24
Agabazar
Таймер, ытисемпе хуть те мĕнле калаçăр, анчах манпа ун пек "калаçма" хăтланатăр пулсан (куçа-куçăн чухне ĕнтĕ, тетелте апла тăваймастăн), "çамка урлă лекет". :-)

Хранцуссемпе мĕриккансем çине йăвантарма кирлĕ мар. Унашкал "чеелĕхе" тахçанах тăрă шыв çине кăларнă.
Agabazar // 1790.56.6103
2014.12.31 19:24
Agabazar
Асара.
Епле-ха ун пек пулса тухать?
Прокурора "эсĕ" теме хăратăр та, Акапасартан хăрамастăр иккен!
Камшăн усăллă-ши çавнашкал паттăрлăх?
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.31 19:55
The comment was deleted.: тепӗр хутшӑнакана кӳрентерни
Agabazar // 2093.1.5846
2014.12.31 22:43
Agabazar
The comment was deleted.: тепӗр хутшӑнакана кӳрентерни
Якур // 2749.94.6351
2014.12.31 22:54
"Эсир" текен сăмах темипе Акапасар кунĕн-çĕрĕн калаçма хатĕр. Мĕншĕн Акапасар хăтаран хăрамалла?Çĕнĕ Çул ячĕпе сана,Акапасар тăванăм!Çĕнĕ ÿсĕмсемпе!
Асар // 4117.51.7078
2015.01.05 17:53
Акапасар та, ыттисем те никамран та хӑрамаҫҫӗ... пуль... Эпӗ вара прокурорсенчен хӑранипе мар калатӑп. АН КӲРЕНӖР ПӖР-ПӖРНЕ эсӗ тенӗшӗн. Ку - йӗркеллӗ.

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, ... 11

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters