Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +18.3 °C
Великая цель образования - это не знания, а действие.(Герберт Спенсер)
 

Ad

Blog Updates

Чӑваш халӑх сайчӗн малашлӑхӗ пирки: ҫу уйӑхӗ…

  06.05.2022 12:14 | 3178 views

«Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки малалла пӗлтеретпӗр. Пуш уйӑхӗ йывӑр пулчӗ тенӗччӗ те, ака уйӑхӗнче лару-тӑру тата та йывӑрланчӗ. Тӗплӗрех аяларах ҫырса кӑтартатӑп.

Пӗрремӗшӗ. Эсир пулӑшни сая кайман. Мӗн куҫарса пани йӑлт ӗҫ валли кайрӗ. Акӑ нумай пулмасть кӑна, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 1971 ҫулта тухнӑ И.А. Андреевпа Н.П. Петров редакциленӗ Вырӑсла-чӑвашла словарьне туллин кӗртсе пӗтертӗмӗр. Пурӗ 41 479 статья (сӑмах) пулчӗ. Халӗ ҫак сӑмахсарпа пурте туллин усӑ курма пултараҫҫӗ.

More...

 

Чӑваш халӑх сайчӗн малашлӑхӗ пирки: ака уйӑхӗ…

  05.04.2022 12:33 | 2757 views

Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки ҫыру вырнаҫтарнӑччӗ. Унтанпа уйӑх иртрӗ, лару-тӑру хальхи вӑхӑтра епле пулни пирки пӗлтерсен пӑсмӗччӗ пуль тетӗп.

Пӗрремӗшӗ. Чӑваш Турри пире пӑрахмастех тесе ахаль мар ӗненетӗп. Ку хутӗнче те хамӑр Туррах пире пулӑшрӗ тесе ӗненетӗп. Апла каланине пӗри «Чӑвашӑнах-ши вӑл?» тесе иккӗленсе те пӑхрӗ. Ман шутпа, ҫавах, Чӑвашӑнах. Пирӗн ӗҫ хамӑр халӑха кирлӗ мар пулсан ун чухлӗ укҫа-тенкӗ пухайман пулӑттӑмӑр. Тӗрӗссипе эп, пӗр-икӗ ҫын кӑшт та пулин куҫарса панипе те ҫырлахайнӑ пулӑттӑм.

More...

 

Чӑваш халӑх сайчӗн малашлӑхӗ пирки

  04.03.2022 12:56 | 4293 views

Хисеплӗ хӑнасем, вулакансем!

Тӗнчери тата Раҫҫейри лару-тӑрӑва пула «Чӑваш халӑх сайчӗ» умӗнче пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Унӑн ӗҫӗ тӗпрен илсен хамӑн укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать. Ман тупӑшран килет. Шел те, паянхи кун тупӑшсем палӑрмаллах чакрӗҫ. Ҫавна пула журналистсене тӳлемелӗх, сервер тӑкакӗсене саплаштармалӑх укҫа-тенкӗ ҫитмессе пултарать.

Эпӗ никамран та укҫа кӗлмӗҫленсе ыйтман. Тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ укҫана кама та пулин пама йывӑррине шкул саккинченех пӗлетӗп.

More...

 

Кирлех – ши эс, Чаваш Улӑпӗ, пире паян?

  24.02.2013 12:46 | 8377 views

Эс суралнӑ кун пирӗн пӗчӗк тӗнче улшӑнса кайӗ. Кунран кун эс ҫитӗнсе ураланса мӑнаҫланнӑ ҫемӗн тӑван ҫӗршыв сана кура чиперлене пуҫлӗ. Мӗнпур тӗнче санпа килленсе хастарлӑх ытамлӑхне ҫакланӗ, мӑнаҫлӑ ӗмӗтпе чӗрӗлсе ешерӗ. Сан вӑйна кура пурте сан хыҫҫӑн талпӑнӗҫ, ҫулелле туртӑнӗҫ, сан анлӑ ӗмӗлкӳ айӗнче нимрен шикленмесӗр утӗҫ. Эпир пурте ҫак ҫутӑ тӗнчене пӗр пек килетпӗр, пӗр Ҫӗр-анне сӗткенӗпе ҫитӗнетпӗр, анчах та малалла кашни хӑй ҫулӗпе утать: пӗри малта мӑнаҫлӑн, чӗре вӑйне шеллемесӗр, тепри кайра, сан кӑвар ӑшшинче, асӑрхануллӑн. Тӗнчере кашни хӑй евӗле, кашни хӑй майлӑ.

More...

 
[Comments (17)]
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat