Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +11.3 °C
И в общую тетрадь можно вписывать свои мысли.(Эмиль Кроткий)
 

Ad

Таисия Ташней' Blog

Таса мар сывлӑш арҫынсене чире ярать

  12.06.2014 13:43 | 3587 views

Тӗпчевҫӗсем пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сӑнавсем ирттереҫҫӗ. Ун валли чылай чух лабаратори шӑшийӗсемпе усӑ кураҫҫӗ.

Нумаях пулмасть, ав, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Шттасенчи Рочестер университечӗн ӑсчахӗсем Деборы Кори-Слехт профессор ертсе пынипе пӗр тӗпчев ирттернӗ. Хальхинче вӗсем этем организмӗн аталанӑвне мӗн витӗм кӳнине пӗлесшӗн пулнӑ. Тӗрӗсрех, тавралӑх тасамарлӑхӗн витӗмӗ этеме епле сиен кӳнипе кӳменнине.

Чӑн та, таса мар тавралӑх ним ыррине те тумасть.

More...

 

Хӑрушӑ кӳлӗсем

  07.06.2014 14:54 | 3771 views
Ҫу ҫитсен чылайӑшӗ шыв-шур енне туртӑнать. Анчах тинӗс-океан кӑна мар, кӳлӗсем те хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Ҫавсене тишкерер-ха.

Шыв курӑкӗ

Кӳлӗсенче тата шывлӑ ытти вырӑнтан ӳсекен шыв курӑкӗ хушшинче наркӑмӑшлисем те пур. Кӑвакрах симӗссисем хушшинчех, сӑмахран. Вӗсем ҫыншӑн тата чӗрчунсемшӗн сиенлӗ япаласем кӑларма пултараҫҫӗ. Шыв курӑкӗн наркӑмӑшӗ ҫынна юксовски чирпе аптӑратаҫҫӗ. Кун пек чух ҫын апатпа наркӑмӑшланнӑ пек туйма пуҫлать. Унӑн пӗверӗ тата ытти органӗ аптӑрать.

More...

 

Тӗнчери тӗлӗнтермӗш кӗперсем

  31.05.2014 21:31 | 3964 views

Тӗнчере ҫут ҫанталӑкпа тӗлӗнмелле ҫураҫуллӑ, архитектура енчен ыттисенчен уйрӑлса тӑракан кӗперсем пур. Паллашар-ха вӗсемпе.

Германири Шуйттан кӗперӗ

Die Rakotzbrück, е Шуйттан кӗперӗ, Kromlau-Park текен вырӑна илем кӳрет. Вӑл Саксонири Габленц ял ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 150 ҫула яхӑн каярах чултан туса лартнӑ. Devil’s bridge кӗперӗн расналӑхӗ – конструкци. Ӑна хӑйне май тунине пула вӑл кирек ӑҫтан пӑхсан та кӳлӗпе пӗрле ҫавракан курӑнать.

Йывӑҫ тымарӗнчен тунӑ Индири кӗпер

Мегхалая штатӗнчи Черапунджи ялӗнче кӗперсене кирпӗчрен, раствортан е хӑмаран тумаҫҫӗ.

More...

 

Хӑрушсӑр тупӑк

  27.05.2014 13:37 | 3574 views

Тӗнчере тем шухӑшласа кӑларакан та пур. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри – хӑрушсӑр тупӑк. Ӑна ӗнер-паян шутласа тупман. Вӑл тахӑҫанах пур ӗнтӗ.

Тупӑка вилмен ҫынна пытарасран шухӑшласа кӑларнӑ иккен. Паянхи кун, тен, ун йышши актуаллах та мар-тӑр-ха. Ара, халӗ медицина вӑйлӑ та, ҫын сывланипе сывламаннине тухтӑрсем сисеҫҫех-тӗр. Тата чылай чухне ҫынна касаҫҫӗ. Ун пек «вакланӑ» хыҫҫӑн темле чӗрӗ ҫын та /капла каланӑшӑн шурӑ халатлисем кӳренмеҫҫӗ пуль тетӗп/ сывӑ юлаймӗ.

 

Хӑрушсӑр тупӑксене 18-мӗш тата 19-мӗш ӗмӗрсенче нумай шухӑшласа кӑларнӑ-мӗн.

More...

 
[Comments (1)]

Кардиодиспансера кайма мӗншӗн икӗ уйӑх кӗттереҫҫӗ?

  25.05.2014 06:47 | 2899 views
Республикӑри кардиологи диспансерӗ
Республикӑри кардиологи диспансерӗ

«Республикӑри кардиодиспансера консультацие лекес тесен мӗншӗн икӗ уйӑх ытла кӗттереҫҫӗ?» Ҫапла кӑсӑкланнӑ Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче пурӑнакан Венера Иванова. Аплах пулсан ыйтӑвӗ, тӗрӗссипе, уншӑн кӑна ҫивӗч марри паллӑ ӗнтӗ. Ара, камӑн ҫавӑн чухлӗ кӗтес килтӗр!

More...

 
[Comments (1)]

Пултаруллӑ ертӳҫӗре пулмалли паха ҫичӗ ен

  18.05.2014 20:52 | 3645 views

Ҫынсенчен пысӑк пайӗ хӑйӗн профессине чунтан юратманнине кура ӗҫе чӑтма пултараймасть иккен. Гэллап институт Америкӑри ӗҫ рынокне тишкернӗ те, ӗҫлекенсен 30 проценчӗ кӑна хӑй тивӗҫне кӑсӑкланса пурнӑҫланине ӑнланса илнӗ. Пирӗн патра урӑхла теме кирлӗ мар. Пур ҫӗрте те ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пуҫлӑхсен ертӳҫӗсене кирлӗ ҫичӗ енне пӗлмеллех:

1. Пултаруллӑ ертӳҫӗ хӑйӗн ушкӑнне парӑнса тӑрать. Унӑн хӑйӗн ӗҫченӗсене хисеплемелле тата вӗсемшӗн тӑрӑшмалла. Кӑмӑллӑ ӗҫченсем клиентсене те кӑмӑллӑ тӑваҫҫӗ.

2. Пултаруллӑ ертӳҫӗ коллектива ӑнланмалла, конкрентлӑ, спецификӑлла хушусем парать.

More...

 

Пурӑнма кансӗрлекен 28 йӑла

  18.05.2014 18:26 | 3180 views

1. Хӑвна килӗшменнине чӑтни-тӳсни.

2. Санӑн хакна чакаракан ҫынсемпе хутшӑнни.

3. Ҫынсем мӗн каласси пикри пӑшӑрханни.

4. Пӗтӗмпех тӗрӗслесе тӑма ӑнтӑлни.

5. Ялан шыв юххине май «ишни».

6. Хӑвӑр шухӑшӑра палӑртманни, кӑмӑл-туйӑма ирӗке яманни.

7. Теветкеленме шикленни.

8. Ҫынсем пирки ялан шухӑшлӑса хӑвӑр пирки манни.

9. Пурне те килӗшме ӑнтӑлни.

10. Ҫывӑх ҫынсем тата тӑвансем пирки манни.

11. Пушӑ вӑхӑта килте ларса ирттерни.

12. Вӗҫӗмсӗр хыпкаланни.

13. Хӑвӑра тиркени.

14. Йӑнӑшасран шикленни.

15. «Эпӗ пултараймастӑп», – тесе япӑх пуласса хатӗрленни.

More...

 

Украинӑн Хӗвелтухӑҫ пайӗ референдума куҫарасшӑн мар

  08.05.2014 20:04 | 1789 views

Раҫҫей Украинӑн Хӗвелтухӑҫ пайне референдума куҫарма сӗннине унтисем ӑша хывманнине Кремль тишкересшӗн иккен. Аса илтеретпӗр, Донецк халӑх репсублики ӑна ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Анчах Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ун пек васкама кирлӗ мар, енсен – Украинӑн хальхи влаҫӗсем калаҫса татӑлсан аван тесе сӗннӗ. Анчах Украинӑн Хӗвелтухӑҫ пайӗ референдум кунне куҫарас темен. Кун пирки ИТАР-ТАСС информаци агентстви пӗлтерет. Луганск облаҫӗнче те региона федерализацилес ыйтупа асӑннӑ кун референдум ирттерме палӑртнӑ.

Украина тенӗрен, ҫӗршыв Президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей Европӑн хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен организаци Украинӑри лару-тӑрӑва йӗркелеме дипломати каналӗсем урлӑ «ҫул-йӗр картти» илнине пӗлтернӗ.

More...

 

Вӗренӳ министерствин порталӗнче чӑвашла ҫырнине курсан чун савӑнчӗ

  22.04.2014 21:32 | 3262 views
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов

Чӑвашра пурӑнатпӑр пулин те чӑвашла ҫырнӑ хӑш-пӗр япала чуна ҫемӗҫтерсех ярать. Халь кӑна, акӑ, Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарсене тишкернӗ май Вӗренӳ министерствин информацине тӗл пултӑм. Унта сӑмах черетлӗ мероприяти пирки пырать. Хам каярах юлса уҫрӑм та, министерство сайтӗнче пӗлтернӗ ҫав «ҫавра сӗтел» паян иртнӗ иккен.

More...

 

Вӑхӑтра тунӑ пӗрремӗш тата пӗртен-пӗр путешественник

  17.04.2014 21:43 | 2176 views

Раҫҫейре вӑхӑтра тунӑ пӗрремӗш тата пӗртен-пӗр путешественник пурӑнать. Вӑл – Сергей Крикалёв космонавт.

Крикалев Ҫӗр орбитинче пӗтӗмпе 800-е яхӑн сехет ирттернӗ. Ку вӑл абсолютлӑ рекорд шутланать. Относительноҫ теорийӗпе шутласан этем мӗн чухлӗ хӑвӑртрах куҫать, вӑл вӑхӑтра ҫавӑн чухлӗ ытларах майӗпенленет. Ҫапла вара Совет Союзӗн тата Раҫҫейӗн Геройӗ орбитан ҫинчен 1/48 секкунт ҫамрӑкланса аннӑ пулать.

 
Pages: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat