Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +18.3 °C
Если виноватых нет - их назначают.(А.Лебедь)
 

Ad

Таисия Ташней' Blog

Чӑваш сцени ҫинчи вӑрланӑ юрӑ

  27.06.2016 08:00 | 5431 views

Яла кайсан Наци радиовне е Тӑван радиона вӗҫӗмех итлетӗп. Ӗҫ пӑрахса, ҫине тӑсӑлса выртса мар-ха. Ӗҫе кӳлӗнсен янӑратать те вӗсене тусӑм. Унпа пӗрле чылай чухне ирӗксӗртен тенӗ пек эпӗ те чӑваш юррисене итлетӗп.

Ирӗксӗртен итлетӗп тенинчен хытах тӗлӗнме кирлӗ мар. Сӑлтавӗ — кирек мӗнле ӗҫре те профессионала кӑмӑлланинче. Юрӑҫ, композитор, сӑвӑҫ пирки те ҫавнах каланӑ пулӑттӑм. Теприсем тата хӑйсене ытла та универсал тесе шухӑшланӑран пулӗ, сӑввине те ҫыраҫҫӗ, кӗввине те хываҫҫӗ, хӑйсемех шӑрантараҫҫӗ.

More...

 

Айван ҫын мӗншӗн хӑй айванне пӗлмест?

  26.06.2016 19:41 | 3068 views

Ку ыйту тавра мӗн чухлӗ ҫын пуҫ ватнине татса калаймастӑп та, анчах ӑслисемех хӑйсене айван тесе чунӗсене шӗкӗ евӗр кӑшлани пирки иккӗленместӗп.

Хам ӑслӑ мартан-ши е урӑх сӑлтава пула-ши ӑслӑ ҫынсене каҫса каясла хисеплетӗп. Шел те, сахал пӗлетӗп ун пеккисене. Вӗсемпе вара ӗҫлеме те кӑмӑллӑ, ытти лару-тӑрура та лайӑх. Вӗсен тӗп уйрӑмлӑхӗ — хӑйсем ӑслине палӑртманни. Ӗҫре те, ытти чухне те. Тата ҫав ҫынсен тӗп уйрӑмлӑхӗ — айваннисене те айван теменни, ӑна-кӑна тӗшмӗртекеннисене вара хавхалантарма-ҫунатлантарма пӗлни.

More...

 

Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и?

  26.06.2016 08:25 | 6224 views

Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канашӗн пайташӗсем ҫулталӑка пӗрре иртекен ларӑва пуҫтарӑннине Чӑваш халӑх сайтӗнче Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ.

 

Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем тата вӑл е ку темӑпа кам мӗн тухса калаҫни пирки конгресс сайтӗнче анлӑ информаци шайӗнче кӑна хыпарланӑ та, кам тата мӗн пирки тавлашни-тупӑшнине, кам тата мӗн сӗннине йӑлтах ӑнланма йывӑртарах. Ҫак сайт администраторӗ тата маларах асӑннӑ статья авторӗ Мӑн Канаш ларӑвӗн йышӑнӑвӗпе ЧНК сайтӗнче каярах паллаштарма шантарчӗ-ха.

More...

 

Чӑваш-чӑваш тенипе чӑваш пулайӑпӑр-и?

  25.06.2016 12:29 | 5603 views

Ҫак статьяна, пӗлсех тӑратӑп, теприсем кӑмӑлсӑрланса йышӑнӗҫ. Анчах чунра пуррине уҫмасӑр чӑтаймастӑп.

Чуна ыраттармалла ҫак калаҫу темиҫе кун каялла пулса иртрӗ. Ҫав самантра паллаканӑмпа чӑвашлӑх ыйтӑвӗ патне те пырса тухрӑмӑр. Тӗрӗсрех, чӑваш чӗлхине тата чӑвашлӑха аталантарма тата упрама кам тата епле тӑрӑшни тавра пулчӗ кӗске калаҫӑвӑмӑр. Тата тӗрӗсрех каласан, тавлашу.

Статья ятне "Чӑваш-чӑваш тенипе чӑваш пулайӑпӑр-и?" тесе ахальтен памарӑм.

Чӑн та, мӗн-ха, вӑл чӑвашлӑх?

More...

 

Йӗрке хуралҫисен аллинчи вилӗм

  20.06.2016 21:05 | 3666 views

Тӳнсе каясла тарӑхнипе ҫырмасӑр чӑтаймарӑм ҫак статьяна. Ҫак самантра эпӗ хамӑн йӑлана кӗнӗ йӗркепе «Пусть говорят» телекӑларӑма пӑхса ларатӑп. Шоу шутланакан кӑларӑмсене пӑхманнисене пӗлтерем: ӑна 1-мӗш каналпа 19 сехет те 50 минутра пуҫланать.

Хальхинче унта 17 тата 18 ҫулсенчи Бурят Республикинчи икӗ каччӑна йӗрке хуралҫисем тытса кайса вӗлернине сӳтсе яваҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӗлернине никам та официаллӑ майпа ҫирӗплетмен. Велосипед вӑрланӑ тесе тытса чарнӑ яшсенчен пӗри хӑйӗн хӑсӑкӗпе чыхӑнса вилнӗ пулать.

More...

 

Хӗрарӑм мӗншӗн килте ҫуратать?

  01.06.2016 19:45 | 4550 views

Юлашки ҫулсенче хӗрарӑмсенчен хӑшӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула килте ача ҫуратма тытӑнса кайрӗҫ. Ҫакна вӗсем тем тӗрлӗ те ӑнлантараҫҫӗ. Килте ҫуратас йӑла, тӗпрен илсен, анӑҫран килет тесе палӑртаҫҫӗ. Тепӗр тесен, пирӗн чӑваш хӗрарӑмӗсем те, Анӑҫа-мӗне кайса курмасӑрах килтех ҫуратнӑ. Анчах... ку вӑл, чӑн та, ӗлӗк пулнӑ. Хирте тырӑ вырнӑ вӑхӑтрах амӑшӗ пулса тӑнисем сахал-им?

Тухтӑр патне каймасӑр ача ҫуратнине теприсем пульницӑсенчи тӳрккеслӗхпе сӑлтавлаҫҫӗ. Чӑн та, шурӑ халатлисем кӑнттаммине, шел пулин те, час-часах асӑрхама тивет.

More...

 

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать

  22.05.2016 12:05 | 4560 views

Ку статьяна, тен, ҫырман та пулӑттӑм. Анчах чӑтаймарӑм. Чӑваша кӗвӗҫ чунлӑ теҫҫӗ те, ӑмсаннипе ҫырать тесе ан шухӑшлах, вулаканӑм. Тепӗр тесен, малтанласа ҫав туйӑма пула шӑрҫаланӑн туйӑнӗ те. Юрӗ, калас тенине пӗр ҫӗре пуҫтарма хӑтланса пӑхам-ха.

Ӗнер тусӑмпа Кӳкеҫ урамӗпе уҫӑлса ҫӳрерӗмӗр. Темиҫе сехет хушши утрӑмӑр. Унта та ҫитрӗмӗр, кунта та. Хам ытти чухне ҫӳрекен тӗп урам тӑрӑх мар, ҫӗннисем тӑрӑх хутларӑмӑр. Ҫырма тӗпӗнче вырнаҫнӑ дачӑсем патне те антӑмӑр. Кӳкеҫ вӗҫӗнче ҫӗкленекен тӑхӑр хутлӑ ҫуртсем патӗнчен ҫаврӑнтӑмӑр.

More...

 

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ

  25.04.2016 21:11 | 4918 views

Ӑнсан — суранланса, ӑнмасан — вилсе. Чӑнах-чӑнах.

Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗн кунне палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗ пуҫарнипе ҫирӗплетнӗ ҫак кун тӗлне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ республикӑра ку енӗпе лару-тӑру еплереххине тишкернӗ.

Производствӑра суранланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсемпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксемшӗн пуҫиле ӗҫе ытларах чухне РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйипе (ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснине пула ҫынна йывӑр суранлатнӑшӑн е ҫынна вӗлернӗшӗн), 216-мӗш статйипе (хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснине пула ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнишӗн е пысӑк тӑкак кӑтартнишӗн, е ҫын вилнишӗн) тата 109-мӗш статьяпа (асӑрханманнине пула вилӗм кӳнишӗн) ӗҫ пуҫарнине пӗлтерет асӑннӑ управленин пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев.

More...

 

Сӗте хаклатма ҫуках-ши?

  20.04.2016 21:27 | 4935 views

Ял хуҫалӑх продукцийӗ нихӑш саманара та хаклӑ пулман-тӑр. Ҫук-ха, тӗрӗсех те каламарӑм. Лавккаран туяннӑ чух сӗчӗ те йӳнех мар, хӑйми те, тӑпӑрчи те, турӑхӗ те, аш-пӑшӗ те, ҫӑмарти те. Анчах апат-ҫимӗҫ хакне хӑпартаканӗсем продукцие туса илекенӗсем мар-ҫке. Сутнӑ чухне вӗсен ҫак продукцие ячӗшӗн хакпах ярӑнтарма тивет. Кун пирки маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ-ха. Унтанпа нимӗн те улшӑнман. "Агро-Инноваци" хысна предприятийӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, сӗтӗн пӗр литрне паян сӗт-ҫу савучӗсем килограмне вӑтамран 19 тенкӗ те 97 пуспа туянаҫҫӗ.

More...

 

Чӗлхесӗр янавартан пахи ҫук

  10.04.2016 16:50 | 4794 views

Пурнӑҫра тӗлӗнсе каймалла пулӑмсем сиксе тухаҫҫӗ. Нумаях пулмасть паллаканӑмсенчен пӗри тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Ӑна... чӗлхе вӑрӑммишӗн ят лекнӗ.

 

Чӑн та, вӑрӑм чӗлхеллисене нихӑш саманара та юратман-ха. Тӗрӗссине калакансем юмахра кӑна ҫӗнтереҫҫӗ пулӗ. Тепӗр тесен, юмахра та вӗсем малтанласа шар кураҫҫӗ. Аса илер-ха, акӑ, Константин Ивановӑн "Икӗ хӗр" юмахне.

Хӑйӗн аслӑ хӗрӗнчен

Ашшӗ ыйтать: «Мӗн мӑнтӑр?»

— Пирӗн атте килӗнчи

Кӑвак лаша пит мӑнтӑр.

More...

 
Pages: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 13
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat