Чăвашла По-русски Esperanto English
 
 
Жизнь коротка, искусство требует долгого времени.
(Гипократ. IV в.д.н.э.)
 
 System
 
 Menu
 
 Gallery
 
 Banners
 
 Ad


Chuvash Ethnic Radio needs your help!

 
 Comments to Post 871

[ All entries in Admin's blog ]

 Чухăн Ермолаев

 2009-06-17 20:28:55 :: 722 Просмотрено
Пĕлеттĕр, ĕнтĕ, çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче хаçат-журналсем В.В. Путин Пикалево хулине çитсе Олег Дерипаскăна ятлани çинчен çырнăччĕ. Хулари предприятисенче укçа тÿлеменрен çынсем малтан мэрине кĕрсе унти ларăва ирттерме чăрмантарнă, кайран вара Вологда — Çĕн Ладога федераллă трассăна та хупласа хунă. Укçа çук-тăк мĕн тăвăн ĕнтĕ? Хырăм ыйтать... Тата укçасăр чурасем кăна ĕçлеççĕ — Пикалевăрисем вара хăйсене чурасен шайĕнче курасшăн пулман вара. Путин килнĕ те Дерипаскăна та пçерккă панă (Lenta.ru лешĕ хăйне читлĕхе лекнĕ мĕскĕн кайăк пекех туйнă тесе çырать), хула çыннисем валли те укçа тупса (укçи налук тÿлекенсен ĕнтĕ, предприятийĕсен /Дерипаскăн аллинче/ укçи çук...) панă.
Ку çĕртмен 4-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Тата пиртен аякра — Ленинград облаçĕнче, унта çитме те пĕр кун патнелле пуйăспа каймалла. Хамăр Чăваш çĕрне таврăнар-ха.
Нумай пулмасть çывăх тăван хăнара пулчĕ. Пурнăç пирки калаçса лартăмăр — хăй халь ăçта ĕçлени пирки те каласа пачĕ. Ĕç вырăнĕ — малтан «Дружба» ятпа паллă пулнă ял хуçалăх предприятийĕнче. Халĕ çак предприяти Ермолаев аллинче — курнă пулĕ, «Хулаçум вокзалĕнчен» «Пичет çурчĕ» еннелле кайнă чухне «Юрма» ятлă ял хуçалăх предприятине рекламăлакан хăма пур. Хăми пысăккă, таçтанах курăнать. «Юрма» ятне пĕлместĕр пулсан, хулари «Ярмаркка» пасара пĕлеттĕрех пулĕ — хулан (ялтан килнисем те унталлах уттараççĕ) ытларахăш пайĕ çав пасарта тумланать тесен те йăнăш пулмĕ. Шăп та лăп «Ярмаркка» хуçи — «Юрма» ял хуçалăх предприятийĕн хуçи те. «Юрми» шутне миçе ял хуçăлăх предприятийĕ кĕнине пĕлместĕп (тен ытти районсенче те вырнаçнă вăл), анчах та малтан «Дружба» ятпа паллă пулнă совхоз та, «Лапсарский» чăх-чĕп фабрики те — халĕ «Юрма».
Каларăм ĕнтĕ, пирĕн тăван çав малтан «Дружба» (ара, пурте вăл ятпа кăна пĕлеççĕ те, «Юрма» тесен ăнланмаççĕ, пĕлмеççĕ) ятпа паллă пулнă предприятире ĕçлет. Слесарь. Шалăвĕ — 9 пин патнелле. Ял хуçалăх предприятийĕ валли çителĕклĕ ĕнтĕ. Кун пирки кăна пĕлтерес тенĕ пулсан мухтаса кăна çырнă пулăттăм — вăт, ĕç укçине çителĕклĕ тÿлет, тесе. Ку çырăва çырма вара пачах урăх сăлтав хистерĕ — ĕç укçине халĕ унта нарăс (февраль) уйăхĕшĕн кăна параççĕ. Урамра вара — çĕртме уйăхĕн шăрăхĕ тăрать. Шкулта арифметикăна лайăх вĕреннĕ пулĕ? Çĕртме (ку ята пĕлмесен «июнь» ятне пăхăр) — çулталăкăн улттăмĕш уйăхĕ, нарăсĕ — иккĕмĕш. Ĕç укçине ăна уйăх вĕçленнĕ хыççăн кăна (компьютерĕсем шутламалла-çке) тÿлеççĕ те çăвăнпа та çу (пĕлменнисем валли ку уйăх «май» ятлă) уйăхпах çырлахар. Вăл — пиллĕкмĕш. Пиллĕкрен иккĕ кăларсан мĕн чухлĕ пулать? Калькуляторсем патне ан туртăнăр, пÿрнепе те пулин шутлăр. Тĕрĕс, виççĕ. Енчен те урăхла пулса тухрĕ пулсан — шел, сирĕн калькуляторпах шутлама тивет... Вăт, çак ял хуçăлăх предприятийĕнче виçĕ уйăх укçа тÿлемеççĕ. Предприяти хуçи, тепĕр хут пĕлтерем — Ермолаев усламçă.
Ермолаевăн укçа çук тесен тем тесен те ĕненессĕм çук. «Ярмăркки» мĕн пысăкăш, «Контурĕ» те Етĕрне çул хĕрринче ялкăшса кăна ларать. Укçа тÿлеменнин чи пысăк сăлтавĕ ман шутпа — «ял çынни укçăсăр та ĕçлеме пултарать» тесе ларнинче. 1906 çулта Михаил Акимов «Улпут чапĕ — хресчен йывăр кунĕ» ятлă калав хайланă, унта улпутсем çĕр ĕçченĕсене епле улталани пирки çырса панă. Çавăнти пĕр саманта илсе кăтартас килет. Улпутсен укçа нумай тÿлес килмест иккен. Хресченсем тырă пуçтарса панăшăн 3 тенкĕпе çырлахасшăн мар иккен. Пĕр улпучĕ салтаксене чĕнсе илсе ĕçлеттерет, тепри ултавпа — 10 тенкĕ паратăп тет те, ĕçне туса пĕтерсен икĕ тенкĕ çеç (пĕлтĕр 3 панă) тÿлет. Вăл вăхăтранпа нимĕн те улшăнман пек туйăнать. Улшăнни улшăннă-ха, анчах та ял çыннин ĕçне пуянсем мĕнле хисеплемеççĕ, халĕ те çавăн пекех.
Эп ĕçлекен предприяти уйăхсерен миллионшаррăн-миллионшаррăн тупăш илет. Хăй Мускав пăхăнса тăрать — çапла пĕрре унтан пуçлăхсем килнĕччĕ те тупăша епле ÿстерме пултарасси пирки каласа панăччĕ. Пире мар ĕнтĕ, тĕрлĕ пай ертÿçисене. Вĕсем каласа панă пĕр мелĕ — укçана маларах илни. Енчен те реклама паракансем укçана пĕр уйăх маларах панă пулсан (вырăсла ăна «предоплата» теççĕ) пирĕн предприяти кунсерен миллионшар хушма тупăш илме пултарнă пулĕччĕ тенĕ вĕсем. Укçа ахаль выртмасть-çке — çав уйăх хушшинчех проценчĕсем хушăнаççĕ. Çак Ермолаев та ĕнтĕ çын укçипе çавнашкал тупăш тăвать.Виçĕ уйăх хушшинче унта проценчĕ ай-уй мĕн пысăкăш ÿсет! Сăмахран, вăл укçапа тавар кÿрсе килет те уйăх хушшинче ăна 20-30% (вĕсем хакне ытларах та ÿстереççĕ) ытларах хакпа сутса ярать. Виçĕ уйăх хушшинче проценчĕ çĕпре çинчи пекех вара хăпарса каять. Процентне хăй кăсьине чикет, ĕç укçине вара виçĕ уйăхран халăха валеçет («тавах, мана, виçĕ уйăхлăх процентсăр кредитланăшăн» тесе ĕнтĕ).
Çак икĕ хуçалăх пирки тата темиçе сăмах каласа хăварас килет. Пурте пĕлетпĕр, кăçал Чăваш Енре — Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ. Эх, шухăшлаттăм, сухаламан çĕрсене пурне те сухаласа тухĕç! Ăçта унта? Çĕрĕсем епле выртнă сухаламасăр, çăвăн пекех выртаççĕ. Хăш-пĕрисем вăрманланма та пуçланă. Ĕненмесен, Сĕнтĕрвăррипе Çĕрпÿ чиккинчи çĕрсене (Вăрман Кăршкапа Мăн Кăршка тавра) кайса пăхма пултаратăр — хăш-пĕр йывăçĕсем манран та çÿллĕ! Унашкал çĕрсем хайхи «Юрма» хуçăлăхăн та пайтах. Йăршупа Чăркаш хушшинчи çĕре пĕр çичĕ çул сухаламан пулĕ! Попой патĕнчи çĕрсем те ахальлĕн выртаççĕ. Юрать-ха, çул хĕрринчи çĕрсене сухалаççĕ — леш «Друюба» патнелле каякан çул хĕрринчи уйсем пушă лармаççĕ — тырă ларать. Малтан, чăх-чĕп фабрикинче ĕне фермисем пулнă чухне, уйсенче кăшман та лартатчĕç — ăна çӳмран тасатма, пуçтарма шкулта вĕреннĕ чухне чылай çÿресе. Халĕ лартсан та кирлĕ мар ĕнтĕ — кама çитерес? Çĕрулмийĕ те «Юрмăна» кирлĕ мар пулас. Вăт лараççĕ те вара уйĕсем пушă. Мĕн тупăшлă — çавна тăваççĕ. Ыттине чикĕ леш енчен тиесе килеççĕ. Ĕçлесси вара хальхи вăхăтра, шел те, чапра мар.

Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет — халĕ нарăсри укçăна çеç тÿленине çывăх тăван каланинчен илтсе (суймасть ĕнтĕ, суеçĕ марччĕ), сухаламан çĕрсене хам куçпа курса — машин (Попой уйăсене), е велосипед (Чăркашпа Йăршу хушшинчи уя апла çеç лекме пулать /аякран пăхсан акнă уй пек курăнать/) пулсан, хăвăр та кайса курма пултаратăр. Ермолаев пирки япăх сăмах сарас шухăшпа мар, ĕçленĕ укçана вăхăтра тÿлемелли пирки ку çырăва çыртăм.

Comments:

2009-06-30 18:55
Ун пек Ермолаев-усламçăсем пĕтĕм Раççейĕпе пинĕ-пинĕпех. Кашнин патнех Путинăн килмелле-ши? Е саккунсене çирĕплетмелле?

Add blog comment

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
Supported HTML Tags:
<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

 
 Search
 
 
 In Forum
Hĕvelpi Эпир хун / Мы - гунны (прямые наследники - чуваши) (3730)
Hamăr Jal "Чăваш палли" (169)
Ašşă Неправильный символ в словаре (8)
Ахрим Чăвашла вěренетпěр (154)
Admin Çĕнĕ пуçелĕк / Новая шапка (14)
Karssem Çĕнĕ чăваш кино / Новое чувашское кино (431)
ardavarz Тенгрианство (51)
alboru Изучение Чувашского языка с нуля на этом сайте в 21 часов (344)
Алатар Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем (317)
Алатар Источники по Волжской Булгарии (207)
Zhendoso Генсене тĕпчени / Генные исследования (1128)
Пер херарам Çемье çавăрасси / Создание семьи (24)
Пер херарам Конкурс! Конкурс! 13 сăмахшăн — 100 тенкĕ (11)
Admin Перевод (8)
Кăмпа Суварик и Булгарик(а) or Сувари и Булгари (20)
 
 In Blogs
Пирĕн сайт элеменчĕсене усă кураççĕ
Çĕнĕрен такмаксем вырнаçтартăм
Пуçелĕк версийĕсем
Кулăш: Çӳп-çап тасатасси...
Чăваш такмакĕсем хушăр
Чăнкă карчăк
Пĕлес килет
Паянхи кун
Раççейре пĕр Президент - Раççей Президенчĕ çеç пулмалла тет Рамзан Кадыров
Петĕр Çăлкуç
Чи юлашкинчен
Програмçăсем самолёт тăвас пулсассăн...
Юхма Мишши. Атăл шывĕ юха тăрать
Намăс та мар-ши?
Вĕлернĕ котэ
 
(c)2005 PCode.PP.Ru & Студия дизайна "WEB-3HAK"