Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.3 °C
Искусство есть посредник того, чего нельзя высказать. (И. Гете)
 

Ad

Blog Updates

Газель

  23.02.2015 20:36 | 3485 views

ГАЗЕЛЬ

 

Ăслă çынна та кирлĕ канаш, тупата!

Канашламашкăн пултăр юлташ, тупата!

 

Ăслă çынран ыйтнишĕн сиен пулас çук.

Пĕтĕм ăсчах пире хуранташ, тупата!

 

Ĕçĕ нумай — ăслин. Ухмаххин — пуш сăмах,—

Çав этемпе нихçан ан паллаш, тупата!

 

Ăстăн тĕнче тивлечĕ вăл, ăстăн— илем.

Ун çумĕнче усал вăй йăваш, тупата!

 

Ăстăн кирлех, тăванăм, ăстаçă пулма;

Пур-тăк ăсталăх—пулĕ малаш, тупата!

 

Çăкăр ыйтмасть пиртен ăстăна пуç тайни;

Шав ăс пуçтартăр харпăр чăваш, тупата!

 

Ăс тенине пухаççĕ кунçÿл тăршшĕпех,

Ăс пухакан çын вĕçĕмсĕр яш, тупата!

More...

 
[Comments (1)]
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat