Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +11.0 °C
Наружность и манеры более выразительны, чем слова.(С. Ричардсон)
 

Ad

Владимир Болгарский: Ирӗклӗ шухӑшсемсӗр, наукӑна хирӗҫле Федотов словарӗ

Владимир Болгарский26.01.2017 21:395445 views

Ку статьяри тӗп шухӑша тӳрех каламалла тесе, статьяна вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн, хушса ӑнлантарма тиврӗ. Атук нумайӑшӗ чӑваш словарӗсемпе ӗҫлеме пӑрахнине пула, ӑнланмаҫҫӗ.

Наукӑпа ӗҫлекен ҫыннӑн ниепле те Федотов ученӑй пек, чӑваш сӑмахӗ вырӑс чӗлхине кӗнишен "смелое предположение" тесе ҫырмалла мар. Апла ҫырни пирӗн чӗлхене антарса лартать. Наука йӗркипе чӑваш чӗлхи авалхи чӗлхе, авалхи чӗлхе ҫамрӑк чӗлхесене пуянлатса пынӑ.

Халӗ "идеологипе" ҫыхӑнман ученӑй-тюркологсем пурте ҫапла ҫыраҫҫӗ. Нумай чӑваш сӑмахӗсем ("булгаризмы" тесе палӑртаҫҫӗ чӑваш сӑмахӗсене наукӑра) вырӑс чӗлхине кӗнӗ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ. Анчах та Михаил Романович Федотов ученӑй хӑйӗн этимологи словарӗнче ку шухӑша палӑртман. Пӗрре кӑна палӑртнӑ пулсан та, ӑна "смелое предложение" тесе тиркесе хурать. Федотов хӑйӗн словарне ҫырнӑ чух ирӗклӗ шухӑшласа, наукӑна хисеплесе ҫырманни куҫкӗретех. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнчи "идеологипе" ҫыхӑнса, "пӗр чӗлхеллӗ совет халӑхӗ" тӑвас шухӑша пӑхӑнса ҫырни палӑрать Федотовӑн этимологи словарӗнче.

Тӑван чӗлхепе статьясем ҫырнӑ чух, кашни ҫыравҫӑн тӗрлӗ сӑмахсар-словарьсемпе усӑ курма тивет. Калӑпӑр хамӑн та тӑтӑшах Ашмарин словарьне те, Чӑваш чӗлхин ӑслӑлӑх институчӗ (ЧГИГН) кӑларнӑ словарӗсене те, Федотов тюрколог-ӑсчах кӑларнӑ этимологи словарьне те, Скворцов словарьне тата нумай сӑмахсара тӑтӑшах алла тытса хӑшпӗр сӑмахсене шырама, тӗрӗслеме тивет.

Ашмарин та Федотов та паллӑ чӗлхеҫӗ-ӑсчахсем. Федотов ӗҫӗсенче ҫитменлӗхсем нумай. Федотов словарӗнче ытларах вырӑс чӗлхинчен кӗнӗ сӑмахсем палӑраҫҫӗ. Нассат, несӗл тата ыттисем те. Апла пулни нимех те марччӗ ӗнтӗ, енчен те Федотов хӑйӗн ӗҫӗнче наукӑна хирӗҫ кайсах, вырӑс чӗлхине чӑваш чӗлхинчен маларах кӑларса тӑратман пулсан? Ҫапла, ҫапла, Федотов-ӑсчах хӑйӗн этимологи словарӗнче, — «чӑваш чӗлхи вырӑс чӗлхинчен пулса кайнӑ» — тесе ҫырманни кӑна юлать.

Ара мӗнле ӑнланмалла-ши, Федотов словарӗнчи ҫапла ҫырнӑ сӑмахсене:

«Есть очень смелое предположение Н.А.Баскакова о том, что основой заимствования в русском языке валах, волох, влах, Валахия является, древне-тюркское, булгарское, чувашское – выльӑх (скот), из которого также произошли рус. вол, валух; валах житель Валахии. Название языческого «скотьего бога» древних славян – Велес/Волос – могут восходить к той же древнебулгарской основе, сохранившейся в чувашском языке в виде выльӑх + аф. название профессии – ҫӑ/ҫӗ (от ҫын человек) (СТ 1983 № 4 С.18)».

Куратӑр-и, мӗнле чӑн «наука» пулма пултарать Федотовӑн ҫак словарьте? Мускавра ӗҫлесе пурӑннӑ Баскаков Н.А., Наукӑсен Академийӗн пайташӗ тата тӗнчери питӗ паллӑ тюрколог 1983 ҫулта калӑпӑр тӗрӗссине ҫырса, чӑваш чӗлхине мӑнаҫлатма тӑрӑшать. Федотов вара Баскакова тӳрлетесшӗн пулса, хӑйӗн этимологи словарӗнче — «чӑваш чӗлхинчен вырӑс чӗлхине сӑмахсем кӗмен» — тесе каласшӑн пулать. Федотов хӑйӗн словарӗнче тӑтӑшах ҫапла политикӑна тытса пырать. Пӗрре те чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхи ҫумӗнче кӑтартса хисеп туни ҫук унта.

Ку кӗнекери пек тӑван чӗлхене хисеплемен «импульссем» кирлӗ мар пире тем тесен те, чӑваш чӗлхине аталантармалла тесе шутлатпӑр пулсан. Федотов словарӗ тухнӑ хыҫҫӑн, пире чӑвашсене ҫӗнӗ этимологи словарӗ кирлӗ. Тен Егоров Н.И. чӗлхеҫӗ ҫырса кӑларӗ, чӑн-чӑн этимологи словарьне. Вырӑса куҫас политикӑсӑр, чӑваш чӗлхин мӑнаҫлӑхне чӑннипе тӗрӗс кӑтартакан словарь-сӑмахсар пултӑрччӗ.

 

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>


Orphus

Радио (27.04.2017)

08:10
 
Ирхи кăмăл (12+)
09:00
 
Новости (12+)
09:40
 
На весах Фемиды (16+)
10:00
 
Хыпарсем (12+)
10:20
 
Социальный вопрос (12+)
11:00
 
Новости (12+)
11:10
 
Чĕнтĕрлĕ чаршав (12+)
12:00
 
Хыпарсем (12+)
12:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Хыпарсем (12+)
13:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Новости (12+)
14:20
 
Азы православия (12+)
15:00
 
Хыпарсем (12+)
15:40
 
На страже закона (16+)
16:00
 
Новости (12+)
16:10
 
Тата мĕн кирлĕ пурнăçра? (12+)
17:00
 
Новости (12+)
17:10
 
Тус-юлташ саламĕ (0+)
18:00
 
Хыпарсем (12+)
18:20
 
Чăваш Ен: çулсем тата çынсем (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:20
 
Тухтăр канашĕ (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:20
 
Çичĕ юрă (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Çичĕ юрă (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Banners

 
About us | Statistic
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Questions about the site: p-code.ru