Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +7.3 °C
В мужчину,которого любят все женщины,не влюбится ни одна из них.(В.Ключевский)
 

Ad

Софья Савнеш: Тĕлĕнмелле çынсен ăссăрла ĕçĕсем

Софья Савнеш15.02.2015 21:073842 views

Хăш-пĕр çын хăйĕн пурнăçĕнче ăнланмалла мар, тĕлĕнмелле ĕçсем тăвать. Вĕсенчен тĕлĕнмелли çеç юлать.

 

Таджикистанри пĕр çын сектăна çÿренĕ. Унта хăйне евĕр йĕрке пулнă. Вĕсене пăхăнса вăл хăйĕн каяшĕсене кăмакара çунтарнă. Çапла вăл Çĕр çинчи экологие варалас мар тенĕ. Анчах вăл çутçанталăка тĕтĕм варалани пирки шухăшламан-тăр.

 

Эстонири 45 çулти çын вĕçме вĕренесшĕн пулнă. Мĕнле? Ятарлă хăнăхтарусем тунă, диетăна пăхăннă. 45-ре вăл 52 килограмм çеç тайнă. Вăл аллисене çуната çавăрасшăн хăтланнă. Вăл вĕсен çумне пĕр пăт таякан кире пуканĕ çирĕплетнĕ, çапла алă вăрăмланасса шаннă. Кăштахран ÿтне кайăк тĕкне лартма шутланă. Анчах ăна психика тĕлĕшĕнчен сывă мар тесе йышăннă та сипленме янă.

Францири çамрăк çын банк çаратма ĕметленнĕ. Хăйне евĕр мелпе. Вăл кашни кун банк стенине пĕрер кĕленче уксус сирпĕтнĕ. Уксус стенана çисе ярасса шутланă. Вăл унтан ăна çĕмĕрсе шала кĕрĕ-мĕн. Паллах, нимĕн те пурнăçланман. Стена мармортан пулнă, ăна вара уксус çимест.

 

АПШри пĕр çыннăн пурăнас килми пулнă. Çапла майпа вăл хăйĕн çине алă хума шутланă. Вăл темиçе гамбургер, купăста, шалча пăрçи туяннă. Унтан йăлтах çисе янă та çывăрма выртнă. Вăл хăйĕн газĕсене пула чыхăнса вилнĕ. Паллах, кун пек майпа çын вилме пултараймасть, анчах АПШра пурăннăскер астмăпа чирленĕ, ÿпки çакна чăтайман. Виличчен çыру çырнă. Унта вăл ку уншăн çăмăл, ыраттарман мел пулнине палăртнă.

 

Пĕр çынна сарайĕ ăçта ларни килĕшмен. Вăл кивĕ вакунран пулнă. Хайхискер ăна куçарасшăн пулнă, анчах çынсене тара тытма укçи пулман. Çавăнпа вăл вакуна тапма пуçланă. Вăл ăна куçарасса куçарнă-ха, анчах нумай мар. Çулталăк çурăра вăл ăна 1,5 метра яхăн куçарнă. Анчах вăл кунпа кăна çырлахасшăн мар-ха.

 

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters