Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Ежели бессчастия бояться, то и счастья не будет.(Петр I)
 

Ad

Agabazar: Чăвашсем

Agabazar19.01.2015 10:173695 views

Чăвашсем — Раççейри тĕпри тата тĕп халăхсенчен пĕри. "Тĕпри" кунта "коренной" тенипе тĕл килет. "Тĕп" вара ак çакна пĕлтерет. Чăвашсем Раççейре пурăннин стажĕ чи пысăккисенчен пĕри. Йышпа та ку халăх Раççейре яланах чи пысăккисенчен пĕри пулнă.

Çакна шута илсен чăвашсене пурте питĕ лайăх пĕлсе тăмалла пек ĕнтĕ. Чăваш ячĕ Раççейре янраса çеç тăмалла пек. Анчах та ку тĕрĕссипе пачах та апла мар.

Интернетра чăвашсене халалланă ресурссенчен эпĕ ак еплереххи çине пырса тухрăм: http://n-avdeev.livejournal.com/1973.html

"...чуваши сегодня как народ достаточно малоизвестны. Ну в самом деле, кто-нибудь сможет перечислить хотя бы двух-трёх людей чувашской национальности? А ведь это пятый по величине народ страны, и третий - после русских и украинцев - по числу приверженцев христианства. Самое время устроить ликбез ;)"

<Куçару:

"Чăваш халахĕ чылай енчен çынсемшĕн пит паллах мар. Шутлăр-ха хăвăрах, кам та пулсан ик-виç чăваша та пулин асăнма пултарать-и? Ку халăх йышпа пиллĕкмĕш вĕт-ха, христиансем хушшинче вара — вырăссемпе украинсем хыççăн — виççĕмĕш. Ликбез йĕркелеме вăхăт çитрĕ. ;)">

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (7)]

Comments:

Васса // 1143.6.5867
2015.01.26 18:37
Раççейри ытти халăхсен чаплă ывăл-хĕрĕсене те пĕлсех каймаççĕ халь,чăвашсенне çеç мар....
Ача // 4117.51.7078
2015.01.26 18:46
Акапасар, эсӗ кунта ҫӗнни нимӗн те каламарӑн. Пин хут вуланӑ. Ликбез - кам валли7
2015.01.26 20:30
Чӑваш халӑх хастарӗсем Слакпуҫне кайса килни пирки видео пӑхрӑм. Пушкӑртра пурӑнакансем чӑвашсем патне Шупашкара килсен асӑнмалӑх чӑвашла открыткӑсем туянасшӑн пулнӑ, пирӗн вара чӑвашла ун пек открыткӑсем пачах та ҫук темелле. "Пирӗн лавккасенче пушкӑртла ҫырнӑ темӗн тӗрлӗ открытка та пур: ҫуралнӑ кунпа та, юбилейсемпе те, ҫӗршыври е республикӑри уявсемпе те пушкӑртла ҫырнӑ открыткӑсем темӗн чухлех! Сирӗн пачах та ҫук!"- терӗ Слакпуҫӗнчи пӗр вӗрентекен.
Agabazar // 1289.62.7259
2015.01.27 09:06
Agabazar
Ача // 4117.51.7078 2015-01-26 18:46: <<Акапасар, эсӗ кунта ҫӗнни нимӗн те каламарӑн. Пин хут вуланӑ. Ликбез - кам валли7>>

Гиперкаçăпа кайса вуласа тухăр, вара калăр: пур-и унта ÇĔННИ е çук-и?

атту вĕреннĕ эпĕр каппайланма: кашниех улăп, кашниех шутсăр пысăк ăсчах... :-(

Е тата шутласа пăхăр: йыш тĕлĕшпе ЧĂННИПЕ чăвашсем миçемĕш вырăнта?
Agabazar // 1289.62.7259
2015.01.27 14:04
Agabazar
Ача: <<Ликбез —кам валли?>>

Иван Мучин ак çакăн пек калав пур:

"Хурах!.. Хут вĕрентеççĕ!"

http://chuvash.org/lib/haylav/59.html

Эпир халь пурте шутсăр пысăк уччёнăйа тухнă та, пире пĕр сăмах вĕрентсе калама юрамасть!

Чăннипе вара пурсăмăр та пур енчен те калама çук хавшак. Чăн малтанах ăс-хакăл енĕпе хавшак! Çавах сăмсасене каçăртма мекĕçленетпĕр...
Владимир // 3555.90.0234
2015.01.27 14:16
Анчахрах Админ Чӑваш Ен картине ӑсталарӗ. чӑваш чӗлхипе тухакан хаҫат-журналсем те тухаҫҫӗ. Хамӑра хамӑр кӑтартма вара (презентация), чӑнах та пӗлейместпӗр. Вӗренес пулать.
Agabazar // 1289.62.7259
2015.01.27 14:22
Agabazar
Картине мар, КАРТТИНЕ

Чăваш хаçат-журналĕсем, тем, тухăнасшăнах мар çав... http://chuvash.org/blogs/comments/2258.html

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters