Чăвашла По-русски Esperanto English
 
 
Совершенный человек все ищет в себе, ничтожный - в других.
(Конфуций)
 
 System
 
 Menu
 
 Gallery
 
 Banners
 
 Ad


Chuvash Ethnic Radio needs your help!

 
 Comments to Post 955

[ All entries in Admin's blog ]

 «Тăван Ен» хаçат самай улшăннă

 2010-01-15 18:33:02 :: 806 Просмотрено
Паян кăçалхи пĕрремĕш кăларăмне илтĕм. Тÿрех палласа илме те май çук. Чăн та Шупашкарта тухакан хаçатсенчен пĕрре те кая мар, хăш-пĕр енĕсемпе лайăхрах та! Вĕсен тата сайтне кирлĕ шая çитермелле те — вара республикăри чи чаплă хаçат пулса тăрĕ. Аттук, «Хыпарĕ», «Хресчен сассийĕ» вĕреннĕ пĕр ним улшăнмасăр, пахалăха ÿстермесĕр ĕçлеме.
Шел те, леш «кризис» текенни çавах вĕсене те пырса тивнĕ — хаçат малашне эрнере иккĕ мар, пĕрре тухма тытăнĕ. Пĕрре тухĕ пулин те калăпăшне самай ÿстернĕ пулас — 12 страницăллă пулĕ.
Халĕ Шупашкарта чăвашла тухакан хаçат иккĕ — «Хыпар» тата «Хресчен сасси». Кунталлах «Сувар» та туртăнать — пичет çурчĕн пĕрремĕш хутĕнчех вĕсен рекламăллă проспекчĕ çакăнса тăрать. Халĕ ĕнтĕ «Тăван Ен» те Шупашкара туртăнать иккен. Тăватă хаçат пĕр-пĕринпе тупăшнинчен мĕн пулса тухĕ-ши? Пахалăхĕ ÿсетех пулĕ. Шанас килет. «Сувар» хаçат, тĕслĕхрен, çак темиçе çул хушшинче самай лайăхланчĕ. «Тăван Енĕн» кăçалхи пĕрремĕш кăларăмĕнче те улшăнусем сисĕнеççĕ. Халĕ ĕнтĕ «Хыпарпа», «Хресчен сассинчен» улшăнусем кĕтмелле?
//эпĕ халĕ «Хыпар», «Тăван Ен» хаçатсем тата «Тăван Атăлпа» «Капкăн» журналсем çырăнатăп. «Суварĕпе» те вĕсен сайчĕ урлă паллашатăп. Малтан тата «Çамрăксен хаçатне» çырăнаттăм та пахалăхĕ тивĕçтерменнине пула çырăнма пăрахрăм.
Эсир мĕн çырăнса илетĕр?

Music: шăплăх, шăплăх çеç кунта...

Comments:

2010-01-15 21:07
Хаçатсемпе укçа нумай пĕтеретĕп. Библиотекăра вуласа чун канмасть."Халăх шкулĕ, Хыпар, Çамрăксен хаçачĕ, Тантăш,Тетте, район хаçачĕ" -чăвашлисем. "Çамрăксен хаçатне" хăр "Ачапчашăн" çырăнатăп, ачасен хайлавĕсене кун çути кăтартас тесе, пурĕ те 2 ача çеç пичетленме пултарчĕ. Ку çул та пичетленеймесессĕн урăх çырăнмастăп!
Кунсăр пуçне вырăсла кăларăмсем чылай.Мĕн тăвăн, хаçат вулама хăнăхнă ачаран, хаçатсăр пурăнаймастăп.

Add blog comment

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
Supported HTML Tags:
<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

 
 Search
 
 
 In Forum
Hĕvelpi Эпир хун / Мы - гунны (прямые наследники - чуваши) (3730)
Hamăr Jal "Чăваш палли" (169)
Ašşă Неправильный символ в словаре (8)
Ахрим Чăвашла вěренетпěр (154)
Admin Çĕнĕ пуçелĕк / Новая шапка (14)
Karssem Çĕнĕ чăваш кино / Новое чувашское кино (431)
ardavarz Тенгрианство (51)
alboru Изучение Чувашского языка с нуля на этом сайте в 21 часов (344)
Алатар Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем (317)
Алатар Источники по Волжской Булгарии (207)
Zhendoso Генсене тĕпчени / Генные исследования (1128)
Пер херарам Çемье çавăрасси / Создание семьи (24)
Пер херарам Конкурс! Конкурс! 13 сăмахшăн — 100 тенкĕ (11)
Admin Перевод (8)
Кăмпа Суварик и Булгарик(а) or Сувари и Булгари (20)
 
 In Blogs
Пирĕн сайт элеменчĕсене усă кураççĕ
Çĕнĕрен такмаксем вырнаçтартăм
Пуçелĕк версийĕсем
Кулăш: Çӳп-çап тасатасси...
Чăваш такмакĕсем хушăр
Чăнкă карчăк
Пĕлес килет
Паянхи кун
Раççейре пĕр Президент - Раççей Президенчĕ çеç пулмалла тет Рамзан Кадыров
Петĕр Çăлкуç
Чи юлашкинчен
Програмçăсем самолёт тăвас пулсассăн...
Юхма Мишши. Атăл шывĕ юха тăрать
Намăс та мар-ши?
Вĕлернĕ котэ
 
(c)2005 PCode.PP.Ru & Студия дизайна "WEB-3HAK"