Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Я служу публике, но не поклоняюсь ей.(Б. Шоу)
 

Ad

Софья Савнеш: Çĕр çинчи юмах евĕр вырăнсем

Софья Савнеш27.01.2015 15:163260 views

Çĕр çинче илемлĕ вырăн нумай. Хăш-пĕр çĕрте юмахри пекех туятăн хăвна. Хăв та ăнланмастăн: тĕлĕк е чăн? Ăçта вĕсем – юмахри евĕр вырăнсем?

 

Францири Кольмар. Вăл Европăри – чи илемлĕ хула. Унта хăвна кĕнекери юмахран лекнĕн туятăн. Кольмар хĕрлĕ эрех тăвакан тăрăхра вырнаçнă. Кунта иçĕм çырли ăнса пулать. Паллах – хĕвел хĕртет, ăшă. Илемлĕ лапамсене, фонтансене пула ăна «Пĕчĕк Венеци» те теççĕ. Кунта Фредерико Бартольди çуралнă. Вăл – Ирĕклĕх статуин авторĕ.

IMG_9164.JPG

 

Фарер утравĕсем. Кун пирки «Властелин колец» хайлавра тĕплĕн çырса кăтартнă. 18 утрав Исландипе Норвеги хушшинче вырнаçнă. Кунта тавралăх питĕ илемлĕ.

0006qca8.jpg

 

Вьетнамри Хойан. Вьетнама килнисене унта кайса курма сĕнеççĕ. Ку хулара тĕрлĕ тĕслĕ хунарсем халăхран та йышлăрах. Вăл чăннипех те юмахри вырăн. Ăна туристсем питĕ килĕштереççĕ.

0006rpz8.jpg

 

Гренландири çутçанталăка çын алли перĕнменпе пĕрех. Кунта йывăçсем те сахал. Çулсем те çукпа пĕрех, пурăнакан çынсем те ытлах нумай мар. Гренландири çантăлăк сивĕ пулсан та кунти тавралăх юмахри пекех. Çуртсем те питĕ капăр, тĕрлĕ тĕслĕ.

0006shw6.jpg

 

Японири бамбук ращи. Кунта çакнашкал вăрмансем нумай. Бамбук Ази культуринче питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Китайра ку ÿсен-тăран вăрăм ĕмĕре палăртать, Индире – туслăха. Японире бамбук усал-тĕселрен сыхлать-мĕн.

0006tx6t.jpg

 

Пĕр шутласан, Çĕр çинче Италири Венецирен хитререх хула çук пек туйăнать. Унти архитектура, каналсем… Йăлтах ĕлĕкхи хулана илем кÿрет. Венеци пысăках мар 117 утрав çинче вырнаçнă, унта пĕтĕмпе – 455 кĕпер.

0006wdeh.jpg

 

Германири Нойшванштайн кермен. Вăл «Диснейлендри» керменпе нимĕнпе те çыхăнман. Вăл пуян историллĕ. Ăна пушă вырăнта 19-мĕш ĕмĕрте хăпартнă. Ун чухне вăл питĕ чаплă шутланнă: шыв тата ăшă пăрăхĕсем, кашни хутра туалетсем пулнă. Халĕ вăл пысăк пуянлăх шутланать.

0006x5pb.jpg

 

Турцири Капподокин чÿлмекçĕсемпе палăрса тăрать. Унта чул хысаксем нумай. Унта ĕлĕкхи çынсем çуртсем, храмсем тунă. Капподокире чулсем юпа евер пулнине курма пулать. Вĕсем тĕрлĕрен: конуса, кăмпана аса илтереççĕ. Чÿлмек тăвас ĕç Турцире чылай çĕршывран маларах, 8-мĕш ĕмертех, çуралнă.

0006y6hw.jpg
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters