Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +11.3 °C
Горе сердцу не любившему смолоду!(И.Тургенев "Дворянское гнездо")
 

Ad

Аçтахар Плотников: Адыгайӑри Рузаннӑн паттӑрла ӗҫӗ

Аçтахар Плотников10.07.2017 11:486646 views

Ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнче 11-мӗш класс вӗренсе пӗтерекенсем хӑйсен аттестачӗсене илеҫҫӗ. Пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫине тухма паракан ҫак пӗрремӗш документа хальхи вӑхӑтра чыслӑн та чаплӑ уяв ирттерсе параҫҫӗ. Унашкал уяв Адыгей Республикинче те иртнӗ, ҫамрӑксене аттестатсем панӑ. Рузанна Туко ятлӑ хӗр сцена ҫине тухсан вара республикӑра пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — вӑл хӑйпе пӗрле вӗреннӗ тепӗр хӗре ылтӑн медале панипе килӗшменни пирки пурте илтмелле каланӑ. Ахаль-махаль хӗр пирки сӑмах пырсан ку пӑтӑрмах пирки Раҫҫейри МИХсем анлӑн ҫутатмӗччӗҫ-ха та. Лешӗ вара, иккен, тӳре-шара хӗрӗ. Ҫавна май амӑшӗ хӑйӗн тӗпренчӗкӗ валли ылтӑн медаль туса панӑ пулать. Ку Рузаннӑна килӗшмен, вӑл тӳре-шара хӗрӗ ылтӑн медале тивӗҫ пулманни пирки каланӑ. «Эпир ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе тӑрӑшса вӗрентӗмӗр, тӑрӑшрӑмӑр, хӑшӗ-пӗри вара уроксене ҫӳремесӗрех ылтӑн медаль илеҫҫӗ», — тенӗ хастар хӗр.

Ӗлӗк, совет самани вӑхӑтӗнче, Павлик Морозов пек ачасене ҫӗклетчӗҫ, вӗсен ӗҫне тӗслӗх пек лартатчӗҫ (тӗрӗс астӑватӑп пулсан, вӑл хӑйӗн ашшӗне, кулаксен йышне кӗрекенскере, тӗрмене ларттарнӑ, ӑна ҫавӑншӑн кулаксем персе вӗлернӗ). Е Петӗр Хусанкайӑн «Таня» поэмӑри сӑнарӑн прототипне Зоя Космодемьянскаяна аса илме пулать. Ӑна та совет пропаганди вӑйлӑ ҫӗклетчӗ, тӗслӗх илме сӗнетчӗ.

Хальхи вӑхӑтра ман шутпа Рузанна Тукӑна ҫавнашкал ҫӗклемелле, вӗсен паттӑрлӑхне пропагандӑламалла. Паянхи куна илсен Адыгей Респуубликин ҫамрӑк хӗрӗн ӗҫне чӑн та паттӑрлисен йышне ним мар кӗртме пулать — леш хӗрӗ ахаль-махаль ҫын ачи пулнине пӑхса тӑмасӑрах тӗрӗсмарлӑха ҫиеле кӑларма хӑват ҫитернӗ. Ман шутпа унашкал хӗрсем, вӑрҫӑ тухсан та тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессинче малти ретсенче пулӗҫ, суя патриотизм кӑтартакан тӗрлӗ кадет шкулӗсен вӗренекенӗсем вара вӗсен хыҫӗнче пытанса тӑрӗҫ.

Паянхи пурнӑҫра пирӗнтен ытларахӑшӗ хальхи йӗркесене улӑштарма ҫук тесе пурӑнать. Пысӑк пукан йышӑнакан тӳре-шарана хирӗҫ те кайма май ҫук, хура халӑхран нимӗн те килмест тесе шухӑшлать. Рузаннӑн хастарлӑхӗ вара паянхи пурнӑҫра урӑхла те тума пултарнине кӑтартса пачӗ — хыпарлав хатӗрӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх йӗркене пӑсса илнӗ медале леш хӗр каялла тавӑрса панӑ, амӑшне те ӑшӑ вырӑнтан кӑларса ҫапнӑ. Ҫапла май Раҫҫей патшалӑхӗ йӗркене пӑсса ӗҫлекен пӗр тӳре-шараран хӑтӑлма пултарчӗ!

Аван-и? Паллах лайӑх. Шӑп та лӑп ҫав хӗрарӑм пек тӳре-шарасене пулах пирӗн Раҫҫей чӑхӑмласа аталанать. Ҫавӑнпа та йӗрке пӑсакан тӳре-шарана е ытти пуҫлӑха тӳрре кӑларма хӑрамалла мар, чӑн сӑмаха хӑюллӑ каламалла! Пытарса тӑни вара тӳре-шара е пуҫлӑх йӗркене пӑснинчен нихӑш енчен те лайӑхрах мар. Апла-тӑк, хӑрар мар! Хӑюллӑ пулар! Рузаннӑн тӗслӗхӗпе хавхаланар!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters