Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +13.0 °C
Неверие - первый шаг к философии. Скептицизм - худшее из мировозрений.(Дидро)
 

Ad

Таисия Ташней: Аптӑра ҫара хӗрсемпе аптӑратмаллипех аптӑратнӑ

Таисия Ташней21.11.2016 14:581971 views

Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти ӳнер театрӗнче «APTARA-fest» фестиваль иртрӗ. APTӐRA-festа пыракансене живопись те, авангардла поэзи те, наци чӗлхиллӗ хальхи юрӑсем те, дизайн-маркет та, фуд-корт та, наци сӗмӗллӗ хулари тумтир те тӗлӗнтерме шантарнӑччӗ мероприяти йӗркелӳҫисем.

Чӑн та, пурте тӗлӗнтернӗ. Ҫӑвара пуринчен ытла карса пӑрахтарни — фестивальти ҫара пикесем. Ҫакна халӗ Фейсбукра хытах сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫара пикисем ҫарах та мар темелле: вӗсене сӑрласа пӗтернӗ. Мӗнле май килнӗ пек мар, шухӑшласа виҫсех. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ хайхисене.

Те ҫыннисем кая юлса аталанса пыраҫҫӗ-и, те аптӑратас тесе ытлашшипех аптӑратнӑ-ши: анчах ҫара ӳтлӗ пикене чӑваш тӗррипе сӑрмакланине ырласа йышӑннине хальлӗхе асӑрхамарӑм.

Фейсбукрисенчен пӗри, Юрий Федоров, ку фестивале ҫапларах хакланӑ: «Эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм», — сӑмаха вӑл жаргонпа усӑ курса вырӑсла каланӑ. Унӑн пӗлтерӗшне чакарас мар тесе цитатӑнах илсе кӑтартам: «Я прифигел». Унтан вӑл ҫапларах ҫырать: «Сцена ҫинчи ҫара кӑкӑр — пирӗн тренд иккен. Эпӗ кӑкӑра ырлатӑп. Анчах сцена ҫинче мар... Ку вӑл чӑваш хӗрӗпе те, тутар хӗрӗпе те килӗшсе тӑмасть. Вӗсене халиччен ҫӑмӑлттайлӑх енчен хурламанччӗ...».

Юрий Федоровпа килӗшекенсем татах пур. Ҫара хӗр ҫине чӑваш орнаменчӗ ӳкернине Юрий Осокин ҫапла хӗр арҫынсемшӗн шӑл ҫемми тенине кӑтартасшӑн пулман-ши евӗр ҫавӑрттарса хунӑ. Чӑваш тӗрри сӑрланипех сцена ҫине тухма килӗшнӗ ҫара пикене Константин Ишутов блогер кӳрентермелле сӑмахпах хакланӑ. Унтан вӑл Юрий Федоров «чӑваш культурин йӳтӗмӗпе ҫакна халӑха сӗнеҫҫӗ» тенипе килӗшнине пӗлтерет.

...Эпӗ те аптӑрарӑм. Ним калама та пӗлмерӗм. Фестивальте тутарсемпе чӑвашсене унчченхилле курман пек кӑтартма шантарчӗҫ те, сӑмаха тытрӗҫ темелле-ши? Хитре хӗрарӑма, енчен вӑл ҫара пулсан пӑхма пушшех кӑмӑллӑ та, ҫавна шута илнӗ-ши? Тен, кун пек хӑть чӑваш тӗррипе кӑсӑкланӗҫ тенӗ пулсан, ытлашши айӑп тӑвар мар.

 

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>


Orphus

Радио (29.04.2017)

10:20
 
Чĕрĕлĕх çути (12+)
11:20
 
Вĕрентекен сăмахĕ (6+)
12:00
 
Новости (12+)
12:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Новости (12+)
13:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
15:20
 
Мăшăр çунат (12+)
15:40
 
Тухтăр канашĕ (12+)
16:00
 
Новости (12+)
16:20
 
Чунра юрă шăрансан (12+)
16:40
 
Тема дня (12+)
17:20
 
Шурăмпуç (12+)
18:20
 
Ялтан яла (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Юрă вăчăри (12+)
20:00
 
Каçхи микс (12+)
21:00
 
Каçхи микс (12+)
22:00
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Banners

 
About us | Statistic
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Questions about the site: p-code.ru