Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +10.3 °C
Есть люди, даже мысли свои облачающие согласно требованиям моды.(Б. Авербах)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑрӑш е конус?

Аçтахар Плотников08.12.2017 14:115689 views

Ҫӗнӗ ҫул уявне республикӑн тӗп хуламӑр хатӗрленнине сӑнатӑп та пӗр ыйту ҫуралать: нивушлӗ конус евӗрлӗ япала чӑрӑша ылмаштарма пултарать? Ӑҫта пӑхмастӑн — таҫта та конус евӗрлӗ чӑрӑшсем лартса тухнӑ.

Паллах, чӑрӑш йывӑҫҫи конуса аса илтерет. Кӑна хуть те мӗнле вӑрмана кайсан та лайӑх курма пулать. Анчах та чӑрӑш йывӑҫҫин тураттисем пулмалла-ҫке. Унсӑрӑн ӑна йывӑҫ тесе мӗнле калӑн? Ак, сӑмахран, суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи искуственнӑй чӑрӑшах пӑхар. Конус евӗрле-ха ӗнтӗ, анчах та тураттисем курӑннӑран ку япала чӑрӑш мар тесен шухӑш пӗрре те ҫуралмасть.

Конусне чӑн та ӑсталама йӳнӗрех ларать пуль. Ҫавах та унашкал конуссен мӗнле те пулин хӑйнеевӗрлӗхӗ пулмаллах. Тӗслӗхрен, Республика тӳремӗнче вырнаҫтарнӑ тӗп чӑрӑша илме пулать. Кӳлепи енчен ним пахалӑхӗ те ҫук. Анчах та ӑна чӑваш ҫӑлтӑрӗсемпе ӑсталанӑран вӑл питӗ хӑйне май курӑнать, Шупашкарӑн тӗп чӑрӑшӗ пулма тивӗҫлӗ мар тесе калаймӑн.

Тата тепӗр япала — тӗп хуларан чӑн-чӑн чӑрӑшсем ҫухала пуҫларӗҫ. Маларах эп сӑнанӑ тӑрӑх чӑн-чӑн чӑрӑшсене ытларах лартатчӗҫ. Сӑмахран, «Мир Люксор» кинотеатр умӗнчи чӑрӑш та яланах «чӗрриччӗ» (каснӑ йывӑҫа чӗрӗ тесе калама йывӑр та). Кӑҫал вара ӑна та алӑпа ӑсталани ҫине ылмаштарчӗҫ.

Конуслӑ япаласем вырнаҫтарни халӑха тивӗҫтерет пулас, кӑмӑлсӑрланни сисӗнмест. Чӑн-чӑн чӑрӑшсем ытларах вырнаҫтарма ыйтнисем темскер курӑнкаламаҫҫӗ. Ҫапах та ҫак ыйту ытти хуласене пырса тивет-ши тесе тӗнче тетелне ятарласа тишкертӗм. Вара хамӑр патшалӑхра мар, Украинӑри пӑтӑрмаха асӑрхарӑм. Кейӳре (Киевра) пӗр ҫулхине ҫавнашкал конус лартнӑ та лешӗ халӑха самай кӑмӑлсӑрлатнӑ курӑнать — ун тавра нумай-нумай кулӑшла ӳкерчӗк хатӗрленӗ. Пӗри ӑна юртӑпа танлаштарнӑ, тепри вара — космос карапӗпе.

Хамӑн шухӑша вӗҫлесе Шупашкар хула администрацине тата республика пуҫлӑхӗсене ҫапларах ыйтас килет — Республика тӳремӗнчи чӑрӑша каллех улӑштарма вӑхӑт ҫитсен ӑна тем тесен те чӑн-чӑн чӑрӑша майлӑрах тума ыйтӑр. Тураттисем курӑнччӑр, конус евӗрлӗ ҫеҫ ан пултӑр.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Agabazar // 3089.34.8172
2017.12.08 14:16
Agabazar
Чувашшам пойчот!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters