Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +8.3 °C
Берегись смирившегося врага.(Р. Бертон)
 

Ad

Таисия Ташней: Хуралтă ларт та хваттерлĕ пулăн

Таисия Ташней28.07.2015 18:234082 views

Шупашкарти «Шанхай» текен районта пурăнакансене «Кувшинка» микрорайонти нумай хутлă çуртсенче хваттер парĕç. «Шанхайĕ» унтах вырнаçнине шута илсен çынсен хăйсен пурăнакан вырăнне хулан тепĕр кĕтесĕнче ылмаштармалла мар.

282 çуртри çынсене хваттер парасси пирки калаçса татăлнă. Микрорайона аталантарасси пирки Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тата нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартакан «Лидер» тулли мар яваплă общество хушма килĕшӳ алă пуснă, унта «Шанхайра» пурăнакан çынсен сĕнĕвне те шута илнĕ. Хальлĕхе çынсемпе 90 килĕшӳ тунă. Ыттисемпе килес çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен алă пусмалла.

19 гектар çинче вырнаçнă «Кувшинка» микрорайон Эгер бульварĕпе, Ленинла Комсомол урамĕпе, Машина тăвакансен тăкăрлăкĕпе, Кӗҫӗн Кувшинка юханшывпа чикĕленет. Унта хăй вăхăтĕнче çынсем никамран ирĕк илмесĕр çуртсем туса лартнă. Çавсен шутĕнче кермен пек çуртсем те пур, халь-халь ишĕлсе анас пек хуралтăсем те. Унта пурăнакансем хăйсен çуртне ишессине кăмăлсăр йышăнчĕç, темле митинга та тухрĕç. Ку самантпа хăш-пĕрисем политика тĕллевĕпе те усă курма пăхрĕç.

Тĕнче тетелĕнчи ку ыйтăва çынсем тĕрлĕрен хаклакан пур. «Эпĕ те хам тĕллĕн Шупашкарта пĕр-пĕр вырăнта пӳрт туса лартам та кайран ăна сӳтĕр тесе «шанхайсемпе» пĕрле Мускава митинга каям», «Çынсем ипотека илсе нушаланаççĕ. Çурт-йĕр ыйтăвне ахаль те лайăхлатма пулать иккен: ăçта та пулин пӳрт пекки хăпартмалла та кайран ăна сӳтмелле тесен митинга тухса хваттерлĕ пулмалла» йышши çыракансем те сахал мар. Теприсем вара «шанхайсене» майлă. Çĕрне пӳрт хăпартнисене саккунлă майпа памалла теççĕ ун йышшисем. Анчах хăй вăхăтĕнче саккунлă туман япалана паян аукционта кăна илме ирĕк пур. Аукционта вара кам ытларах укçа сӳнет, çавă çĕнтерет.

Апла-и, капла-и, тавлашу самай çуратнă ыйту халĕ тинех вĕçленет теме юрать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters