Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +16.3 °C
Главное всюду - начать; начало важнейшая часть дел.(Авсоний)
 

Ad

Agabazar: Антисалмин-2

Agabazar15.06.2016 11:2610825 views

Антон Кириллович Салминӑн "История чувашского народа" кӗнекине (2016) малалла тишкерме тивет. (Умӗнхи тишкерӗве ак ҫакӑнта пӑхӑр!).

Автор тӳрех Кавказран пуҫланине асӑрхарӑмӑр. Кӗнеке хуплашки ҫинче те Кавказа ӳкерсе хунӑ.

Паллах ҫапла ҫырма пулать, — енчен те сӑмах савирсем ҫинчен ҫеҫ пырать пулсан. Анчах та АКС кӗнеки, ав, урӑхларах ятлӑ: ЧӐВАШ ХАЛӐХӖН историйӗ пирки!

Акӑ мӗнпе сӑнарлӑн танлаштарар.

Ӳкерчӗк ҫинче Ҫӗр чӑмӑрӗн ӑшлӑхне кӑтартнӑ.

Ӑславҫӑсен ҫавна тӗпчемелле. Мӗнрен пуҫлаҫҫӗ вӗсем? Чат варринчен-и? 1 => 2 => 3 => 4 => 5 => 6 схемӑпа-и? Паллах, апла мар!

Тӗпчеме пуҫлаҫҫӗ ҫывӑхрах сийсенчен: 6 => 5 => 4 => 3 => 2 => 1.

Мӗн чухлӗ тарӑнрах, тӗпчеме ҫавӑн чухлӗ йывӑртарах. Йывӑрлӑх пропорционаллӑ майпа мар, экспонентла хӑвӑртлӑхпа ӳссе пырать. Кам кӗреҫепе те пулин ҫӗр чавса курнӑ, ҫавӑ пӗлет.

Цифрӑсемпе палӑртнӑ сийсен ятарлӑ ятсем пур. Эпир вӗсем ҫинче чарӑнса тӑмастпӑр. Мӗншӗн тесен пирӗн ыйту вӑл мар.

Пирӗн ыйту — чӑваш историйӗ. Вӑт ӑна вара шӑп та шай ҫакнашкал "кутӑнла майпа" тӗпчемелле. Халлӗхе вара хальхи вӑхӑтран пуҫласа Хусан ханлӑхӗ таранччен пӗтӗмпех паллӑ теме пулать. Тӗрӗссипе, малалли те паллӑ-ха ӗнтӗ, анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула "пӑтрашӑну" пуҫланать.

Авӑ, хӑшпӗрисем, Антон Кириллович Салмин йышшисем, калаҫҫӗ: чӑвашсем чат суварсенчен (савирсенчен) "пулса кайнӑ" имӗш.

Эппин, тавайӑр-ха ҫак самантран пуҫласа тӗплӗнрех!

Ӳкерчӗк ҫинче спортсменсем пӗр-пӗрне эстафета патакне панӑ самант.

Хайхи суваристсен верси пеккине шӑп ҫакнашкал самантпа танлаштарма пулать: суварӗ ҫухалать те таҫтан чӑваш текенни сиксе тухать. Эстафета пани пек пулать имӗш.

Ҫук, апла мар, апла мар, апла мар, апла мар, апла мар!

Мӗншӗн тесен ҫак саманта ӑславҫӑсем шанчӑклӑн фиксацилемен!

Пулман унашкал япала! Пулман япала пирки вара мӗн калаҫмалли пур???

Эстафета панине фиксацилемен пулсан, ытти пирки калаҫу та, сӑмах та пулма пултараймасть. Спортсменсене, сӑмахран, дисквалификацилеҫҫӗ фиксацилеменшӗн. Историксемпе вара мӗн тумалла? Паллах, вӗсене те, ытарлӑн каласан, дисквалификацилеме тивет.

Ҫапла вара, умӗнхи этапсене тишкерни ниме те пӗлтермест.

Кавказри савирсене тишкернин мӗн усси, енчен те Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче сувартан чӑваш пулса тӑнӑ тени чӑннипе фейк пулсан? Пачах тӗрлӗ вӑхӑтри халӑхсем хушшинче "этнографилле параллельсем" шыранинчен пысӑк пайта пулма пултарӗ-и? Ну, эпӗр йышӑнатпӑр савирсем уйрӑм компонент пулнине, анчах ҫакна тӗп йӗр пек палӑртма, ҫемҫен каласан, васкамалла мар. Этнологире те, лингвистикӑра та суперстрат, субстрат, адстрат тенисем ҫинчен калани пур вӗт? Вӑт ҫав япаласене аса илес пулать! Ҫав ӑнлавсен шайӗнчен шутласа кайни шутсӑр усӑллӑ! Продуктивлӑ, теҫҫӗ вӗреннӗрех ҫынсем. Ытти вара — контрпродуктивлӑ.

Ӳкерчӗк ҫинче — Пекинри Олимпиадӑра (2008-мӗш ҫулта) 4х100 эстафетӑра ҫӗнтернӗ Раҫҫей хӗрӗсен команди (Америка тата Ямайка командисене дисквалификациленӗ те ҫавнашкал телей килсе тухнӑ!).

 

Раҫҫей хӗрӗсенчен тӗслӗх илмелле, Америка тата Ямайка хӗрӗсем пек пулмалла мар!

Таса пулӑр!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters