Хучĕсем васкавлах пулман. Ытти чухне васкавлă мар теме те юраман вĕсене, анчах кĕтмен çĕртен килсе капланакан ĕçсемпе çак самантра татса памалли ыйтусем хушшинче ку хутсем пĕр кун-икĕ кун выртма та пултарнă. Выртасса вара, тĕрĕссипе, пĕр-икĕ кун çеç те мар, эрнене яхăнах сĕтел çинче выртнă вĕсем.
Вăхăчĕ канăçсăр та шиклĕ пулнă. Сенат площадĕнчи тĕтĕм сирĕлсе çитеймен, Францие вут хыпса илнĕ. Унтан Польша çĕкленнĕ. Хресченсем улпутсене вĕлернĕ. Салтаксем пăлханнă. Кавказ çаплах парăнман.
Июнь варри тĕлнелле тата Питĕрте çынсене мур хирме тытăннă. Хăрушă чир кĕçех таврари хуласене сарăлнă...
Çанталăк çунтарса ярасла пĕçертнĕ, тусан мăкăрланнă, вăрмансем çуннă. Çумăр çуман.
Патша çемйи Петергофран Патша Салине куçса пынă. Йĕп хыççăн çипписем те юлман: его величество патшан собственнăй текен канцедярийĕн III-мĕш уйрăмĕ, кадетсен корпусĕ, хитре хĕрсемпе хĕрарăмсем.
Хулана халăх тулса ларнă.
Çапла, ку хучĕсем ытла васкавлах пулман. Анчах ытти докладсемпе пĕрле Бенкендорф паян вĕсене те илчĕ.
Юлашки çулсенче çĕр-шыв хуçи Николай Романов патша мар, жандармсен шефĕ Александр Христофорович Бенкендорф генерал пулнă. Раççей тăрăх каркаланă эрешмен картин пур çипписем те ун аллкне пынă. Жандармсен корпусĕ, вăрттăн агентсем, çар... Кашни хулара мар, кашин присутствире, кашни кĕтесре унăн хăлхасем, куçсем пулнă.
Арăмĕ çинчен упăшки, упăшки çинчен арăмĕ, ашшĕ-амăшĕ çинчен ачисем пĕлтерсе тăнă. Хайне кирлĕ çынсене Бен-кендорф куçа курăнакан енчен мар, тӳнтер енчен пăхсă шыранă. Тытăнман вăрă, вăрттăн аскăнакан çьш, службă-ра карьера тума ĕмĕтленекенсем — пурте юранă ăна.
Ĕçсем нумай пулнă. Хăш-пĕр кун вуншар пакет пынă. Сайра пĕрре пушă кунсем те килсе тухкаланă ĕнтĕ. Ун пек чух Бенкендорф патша патне, паянхи пек, маларах пынă хутсене илсе кайнă: «Кур, çĕр-шывра епле хăрушă, кашни кунах усал хыпар килсе тăрать, эп пулмасан сана...» Малаллине Бенкендорф хăй ăшĕнче çеç каланă, анчах вăл палла пулнă: эп пулмасан сана тахçанах пĕтермелле...
Граф çав тери çемçен калаçнă, йăвашшăн кулкаланă, шӳт тума юратнă, хĕрарăмсен чĕрине час парăнтарнă. Такам лаши айне пулса вĕчине хуçнă йытта вăл кӳмине йăтса хунă та лазарета кайса леçнĕ. Çемçе кăмăллă нимĕç куçĕнче куççуль йăлтăртатнă. Çав вăхăтрах вăл пилĕк декабриста çакса вĕлернĕ ир, 1826 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче, ним пулман пекех, такан патĕнче шăлĕсене шăрпăкпа чакаласа тăнă. Бенкендорф Раççей тӳпинчи аслатиллĕ пĕлĕте аса илтернĕ. Кашни самантрах унтан аçа çапса çунтарма та, çил-тăвăл тухса аркатса кайма та пултарнă.
Кӳме патша керменĕ умне çитсе чарăнсанах Бенкендорф шăлса якатнă хăйăр çине сиксе анчĕ. Çил вĕрнипе уçнă пек, кĕленче алăксем пĕр сассăр уçăлса кайрĕç. Ылтан-кĕ-мĕлпе çиçсе тăракан тумтирлĕ улăп-швейцар пуçне тайрĕ те генерал шинельне илчĕ. Кӳмери пăчă сывлăш хыççăн вес-тибюльте пит-куçа сулхăн çапрĕ. Фельдъегерь шăппăн хирĕç чупса иртрĕ. Мрамор колоннăсем çумĕнче, юпа пек, дежурнăй офицерсем хускалмасăр тăраççĕ. Вăрăм чалхаллă камер-лакей тайăлчĕ.
Никама сывлăх сунмасăр, никам çине пăхмасăр, çав вăхăтрах пурне те асăрхаса Бенкендорф пысăк тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Тĕкĕр çинче малалла тухса тăракан янахлă хитре этем курăнчĕ. Вăл сарлака та çӳллĕ çамкаллă — ытла та çӳллĕ çамкаллă! (Кăшт каçăрăларах пăхсанах пуç тӳпинчи çӳç курăнми пулать). Хытканрах та тӳп-тӳрĕ кĕлеткеллĕ. (Ун пеккине Александр Христофорович «салтак кĕлетки» тет). Тăнлавĕнчи çӳç пайăркисене, патша пек, куç хуринелле тураса якатнă. Çинçе бакенбард вĕçĕсем, турккă кинжалĕ пек, усси тĕлĕнче пăлтăр! малалла çаврăнаççĕ.
Хĕрĕх çиччĕре пулсан та тĕреклĕ те çамрăк сăнлă-ха генерал-адъютант!
Вал сарлака пусмапа иккĕмĕш хута хăпарчĕ те мĕлке пек сас-чĕв тумасар çӳрекен лакейсем хушшипе коридор тăрăх утса кайрĕ.
Çийĕнчи мундирĕ пекех вĕр-çĕнĕ сăнлă поручик, çĕне флигель-адъютант, приемнăйра шалти пӳлĕме кĕмелли алăк çине кăтартрĕ:
«Сире кĕтеççĕ, ваше сиятельство. Халĕ çеç ыйтрĕç...»
Алăк çемçен уçăлса хупăнчĕ. Тем пысăкаш пӳлĕм варри тĕленче пысăк сĕтел ларать. Ун йĕри-тавра темиçе пукан, пĕр кресло, сылтăм енчи стена çумĕнче те пукансем. Кресло хыçĕнче урайĕнчен маччана çити — Николай Павлович пиччĕшĕн — 1 Александр патшан сăнĕ тăрать. Унпа юнашарах, кĕтесре — «салтак» кравачĕ: хăма пек лапчăк тӳшекпе хытă минтер, пустав çи витти. Вырăнăн ури вĕçне кивĕ шинель чĕркесе хунă. Стена çумĕнче — шпагăсем, кĕмĕл, пăхăр, ылтăн авăрлă кинжалсем, пистолетсем...
Патша вилнĕ пиччĕшĕн сăнне тӳртĕн сетел хушшинче кресло çинче ларать. Вăл пур тӳмисене те тӳмеленĕ çăмăл хура сюртукпа, погонсăр. Умĕнче — çар картти, хунчăкăшĕн — Прусси королĕ III-мĕш Фридрих Вильгельмăн бюсчĕ, хутсем. Николай та, Бенкендорф пекех, пысăк çамкаллă, яка шурă ӳтлĕ, хитре.
Кабинетра пурте тăватăм кунхи, пилĕкĕм кунхи пекех, пĕр Николай сăнĕ çеç урăхла: тĕксĕм те сивĕ.
«Сире сывлăх сунатăп, ваше величество».
«Тĕпелелле иртĕр».
Чăн, патша Бенкендорфа хирĕç, ĕлĕкхи пекех, ура çине тăрать, ăна çурăмĕнчен лăп-лăп-лăп çупăрланă пек туса сĕтел тепĕр енне пукан çине пырса лартать.
«Тархасшăн, тархасшăн, граф. Эпĕ хале кăна сирĕн çинчен аса илнĕччĕ. Çылăхсăр çын сăмах çинех çитет теççĕ...»
«Ох, ваше величество, çылăхĕ пирки калама та кирлĕ мар ĕнте. Мĕнле кăна çĕр тӳссе тăрать».
«Но, но, граф...» — текелесе Николай сĕтел урлă Бенкен-дорфа пӳрнипе юнанă пек тăвать.
Çук, улшăнмасть патша сăнĕ. Генерал-дипломат шахмат фигури-хыпарсене куçаркалама тытăнать. Пешка-хыпарсене сирсе тӳрех ферзя мала кăларать.
«Патшамăр, виçĕм кун пирĕн паттăр çарсем Польшăри пăлхава пусарнă...»
Николай тăрать те стена çумĕнчи кинжалсем еннелле çаврăнса кăпăк пек шурă аллипе кăкри çине виçĕ хутчен хĕрес хывать.
«Ну, тавтапуç, граф... Савăнтартăр. Каçхине молебен тума хушас. Эпĕ хам та Польшăри ĕçсене çак куяеенче пĕтереççĕ пулĕ тенĕччĕ».
«Сирĕн интуици питĕ вăйлă, ваше величество».
«Çар министрĕ пĕлет-ши ку хыпара?» «Чернышев патне часах çитекен мар ун пек япаласем...» — тет те Бенкендорф тĕленсе ытти кĕçĕнтерех фигура-хыпарсене хускататъ. Ферзьпе вăйă пуçлани ним усси те памасть: патша сăнĕ çав-çавах кичем, салху...
«Шульц генерала вĕлернĕ, патшамăр...»
«Да?.. Камччĕ-ха вăл — Шульц?»
«Леш Новгород хулинчи çар тухтăрĕ».
«?..»
«Эсир Гиппократ тесе тăрăхлаканни. Ваше величествана вăл пулă ăшаласа çитернĕччĕ». «Аха, аса илтĕм».
«Халер пăлхавĕ вăхăтĕнче çапса пăрахнă».
«Мухтав турра, халĕ вăл пăлхава пусарнă ĕнтĕ».
«Çапла, ваше величество. Эсир хăвăр кайса çӳрени пулăшрĕ. Сирĕн план тăрăх туса пынă пулсан ăна тахçанах пусармаллаччĕ».
Хăйне мухтанă чухне Николай ĕçне пăрахсах итлекенччĕ, халĕ ăна та итленĕ-итлеменех ирттерсе ячĕ.
«Кам вĕлернĕ-ха ăна?»
«Сурбанов тенĕскер. Парижа илнĕ çĕрте çапăçнă салтак».
«Сурбанов? Мĕнле... мыскаралла хушамат. Мана вăл ĕç пирки Чернышев каласа панăччĕ».
«Çапла, ваше величество. Салтакĕ вăл чăваш, ваше величество».
«Чăваш? — тет те патша, мĕнле салтакне пĕлме тăрăшнă пек, хут çине тинкерет («Мĕскер вăл — чăваш? Çармăс-и? Тутар-и?»). — Эпир вăл салтака çĕр çынлă строй витĕр хĕрĕх хут уттарса кăлармалла тунăччĕ».
«Ăна пĕр уйăх каялла пытарнă, ваше величество».
Патша сăнĕ тата ытларах тĕксĕмленет.
«Мĕншĕн — пытарнă? — тесе шухăшлать вăл юратнă генералĕ çине кăмăлсăррăн пăхса. — Эпĕ ăна вĕлермелле туман-çке... Турра шĕкĕр, пирĕн халĕ никама та вĕлермеççĕ. Тăватă пин хут çапнине тӳсеймерĕ пулсан — хăй айăплă...»
«Çемйине Çĕпĕре ăсатмалла тунăччĕ». (Çĕпĕр? — çиçсе илет Николай пуçенче ачалла шухăш. — Тăршшĕпех сăнчăрлă этемсем çӳреççĕ пуль унта... Ăсатап, ăсатап...)
«Тĕп-тĕрĕс, ваше величество. Çемйине ăсатнă... Эпĕ сире урăххи çинчен систересшĕнччĕ. Ман çынсем пĕлтернĕ тăрăх, Сурбанов службăра тăнă чаçри командирсем декабристсем майлă шухăшлаççĕ».
«Лайăхрах йерлесе пĕлĕр, граф. Пĕлĕр те мана евитлĕр. Пăлхавçăсен тымарĕ ан юлтăр!» «Итлетĕп, ваше величество».
Ытти фигура-ĕçсене, фигура-хыпарсене хатĕрленĕ май ватă çерçи патша çине вăрттăн пăха-пăха илет. Мĕскер пулнă ăна паян? Мĕншĕн вăл кăмăллăрах калаçмасть, шӳт тумасть? Тен, таçтан усал хыпар илтнĕ? Пăшăрханмалли ĕçсем пур-тăр?
Çук, нимле хыпар та илтмен патша. Халер чирĕ сарăлса пыни çинчен те шухăшламасть вăл, нумай пулмасть Витебск хулинче вилнĕ пиччĕшĕ Константин Павлович пирки те пăшăрханмасть çак самантра. (Йывăр тăпри çăмăл пултăр, кашни вилекенпе вилме çук.) Унăн пуçĕнче йăлтах урăх шухăшсем, урăх ĕмĕтсем...
«Эпĕ сире çак хутсене кăтартасшăнччĕ, патшамăр», — çурма ыйтуллăн та çурма сĕннĕ пек каласа хурать Бенкендорф Николай умне икĕ тĕркем яка хут илсе пырса.
Патша канăçсăррăн хускалса илет те хура чернилпа тăрăшса çырнă хут çине шикленсе пăхать.
«Мĕнле япала ку, граф? Кам çырать?»
«Маслов полковник, ваше величество. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчен. Хăйне евĕр... интереслĕ документ».
«Интереслĕ эппин? Ăçта-ха?»
«ЗАМЕЧАНИЯ О СОСТОЯНИИ ИНОРОДЦЕВ, НАСЕЛЯЮЩИХ КАЗАНСКУЮ ГУБЕРНИЮ»
(Турăçăм, мĕн чухлĕ çырса тултарнă!) «Причнны, по которым народ сей (камсем? тутарсем-и?..) ...народ сей более подвержен угнетению, нежели русские, суть следующие: (Ак тата тепĕр... философ тупăнчĕ. Эх, çав калаçма, сӳтсе явма юратакансене! Пур çĕре те сăмсисене чикеççĕ!) ...суть следующие: 1. Опыты всех времен доказывают, что лучше всего управлять народом невежественным, нежели получившим хотя малейшее просвещение...»
Чăн сăмахăн суйи çук! Тĕрĕс! Анчах — кунта сан мĕн ĕç пур? Е эсĕ патша-и? Губернатор-и?
Патша хучĕсене уçкаласа алă пуснине пăхать.
«Маслов... Аха, Маслов иккен... пурне те пĕлет вăл. Çынсене вĕрентме тытăннă».
«Ватă çын-и вăл, сирĕн Маслов тени, граф?»
«Çук, ватă мар, ваше величество».
«Опыты всех времен...» Куна вуларăм пулас-ха эпĕ. «...начальствующие над чувашами всеми силами способствуют дальнеăшему распространению невежества: даже самый благонамеренныи исправник есть бесполезный начальник... (Пăх-ха эсĕ!) Чуваши — они не токмо, чтобы иметь какое-либо понятие о законах русских, но даже говорят немногие по-русски... С таким недостатком, что значит честный чувашин при следствии, перед судьей своекорыстным, все равно, что безгласная овца; его словам дают такой оборот, какой нужен следователю; руку за него прикладывает церковнослужитель, обязанный держать руку следователя потому, что и сам имеет с ним равное ремесло».
Çырсан-çырсан ку çын ман пата та çитсе тухĕ!
«Сенаторы Санти и Кушников ревизовали губернию по доносу г. Киселева и по жалобам поселян (1820 çултаччĕ-и-ха вăл?); все почти чиновники отданы были под суд... Явиое грабительство было поставлено на одну линейку с неосмотрительностыо... Суд должен был различить постепенность вины каждого и, по мере преступления, по-ложить наказание... Провинциальные же суды решили дело иначе. Посланные следователи по Казанской губернии почти все замараны, а отрешенные чиновники оправданы все до одного... Остались виноваты одни поселяне. Едва ли теперь найдется из нескольких тысяч жало-вавшихся хотя один на лице земли; большая часть из них бедственно погибли, пошли в Сибирь, жестоко наказанные под предлогами воровства, грабежа и других преступлений, а другие вконец разорены за то что показали собой худой пример: жаловаться на то, чего не можно было им терпеть.
После ревизии гг. сенаторов было несколько следствий о лихоимстве даже по высочайшему повелению; но все оканчивались тем, что обвиняемые оставались не только правы, чуть не святы. Обвинител. были чуваши, следователи — чиновники... Если они и хотели бы открыть истину, то мешало им сие сделать собственное корыстолюбие. Если сие не мешало, то им приказывали сверху сделать следстве так или иначе». (Охо!)
«Ужасно вообразнть, до чего может довести таковой порядок. Зло до безмериости увеличилось...» (Ак сана жандарм!)
«Чувашский народ до сего времени погружен еще в крайнее невежество, но он от природы добр, бескорыстен, миролюбив (генералсем çине алă çĕклекен халăх йăваш-и?); сделанная ему малая услуга обязывает его на целую жизнь благодарностью; трудолюбие его доказывается великим колйчеством вывозимого на пристаии волжского хлеба. С таковыми качествами народ сей должен был благоденствовать, если бы не был отдаваем в управление таких начальников, которые не лучшее имеют к нему уважение, как к вьючному скоту. Русский крестьянин никогда бы не дал так себя притеснять, он лучше умел бы объясниться на своем языке о том, что ему нужно. (Пĕлетпĕр эпир вырăс хресченĕсем мĕнле «калаçнине». Турă сыхлатăр); чувашин же есть внутри России иностранец».
Куç уменче сас паллисем сикеççĕ. Хутăшса каяççĕ. Çырăвăн вĕçĕ те, хĕрри те курăнмасть!
Çук, халер чирĕпе тăкăнакан халăх çинчен те, выçă вилекен ял çыннисем пирки те пуçне ватмасть çак самантра патша. Унăн урăх шухăшсем, урăх ĕмĕтсем...
...Качча кайнă хыççăн пĕрремĕш хут вăл ăна Царское Село паркĕнчи кӳлĕ хĕрринче курнă. Каçала енне сулăннă хĕвел. Вăрăм мĕлке ӳкернĕ çăкасем. Асамлă кӳлĕ... Натали сарлака шлепкепе, кĕлеткине калама çук илемлĕн палăртса тăракан хитре шурă платйĕпе пулнă. Хул урлă вăл херлĕ шаль тутăр уртса янă. Таса шурă ӳт, кăшт кăна чалăшрах куранакан пысăк хура куçсем, тăрхаларах пит... Натали патшана таçти улăх варринче ӳссе ларнă хитре чечеке аса илтернĕ. Ăна часрах, çынсем асăрхиччен, вĕсен алли пырса тĕкĕниччен, татса илсе пӳлĕме илсе каяс кил-нĕ. Анчах вунсакăр çулхи Натали Гончаровăпа юнашар унăн упăшки Александр Пушкин утнă.
Николай чĕринче кĕвĕçӳ туйăмĕ йăшăлтатнă. Мĕншĕн таврари чи хитре хĕр — çын аллинче?
«...Как поступают чиновники с чувашами в случае открывающихся дел, и какие употребляют способы к собиранию с них денег?
1. Случившееся в уезде убийство, скоропостижная смерть или самоубийство чувашенина влечет за собой по общему порядку следствие уголовное.
На следствие приезжают чиновник земской полиции, стряпчий, лекарь, а с ними от 15 до 40 человек: кучеров, дворовых людей, рассыльных, канцелярских служителей и военной команды.
Корм лошадям и столовое содержание всей толпы производится за счет поселян той деревни, в которую приехали делать следствие, продолжающееся иногда более недели. Пьянство на счет народа, всякого рода своеволие, прихотливые требования приехавших есть первые их действия.
Начинается следствие об убитом, умершем или удавившемся; здесь-то показывается в полном виде нравственность следователя, приехавшего на хлебное дело; осматривают умершего; забирают под караул соседей его, родственников.., перед глазамн их приготовляют деревянные колодки для закования кто окажется виновным (то есть ослушников воли судей); а между тем агенты следователей, знающие чувашский язык и набранные по большей части нз негодяев мещан.., внушают всеми способами мирным поселянам, чтобы они во избежаняе грозящей беды умилостивили судей, собравши для них по рублю, а иногда до два и по 5 рублей с души.
Непонимающие последствий дела следственного, чуваши соглашаются, а если происходят споры, то разве в таком случае, когда видят невозможность в полной мере удовлетворить своих иритеснителей. Между тем, когда делаются сборы денег с народа, родственники и соседи убитого или умершего подвергаются всякого рода истязаниям: их сажают в одну или несколько изб, допрашивают и при допросах внушают им неведомые и для самих русских законы: что онн должны смотреть за поведением своего родствениика или соседа, должны были предупредить случившиеся с ним последствия, должны были доносить о нем начальству, и, как поселяне всех сил обязанностей не исподнили, то, следовательно, они виноваты; их устрашают наказанием, ссылкой в Сибирь, конечным разорением, отправлением «в город.
Что тут делать необразованному народу, незнающему, до какой степени простирается над ним власть начальства?
Если не имеют денег на умилостивление судей, то продают свой хлеб, на который тут же готовы и покупщики; если хлеба недостает, то продают дворовую свою скотину, пепелища свои или идут в кабальную работу к кому-нибудь на таком условии, чтобы работать до того времени, когда уплатится вся сумма, а уплата не так-то легка тому, кто, обобран будучи, пошел в кабалу.
Наступит время платежа подушных и на земские повинности депег, тогда разоренный бедняк подвергается жестоким телссным наказаниям присланные от земского суда рассыльные бьют их без милосердия; Приведенный в отчаяние чувашенин отдает себя и детей своих в кабалу из платежа только подушных денег».
...Пулаççĕ те иккен çут тенчере тĕлĕнмелле куçсем, сехре хăпартмăш куçсем, вутăш куçĕсем! Таçта вăрман варринчи вăрттăн кӳлĕ хĕррине пырса тухнă пек, вĕсене курсан чун сӳлетет, çӳç-пуç вирелле тăрать. Пăрахса каяс — кайма хал çитмест, пăхса тăрас — çан-çурăма тар тапса тухать: вĕсем ытарма çук хитре, ытарма çук чĕрĕ, çав тĕпсĕр куçсем, пуç çавăрмăш куçсем...
Нумай-нумай хĕр курнă Николай хăй ĕмĕрĕнче, анчах Натали Гончаровăнни пек куçсем — тĕл пулман. Хăйĕн арăмĕ çинчен патша асне те илмест. Вунтăватă çул хушши пĕрле пурăнса чĕтресе тăракан пуçлă ырхан Луиза Александра ăна йăлăхтарса çитернĕ. Авланнă çыннăн, çемье пуçĕн, çĕр-шыв хуçин ют хĕрарăмсене ăмсанмалла марри çинчен те шухăшламасть патша. Бенкендорф калашле, законсене пуçлăхсем валли мар, пăхăнса тăракансене алăра тытма çырнă.
Николай сĕтел урлă генерал çине пăхса илет. Лешĕ, эпĕ виçĕ талăк ларма пултаратăп тенĕ евĕр, темĕнле хутсемпе аппаланать.
«Ох, ĕç тупса патăр эсир мана, граф. Вуласа пĕтермелле мар».
«Хам та ӳкĕне пуçларăм, ваше величество. Ытла вăрам çырнă... Çамрăк-ха вăл...» «Эсир кам çинчен, граф?» «Маслов полковник пирки калатăп». Çамрăк çав. Питĕрте, Хĕллехи дворецра, Хĕллехи садра пур çавăн пек пальма: хитре те яштака. Вун саккăрта!
«Мăшăрланнă ятпа саламлатăп сире, господин Пушкин!»
Сасă салтаксене команда панă чухнехи пекрех янăрать те ĕнтĕ, юрĕ... Систĕр: унпала хăйпе пĕр тан çын мар калаçать...
«Тавтапуç, ваше величество», — тет Пушкин лăпкăн. Унăн сассинче (сăнĕнче те!) ни хăрани, ни хăйне пĕчĕкке хуни, ни йăпăлтатма хăтланни сисĕнмест. Пĕлмен çын аякран пăхас пулсан Пушкин умĕнче Раççей патши мар, махорка шăрши çапнă околоточнăй* тăрать тейĕччĕ.
Николай хăй кăмăлсăрланнине палăртмасть. Тепĕр тесен пурте йĕркеллĕ. Пушкин (литераторсем хушшинче тесе хушса хурать патша) —чи талантли, унăн арăмĕ — хĕрарăмсенчен чи илемли, вăл хăй, Николай Романов, Раççей патши — чи ăсли. (Кун пирки Николай нихçан та иккĕленмен). Кунта нихăшин те кӳренмелле мар. Çапах та патша асăрханса сăмахлать. (Калаç-ха хăвна çывăхрах тытса, вĕсем ыранах укçа кивçен ыйтма чупса пырĕç. Турра шĕкĕр, пĕлет патша çын психологине!)
«Эсир парк илемне кӳретĕр... Малашне ĕнтĕ сире хуçалăхăра астума ашшĕ куçĕ кирлĕ пулать. Сергей Львовича эпе шансах каймастăп. Çитменнине, вăл пĕрле те пурăнмасть...»
Хăй çине патша сăнаса пăхнипе Натали савăнса, хĕрелсе каять. Пысăк куçсем вăрăм куç хăрпăкĕсем айне пытанаççĕ. Эх, пĕрре кăна пулса курасчĕ çав патша çуртĕнчи балра, фрейлинăсемпе пĕрле!..
«3. Подрались ли между собой двое чуваш, и о сем узнает волостной писарь, тут оба ссорившиеся платят подать по мере своего состояния или сколько успеет взять писарь, не доведя до сведения чиновников земской полиции, которые, как только узнают о таком маловажном происшествии и проведают о состоянии чувашина, спешат похитить добычу из рук писаря не для того, чтобы восстановить правосудие, ио вдосталь разорить ссорившихся поселян, сделавши из их простой ссоры уголовное следственное дело.
4. Объявится ли рекрутский набор — тут волостным писарям... открывается удобный случай брать деньги с народа.
...на место же его (богатого — Ф. У.) идет весьма нередко последний сын престарелого отца.
Где таковый бедняк может найти себе защиту? Судья есть его притеснитель, писарь — истинный тиран...
5. Случится ли пропажа лошади в каком-лнбо селении, и понятые, шедши по следам оной, придут в другое селение, к которому ютя след и вел, но пропал. Лошадь не отыскана, но писарь, по введенному противозаконному обычаю, тотчас собирает от рубля, н иногда до пяти рублей с души за не отвод поселянами следа.
...Обобранная деревня, а иногда и та, из которой пропала лошадь, подвергаются денежному взысканию за то, что караула у околицы не имели; как будто вор непременно должев был вести оную мимо того места, где должен находиться караул.
6. Ужасное лихоимство поселилось и в самом духовенстве. Поступки большей части церковиослужителей с чувашами не лучше писарских и судейских. Для них смерть чувашина... умершего без исповеди или причастия, есть хлебное дело. За похороны такового покойника берут от 10 до 100 рублей, угрожая, в случае неплатежа, донести начальству, которое должно приехать с лекарем, чтобы разрезывать мертвеца; и для образованного народа много значит таковое обстоятельство, но для суеверных чуваш, снабжающих и во гробе покойников своих принадлежностями земной жизни, как-то: деньгами, посудой и одеждой, — анатомирование мертвеца есть ужасное в деревне происшествие.
И так чувашенин, при жизни бедствовавший, и по смерти оставляет горе своему семейству, заставляет расплачиваться за безвременную свою кончину и неприятие святого причастия, за которым, хотя и посылал к священнику, но не дождавшись умер».
...Николай пĕрре пăхсах пĕлет: хитре Наталишĕн упăшкин ĕçĕсем ниме те тăмаççĕ. Вăл — пурăнасшăн. Аслă салтак генерал пуласси çинчен ĕмĕтленет. Хитре хĕрарăмăн та пĕр шухăш пулмалла: чи пысăк света кĕресси. Чи пысăк свет Раççейре — Питĕрте (халĕ вăхăтлăха Патша Салинче), патша çуртĕнче.
Вăтанарах та кăштах шикленсе, йăлăнса та шанса вутăш Натали патша çине пăхать. Шерепеленсе усăнса тăракан ылтăн хăлха çаккисем хуллен чăнкăртатса сас параççĕ, куçĕсене нӳрĕ карса илет. Пилĕкĕ унăн черкке тытки пек çинçе, кĕлетки-çурăмĕ авкаланать. Курăр акă, тепĕр ик-виçĕ çултан мĕн тĕрлĕ дама пулса кайĕ вăл!..
«Господин Пушкин, Раççей империйĕнче тĕлĕнмелле пысăк ĕçсем пулса иртеççĕ. Раççей хĕç-пăшалĕ пур çĕрте те çĕнтерет. Хăлăхсăр Польшăна аса илĕр. Кавказ... Эпĕ сире çавсем çинчен астутарасшăн. Пысăк карапа пысăк шыв кирлĕ теççĕ».
«Тавтапуç, ваше величество. Çак кунсенче эпĕ архиври хăшпĕр хутсемпе паллашма ирĕк ыйтасшăнччĕ. Хам вăя тепре историллĕ ĕçсенче сăнаса пăхас тетĕп».
Çамрăклăх кунĕсем иртсе каяççĕ. Декабристсене тăлланă сăнчăрсем таçта Çĕпĕрте çĕр айĕнче тутăхаççĕ. Çынна усăсăр тарăхтариччен ăна йăпăлтатса алла илес. Сăнаса пурăнма та çывăх, хитре арăмĕ те куç умĕнче.
«Тархасшăн, господин Пушкин. Эпĕ Бенкендорф графа калăп. Ĕçлĕр, çырăр... Шалу хурăпăр сире. — Патша куç хӳрипе чипер Натали çине пăхса илет те çапла хушса хурать. — Эсир халĕ çемьеллĕ çын... Службăна çӳреме кирлĕ мар».
«7. ...Возмущаемый в самых естественных побуждениях своих служителями алтаря, угнетаемый своими начальниками, чувашенин ожесточается сердцем, делается нечувствительным и хладнокровным ко всему его окружающему; он беспрекословно выполняет прихоти всякого подъячего, рассыльного, проезжего. Не уверен в своей собственности и личной безопасности. Какие он должен иметь мысли о господствующем народе и религии, недавно принятой, видя такие поступки светских и духовных судей своих?
Сие важное обстоятельство должно обратить внимание правительства на народ от природы добрый, нрава кроткого, но еще блуждающий в невежестве.
8. Поселянину необходимо нужны бревна на починку и постройку жилищ, дрова, мочалы и лыки...
Лесничий но закону обязан беспрекословно отпустить ему материалы за попённые деньги, а на дрова отвести лесосеку, во однако ж сего никогда не делается.
Лесничий просто распоряжается государственным имуществом как своей собственностыо. Через матросов своих собирает по деревням с души весной по 50 коп. и по 1 рублю на лыки, мочалы и корье. А зимой по 70 коп. и 80 коп. за бревна и дрова. Если бы чуваши захотелн не дать требуемого налога, то вконец разорятся. Начнутся следственные дела при посредстве земской полиции и стряпчего. Чувашенина судят за дрова и лучины, как вора, потому что он везет их из обывательского своего леса без билета, не принимая того во уважение, что законная лесосека ему не отведена; тут достается и всей непослушной деревне. Начнут обыскивать под избами дубовые плахи и отрубки, ... хотя бы оные положены были назад тому 50 лет; а как дуб есть корабельный лес, и ответственность за него большая, то хозяин нередко подвергается штрафу в пользу судей за своего прадеда.
9. ...Ежели поступило и записано в доход казенный 1000 рублей попённых, то решительно полагать можно, что в пользу лесничего и промышленников осталось в 50 раз более».
...Матроссем... Юман. Вăрман улпучĕ...
«Хушамачĕ мĕнле унăн, граф?»
«Камăн, ваше величество?»
«Çав вăрман улпучĕн. Хысна укçине вăрлаканнин. Ăна строй витĕр кăларас пулать!»
«Унта... хушаматне кăтартманччĕ пулас, ваше величество».
«Çукчĕ-и вара? — текелесе патша хут çине пăхать. — Чăнах та çук пулас. Хм!..»
Вăл Бенкендорфран çырура асăннă матроссем çинчен ыйтса пĕлесшĕн. Камсем вĕсем — вăрман улпучĕсене пулăшакан матроссем? Тата мĕншĕн вĕсем тинĕс çинче мар, вăрманта çӳреççĕ?
Патша ыйтмасть: ырă мар...
...Вĕсем иккĕшĕ, çав икĕ хĕрарăм, икĕ тĕрлĕ. Пĕри — хитре, çăмăл, çурта пек тӳрĕ те çап-çамрăк. Тепри — ватă, хитре мар, çурма арçын сăнлă. Пĕри — лĕпĕш, улăх чечекĕ, поэзи, ирхи çанталăк, чĕре çунтармăш. Вăл алă тăсмасăрах алла кĕме хăтланса тăрать, хăватлă эрех пек чĕрене ӳсĕртет, кăмăла вут хыптарать. Тепри, статс-дама Марья Дмитриевна Нессельроде, — карап пек мăн кăмăллă, ватă салтак пек сивĕ те хаяр. Вăл утса килнине курсан, тĕрĕсрех каласан, утса та мар, сăрт çамки пек капланса килнине курсан Николайăн яланах çынсем еннелле çаврăнса команда парас килет:
«Смирно! Равнение напра!..»
Малтанхи кунсенчех Натали статс-дама çумĕнче хăй пансионра вĕренекен пек тытатчĕ: хĕрелсе каять, çĕрелле пăхать.
Импери коронине тăхăннăранпа пилĕк çул çитнĕ май ирттернĕ бал-маскарадра, августăн 22-мĕшĕнче, Николай унпа икĕ хут ташларĕ.
«Сирĕн патша çемйинче çуралмалла пулнă, Натали. Эсир двореца килсе кĕнĕренпе эпĕ урăх никама та курмастăп. Хĕвел пăхнă чух ытти çутăсем курăнми пулаççĕ».
«Ытлашши мухтатăр, ваше величество», — тет те Натали питне веерпа хуплать. Веерăн эрешлĕ çӳлти хĕрринчен унăн пысăк куçĕcем патша çине сăнаса пăхаççĕ. Хăй телейлĕ-телейлĕ...
«Истребление укоренившегося зла совершенно невозможно без приискания честных чиновников; но честный не пойдет служить, видя примеры г.г., А. и Л. Г. А. захотел покровительствовать народу; через сие пресек источники доходов лесничего и стряпчего, а с ним вместе досадил и тем людям, от которых зависели они; нашли предлог г. А. удалить от должности, стряпчего К., несколько десятков раз судившегося и теперь судящегося, послали в другой уезд, испытать его деятельность. Г. Л. был примерным тираном народа чувашского; дела были его так громки, что о его лихоимстве по высочайшему повелению производилось следствие; однако он оправдан и вновь назначен к службе; вся беда его состояла в том, что он истратил на свое оправдание все, что было нажито в стране чувашской.
Таковой пример правосудия так подействовал на чуваш, что едва лн они и самому царю скажут правду, зная, что после сего и пепла жилищ своих не найдут...»
Кĕтмен çĕртен документ вĕçне çитсе тухсан патша ним ăнланмасăр ăна тепĕр хут уçкаласа пăхать. Вĕçĕ-хĕррисĕр вăрланисем, çаратнисем...
Чăваш çĕр-шывĕ.
«Ну, граф, саламлатăп...»
Бенкендорф, тăма хатĕрленнĕ пек, кăштах малалла ӳпĕнет, пуçне таять.
«Мĕн пирки, ваше величество? Эп ăнлансах пĕтереймерĕм-ха...»
«Эпир сирĕнпе иксĕмĕр тăр ухмахсем иккен. Нимĕн те пĕлместпĕр те, курмастпăр та, илтместпĕр те. Чи ăсли вара — Маслов полковник. Çапла-и?»
Ку сăмахсем Масловшăн приговор вырăннех пулаççĕ.
«Ĕç нумай, ваше величество. Сирĕн пата килсе виç сăмахлă доклад тума купи-купипе хут вулас пулать».
«Пĕлетĕп, пĕлетĕп, граф. Эпĕ сире айăпламастăп. Мухтав турра, ăпăр-тапăр ыйтусене халь мансăрах тататăр».
«Маслов полковник пирки эпĕ хам та сирĕн пекех шутлатăп».
«Вăл сирĕн ĕçĕр, граф. Эпĕ нимĕн те каламастăп. Хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр...»
Патша полковник çырăвне илет те сылтăм кĕтессине кăранташпа шултра сас паллисемпе çапла çырса хурать:
«Сообщить М(инистру) Ф(инансов) и г(енерал)-а(дъютанту! Стрекалову на особое внимание.
НИКОЛАЙ
В Царском Селе, 25 августа...»
Каçхине хăйĕн хытă вырăнĕ çине выртса çӳхе утиялпа пĕркенсен патша тепĕр хут чăвашсем çинчен аса илет. Мĕнле халăх вăл — чăвашсем? Камсем вĕсем? Сунарçăсем-и? Атăл таврашĕнче пурăнаççĕ, тен, пулăçсем пуль?
Патша чăвашсене куç умне кăларса тăратма хăтланса пăхать. Мĕнле çынсем-ши вĕсем? Уйăх каялла Новгородра курнă урасăр салтак, кунсткамерăра тĕл пулнă кайăкла çынсен кĕлеткисем аса килеççĕ. Анчах чĕрĕ халăхăн сăнĕ курăнмасть.
Николай стена еннелле çаврăнса выртать те куçне хупать. Мĕнле телейлĕ халăх вăл — чăвашсем: вĕсем çинчен патша шухăшлать!..
«Якур пӳлчĕ. Хăйне пĕр вунă хут та вырттарса çаптарнă пулĕ, çаплах хаспатин мĕн иккенне пĕлмест. Анчăк çури пĕлтĕр чаплă туй турĕ, кулава пӳртĕнче ĕçлекен сала майри хĕрне качча илчĕ. Тăлăх-турат мар тесе ашшĕпе амăшне те туя чĕнтернĕ. Ашшĕ ĕнтĕ унчченех вырăсла перкелешет, тумланасса та вырăсла тумланса çӳрет, анчах амăшĕпе мĕн тумалла? Шухăшланă-шухăшланă та Анчăк — шухăшласа кăларнă. Пулас арăмĕн кивĕ кĕписене илет те амăшне тумлантарать. Çăпата вырăнне пушмак тупаççĕ. Юрать. Кĕрсе ларать хайхи карчăк майра пулса кĕреке хушшине. Ывăлĕ ăна малтанах вут вутарса хунă — чăвашла пĕр сăмах та каламалла мар. Ларать карчăк пĕр витре эрех ĕçсе яриччен, ларать иккĕ ĕçиччен. Çиесси те килет унăн, ĕçесси те килет тенĕ пек. Çапах тӳсет-ха, ниçталла та хускалмасть. Ку карчăк сирĕн мĕншĕн калаçмасть теççĕ çынсем. Вăтанать тет Анчăк. Нумай иртет-и вăхăт, сахал-и, — хайхи майраслу чăвашла макăрса ярать...»
«Чăвашпа вырăс макăрни пĕр пекех пулĕ вăл?» — тет Ухтиван кулкаласа.
«Э, çук, ан калаç, — текелесе Мултиер ури çине сиксе тăрать. — Чăваш макăрнине эп виç çухрăмран уйăрса илетĕп... Чăваш нихçан та сасăпа макăрмасть. Çапла. Макăрса ярать хайхи майраслу чăвашла. Туй халăхĕ тĕлĕнсе каять. Мĕншĕн макăрать? Мĕн пулчĕ теççĕ. Савăннипе йĕрет вăл тет Анчăк. Акмăрса карчăкне айккинчен тĕртет. Шăп пул тет ĕнтĕ. Лешĕ — тата хытăрах йăслама. Киле каятăп, хырăм выçрĕ тет, сирĕн туйăра пула манăн выçă вилмелле-и-мĕн тет. Хăпăл-хапăл сĕтел хушшинчен кăлараççĕ карчăка. Утма тăрать карчăк — утаймасть, утма пĕлмест пушмакпа. Аран-аран пăлтăралла çавăтса тухаççĕ...»
«Эсĕ ийхине мĕн пулнине каласа паа», — тет Чăлах Эрнюк.
«Тăхта эсĕ. Эп хамах... Тепĕр кун ирхине карчăк пуринчен маларах тăрса ĕнине кĕтĕве хăвалать, пăрушне тытма хăтланса тпучча, тпучча, ме, ме тесе çӳрет тет. Çав вăхăтра Анчăк çури çенĕкрен пуçне кăларать те амăшне ятласа тăкать. «Пирĕн пăру чăвашла каланине ăнланмасть, унпа вырăсла калаçмалла», — тет. Çавăнтанпа карчăк: «Ман ывăлăн пăрушки те вырăсла калаçать», — тесе мухтанса çӳрет тет».
Пурте пĕлеççĕ пулин те Мултиер калавне çынсем пĕр сăмах сиктермесĕр итлеççĕ, каласа пĕтерсен савăнсах кулаççĕ.
«Кантуртисем те тĕрлĕ, — тет Якур. — Вĕсен хушшинче те лайăххисем пур...»
«Шуйттансем хушшинче те мăйракасăррисем пур тет», — хушса хурать йĕплĕ Мултиер.
«Мар, чăнах ара... Леш пĕлтĕр килсе кайнине астăватăн-и? Чăвашне?»
«Э-э, леш куçлăхлине-и? Юнкăпуç ачине-и? Астумасăр! Ун пекки вăл пинте пĕрре тĕл пулать».
«Пирĕн яла вăл иртнĕ кĕркунне килсе кĕчĕ, — Ухтиван еннелле çаврăнса каласа кăтартма тытăнать Якур. Питне вăл хăрах аллипе хупланă, çавăнпа сасси кăшт улшăнса илтĕнет. — Лутра кăна чăваш, ырхан, хура, хĕсĕк куçлă. Куçлăхпа. Эпир ун чухне анкартинче авăн çапаттăмăр. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче пирĕнпе уйран ларса çирĕ. Унтан тăпачă илчĕ те — авăн çапма. «Пăртак çан-çурăма кантарас-ха», — тет. «Канса пăх-ха, — тетĕп хам ăшăмра, — нумаях чăтайăн-и», — тетĕп. Хайхи, Энтри апачĕ те иртсе кайрĕ, хĕвел те анчĕ, каç та пулчĕ, ман этем çаплах тăпачăпа хăлаçланать. Эпĕ тарласа чăм шыва ӳкрĕм ĕнтĕ, хырăм та чăрлатрĕ — куçлăх çаплах кĕлтесене тĕвет. Çат-çат-çат! Çат-çат-çат! янăрать ман анкартинче. Кӳршĕсем те килĕсене кайса пĕтрĕç. «Мĕншĕн çыхлантăм-ха ку усалпа», — тетĕп. Малтан ĕç пăрахма ырă мар. Вăл хăма пек ырхан, эпĕ ав — хăвăрах куратăр, — тесе Якур аллисене тăскаласа кăтартать. Тĕрĕссипе каласан, вăл хăй те элес-мелес çынах мар ĕнтĕ: вăтам кăна пӳ-си, ытлашши тĕреклĕ те, ытлашши ырхан та теме çук. —Юлашкинчен тăпача тытрăм та аяккалла петĕм. Çитет тетĕп. Çитет пулсан — çитĕ тет. Каçхи апат çикелеремĕр те выртса çывăртăмăр. Ирхине — каллех ĕçе...
Икĕ кун çапмалли авăна çапла пĕр кун çурăра пĕтерсе пăрахрăмăр».
«Каçсерен ман пата халăх пуçтарăнса ларать, ху та астăватăн пулĕ-ха. Юмах яраççĕ, тĕрлĕ пур-çуксем çинчен калаçаççĕ. Ырхан этем те унтах. Вăл та юмах ярать, кулкалать, шӳт тăвать, çапла виçĕ кун иртрĕ. Хайхискер килне кайма хатĕрленчĕ. «Санăн яту-шыву мĕнле?» — тетĕп. «Çĕпирук Михайли», — тет. «Хăш ялсем?» — тетĕп. «Юнкăпуçсем», — тет. «Мĕн ĕçлесе пурăнатăн?» — тетĕп. «Чикмере тӳре патĕнче хĕсметре тăратăп», — тет. Манăн çӳç-пуç вирелле чăшăл! çĕкленчĕ. Пĕтрĕ пуç тетĕп. Ăмма çыхланса ку усалпа тетĕп.
Мĕн те пулин сиксе тухасса кĕтсе ик-виçĕ уйăх хăраса пурăнтăм вĕт. Халь иртсе кайрĕ ĕнтĕ, нимĕн те пулмарĕ. Чип-чипер çынах пулчĕ Çĕпирук Михайли».
«Михайли мар, Михайлух!» — тӳрлетет ăна Мултиер.
Пуçтарăннă халăх çĕрле тин килĕсене саланса пĕтет. Тухса каяс умĕн Чăлах Эрнюк Ухтивана пӳрте чĕнсе кĕртет.
«Эпĕ килтисене сие çуй пăт çăнăх исе кисе пама калаăм. Ыан исе килĕç. Пыса ла пĕ-пĕ, Ухтиван».
Чылай çĕрле Ухтиван патне Мултиер пырать.
«Эсĕ мĕн, çывăрмастăн-и-ха? — пăшăлтатать вăл вырăн хĕррине тĕренсе. — Ыран каллех яла кантуртисем килмелле тет. Хырçă пуçтараççĕ. Кăштах укçа пулсан эсĕ питех ан вĕçерт».
«Пĕр пус та памастăп. — тет Ухтиван ыйхă витĕр тытăнчăкрах сассипе, — манăн нимĕн те çук».
Мултиер савăнса тусне ыталаса илет.
«Капла луччĕ лайăх. Укçа çук — сăмах та çук. Иксĕмĕр те пĕр пекех. Пырса лар ыран ман пата, чăх пусса çийĕпĕр. Пур пĕрех çăмарта тумасть».
Ухтиван чĕнмест — вăл çывăрса кайнă.
Мултиер тĕлĕнсе тăрса ларать.
«Тăват-пилĕк хут! Кашнинчех аш-какай, сĕт-çу, кулачă-и?»
«Кашнинчех çапла».
«Хăйсем те ĕнтĕ капан пекех пулса кайнăччĕ пуль? Ун чул апат çисе те мĕн тумасан...»
«Хуçа майри чăн та пăхма харушăччĕ ĕнтĕ, тулса çитнĕ çăпан пекех курăнатчĕ. Тепĕр çул вилчĕ вара. Ăшне çу тулса ларнипе сывлайми пулнă тетчĕç».
Мултиер куçне-пуçне чарса пăрахнă та юмах итленĕ пек итлесе ларать.
«Ай турух та çав, — тет вăл пуçне сулкаласа. — Ак ăçта кайса пырать иккен пирĕн ĕç».
«Эс ăна халь тин пĕлетни вара?»
«Халь тин мар-ха та... Эп аплах мар пуль тенĕ. Патшана каласа парасчĕ ун çинчен».
«Ĕçĕ унсăр та нумай пуль патшин, Мултиер пичче...»
Сăмах чĕнмесĕр лараççĕ. Мултиер çĕре тăсăлса выртать, месерле çаврăнать те каллех яшт! тăрса ларать.
«Итле-ха, Ухтиван. Мĕн тăвас манăн? Çĕрĕ-çерĕпе çывăраймастăп... Иртнĕ каç та чăлăм куç хупман. Пуç — кунтă пек...»
«Мĕн пулчĕ вара?»
«Ара, ачасем выçă-çке ĕнтĕ».
«Ху — тутă пуль?»
«Эсĕ ан тăрăхла-ха, Ухтиван. Мăп çын апла та, капла та тӳсет, вăл хăнахна. Кусем — чĕлхесĕр янавар пек. Пĕрре ирхине яшка çисе тултараççе те — каçчен. Çăкăр та, юр-вар та çук. Хырăмĕсем яланах выçă. Ыйтми те пулчĕç, пĕлеççĕ — çук. Пĕр-пĕр кĕтесе кĕрсе лăраççĕ те макăраççĕ. Куçĕсенчен пăхма хăракан пултăм ĕнтĕ, хама хам тем туса хурăттăм. Ман ачасем-и вĕсем? Манăн. Эпĕ ӳстермелле-и вĕсене? Эпĕ ӳстермелле. Манăн ав — яп-яка, нимĕн те çук... Тьфу та çав, тепĕр тесен».
«Эс айăплă мар-çке кунта, Мултиер пичче».
«Манăн айăплине тупса курасчĕ, Ухтиван, çавăркаласа пăхасчĕ ăна. Кам вăл, çав тĕпсĕр карланкă? Ăçти çĕр-шывра пытанса пурăнать вăл?»
Ухтиван та тăсăлса выртать.
«Вăл-и? Çав тăранми карланкă-и? Курма пĕлместĕн эсĕ, Мултиер пичче».
«Кăтартса пар-ха эппин ăна».
«Эсĕ ир пуçласа каçченех ĕçлетĕн пуль?»
«Чипер чухне ĕçлемесĕр тăта. Халь ав канса выртатăп».
«Хырăмна тăрантаятни?»
«Ăна ху пĕлен ĕнтĕ!»
«Яка Илле нумай ĕçлет-и? Чăлах Эрнюк?»
«Ма ĕçлеччĕр вĕсем? Вĕсемшĕн тарçăсем ĕçлеççĕ».
«Хырăмĕсем тутă-и вĕсен? Тен, вĕсем те выçă лараççĕ пуль? Мĕнле шутлатăн, Мултиер пичче?»
«Яка Иллепе Эрнюк выçах лармаççĕ вĕсем. Кантуртисем те выçă мар, ăна та пĕлетпер».
«Курма пуçларăн-и ĕнтĕ айаплисене, Мултиер пичче?»
Мултиер кĕпи арки вĕçĕпе куçне шăлать те Ухтиван çине савăнса пăхать.
«Ăçта вĕреннĕ эсĕ? Кам вĕрентнĕ сана капла?»
«Пурнăç хăех лайăх вĕрентет, курма та ăнланма çех пĕл. Пуринчен ытла вырăссем хушшинче пурăнни куçа уçрĕ манне. Мĕнле хăюллă вĕсем, Мултиер пичче!»
«Темĕн... Кантур таврашĕнчи вырăссене куркалап та эпĕ... Тепĕр чухне çапах чун сӳлетет. Ытла «хăюллă» вĕсем! Кай... Пуçа касса кайĕç».
«Ивашкă мучирен те хăраттăнччĕ-и эс?»
«Каларĕ! Вал хамăр çынччĕ-çке».
«Хамăр çынсем вырăссем хушшинче — уйри тырă пек. Тӳре-шарасем вара — çум курăкĕсем. Кашни çын Ивашкă мучи пек хăюллă пулсан вĕсене тахçанах çумласа пăрахмалла».
«Çитĕ-ши вăл вăхат, Ухтиван?»
«Çитет, каларĕ тесе калăн! Хăçан та пулин эпир те çын шутне керетпĕр».
«Тем пекехчĕ те вĕт».
Мултиер, пĕчĕк ача пек, типĕ курăк çине тӳнет те шухăша каять. Унăн пĕр кĕтӳ ача. Анчах, хальхи пек, хырăмĕсем панк тулли мар, çĕтĕк те мар, хăмăш пек яштака, питĕ, тутă. Мултиер хăй лупас айĕнче каскалать. Ĕçлеме кантăк та, пуллепе ĕййе те... тем те пур.
«Мĕн тумалла вăл вăхăт часрах çиттĕр тесен?» — ыйтасшăнччĕ Мултиер, чĕлхи темле урăхла çаврăнчĕ:
«Мĕнлерех вĕсем, вырăссем? Пирĕнпе танлаштарсан, эппин... Шалтан. Эсĕ вĕсен ялĕсенче те пулса курнă ĕнтĕ, хăйсемпе пĕрле те ĕçленĕ».
«Мĕнле калас сана... Вĕсем те çав çынсемех ĕнтĕ. Анчах сăнĕсем уçăрах, хăйсем те шултрарах, кĕрĕрех. Вĕсем хăйсемшĕн хăйсем тăма пĕлеççĕ. Пĕрне кӳрентерсен пĕтĕм ял çĕкленет. Эпир питĕ пусăрăнчăк, Мултиер пичче...»
«Э-э, ан кала, Ухтиван. Пирĕн те хăш-пĕрисем пулнă. Атя-ха пĕр япала кăтартам...»
Вĕсем картишне кĕреççĕ. Мултиер хапхаран инçех мар уйрăммăн ларакан кĕлетне уçать. Сăмсана тахçанхи çăнăхпа кушак кайăк шăрши çапать. Пушă пӳлмесем, çăнăх алламалли кункрапа такана, кĕрпе çӳпçи. Пурте пушă. Кирлĕ мар тесе кăвас чĕреспе уйран çӳпçине те кунта тухса лартнă. Маччаран темиçе мăшăр çăпата çакăнса тăрать. Çӳлĕк çинче — хăмла хутаççи, уйран хурси, тем валли типĕтсе хунă курăк çыххисем...
Мултиер урлă каштаран çакса янă темле печĕк япала патне чĕрне вĕççĕн пырса тăрать.
«Курни эс çакна?»
Хытса кăйнă çăкăр сăмси. Ăна чĕн татăкĕпе каштаран çакса янă. Çăкăрĕ çинче пĕр пус укçа.
«Мĕскер ку сирĕн? Йĕрĕх-и?»
«Йĕрĕх — акă кунта», — тесе Мултиер алăк хыçĕнчи пилеш турачĕсен çыххипе йывăçран тунă пуканине кăтартать.
Йĕрĕх кашни килте тенĕ пек пур. Çынна пĕр-пĕр чир-чĕр ерсен е инкек-синкек сиксе тухсан ăна юсманпа е нимĕр юрса нимĕрпе чӳклеççĕ. Ун пек те иртсе каймасан ялти хаяртарах йĕрĕхе кунăçтарма така та пусаççĕ.
Ухтиван аллине çăкăр сăмси патнелле тăссан Мултиер хăраса ӳкет.
«Юрамасть, юрамасть тытма. Ватса пăрахатăн».
«Мĕнле çăкăр сăмси ку?»
«Ăна атте варçа кайнă çул килсе çакнă. Илтни эс ман атте çинчен?»
«Ара, илтмесĕр! Салтака ирĕксĕр тытса пани çинчен пĕтĕм ял калаçатчĕ те... Эсĕ астăваймастăн пуль аçуна?»
«Салтака тухса кайнине кăштах астăватăп... Лар эсĕ ак кунта, пĕрне хĕррине... Эпĕ ун чухне пĕр пиллĕксене те çитнĕ, те çитеймен те. Кунĕпе ĕçкĕ ĕçрĕç. Тухса каяс чухне атте аннен кăкăрне, ури тупанне чуп турĕ. Вара çăкăр сăмси касса илчĕ те çуррине çисе ячĕ, тепĕр çуррине аннене пачĕ. Анне ун кĕсйинчен вăрттăн пĕр пус укçа кăларса илчĕ. Салтак юррипе пĕтĕм халăх макăрать, пăхса тăма та ырă мар... Картишĕнче атте куçне тутăр туртса çыхрĕ те хапхаран ăрама тухрĕ».
«Мĕншĕн апла çыхса тухаççĕ ăна, Мултиер пичче?»
«Ваттисен йăли çапла... Манăн чунăм килтех юлать, пĕр кĕлеткем çех çичĕ юта каять тени пулать-ши вăл — пĕлместĕп... Ăрамра кăнтăрларанпах чипер утсем кĕтсе тăратчĕç, кантуртан килнисем те пурччĕ. «Кил, Сурбанов, лар часрах, каятпăр», — теççĕ. Атте лармарĕ, салтак кутамккине çурăмĕ хыçне çакрĕ те ута пачĕ. «Эпир утпа çӳреме хăнăхман, çуран та çитес çĕре çитетпĕр», — терĕ. Сирĕн тĕлтен иртрĕ, уй хапхине тухрĕ, курăнми пулчĕ, пĕрре те каялла саврăнса пăхмарĕ.
Çынсем саланса пĕтсен анне çăкăр сăмсине чĕн татăкĕпе хĕреслесе çыхрĕ те çакăнта килсе çакрĕ, çиеле пĕр пус укçине хучĕ. Салтака кайнă çын чирлесен çав укçа хуралса каять тет, чирлемесен — çуттипех выртать тет. Вилес-тăвас пулсан — çăкăр сăмсипе укçа сулланма тапратаççĕ тет».
«Мĕнле-ши халь аçу?..»
«Чĕрех пулĕ тетĕп. Унпа пĕрле кайнисем пилĕкĕм çулах таврăнкаланă теççĕ, аттерен нимле хыпар-хăнар та çук. Çапах чĕрĕ пулма кирлĕ: укçи пĕрре те хуралман та, сулланман та. Анне хăй виличчен ăна кашни кунах пăхса тăратчĕ, халĕ — эп тĕрĕслеп».
«Пит хăюллă çын пулнă тет-и вал?»
«Шутсăр хăюллăччĕ тет. Ялти чи юрлă çын пулсан та никама та пăхăнмастчĕ тет. Çавăнпа тытса панă та ăна салтака... Чăвашсене ирĕксĕр тĕне кĕртме тытăнсан атте хăй ирĕкепех виçĕ хут тĕне кĕнĕ. Виçĕ хут тĕне кĕрсе виçĕ çĕрте виçшер тенкĕ укçа илнĕ».
«Сирĕн пиччĕре мĕншĕн Çепĕре ăсатрĕç çав, Мултиер пичче?»
«Кам пĕлет ăна... Тытрĕç те кайрĕç. Пирĕнпе нумай калаçса тăмаççĕ вĕт. Çуртне кантур туртса илчĕ».
Чĕкеç арçынсене апăта чĕнет. Лаçри сĕтел тавра çичĕ çын пуçтарăнса ларать. Хăнана чăх тукмакки те пуç параççĕ. Какайĕ, чăн та, хытă иккен, анчах ăна пурте юратса çиеççĕ.
Сĕтел хушшинчен тухас умĕн Ухтиван тата тепĕр япала пĕлет. «Çак качака такине мĕншĕн пусмастăн эс, Мултиер пичче? Е чăнах та тыттармасть-и вăл?» — тенине хирĕç Мултиер тахçанччен нимĕн те шарламасть. Ачисем лаçран тухса кайсан тин вăл арамĕ еннелле кăтартать:
«Ăна çавăн ашшĕсем пехиллесе панă. Пуссан выльăх ĕрчеме пăрахать теççĕ. Тарăхнă вăхăтсенче эп ăна пусма та тăнă та, карчăк чарать».
«Чарса-им ара. Юрамасть теççĕ те...»
«Атя, пурăнтăр ĕнтĕ хăй виличчен. Ачасем те юратаççĕ ăна. Кил хуралçи çапах».
Хальхинче Яка Илле çавна аса илчĕ. Хапха уçса кĕнĕ çын Ухтиван мар, Мултиер арамĕ Чĕкеç пулса тăчĕ. Яриле ачи пахчара чакаланать иккен.
Чĕкеç пӳрте кĕрсе кайсанах Яка Илле алăк патне утса пычĕ те виçĕ хутчен ăна тăпсинчен тапрĕ.
«Ку çурт йыше нихçан та ан хутшăнтăр. Ухтиванĕ те ĕмĕр-ĕмĕрех хараххăн пурăнмалла пултăр».
Çапла каларĕ те шăхăркаласа урамалла тухса утрĕ. Хапхине те хупмарĕ Яка Илле. Анчах вăл килне мар, укăлчаналла кайрĕ.
* * *
Яка Илле пырса кĕнĕ вăхăтра Някуç мучи çенĕкри сарлака путмар çинче выртатчĕ. Алăк чĕриклетсен вăл тăрса ларма хăтланчĕ те алли вĕçерĕннипе кăшт çеç çĕре персе анмарĕ.
«Ан тăр, ан тăр, эпĕ халех каятăп, — тесе Яка Илле старике, тĕксех тенĕ пек, каялла вырттарчĕ, унăн çĕре ӳкнĕ чĕлĕмне сĕтел çине илсе хучĕ. — Выртах эсĕ, кан... Манăн виçĕ сăмах кăна... Эпĕ сана тĕш ыйхăранах вăратрăм-и?»
«Эпĕ эс килсе кĕрес умĕн çех выртнăччĕ, — суйрĕ Някуç мучи. — Ывăнса таврăнтăм та... Мĕне кайнăччĕ...»
Анчах хăй ăçта кайнине Някуç мучи çийĕнчех ниепле те тупса калаймарĕ.
«Пĕлетпĕр эс ăçта пулнине, — шухăшларĕ Яка Илле йăвантарса янă килĕ çине ларса. — Ăйха пенĕ...»
«Ывăнмасăр ара... Кунĕпе ут-ха эсĕ...»
Старик тĕлĕне пуçларĕ, ыйхи те унăн таçта кайса кĕчĕ... Кулмасть-ши ку тесе Някуç мучи Яка Илле тата мĕн те пулин каласса кĕтсе тăчĕ. Лешĕ чĕнмерĕ. Тĕрĕссипе каласан, тăрăхлать пулас вăл е чееленсе ларать-и — ытла çемçен шăлать. Килсе кĕнĕ-кĕменех Яка Илле кăшкăрашма тытăнаканччĕ, халь хуллен калаçать, кахалланса выртнăшăн хăтăрса илекенччĕ — халь нимĕн те шарламарĕ. Ятлаçма мар, хăй тĕксе вырттарчĕ. Суйнине кура тăркачах ăна та ĕненнĕ пек пулчĕ. (Яка Илле ĕненменнине Някуç мучи ун сассинченех туйрĕ.) Путех ырра мар ку.
Старик тăрса ларчĕ.
Яка Илле чĕлĕмне тултарса чĕртрĕ те ним каламасăрах сĕтел çине шăкăрт пĕр тенкĕ кĕмĕл укçа кăларса хучĕ.
«Мĕн укçи ку, Илле?»
«Пĕтрĕмĕр!..» — терĕ Яка Илле ыйтнине хирĕç калас вырăнне хаш сывласа ярса.
Лăпкă çын пулсан та Някуç мучи шартах сикрĕ. Кантуртисем килмен-ши? Çук пулĕ, вĕсем килни Яка Иллене услам çех парать. Тен, ăна çаратса кайнă? Апла «пĕтрĕмĕр» мар, «пĕтрĕм» тейĕччĕ. (Тем пекехчĕ те, вăррисем укçи тĕлне пĕлмеççĕ пулĕ çав.)
«Мĕн пулчĕ, Илле?»
«Выçă вилсе пĕтетпĕр, — терĕ Яка Илле лăпкăн, — Тырăсем ĕнсе ларчĕç. Çумăр çумасть...»
«Мĕн кирлĕ-ши кăна?» — шухăшларĕ Някуç мучи васкамасăр чĕлĕмне тултарса. Вăл хăй те лăпланса çитрĕ. Хыпăнса ӳкмелли япала сиксе тухман, ку паллă. Тырă пирки хыпса çунмасть Яка Илле, сисет ăна Някуç мучи. Унăн темле урăх юрă пулас-ха. Анчах мĕнле юрă — тавçăрса илеймест старик.
«Ку мĕн укçи, Илле?»
«Киремете хывма, — терĕ Яка Илле. — Кайăк чӳкĕ туни санăн усса пымарĕ ав. Те кĕллин сăмахĕсене манса пĕтнĕ эс».
«Çук, эп чиперех кĕл турăм».
«Çумăр çумарĕ-çке?»
«Вăл кашнинчех тӳрре килмест çав, ачам. Хамăр та айăплă пулмалла. Темле çынсемпе те хутшăнатпăр», — тĕксе илчĕ Някуç мучи Яка Иллене.
Те ăнланмарĕ лешĕ, те юри ăнланмише печĕ, хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ.
«Ку укçине киремете пар», — тепĕр хут аса илтерчĕ Яка Илле пăртакран.
«Юрĕ, киремете парне хывса пăхар эппин», — килĕшрĕ Някуç мучи.
«Хыватăн эсĕ, кĕтсех тăр, — терĕ Яка Илле хăй ăшĕнче. — Калăттăм та эп сана пĕрре...»
Някуç мучи çав хушăра чăнах та Яка Илле панă укçана ăçта вырнаçтарасси пирки шухăшласа ларчĕ. «Тырă туянмалла, анчах хăйĕнчен мар. Вăл, тен, укçине паллă туса пачĕ пуль, шан-ха ăна».
Куçкурла вылянă пек калаçса ларса Яка Илле йăлăхрĕ пулмалла.
«Тырă пултăр тесе тата мĕн туса пăхма пулать? — ыйтрĕ вăл. — Кайăк чӳкĕ турăмăр... Пĕтĕм ялĕпе киремете кайса пуç çапăпăр, выльăх пусăпăр... Тăта мĕн тумалла?»
«Пур йăласене те çирĕп тытса пымалла, — терĕ Някуç мучи. — Эпир вĕсене мана пуçларăмăр...»
«Тĕрĕс, — савăнса ӳкрĕ Яка Илле, — уншăн эсĕ те айăплă, ватта сулăнтăн пулас. Стариксемпе калаç, çамрăксене ӳкĕтле... Çынсем кирлĕ мар япаласем çинчен палкаççĕ, тĕреклĕрех пурăнаканнисене ӳпкелеççĕ. Ют çĕре кайса çӳренисем тупăнчĕç. Юрамасть ун пек. Эс мана тĕксе илтĕн, — паçăр Мякуç мучи каланине аса илчĕ Яка Илле. — Мана ан тив эсĕ, манăн ĕçĕ çавнашкал. Эп пурăнсан ыттисем те вилмĕç. Канăçсăррисене чармалла...»
«Кăçал тырă пуласса шанма хĕнтерех çав, çумăр çусан та каяраха юлчĕ ĕнтĕ», — тӳрре тухма хăтланчĕ Някуç мучи.
Яка Илле çак сăмахсене кĕтнĕччĕ те.
«Тен, çĕр вăрласа килмелле мар-и?» — хăй шăп кăна çав шухăшпа килнĕ пулсан та халь тин аса илнĕ пек ыйтрĕ вăл,
«Туйпах-и? Э, çук, хăрушă, — терĕ Някуç мучи, каллех хăраса ӳксе. — Ăна ваттисем те ĕмĕрте пĕрре çех вăрланă. Пĕлсен пурне те касамата хупса лартĕç. Халь ун пеккишĕн хытă айăплаççĕ».
«Кам пĕлтĕр? Ун çинчен никама та калама юрамасть».
«Уй куçлă, вăрман халхаллă, Илле. Хамăрăннисем каламасан та пуçлăхсем хăйсем курма пултараççĕ. Хăратăп эпĕ. Шутсăр хăратăп».
«Эппин, пурте выçă вилсе пĕтер-и? Виççĕмĕш çул тырă пулмасть».
«Çук, çук, хăратăп. Лере те тытса çапса пăрахма пултараççĕ. Халăх усал халь пит».
«Эпир хурал илĕпĕр».
Мĕншĕн Яка Илле сасартăках кив йăласемшĕн тăрăша пуçларĕ? Ĕлĕкрех, хăй чухăн вăхăтра, вăл чĕнсен те пымастчĕ-çке? Пăтăрмах туса ватă çынна тыттарса ярасшăн мар-ши вăл? Кирлех пулсан, эппин, Някуç мучи çĕр вăрлама килĕшет, анчах ăна халăх умĕнче ӳкĕтлемелле.
«Ку чухне кĕрӳ каччине тупма та кансĕр пуль. Çамрăксем ытла усалланса кайрĕç».
«Ухтиван пур-çке пирĕн...»
«Çук, ăна тивместпĕр», — пат татса хучĕ Някуç мучи.
«Мĕншĕн?» — ыйтрĕ Яка Илле кĕсйинче тем шыраса.
«Унăн авланмалла. Киленче вĕсен пĕр хĕрарăм та çук. Çĕр вăрласа килсен кĕрӳ каччи пулнин мăшăрланма юрамасть».
Яка Илле сĕтел çине тепĕр тенкĕ кĕмĕл укçа кăларса хучĕ.
«Кам та пулин килĕшмеллех ĕнтĕ. Пĕр çын шар курнипе пĕтĕм халăх ырă курĕ»,
«Вăл çапла та-ха... Унта шикленмелли те пур, Илле. Кĕрӳ каччине кайран çĕр туртать теçсĕ. Вăл пĕр-ик çултан ытла пурăнаймасть. Шеллетĕп эпĕ Ухтивана... Тен, пĕр-пĕр тăлăх-турата шыраса пăхас?»
«Курăнĕ унта... — терĕ те Яка Илле ури çине тăчĕ, сĕтел çине тата тепĕр кĕмĕл кăларса пăрахрĕ. — Пуçтар кăсене... Эс ниçта та ан кай-ха, çынсем пуçтарăнсан систерĕп эп сана».
«Çĕр мĕнле туртнине пĕлетпĕр эпир, — тесе утрĕ Яка Илле килнелле. — Ухтиванĕ килĕшсен — килĕштĕр манпа, килĕшмесен — тăлласа лартатăп».
* * *
...Ашшĕ Ухтивансем патне тухса кайнăранпа Паçа лара-тăра пĕлми пулчĕ. Вăл васкаса çăлтан шыв ăсса килчĕ, пӳрт урайне йĕпетсе кусарпа хырса тухрĕ, вара тепĕр хут çурĕ. Урай хăмисем тĕксĕм саррăн курăна пуçларĕç. Виççĕмĕш хут çума тесе Паçа урайне шыв сапнăччĕ кăна, çенекре ашшĕ курăнчĕ.
Хĕр ун çине пăхрĕ те аллисене шалтăрах усса тӳрленсе тăчĕ. Çук, тăрмашни те ахаль пулчĕ, нимĕн те тухман ашшĕн... Нимĕн те тухман!
Ытти чухне шултра чĕлхеллĕскер, Яка Илле ятлаçмарĕ, кăшкăрса пăрахмарĕ, пӳрте те лаплаттарса кĕмерĕ, хĕрхенчĕ пулас хĕрне, çенĕкри килĕ çине пырса ларчĕ те кăвар илсе тухса пама ыйтрĕ. Чĕлĕм чĕртсен те чылайччен шухăша кайса ларчĕ вăл.
«Çапла, тепĕр чухне укçапа та ним тăваймăн, — тесе Яка Илле кама та пулин калас тесе мар, хăйĕн шухăшне ăнсăртран персе ячĕ пулас. — Ну, эс мĕн... урайне часрах туртса тух та Хушаççĕ Петĕрне кайса чĕн-ха», — терĕ вăл хĕрне.
Пăртакран Яка Илле патне старастăпа Чăлах Эрнюк пырса кĕчĕç. Хушаççĕ Петĕрĕ çав самантрах каялла тухса кайрĕ те Някуç старике ертсе килчĕ.
Пиллĕкĕн пуçтарăнаççĕ-и вĕсем патне, вуннăн-и, сăра-эрех ĕçеççĕ-и пуш çăвара сив шӳрпе туса, ахаль палкаса лараççĕ-и — халь ĕнтĕ Паçашăн пур пĕрех. Вăл хура шывне çенĕк умне тухса сапрĕ те пӳрт алăкĕн урати çине кĕрсе ларчĕ. Çынсем калаçни хăлхине те кĕмест унне... Ывăннипе çан-çурăмĕ сăркăлтатать, аллисем тĕлкĕшеççĕ. Хăйĕнчен тар шăрши кĕнине Паçа хăй те туять. Кайса улах кĕтесре шыва кĕресчĕ — утас килмест. Шывра хăйĕн сăнне курни те савăнтармасть Паçана. Илемсĕр сăна курса кăмăла пăсиччен— пăсманни...
«Паçа»,— терĕ Яка Илле.
Хĕр илтмест.
«Паçа тетĕп!»
Хĕр шартах сикрĕ те ура çине тăчĕ.
«Мĕн?..»
«Ăсса кил-ха шыв».
«Туллиях-çке унта... Эпĕ картлă кĕвентепех кӳрсе килнĕччĕ».
Яка Илле катка патне пырса пăхрĕ. Тĕрĕс — тулли. Вырăнне кайса ларас тесе утма тытăннăччĕ, каялла варт çаврăнчĕ те шыв каткине çенĕк урайне ӳпĕнтерчĕ.
«Пăчă атту, сывлама çук. Эсĕ сиввине ăсса кил».
Тарăхас вырăнне Паçа темшĕн савăнса ӳкрĕ. Ват çынсем вăрттăн канашласшăн, куна сисрĕ вăл. Анчах мĕн çинчен-ши? Тен, çĕр сăмахран пĕр сăмахĕ те пулин унпа Ухтиван çинчен пулĕ? Е ашшĕ мĕн те пулин пĕлсе килнĕ те малтан ват çынсемпе калаçса пăхасшăн?
Хĕр хыпалансах шыв ăсса килчĕ, никам сăмах чĕнме ĕлкĕриччен картишне тухрĕ. (Курăр, мĕнле итлекен хĕр эпĕ!) Вара урине салтса пăрахрĕ те лупас енчен çенĕк çумне пырса лăпчăнчĕ.
Ашшĕ хĕрсе кайсах Някуç старике ӳкĕтлет. Темскер «ваттисен йăли», «тырă пулмасть», «çĕр вăрламалла» тенисем илтĕнеççĕ. Мĕн çинчен пырать сăмах — ăнланаймасть Паçа. Ашшĕ Ухтиван ятне асăнсан вăл сывлама чарăнсах итлеме тытăнчĕ. Те чĕри сиксе тухас пек тапнипе пĕр сăмахне те уйăраймарĕ.
Калаçу пĕтнине систерсе Савтепи нӳхреп çи умне тухса тӳрленсе тăчĕ. Паçа хăйĕн пысăк хĕрлĕ аллипе çӳçне тутри айне сăтăрса кĕртрĕ, тарăхнине кăтартас мар тесе Савтепи еннелле мар, таçта айккинелле пăхрĕ, Савтепи куçĕсем те халь ĕнтĕ паçархи пек йăлкăшмаççĕ.
Паçа хапха алăкĕ патнелле утрĕ.
«Кĕтĕве хирĕç пымастăн-и, Савтепи?»
«Пирĕн ĕне хăех таврăнаканччĕ-ха», — терĕ Савтепи кулкаласа.
Паçа ăна курмарĕ.
...Ухтиван каллех малти урапа çинче. Унпа юнашар — туй пуçĕ, уртмакçă, Някуç старик. Тепĕр икĕ урапи çинче — Яка Илле, Чăлах Эрнюк, ытти ватăсемпе яш-кĕрĕмсем.
Хĕвел анайман-ха. Лăпкă уйра шăнкăравсем шăнкăртатаççĕ, утсене илемлетнĕ тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе тутăр татăкĕсем вĕлкешеççĕ. Тусан мăкăрланать.
Хыçалти урапа çинчисем туй юрри юрлаççĕ (туй пуçне, уртмакçа, кĕрӳ каччин ашшĕне — ӳсĕрĕлме юрамасть):
Чуптари-чуптарми ай пымашкăн,
Чуптари-чуптарми пымашкăн
Пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар.
Юрлайи-юрлайми ай пымашкăн,
Юрлайи-юрлайми пымашкăн
Пирĕн тăванĕсем начар мар.
Картишĕнчи улма ай йывăççи,
Картишĕнчи улма йывăççи,
Улмийĕсем çук тăк — мĕн усси.
Ăсла кăна туса, хăмла ярса,
Ăсла кăна туса, хăмла ярса
Юрламасăр ĕçни — мĕн усси.
Утсем Атăл еннелле пăрăнаççĕ. Хăйсен уй чиккинче çынсем чарăнса шăнкăравсене çыхаççĕ, юрлама пăрахаççĕ. Шăпăр сасси те йăмать. Шăп. Шурча тĕлĕнчен виçĕ лав аякран çаврăнса иртсе каять.
* * *
Пăч тĕттĕм каç. Утсем тулхăраççĕ. Тусан шăрши кĕрет, Кăнтăрлахи пек шăрăх мар, анчах çав-çавах пăчă, сывлама тăвăр.
Пурнăç юхамĕнчи турпас таткиех иккен этем тени. Чăн-чăн турпас хăраххи ĕнте. Ни «уйрăммăн» ларса канма, ни васкамасăр шухăшлама — ним тума та çук санăн. Кăмăл-и? Вăл ниме те пĕлтермест. Эсĕ — юхăм варринче. Кирлĕ пулсан сана çыран хĕррине кăларса пеме пулать...
Ăçта каять Ухтиван? Пĕлмест вăл ăна. Тен, «юхăмĕ» хăй те пĕлмест пулĕ. «Юхăмне» «çул» кăтартса параканни ĕлĕкрех урăх «юхăм» пулнă, лешин тата урăххи... Юлашкинчен вара йăлана кĕрсе çирĕпленсе ларнă. Йăла мар, йăлă темелле-мĕн те ăна. Мăйран çаклатса пăвакан йăлă...
Çав вăхăтрах «юхăмне» тепĕр еннелле çавăрма май пуррине те сисет Ухтиван. Ăна вăл пĕрремĕш хут паян хăйсен килĕнче халăх ӳкĕтне кĕрсен туйса илчĕ.
Сăмси шăтăкĕсене тусан кĕнипе утсем тулхăраççĕ. Урапасем кĕпер урлă тăнкăртаттарса каçрĕç, улăха тухрĕç.
Темшĕн намăс Ухтивана, ырă мар ĕç тунă чухнехи пек чĕри пăшăрханать. «Эсĕ тӳрĕ çын, чи юравли...» Тепĕр чухне тӳрĕ пулни те айăпран йывăртарах иккен. Эсĕ тӳре çын, çавăнпа, кăмăл пур-и сан, çук-и, — вăл пире пур пĕрех, — эпир сана хамăр ĕçе хутшăнтаратпăр. Мĕне пĕлтерет вăл — унта хутшăнни, ăна никам та каламасть. Ялти ачасем пытанса пĕтнинчен çеç чухлать Ухтиван: хăрушă япала вăл.
Пырсан-пырсан çынсем чарăнса çул хĕррине кайса уткаласа çӳреççĕ, тырă мĕн çӳллĕшне пăхаççĕ. Кашни чарăнмассеренех шăпăрçăпа Яка Илле сăра пички патĕнче тăрмашаççĕ. Пăнк-пăнк-пăнк туса юхни, унтан эхлетсе ĕçни илтĕнет. Вара утсем малалла тапранса каяççĕ.
Ĕнтĕ тахçанах ют ял уйĕсем пуçланнă. Çул айккинче путенесем авăтаççĕ. Вĕсен сасси, хăлха анинчех авăтнă пек, кĕтмен çĕртен те хыттăн янăраса каять. Тăвалла пуçланать пуль тесе пынă вăхăтра утсем анаталла ыткăнаççĕ, анаталла анма хатĕрленсен тăвалларах çул пуçланать. Анчах тăвалли те чăнкă мар, анаталли те хăйне кура çеç. Пĕтĕм чăваш çĕр-шывĕпех çавăн пек, аван пĕлет ăна Ухтиван. Ниçта ни çӳллĕ тусем, ни акăш-макăш тарăн варсем çук кунта. Йăлтах такам пусса якатнă пек, лапчăтнă пек. Çанталăкĕ те çавнашкалах: хĕлле ĕрескел сивĕ мар, çулла, чипер çулсенче, çунтарса ярасла шăрăхсем пулмаççĕ. Унтан та ытларах: çыннисем те Ухтивана темшĕн вăтам пек туйанаççĕ: ытлашши хаяр та, ытлашши йăваш та мар... Пĕр сăмахпа, яр уççăн палăрса тăракан сăнар ик-виçĕ пин çын хушшинче пĕрре çиçсе илме пултарать. Ыттисем — лăпкă, пусăрăнчăк. Çынсен чĕрине пусса тăракан чи йывăр чул вара — пусмăр тĕнчи.
Някуç старик хытă пыракан утсене тыта-тыта чаратъ. Ытлашши çисе тултарнипе ăна чикен чирĕ аптратса çитернĕ иккен. Çынсем каллех пичке тавра пуçтарăнаççĕ, сăра ĕçеççĕ. Такам юрлама хăтланать, — ăна чараççĕ. Çын малти урапа патне утса пырать.
Ку вăл — шăпăрçа.
«Итле-ха, Ухтиван, мĕншĕн мана юрлама чараççĕ, э?»
«Ют уйра теççĕ пулĕ. Çавăнпа-тăр».
«Эппин, шăпăр калам? Э? Манăн халĕ кăмăлĕ çавнашкал, ху пĕлетĕн. Мĕн те пулин тумаллах. Килте эпĕ ун пек чухне чӳлмек те пулин çапса вататăп. Е карчăка вĕтсе илетĕп... Шăпăр калас — ахаль чухне ырă мар».
«Вара иртсе каять-и?»
«Лăштах ярать. Шăл сурни чарăннă пекех».
«Тӳсме çуках пулсан, шăпăрна кала эппин».
«Э, тем пекех, ачам, тем пекех. Тавтапуçах сана. Кам та пулин тапăнас-тăвас пулсан эпир вĕсене часах мĕн тăватпăр... хутлатса хуратпăр. Эп хамах пĕр виççĕшне...»
Хăй вара — çил вĕрнипех тайкаланать.
Тĕттĕм уйра шăпăр нăй-нăй-нăй, лăй-лăй туса йынăшса ярать. Анчах утсем хытă чупма тытăнсанах ун сасси хупланать.
Лайăх юлташсем лекрĕç Ухтивана çул çинче. Хушаççĕ Петĕрĕн калаçма вăхăт çук: вăл тилхепе тытнă. Някуç старикĕн чикен чикет, çавăнпа унăн калаçма мар, çут тĕнче çине те пăхасси килмест пулас. Каççан пичче вара те шухăша кайнă, те ыйхă пуснипе, çул тăршшĕпе пĕр сăмах та чĕнмест.
Мал енчен сулхăн çапа пуçларĕ. Лашасем çăмăллăн юртаççĕ. Çурăм хыçĕнче иккĕмĕш урапана кӳлнĕ лаша йĕвенĕ хуллен чăнкăртатать. Яка Илле ут хатĕрĕ ĕнте, ялта урăх никам йĕвенĕ çумĕнче те тимĕр çук.
Ухтиван пуставне вĕçертет, çĕлĕкне арки çине хывса хурать. Лайăх çул çинче шухăшласа пыма! Утсенчен тар шăрши кĕрет. Хушаççĕ Петĕрĕ тилхепине кăрт-карт турткалать. Каясчĕ çапла пĕр чарăнмасăр эрне, уйăх... çулталăк...
Çук, ытла та çемçе кăмăллă Ухтиван, юрамасть ун пек. Пĕрре темле... çирĕпрех пулас пулать. Мĕншĕн килĕшрĕ вăл кĕрӳ каччи пулма? Ытти ачасем килĕшмен-çке ĕнтĕ? Пĕри пытанса ларнă, тепри... хитрех мар иккен. Шырасан такам та сăлтав тупать çав. Ухтиван та тупатчĕ ăна. Хăнана пек мĕн пек-и унта — тух та кай кӳршĕ яла...
Тĕлĕнмелле пăхса тăчĕ паян Савтепи. Те мĕн те пулин каласшăнччĕ вăл, те Савтепи те Ухтивана... хитре тесе шутлать? Ашшĕ пĕр-икĕ хут пырса калаçсан тин вăл аяккалла пăрăнчĕ. Вара Ухтивансем ялтан тухса кайиччен те урăх курăнмарĕ. Вырăссенни пек пулсан пырса тăрасчĕ те калаçасчĕ ĕнтĕ, анчах юрамасть-çке пирĕн çынсем умĕнче...
Çулăн сылтăм енче вăрман пуçланчĕ. Лĕпех сулхăн çапать. Урапасем шăкăрт та шакăрт туса йывăç тымарĕсем урлă каçаççĕ. Сулахай енче, çул хĕрринченех, тырă уйĕ сарăлса выртать. Тĕллен-тĕллĕн анасем çинче те йывăçсем палăркалаççĕ. Таçтан нӳрĕ шăршă — шыв шăрши кĕрет. Утсем хуллен, асăрханса пусаççĕ.
Хыçалтан Чăлах Эрнюк чупса çитет.
«Чакăн, Петĕ, çиттĕмĕ...»
Хушаççĕ Петĕрĕ лашине тăратать те çĕре сиксе анать. Ухтиван та анма тăрать, ăна — чараççĕ.
«Тăхта эсĕ, лар кăштах, эпир сана хамăрах антарăпăр. Васкама кирлĕ мар».
Çынсем малтан урапа тавра пуçтарăнса тăраççĕ. Илле ыраш хушшине кĕрсе кайнă. Ăна курмалăх ыттисем те ана çине кĕреççĕ. Ытараймасăр çӳллĕ ыраша ывăçлаççĕ, ыталаса тытаççĕ, çупăрлаççĕ, пучахĕсене шăршлаççĕ.
«Эх, мăнтарăн тырри те çав. Пулас тесех пулнă ĕнтĕ. Кĕçех ак çăккăр шăрши кĕме тытăнать».
«Ан та кала ĕнтĕ, ан та кала», — тет Някуç старик.
Каççан пичче, Хушаççĕ Петĕрĕ, Чăлах Эрнюк Ухтивана çĕре йăтса антараççĕ. Ашшĕ вырăнне унпа юнашар Някуç старик пырса тăрать. Пурте тырă пусси еннелле çаврăнаççĕ, шлепки-калпакĕсене хываççĕ.
Някуç хăйĕн сăмахне çапла пуçласа ярать;
«Акă ĕнтĕ эпир те килсе çитрĕмĕр, хаклă çĕрĕм, çĕр ашшĕ, çĕр йышĕ, çĕр йыш амăшĕ, çĕр пӳлĕхçи, çĕр пӳлĕхçи амăшĕ. Тайма пуçăмăр сире. Маларах килейменшĕн каçарăр пире, мĕскĕнсене».
Пурте пуçĕсене таяççĕ. Някуç малалла калать:
«Кĕру каччи пирĕн хитре те ăслă, лăпкă та тӳрĕ çын. Пĕлетпĕр, çĕр, санăн вăйна-хална. Сан ырлăху никам виçейми, сан пурлăхна та ĕмĕрне шутласа кăларас çук. Пирĕн каччă та сана ĕмĕрлĕхе савать».
Тĕттĕм уйра çĕрле мăкăртатса тăракан шур кĕпеллĕ старик сасси Ухтивана темшĕн хăрушшăн туйăнса каять. Вăл ытти çынсем çине пăхса илет те пуçне таять.
НЯКУÇ: «Апла пӳлсан эсĕ те ăна сав, итле пирĕн чĕре панчи сăмаха».
Ухтиван каллех пуçне таять.
НЯКУÇ: «Илсе пыр хупа пĕрле пĕтĕм пурлăхна: уйсенчен те, улăх-çаранран та, çырма-çатрасенчен те, вăрмантан та. Çичĕ тĕслĕ тыррăм-пуллăмпа сана чыслатăп, витĕнетĕп».
Някуç, Хушаççĕ Петĕрĕн такмакĕнчен темиçе тĕрлĕ çимеç кăларса, ăна тĕрлĕ еннелле салатса пăрахать. Вăл хушăра ыттисем çичĕ çĕртен çичĕ кĕреçе çĕр чавса илсе урапасем çине хураççĕ. Ĕнтĕ Ухтивана та малти урапа çине йăтса лартнă, утсене те çавăрса тăратнă. Çынсем сасартăк шăпланаççĕ те сывлаймасăр тенĕ пек итлесе пăхаççĕ. Çакăнта çĕр хуçисем килсе лекес пулсан тарса хăтăлаймасан кам та пулин пĕтсе юлма пултарать. Сас-хурасем илтĕнмеççĕ. Апла пĕрер курка сăра ĕçме те юрать-ха. Вара урапасем çине хăпарса лараççĕ те — каялла. Хăйсен уйне пырса кĕрсен шăнкăравсене салтса яраççĕ, шăпăрçă шăпăрне калама тытăнать. Алă çупаççĕ, савăнăçлăн кăшкăрашаççĕ, юрлаççĕ. Пысăк ĕç тунă-çке-ха!
Полтаратпăр полмалла,
Полтаратпăр полмалла.
Полтарас çок — тохас çок,
Кмака çинчен анас çок,
Ора ярса посас çок,
Атти ятне çĕртес çок.
О, ох, ай-я-я,
Ой, яй, рай-я-ра-ра!
Эпĕр вон иккĕн пĕр тăвап,
Вон ик пачăр тытрăмăр,
Вон ик пăчăр тирĕнчен
Чĕн тилхепе турамăр.
Чĕн тилхепе шартлатать.
Хора лаша хартлатать.
Ан кил конта, хора хĕр,
Сантан хоять полмалла.
Киремет юманĕ тĕлĕнче лавсем чарăнаççĕ, Ухтиван урапа çинчен анать те кĕреçе илсе пĕр урапи патне, иккĕмĕш патне, виççĕмĕш патне пыра-пыра чарăнать.
«Аван-и, сывă-и, манăн арăмăм çĕр. Сана эпĕ ылтăн-кĕмĕлтен те, пурнăçран та ытларах саватăп. Уншăн эсе пирĕн уй-хирсенче, вăрмансенче, çарансенче, çырмасенче хăвăн пуянлăхна ӳстер, ял çыннисем яланах тутă та сывă, выльăх-чĕрлĕхĕсем ĕрчевлĕ пулччăр».
Кашни урапа çинченех Ухтиван уялла пĕрер кĕреçе тăпра илсе сапалать. Юлашки тăприне çынсем яла таврăннă чух çул хĕррине анасем çине тăкса хăвараççĕ.
Çутăлас умĕн ялта каллех ĕçкĕ-çикĕ тапранса каять. Анчах унта Ухтиван та, шăпăрçăпа Каççан пичче те хутшăнмаççĕ.
Кăнтăрла тĕлнелле Ярилепе Шахрун лашапа кăштăртатса килсе кĕреççĕ. Вĕсем нимĕнле çĕр пăхма та кайман иккен, Хуракасси хупахне çитнĕ те Яка Илле парса янă укçана ĕçсе пĕтермесĕр те тухман.
«Эс пур пĕрех çылăхлă, ывăлăм. Ӳкĕнмелле санăн, çылăхна каçарттарма тăрăшмалла...»
«Мĕн туса çылăха кĕнĕ эпĕ?»
«Ултав шухăш хĕтĕртнине итленĕ, ыранхи куншăн тăрăшнă, çĕр çинче мул пухма ĕмĕтленнĕ, мĕн çияс, мĕн ĕçес, мĕн тăхăнас тесе хуйхăрнă. Пире мĕн кирлине çӳлти атте хăех пĕлсе тăрать...»
Алăк шал енче темскер кăштăртатни илтенчĕ.
«Шыв ĕçес килет», — терĕ таçтан шалтан Михапар.
Тайлăм картишĕнче такăнкаласа Салакайăк тăм куркапа шыв ăсса килсе пачĕ.
«Халь ĕнтĕ алăкне хупма пултаратăн, пачăшкă, — терĕ Михапар паçăрхи пекех лăпкăн, — эп çывăрма выртатăп».
Салакайăк алăкри шăтăк патне çывăхах пырса тăчĕ. Михапар чăнах та выртнă пулас, сывлани таçта илтĕнет.
«Ну, мĕн шутлатăн, Михапар?»
«Мĕн пирки?»
«Ӳкĕнес пирки».
«Манăн нимĕншĕн те ӳкĕнмелли çук».
Хĕрарăмсем пекех, Салакайăк аптраса пĕççине шарт çапрĕ.
«Хăратăп эп саншăн, ывăлăм. Мĕн пулĕ капла? Тӳресемпе чипер калаçса татăлмасан, турăран каçару ыйтмасан, маçакку пекех, Çĕпĕре...»
Михапар тăрса алăк патне пычĕ,
«Мĕн тумалла — ӳкĕнес тесен?»
«Турра ӳксе пуç çап, нумая хапсăнма пăрах. Вĕçен кайăксем акмаççĕ те, вырмаççĕ те, кĕлете те пухса хумаççĕ — вĕсем пур пĕрех тутă. Çынсем мĕнтен кая вĕсенчен? Эпĕ те саншăн кĕл тăвăп. Ытти чиркӳсенче те турă чури Михапаршăн çуртасем лартма хушăп. Турă умне хума эсĕ пĕрер вунă тенкĕ укçа пар... Тӳресемпе те мирлĕ татăл. Пар эс вĕсене çав пĕлтĕр тытнă упа тирне. Параканăн алли нихçан та пушанса юлмасть, ăна ун вырăнне çӳлти турă виçĕ хут ытларах парать».
«Тăхта-ха, пачăшкă, — пӳлчĕ ăна Михапар. — Каласа парас-и сана пĕр сăмах?»
«Кала», — терĕ Салакайăк хĕпĕртесе.
«Мана кунта кулава мар, эсĕ хуптарнă иккен. Çавăнпа эп санпа текех çăвар та уçмастăп. Укçа та ан кĕт, упа тирне те памастăп».
* * *
Салакайăк тепĕр каç каллех путвал алăкне пырса уçрĕ, Михапара ӳкĕтлесе çавăрма хăтланса ăна хăратса та, йăпатса та пăхрĕ, Михапар пупа хирĕç алăк умне пырса тăчĕ те пĕр сăмах та чĕнмерĕ.
Виççĕмĕш каç та çаплах иртрĕ. Тепĕр кун каçхине çеç Михапара никам та чăрмантармарĕ.
Салакайăк тăваттăмĕш хут пырсан Михапар унпа калаçма мар, çăкăрне те илмерĕ.
* * *
Виç утăм çурă, пилĕк утăм, виççĕ... пиллек. Пуçĕ çаврăнса кайсан çеç Михапар хăй ăçталла утнине манса каять те стена çумне пат пырса перĕнет. Вара аллипе хыпашласа алăка шыраса тупать, пыр çыххине туртса татать.
Утнă чухне ларса канас килет, ларсан — выртас килнĕ пек туйăнать. Анчах выртсан та ыйхă çук. Канăçлă мар, канлĕ мар. Пĕтĕм кĕлеткене чул пек йывăр япала çĕр çумнелле хĕсет, пусса тăрать. Алла аяккалла илсе хурас тесен вăл та урайне пĕрене пек кайса çапăнать.
...Ачисем ĕнтĕ унăн, паллах, выçă лараççĕ. Киле юлнă пĕртен-пĕр арçын чунĕ Михапар ашшĕпе пĕрле тем те тума пултарать, пĕччен вăл та аптраса ӳкрĕ пуль. Арăмĕ кăкăр ĕмĕртет, çитменнине тата — йăшнă пек пулнăччĕ.
Йывăр вăхăтра ӳсме тиврĕ Михапар ачисене. Виççĕмĕш çул ак тырă пулмасть. Юр-вар та çук, мĕншĕн тесен пурлă-çуклă выльăхсене пĕлтĕрех пусса çинĕ. Сĕт-турăхсар мĕнле ӳстĕр ача-пăча?
Ваттисем тĕрĕсех каланă-мĕн: пуян çын путек усрать, апăрша ача пăхать тенĕ. Михапарсен çулсеренех (çулсерен!) ача çуралать. Арçын ача пулсан — татахчĕ тейĕпĕр, ăна ят çĕрĕ — тырă туса илмелли çĕр лаптăкĕ параççĕ, Укка, упăшкинчен кулнă пек темелле-и е такама сăмах панă пек-и, вĕçĕмех, умлă-хыçлах хĕр ача — хĕр ача — хĕр ача çуратса тăрать. Хăй ни ватăла пĕлмест, ни ĕçлеме чарăнмасть.
Ĕçчен те айванрах, тӳр кăмăллă Михапар урăх хĕре качча илнĕ пулсан арăмĕ те кун пек çывăх пулман пулĕччĕ, унран çуралнă ачисем те хальхи хăйĕн ачисем мар, урăххисем пулнă пулĕччĕç тесе шухăшлать.
Çук, ӳкĕнмест Михапар. Çуралччăрах вĕсем. Вĕсем хăйсен ашшĕ-амăшĕсем пуртан çуралаççĕ. Вăй çитнĕ таран вĕсене пăхма-тăрантарма та ӳркенмест Михапар. Чĕрĕ пуç йӳнеçетех. Çулла вăл ачисене ертсе çум çумлама çӳрет, çынсене ĕçлесе парать, хĕлле çăпата туса сутать, арăмне пир тĕртме пулăшать, сунара чупать.
Сăмахĕ кăна мĕне тăрать, иçмасса. Сунар... Ырă сунар, сывлăх сунар. Чуна кĕрхи çара вăрман шăрши çапать, чĕрене уçăлтарса ярать.
Ирхине ирех çĕр улми пĕçерни, йĕлтĕр çине тăрса, шурă уй урлă пăлан пек вĕçтернисем. Пите уçă сывлăш касать, кĕрĕк айĕнче хĕвре вĕри çĕр улми ăшшăн-ăшшăн туйăнса тăрать. Малтанах пит-куçа йĕплеме хăтланса пахнă çил часах парăнать, çаврăнса ӳкет, чĕрнипе чĕпĕтес вырăнне ачашласа лăпкама та ачашланма тытăнать.
Мулкачсене, пăчăра, хир чăххине хура кĕркуннепе хĕлле мăйкăчпа тытма ансат. Вĕсем çӳрекен сукмак çине е кĕрсе тухакан вырăна ут хӳринчен явса тунă темиçе мăйкăч çыхса хума кăна ан ӳркен...
Тепĕр чухне, кăвак çутăлла, арпалăхра пĕрчĕ суйласа çу муклашки пек самăрăлса кайнă хир чаххисене алăкра йывăç кĕреçепе çапса ӳкерсе те тытма пулать.
Кусем сунара пĕччен-иккĕн çӳремелли майсем.
Ушкăнпа сунара хĕлле танатапа çӳреççĕ. (Танати вăл сарлака е тетел евĕрлĕ япала. Тетел пекех, ăна чĕрĕ çипрен çыхаççĕ.) Танатине вăрмана, мулкач пырса кĕмеллерех вырăна прачака е уçланка карса хураççĕ. Пĕр çын-ик çын ун çывăхне пытанса лараççĕ. Ыттисем аякран кайса çаврăнса йĕрлесе килме тытăнаççĕ. Аттяттюх! Аррюх! Вăрманта çĕр çĕмĕрсе тăрать. Сехри хăпнă, анраса ӳкнĕ мулкачсем, сурăх пек, пĕр çĕре пырса çапăнаççĕ — çын, тепĕр çĕре ыткăнса çитеççĕ — каллех çын. Вара ирĕксĕрех сас-чĕв илтĕнмен еннелле — таната патнелле кайма тивет. Алчăранă мулкач ăна-кăна пăхса тăмасть, сикет те — çыхланса ӳкет.
Таната тытакансем яланах пуртарах çынсем. Михапар пек юрлă çынсене вара, сас çĕтиччен ĕрлешсен те, эрнере пĕрер мулкачран ытла тивмест.
Шултра кайăксене — упана, кашкăра, çӳлевĕçе, пăшине — чăвашсем темиçе тĕрлĕ те тытаççĕ. Пĕрисем кайăк çулĕ çине тарăн пусă алтса хураççĕ те ăна çиелтен çапăсем витеççĕ...
Упана хĕлле йĕннине тупса тĕтĕрсе кăлараççĕ.
Михапар ватă çынсен йăлипе çурлă-кĕрлĕ упа тытма вăрмана çĕçĕпе кăна тухса каять. Кайăк çулĕ çине вилнĕ çын пек хутланса выртать те вăл çăмламасĕ шăршăпа çывхарасса кĕтме тытăнать. Çур кун, пĕр кун, эрне иртсе каять. Мĕн унта эрне! Анмасан тепĕр чухне ик-виçĕ çул хушшинче те пĕр упа пырса çулăхмасть. Ун вырăнне пĕрерĕшне тытсан вара пĕтĕм ял пуçтарăнать, темиçе çул асăнмалăх калаçу пулать...
«Çав-çав çын упа тытнă теççĕ».
Сунарçă выртать. Хуллен-хулленех каç пулса килет. Уçланка типĕ çулçăсем татăла-татăла анаççĕ. Пит çине нӳрĕ çăвать. Сулмаклăн тайкаланакан катмар йывăç тăррисем, пысăк мĕлкесем пек, тӳпери çăлтăрсене шăлса тасатаççĕ.
Ĕнтĕ каç та пулса çитрĕ. Аяла сарнă тир витерех ăша сивĕ çапать. Хырăм та выçнă. Анчах хускалма юрамасть. Ыйхă витĕр кĕрхи вăрман çилпе пĕрре хаш сывласа илет те каллех çывăрса каять. Вăрманпа пĕрлех, ĕшеннĕ сунарçă та ассăн сывласа ярать, вăрманпа пĕрлех унăн та çывăрасси килет.
Миçе тĕрлĕ шухăш-кăмăл аптратмасть пуль çынна пĕр вăхăтрах: хырăм выçни, ыйхă килни, сивви... Иçмасса та çав ĕнтĕ!
Утарти автан шарлаттарса авăтать. Унтан ялтисем хускалаççĕ. Çур çĕр.
Пĕр ĕмĕр иртсен тин, пин тĕслĕ шухăш шухăшласа пĕтерсен, тӳпе кăвакарма пуçлать. Чи малтан тӳпене шăналăк пек карса илнĕ хулăн пĕлĕтсем вăранаççĕ. Темиçе татăка пайланса, шĕвелнĕçем шĕвелсе вĕсем кăнтăралла васкаса шума тытăнаççĕ, арпашăнса, пăтрашăнса пĕтеççĕ. Йывăç тăррисене каллех чун кĕнĕ. Вĕсем кашни шăлса илмессерен, тӳпе уçăлнăçем уçăлса, тасалса пырать.
Юлашкинчен таçта инçетре йывăррăн лап-лап-лап пуснисем илтĕнсе каяççĕ. Упа çывхарнăçем çывхарса килет. Куçне уçмасăрах сунарçă вăл пысăк пуçне лăнк-лăнк-лăнк сулласа пынине, çемçе урисене ним уяса тăмасăр пускаланисене курать, ытти темиçе шăршăсем хушшинче упа шăршине уйăрса илет. Хăрăк туратсем çатăртатса хуçăлаççĕ...
Шăнса хытнă сунарçă сасартăк тарласа каять.
Акă ентĕ çывăхрах упа мăшăлтатса сывлать, малти хăрах урине çĕклесе, тап чарăнса тăрать, пĕчĕк куçĕсемпе хай умĕнче выртакан çын кĕлеткине сăнаса пăхать. Çын хускалмасть. Упа пĕрре, иккĕ ярса пусать те, ун урлă каçса, нăш-нăш шăршласа пăхать. Сунарçă çавна çеç кĕтсе выртнă та. Вăл, яшт çĕкленсе, упана хырăмĕнчен çĕçĕпе пашлаттарать те, сăвăс пек, ун çумне çыпăçса ларать...
Кашнинчех сунарçă çĕнтерет тени — тĕрĕс мар. Вăрмана иккĕшĕнчен пĕри — е сунарçă, е кайăк — хăшĕ çаврăнăçусăртарах, çавă выртса юлать.
* * *
Пилĕк утăм, виççĕ... Виççĕ, пиллĕк... Шыври кимĕ тăрăх çӳренĕ пек, Михапар çав тери асăрханса утма тарăшать. Кăшт шухăша кайсанах. хăй ăçтине мансанах, вăл çĕре персе анать. Тепĕр чухне Михапар хăй ӳсĕр çын пек тайкаланса утнине астăвать. Виç...çĕ, улт...тă. Виççĕ... Пăртакран пăхать — вăл çĕре ларнă. Ура çинче тăнă чухнехипе ларнă хушăра мĕн пулса иртнĕ, ăна Михапар пĕлмест.
Çапла сакăр кун, унтан тăхăр кун иртсе каять.
* * *
«Итле-ха, Михапар. Эс ăслă-и е ухмах-и? Хăна хĕрхенместĕн пулсан ачусене те пулин шелле. Ма çиместĕн нимĕн те? Выçă вилсен вĕсене кам пăхса çитĕнтерĕ? Кил-йыша салатма çăмал та, пуçтарма кансĕр... Кур-халĕ, эпĕ ăшă икерчĕ илсе килтĕм. Матăшкă хăй пĕçерсе пачĕ...
Мĕне кирлĕ сана стараста — ăнланмастăп. Кулава та килмест — вăл мана калаçма хушрĕ... Çиместĕн-и-ха кăна? Тен, эппин, какайпа çăкăр исе килем, э? Калаçмасăр, апат çимесĕр пурăнса эс турра кӳрентеретĕн, Михапар.
Иван Петровичпа калаçса пăхрам эпĕ. Халь ĕнтĕ укçи те кирлех мар. Упа тирне пар та — ĕçĕ пĕтрĕ темелле, аслисене тыттарма, сăмах-юмах йăмтăр тесе... Тата çав йăлисене каласа пар, вара çитет те. Э? Чĕнместĕн-и? Эх, турă чури, турă чури, аптрамалла санпа». .
* * *
Пĕр каçхине путвалăн тулти алăкĕ хуллен уçăлса кайрĕ. Салакайăк килчĕ пуль тесе Михапар юриех çывăрнă пек туса выртрĕ. Анчах килнĕ çын та калаçма васкамарĕ. Алăк умĕнче темле тимĕр савăта уçни, унтан çĕрте кăвар çине вĕрни илтĕнчĕ. Путвал урайне кĕçех тăваткал çутă ӳкрĕ. Михапар куç хӳрипе çеç алăк еннелле пăхрĕ те тĕлĕннипе куç-пуçне чарса пăрахрĕ. Алăк шăтăкĕнчен ун çине салху сăнлă çамрăк майра... кулава арăме пăхса тăрать!
Михапар урайне тăрса ларчĕ.
«Ан хăра, — терĕ те çамрăк хĕрарăм кулма хăтланнă пек турĕ, çурта тытнă аллине шалалла тăсрĕ. — Ларт-ха кăна ăçта та пулин».
Михапар çинçе сар çуртана алăк урати çине лартрĕ.
«Акă кăна часрах ĕçсе яр», — тесе çамрăк хĕрарăм Михапара пĕр курка сĕт тыттарчĕ. Михапар ăна та пĕр сăмахсăрах тытрĕ. Кăшт çеç тутанса пăхас тесе куркине çăварĕ патне илсе пычĕ те хăй сисмесĕрех шалт ĕçсе ячĕ.
«Хăш ялсем эсĕ?»
«Çĕньял», — терĕ Михапар. Ку унăн темиçе кун хушшинчи пĕрремĕш самахĕ пулчĕ. Сĕтне ĕçнĕ пекех, вăл калаçасса та хăй сисмесĕрех калаçма тытăнче.
«Мĕн ятлă?»
«Михапар тесе чĕнеççĕ».
«Сана кунта кам хуптарнине пĕлетĕн-и эсĕ?»
«Пĕлетĕп. Салакайăк хуптарнă».
«Эпĕ вĕсем калаçнине вăрттăн итлесе тăтăм. Вĕсем санран укçа сăптăрасшăн пулмалла».
Хĕрарăм пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕ те сасартăк ик аллипе те шăтăк хĕрринчен çатăрласа тытрĕ, куççулĕпе калаçма пуçларĕ:
«Кĕл ту маншăн, Михапар. Пĕтнĕ çын эпĕ. Чуна шуйттана сутрăм, каçармалла мар çылăха кĕтĕм, упăшка пуçне çирĕм...»
Михапар паçăрхинчен те хытăрах тĕлĕнсе ура çине тăчĕ.
«Кулавана... вĕлертĕн-и?»
«Ку вăл ман иккĕмĕш упăшка пекки, — терĕ хĕрарăм. — Ăна мар, чăн-чăн упăшкана пĕтертĕм эпĕ. Вăл халь, сан пекех, касаматра ларать, тен, сан пекех выçă касăхать пулĕ».
«Мĕн турăн вара эсĕ?»
«Эпĕ Етĕрне хĕрĕ пулнă, — тесе пуçларĕ çамрăк хĕрарăм. — Атте кашни çулах Сăр çине ĕçлеме каятчĕ. Пĕренесем юхтаратчĕ, пăрахутсем çинче ĕçлетчĕ. Çуркунне тухса каять те кĕркунне таврăнать. Вун тăххăра пуссан мана качча пачĕç. Упăшкасен килĕ хамăрпа пĕр урамрахчĕ те, эпĕ тĕн килтен тухма пĕлместĕмччĕ. Иккĕмĕш çулне ман упăшка та аттепе пĕрле Сăр çине ĕçлеме кайрĕ. Хула тĕлĕнчен иртсе çӳренĕ чухне вăл кашнинчех пĕр саманта та пулин ман пата чупса кĕретчĕ, кучченеç е укçа парса хăваратчĕ... Çапла виçĕ çул хушши кайса çӳрерĕ. Мана ĕçпе хуçăлма хушмастчĕ, кĕлеткӳ хитремарланать, пире укçа çитет вĕт тетчĕ. Тăваттăмĕш çулĕнче, хунеме карчăк усал тесе эпĕ çу каçичченех атте килне куçрăм. (Ыйтрăм та вĕт упăшкана, хупа пĕрле исе кай тесе — итлемерĕ.) Аннепе садра чакаланаттăмăр, çырласем пиçсе çитсен пасара тухса сутаттăмăр. Пĕррехинче пасарта пирĕн пата çакă... иккĕмĕшĕ пырса тăчĕ...»
«Кам, кулава-и?»
«Ун чухне вăл пирĕн кантурти приставччĕ. Пычĕ те çырла исе карĕ. Тепер кун та илчĕ. Унтан пахчаран халь анчах татнине çисе пăхма кăмăл турĕ. Анне ăна киле ертсе карĕ. Пурăна киле вăл пирĕн пĕтĕм çырлана исе тăракан пулчĕ. Вулăс тăрăх çавранса килетчĕ те пирĕн пата пырса ларатчĕ. Аннене тутлă эрех ĕçтерет, мана кучченеçсем парать. Пĕр каçхине вăл чылай çĕрле пулсан пырса кĕчĕ. Аннепе темскер пăшăлтаткаларĕç те — тухса карĕ. Ирхине, тăнă-тăманах, анне мана сада чĕнсе тухрĕ. «Сан упăшку ют арăмсемпе çыхланса кайнă. Ĕнер ăна Иван Петрович курнă, пĕр хĕрарăмпа Сăр хĕрринчи хăвалăхра выртатчĕ тет» — тесе каласа пачĕ. Эпĕ урса кайрам, çут тĕнчене курми пултăм. Кимĕ çине ларса каяс — ăçталла каймаллине пĕлместĕп. Çĕрле упăшка пĕр сехетлăхе кĕчĕ. Эпĕ ăна питĕнчен çутăлтарса ятăм та пĕр сăмах каламасăрах тухса кайма хушрăм. Тепĕр эрнерен кĕрсе тухрĕ — эп ун куçне те курăнмарăм. Виççĕмĕш хутĕнче калаçса пăхасшăнччĕ, ыйтса пĕлесшĕнччĕ — упăшка ĕçсе лартнă пулчĕ. Вара пĕр уйăх ытла пĕр-пĕрне курăнмарăмăр. Çырла пĕтнĕ пулсан та лешĕ çаплах пирĕн пата çӳретчĕ-ха, мана йĕкĕлтетчĕ. Вăл кайран та каласа пачĕ ман упăшкана хĕрарăмсемпе курни çинчен...
Пĕр темĕнле уяв кунĕ çак çын пирĕн пата пĕр кăсье ĕçме-çиме илсе пычĕ. Анне кӳршĕ яла хăнана кайнăччĕ. Эпĕ пĕр черкке ĕçсе пăхрăм — чĕре тата хытăрах çунма тапратрĕ, иккĕ ĕçрĕм... часах ӳсĕрĕлсе те кайнă.
Ӳсĕр хĕрарăм хăй те хăй мар. Вăл кам чеерех, чăрсăртарах, çавăн аллине кĕрсе ӳкет. Вăрансан пăхап та — ман çумра çак çын кулкаласа выртать, аллине ман кăкăр çине хунă. Çапла вара упăшкапа иксĕмĕр хушăри юлашки çип татăлчĕ, ют çын ман упăшка, ман хуçа пулса тăчĕ, мĕншĕн тесен хĕрарăм арçынпа çывăрнă хыççăн унăн чури пулса тăрать. Лешĕ пӳрнипе кăчăк туртсанах, вăл, йăт ами пек, арçын хыççăн лĕпĕстетет».
«Ытла хаяр эсĕ. Хăна та юратмастăн», — терĕ Михапар тĕттĕмрен. (Çурта çунса пĕтрĕ.)
«Юратма мар, кураймастăп эпĕ хама хам! — шăл витĕр пăшăлтатрĕ хĕрарăм. — Ӳкĕнсе халтан кайрăм. Ыйхăм çук. Çыварма выртсанах куç умне упăшка тухса тăрать. Пĕрмаях таçталла чĕнет пек, кулкаласа çулпа утма тытăнать... Вĕçĕттĕмччĕ ун хыççăн кайăк пек — урасем çумĕнче кире пуканĕ... Вăйăм çитес пулсан çакăнса вилĕттемччĕ пĕррех хут, пултараймастăп! Пурăнма та майĕ çук. Кулавине курсанах — ăш хăпарать. Вĕри шыв сапса вĕлерме те шутласа пăхрăм — хăюлăхăм çитмерĕ. Çӳретĕп ĕнтĕ çапла тулашса... Ни арăм, ни еркĕн. Çынсемпе калаçса ăша пусарăттăмччĕ — пĕлĕш-тăванăмсем аякра».
«Эсĕ чăваш хĕрарăмĕсемпе туслаш. Чăвашла калаçатăн эсĕ. Хĕрарăма хĕрарăм ытларах ăнланать. Тен... пулăшма та пултарĕç».
«Кулава хушмасть-çке»
«Ан итле эсĕ тăшман сăмахне».
«Ташман? — терĕ те хĕрарăм хăех каласа хучĕ — Çапла çав, ташман. Салакайăкĕ те тăшман... Пĕр кун пурăнмăтăм эпĕ вĕсемпе».
«Ма пурăнатăн эппин? Сана çыхса лартман-çке вĕсем çумне?»
«Мĕн тăвас-ха манăн? Эпĕ ним ĕçлеме те пĕлместĕп».
«Пуçа килсен — пушмак тăхăннă тет», — терĕ Михапар ытарлăн.
Пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕç. Хĕрарăм ассăн сывласа илчĕ те каялла çаврăнса пăхрĕ. Тул çутăлать пулас, алăкри пĕчĕк шăтăк кăваккăн палăра пуçларĕ.
«Упăшку мĕнле лекрĕ вара касамата?» — ыйтрĕ Михапар.
Хĕрарăм тепре йывăррăн сывласа илчĕ.
«Мана пула пуçне çирĕ. Сăр çинчен таврăнсан пĕр уйăхран пирĕн хушăри ĕçсене сисе пуçларĕ, — терĕ вăл тĕлĕкре калаçнă пек темле ĕшенчĕклĕн, ыйхăллăн — Вара ĕçсе супнă та пристава кăшт кăна çăла ярса вĕлермен».
* * *
Кăвак çутăлла путвалăн икĕ алăкĕ те шанкăртатса уçăлчĕ те Михапар кантур картишне тухса тăчĕ. Утма тытăнсанах вăл сулăнса кайса хӳме çумне пырса çапăнчĕ. Унтан тӳрленсе тăчĕ, чĕнмесĕр тăракан Салакайăк еннелле пăхрĕ.
«Эсĕ мана парăнтарасшăнччĕ-и? Çук, парăнтараймастăн эсĕ пире!» — тесе йăл кулса илчĕ те килнелле утрĕ.
«Вăл сана та хĕрхенсех тăмасть-ха. Пĕр кун халăх умĕнчех мĕнле пырса çатлаттарчĕ тет».
«Эсĕ ху куртăн-и вăл мана çапнине?»
«Мана атте каласа пачĕ. Эпĕ ун чухне ут кĕтӳне кайнăччĕ».
«Курман пулсан калаçма та кирлĕ мар. Тетсене ĕненекен Нехвет шыва кайса вилнĕ тет. Çаптарăп эп Ухтивансене. Пĕрре хăлха чиккинчен парсан».
«Ай, ан мухтан, Ивук, Ухтиван пек вăйлă ача ялта çук пулĕ. Пилĕкшер пăт таякан икĕ тыр миххине ним мар çĕклет».
Ивук тарăхса аллинчи чукмарне çул айккинелле ывăтса ярать.
«Санпа калаçса нихçан та вĕçне тухас çук. Ухтиван пуринчен хитре, Ухтиван пуринчен ăслă, Ухтиван пуринчен вăйлă... Ӳксе пуç çапасси кăна юлнă ĕнтĕ».
«Таçтан ĕне пăхĕ шăрши кĕрет, Ивук».
«Хăвăнтан кĕрет пуль ара».
«Çук, манран мар. Эпĕ хама йĕри-таврах пăхса тухрăм. Паçăр эс ман çылăха пырса тăрсанах сăмсана çурчĕ. Çаврăн-ха çутталла».
«Кай, ан сӳпĕлтетсе пыр».
«Чарăн-ха шӳтшĕнех».
Ивук чарăнать. Павăл ăна çутă еннелле çавăркаласа пăхкалать те сăмсине аллипе хупласа кутăн чакать.
«Пăх-халĕ кĕпӳ аркине...»
Халĕ ĕнтĕ Ивук та йĕренсе сăмсине хуплать.
«Тьфу, ирсĕр. Вăт çӳре сысна хыççăн йăваланса. Ăçтан килсе лекнĕ-ши кунта ĕне? Ну, эп ăна куншăн...»
Ивук курăкпа шăлăнса тасалкаланă хыççăн икĕ çамрăк малалла утаççĕ. Павăл хальхинче юлташĕнчен пĕр утăм аяккарах пырать.
«Чăнах килнĕччĕ-и Савтепи, Ивук?»
Ивук тарăхса мăшт сывлатъ те нимĕн те чĕнмест.
«Хальччен никам çине те пăхмастчĕ. Ухтиван таврăнчĕ те услам çу пекех ирĕлсе кайрĕ. Мĕнпе илĕртет ăна Ухтиван?»
«Эсир ăна хитре каччă тетĕр вĕт».
«Хитри чăн та хитре ĕнтĕ».
«Санăн кăшт та пулин тăну пур-и, Павăл? Хăй ăна хĕнеме тухнă, тăшман тет, çав вăхăтрах — мухтаса çӳрет. Ăçта сан пуçу? Вăл каччă мар, вăрă-хурах, таркăн. Ĕçленĕ çĕртен хуçин укçине çаратнă та яла тарса килнĕ».
«Кăна суятăн, Ивук. Апла пулма пултараймасть».
«Мĕншĕн?»
«Ухтиван — тӳрĕ çын».
«Эсĕ ухмах! «Апла пулма пултараймасть!» Эпĕ те пĕлеп вăл вăрă маррине, хитре сăнлине те куратăп. Эсĕ мана суккăр çын тетĕн-и-мĕн? Анчах эп ăна юратмастăп. Илтетĕн-и — юратмастăп. Тӳсме пултараймастăп! Курас килмест ман ăна! Тухса кайтăр вăл ăçтан килсе кĕнĕ çавăнта...»
«Ăна ман атте те юратмасть».
«Кирлĕ мар мана ун хитре сăнĕ! Вăл чăрсăр. Çĕпре пек, ял халăхне пăлхатма пуçларĕ. Никама пăхăнасшăн мар».
«Ухтивана ăна вырăссем пăсса янă пулмалла».
«Тата кам пăстăр? Ăна часрах ялтан мăкăлтаса кăларса ярас пулать. Кайтăр хăйĕн çĕтĕк-çатăк тусĕсем патне, хăямат шăтăкне».
«Те кайĕ-ха вăл».
«Пĕр-иккĕ тытса ислетсен, кашни утăмра такăнтара пуçласан хăех тухса тарĕ».
«Савтепине намăс тăвас мар-и?»
«Мĕнле майпа?»
«Хăлхине тикĕтле варалас».
«Ун пек пĕлме пултараççĕ. Тикĕчĕ те ялта ик-виçĕ çыннăн кăна. Вăл унсăрах пирĕн алăра пулать».
«Мана пур пĕрех тивĕçмест вăл».
Павăл сасси çурма ыйтуллăн та çурма татса каланă пек илтĕнет.
«Пурне те пулать, — тет Ивук. — Астăватăн-и, мĕнле çӳретчĕ ĕлĕк Савтепи? Пире курсанах пуçне тӳпенелле каçăртатчĕ. Пырса ан çулăх. Пуп хĕрĕ пек. Калаçма мар, пăхасшăн та марччĕ пирĕн çине. Халĕ хăех алла вĕренчĕ, сăмах ваклама пуçларĕ».
«Часрах Ухтиванне хăваласа ярасчĕ!»
«Капла çывăрса çӳресен вăл нихçан та каймасть».
«Атя эппин ыран тытатпăр та ислететпĕр».
«Паянхи пек-и? Çук, эпе ыран килместĕп. Урăхла тăватпăр, — тесе Ивук Павăла хăлхинчен лăшăлтатма тытăнать. — Ăнлантăн-и? Çитес эрнере... Иксĕмĕр».
«Хăрушă апла. Ун пек ĕçпе эпĕ нихçан та çыхланса курман».
«Эппин, Шахруна хушатпăр. Мĕн хăрамалли пур? Эпĕ кантурта ĕçлетеп. Нимле сас-хура та пулмасть...»
«Çапах та хăрушă пек. Ашшĕне те шел».
«Çав çĕрĕк кăмпана-и? Тупнă хĕрхенмелли... Эпĕ кĕçĕн эрне кун килте пулатăп».
«Тупрăм! — тесе Павăл тапах чарăнса тăрать. — Ним тума та кирлĕ мар... Ухтивана авланма юрамасть-и? Юрамасть. Савтепине каласа паратпăр та — пулчĕ те».
«Чăнах-çке...»
Сыв пуллашмасар-тумасăрах Ивук юлташĕнчен пăрăнать те килнелле утса каять. Ивук ури сассисем илтĕнми пуличчен Павăл хапха умĕнче тăрать. Сас-чĕвсем йăмсан чĕрне вĕççĕн пускаласа Павăл Каççан хуралчĕсем тĕлне çитсе çаврăнать, йывăррăн хашлатса сывлать, итлесе тăрать.
«Мăшкăллать-ши вăл е унăн та чĕри ыратать-ши? — шухăшлать Ухтиван. — Юратсан ют çынпа ун пек калаçмалла мар пек-çке... Ăçта-ши тĕрĕсси, мăнтаран!..»
Ушкăн варрине хытанка лутра çын кĕрсе тăчĕ. Çынсем темскер чăмланине курса вăл та чĕтрекен аллине тăсрĕ. Ăна çисе пĕтереймен пĕремек таткисем пачĕç. Кулкаласа та мăшăлтатса килнĕ çын панă апата часах çисе ячĕ, хырăмне тытса пăхрĕ: çук, тулли мар-ха.
«Тăта пур-и?»
Ивук ăна пĕремĕк кăтартрĕ.
«Пар, ну?»
«Лаша пулса кăтарт, вара паратăп».
Çын çĕре пĕшкĕнче те тăват уран тăрса тусанлă çул тăрăх упаленме пуçларĕ, лаша пек кĕçенсе пуçне ухрĕ, урипе кукалерĕ, çĕре выртса йăваланчĕ.
«Ĕнтĕ паратни?»
«Халех-и? Э-э, çу-ук-ха! Малтан ташласа кăтарт эсĕ».
«Пар, ну!»
Ухмах (палламан çын ухмах иккенне Ухтиван та сисрĕ), çĕтĕк тумтирне лăстăр-лăстăр силлесе, сиккелесе, хуçкаланса тапăртатма тытăнчĕ. Çапла пĕр чĕлĕм, икĕ чĕлĕм, виçĕ чĕлĕм туртса ярас вăхăт иртрĕ. Пĕрисем ухмах çинчен манса мăйăр катса тăраççĕ, теприсем кулаççĕ, хĕрсенчен хăш-пĕрисем килĕсене саланма ĕлкернĕ, ухмах çаплах ташша илтерет-ха. Пĕремĕкне те Ивук тахçанах çисе яма ĕлкĕрнĕ ĕнте, ухмах мĕншĕн ташланине те манса кайнă...
«Халь паратни?» — тет те вăл, Ивук: «Çук!» — тесен çул еннелле лăпăстатать.
Халтан кайса çитсен уй хапхи юпинчен тытса та пулин вăл урисене хускаткалать. Юлашкинчен сывлаймиех пулса ларса çĕре шуса анать те Ивук еннелле аллине тăсать. Çамрăксем ахăлтатса кулса яраççĕ.
«Кам этемми вăл?» — ыйтать Ухтиван Хĕлипрен.
«Пĕлместĕп, — тет Хĕлип пĕр кулмасăр. — Кашмашсем теççĕ-и... Пĕлтĕртенпех çапла çӳрет вăл».
Çынсене сиркелесе ушкăн варрине сасартăк Яка Илле кĕрсе тăрать.
«Каллех ашкăнатăр-и-ха?»
Пурте шăп пулаççĕ.
«Каллех ашкăнатăр-и тетĕп?»
Никам та чĕнмест. Хыçалтисем тарма тытанаççĕ, малтисем каялла чакаççĕ. Яка Илле ал айне лекнĕ икĕ ачана, Павăлпа Хĕлипе, хăлхисенчен чап çавăрса тытать те юпа çумĕнче ларакан ухмах патне çавăтса пырать.
«Мĕн турăр эсир ăна, э? Амма мăшкăллатăр мĕскĕне? Е вăл çын мар-и, шуйттан çăпатисем! — Яка Илле пĕшкĕнсе ухмах çине пăхать те тӳрленсе тăрать. Хăлхисенчен тытнипе унпа пĕрлех Павăлпа Хĕлип те пĕшкенеççĕ, лешĕ тӳрленсе тăрсан пуçĕсене чалăштарса кусем те ирĕксĕрех тӳрленсе тăраççĕ. Яка Илле сасси пĕтĕм яла çĕмĕрет. —Пăх-ха эс вĕсене, ханттарсем тупăннă, э! Эсреметсем! Тепре çапла хăтланнине курсан эп сире çапса пăрахатăп, Шахруна калатăп! Айванран куличчен кулăр манран! Шăл çемми терĕр-и эсир кăна? Парăп эп сире шăл çеммисем! Эп сире...»
Хелип çĕре лап персе анать те вĕçерĕнсе тарать. Павăлне Яка Илле кутĕнчен тапса ывăтать. Урам вĕçне тăр печченех тăрса юлнă Ухтиван патĕнче урăх еннелле пăхса çĕмĕрĕлкелесен-кăшкăрашсан Яка Илле ухмах çынна анаталла ертсе каять. Вĕсен ури сассисем илтĕнми пулсан чылайран тин униче патне çамрăксем пуçтарăнма тытăнаççĕ. Пахча хĕрринчи вĕлтрен ăшĕнчен Ивук мĕшĕлтетсе тухать. Хĕлиппе Павăл уй енчен таврăнаççĕ. Хĕрсем такам картишĕнче тăнă пулнă иккен. Хĕлип хăлхине сăтăркалать.
«Ак сана Илле пичче те... Мĕншĕн çилленет вăл ухмахран кулнăшăн? Хăлхана кăштах татса илетчĕ. Юрать, алли тарлă пулчĕ...»
«Тем тупнă вăл ун çумĕнче, — тет Ивук. — Кашни курмассеренех апат çитерсе кăларса ярать. Пĕркун ман кив кĕпене тăхăнтартрĕ. Ват супнă темерĕн...»
Хĕр аки тума тытăнмасăрах вăйă саланать.
Ухтиван уялла утрĕ.
«Нивушлĕ утара кам çаратнине ял çыннисем те сисеççĕ-ши? — шухăшларĕ вăл. — Мĕншĕн пурте пĕлеççĕ пулсан та никам та калаçмасть?..»
...Ухтиван утара кĕрсе патак илчĕ те паçăрхи йĕрпе чашăк патнелле утрĕ. Хăвалăхра çимĕç пахчинчи пек тутлă шăршă кĕрет. Сывлăм ӳкмен. Кантăр кӳллисенчен аякранах нӳрĕ туртать. Шăп.
Чашăк хăй вырăнĕнчех. Пылне кăна хуртсем пĕр тумлам юлми йăтса пĕтернĕ. Чашăк таврашĕнче урăх чĕрчунсем те çӳрекеленĕ пулас, шаннă хупах çулçине таткаласа пĕр-ик утăм аякка кайса пăрахнă.
Курăк тунисем хушшинче хурт-кăпшанкăсем чаштăртаттарса çӳреççĕ. Темскер тытма хăтланса, Ухтиван çывăхĕнче кушак сикет. Пĕчĕк утма çулпа шупка юс васкаса чупса иртет. Кунта пурте пĕчĕккĕ, пĕчĕк хăвалăх, вĕт-шакăр чĕрчунсем, лутра хурлăхан тĕмĕ... Кăнтăрлахи пек çак янкăр тăрă тĕнче уçлăхĕнче Ухтиван темшĕн хăйне те хурт-кăпшанкăсем пекех айваннăн та пĕчĕккĕ пек туять. Кăмăл килĕшмен ĕç тунă хыççăнхи пек, айăпа кĕнĕ пек, ăшĕнче унăн паçăртанпах пĕр кансĕр шухăш çаврăнать, чĕрине хускатса тăрать.
Ухтиван тĕм айне хутланса ларса шухăша каять. Мĕскер-ши вăл — яланах сисĕнсе тăракан япала? Утара çаратса кайни? Мар, мĕншĕн тесен вăл уççăнах тарăхтарса тăрать. Тен, Ивукпа ятлăçни е Паçаран кулни пуль? Вăл та мар. Пурăнса ирттернĕ куна тепĕр хур пурăнма май пулсан та Ухтиван çав ĕçсенех тунă пулĕччĕ, хăй курайман çынсене те çав сăмахсенех калĕччĕ.
Мĕскер-ши вăл апла — чĕрене ыраттарса тăраканскер?
Савтепи! Ухтиван куçĕ умне вăйăри сăн-сăпатсем тухса тăраççĕ... Ивук умĕнче юри аяккарах куçса ларчĕ пулать-и-ха вăл, Савтепи таврашĕ? Унтан лешсем кайма тытăнсан вуçех те пăрахса тарчĕ. Юри васкаса сиксе тăчĕ вăл Ивукпа Павăл курччăр тесе.
«Эсир каятăр пулсан маншăн та кунта кăмăл туртаканни никамах та çук, эпĕ те вăйăран пăрахса каятăп».
Мулкач сикнĕ пек, утар енчен ура сассисем илтĕнеççĕ. Ухтиван патаккине хатĕрлесе тытрĕ те ура çине тăчĕ. Сасăсем çывхарнăçемĕн çывхарса килсе Ухтиван çумĕнченех хăвалăхалла иртсе кайрĕç. Ухтиван ларма хатĕрленсе каялла çаврăнчĕ те шартах сикрĕ. Хăйĕнчен пĕр-икĕ утăмра, чашăк лартнă хăва тĕмĕ айĕнче, Ивук тăра парать. Те уйăх çути ӳкнипе, те хăранипе вăл кĕл пек шап-шурах курăнчĕ Ухтивана.
«Пыл çиме килтĕн-и?»
«Пыл çиме килтĕм», — терĕ те Ивук темшĕн ӳсĕркелесе илчĕ, тӳрленсе тăчĕ.
Пушă чашăк пĕр сассăр курăк çине ӳкрĕ.
«Ил чашăккуна, яла каятпăр».
«Хăвах ил. — Ивук сылтăм аллине кĕсйине чикрĕ те урисене саркаласа пусрĕ. — Шахрун, тух...»
«Шахрун та кунта-и?»
«Авă — ху хыçăнта тăрать...»
Ухтиван каялла çаврăнчĕ те кăшкăрса ярса çĕре персе анчĕ. Щахрун çĕççи ун çурăмне шăтарса кĕчĕ.
«Халĕ ашшĕне тирпейлес пулать ĕнтĕ».
«Кĕçĕрех-и?»
«Мар, хăçан май килет, çавăн чух...»
Шахрун пушă чашăка аяккалла ывăтса ячĕ.
«Мĕнле, хăрамарăн-и?»
«Тарласа чăм шыва ӳкрĕм ача. Малтан сасартăк курнипе кăштах йăванса каймарăм».
«Ытла кĕтмен çĕртен пулчĕ вĕт...»
«Ан та кала. Хăрушла хăтланатăн эсĕ. Тен, хĕненипе те çитетчĕ пуль?»
«Кайран хамăра касамата тытса хуптарма-и?»
«Ну, юрĕ-çке ĕнтĕ. Атя, тарар часрах кунтан. Çынсем курĕç».
Шахрунпа Ивук тавра çулпа ялалла утрĕç.
Тӳре хăй хитре калаçнинчен хăй тĕлĕнет пулас, куçĕсене тутлăн хупкалать, пуçне енчен енне пăрать... Унăн кăмăлне хăпартма эрехпе апат-çимĕç кăна мар, халăх ура çине тăрса кĕтсе илни те пулăшнă.
Вăл пĕтерсен çынсен умне Ивук тухса тăрать.
«Начальник хосподин çапла каларĕ...»
Мултиер, Каççан, Якур — картишĕнчи пĕтĕм халăх кăшăлах хускалать. Тăван сăмахсем хăлхана тинех чĕррĕн пырса кĕреççĕ, тӳре калаçнă чух хупланнă çемçе каркăçа сирсе пăрахаççĕ.
«Начальник хосподин каларĕ... Запашка тумалла тет».
«Аппашкă?»
Мултиер чĕри лăштах пулать. Вăл пĕр сăмахне астуса юлнă: тӳре темскер тума хушать. Тен, кĕпер юсамалла? Е вăрман касма каймалла-и? Ĕç пĕтерсен кайма та юрать. Ĕçлесе парасси мĕн те пулин тӳлесси мар. Тӳлеме унăн нимĕн те çук.
«Мĕскер япала вăл — аппашкă?»
Ивук ун-кун пăхкаласа илет те пĕчĕк куçĕсемпе Мултиере шыраса тупать.
«Эппин, тырă акмалла. Мукаçей кĕлетне хывма...»
«Вăрлăхне кам парать?»
«Çĕрне ял панчи пусса татса илетпĕр, — пӳлесрен хăраса васкама тытăнать Ивук. — Çулăн сылтăм енĕ çаплипех юлать. Сулахай енчи ана хуçисене çĕр урăх вырăнта паратпăр».
Вĕллери хуртсем пек, пĕтĕм картиш кĕрлесе каять, пăтранма тытăнать.
«Каллех мукаçей тырри! Халăх çĕрне илместпĕр тесе çуркунне кăна укçа сăптăрса кайрĕç».
«Кирлĕ мар!»
«Вăтăр теçеттин çĕр вăл мĕн чухлĕ пулать?»
«Вăтăр ана. Тăхăр вунă çур пилĕк»
Пĕчĕк Мултиер крыльца умне тухса тăнă.
«Ыйтса пĕлсем, Ивук, тӳререн... Манăн пĕртен-пĕр çемçе ана ял çумĕнчи пусăра. Ăна парсан ыраш ăçта акса хăварас?»
«Вăрман çумĕнчи çĕре паратпăр», — тет Ивук.
«Тата ыйт: хам анана эпĕ Эрнюк пиччесен лашипе сухаларăм, уншăн эпĕ ăна авăн çапнă чух ĕçлесе пама пулнă. Халь ĕнтĕ манăн вăрман хĕрринчи тăмлă çереме мĕнпе çĕтмелле? Пӳрнепе-и?»
Ивук та çĕтĕлме тытăнать.
«Тăхта-ха эсĕ, чарăн, пăрăн аяккалла. Халăх çинче пĕр эсĕ кăна мар вĕт».
«Ан васка-ха, Ивук. Ыйт татах: мĕншĕн эсĕ çулăн сылтăм енчи çĕре те туртса илесшĕн мар? Унта кам анисем пуррине пĕлетни эсĕ?»
«Эрнюк пичче анисем».
«Тата? Унпа юнашар?»
Ивук чĕнмест. Мултиер ăна аса илтерме тăрăшать.
«Иртнĕ кĕркунне унта Паçапа Шахрун акатчĕç».
«Ну, эппин, пирĕн те пур пулĕ».
«Вăл анасене мĕншĕн илместĕр?»
Хура çӳçлĕ кăтра Мултиер пекех, Ивук та тарласа кайнă. Вăл урăх еннелле пăрăнать те аллине сулать.
«Ан çыпаç-ха эсĕ, кай аяккалла».
Ивук куçе умне Якур тухса тăрать.
«Кала-ха, Ивук, — тиек ятне юри пусса калать вăл. — Çуркунне те кулава килнĕччĕ. Ун чухне вăл çĕр вырăнне мукаçей кĕлетне ятран тырă пуçтарса хурсан та юрать терĕ. Укçа та пуçтарчĕ. Çĕр татса илес пирки урăх сăмах-юмах тапратмастпăр терĕ. Халь мĕншĕн пăвăртаççĕ?»
«Çӳлтен хут килнĕ».
«Нумайăшин тырă çич-сакăршар-вуншар пăт кăна тухма пултарать. Çемьере — виç-тăватă пыр. Вĕсене пурне те тăрантармалла, ыраш та акса хăвармалла. Тата халь эсир вăрлăх пуçтарасшăн. Ăна ăçтан тупса памалла?»
«Эсĕ ытлашши нумай пĕлекен пулнă, Якур. Юрамасть ун пек».
Ивук тӳре-шарасемпе калаçкалать те халăх еннелле çаврăнать.
«Ну, мĕнле, килĕшетпĕр-и, халăх? Начальник хосподинпа кулава хосподин Шурчана васкаççĕ. Вĕсене тытса тăма ырă мар!»
Мултиер Якур патне пырса тăнă.
«Эсĕ вырăсла чухлаканччĕ мар-и? Кала-ха... Пуçлăхсем питĕ нумайланса кайрĕç. Окрăк пуçлăхĕ, унăн пумушникĕ, тиексем... вулăс кантурĕ, ялти старастапа тиек... Вунă çул каяллахи пек, тӳресем сахалтарах пулччăр, çĕрне памастпăр, çĕр инкек вырăнне пĕр инкек пултăр тесе вырăсла мĕнле каламалла, Якур?»
«По старĕм темелле».
«По старĕм!» — янăраса каять сасартăк халăх хушшинчен. Тăвăлнă кăмăл тĕнĕ шăтăкĕ тупать:
«По ста-а-арĕм!»
Пĕтĕм картиш кĕрлет, урамри сас-чĕвĕсене хупласа хурать.
«По старĕм! Кирлĕ мар пире çитмĕл тӳре. Лайăх вĕсене тутă хырăмпа хывăх вĕçтерсе тăма. По старĕм, çăва патне!»
Округ начальникĕн помощникĕ Ивукран ыйтать:
«Мĕскер кăшкăраççĕ вĕсем? Мĕн вăл «по старĕм?»
«По-старому, ĕлĕкхилле пурăнатпăр теççĕ».
«Аха, ав мĕнле иккен. Кала эс вĕсене килĕшмесен ыранччен, тепĕр кунччен те килĕсене ямастпăр».
Ивук куçарса парать.
«По старĕм! — кĕрлет ăна хирĕç картиш. — Кирлĕ мар аппашкă!»
«Тĕп пултăр!..»
...Лавçăсем, куланай пуçтаракансемпе теçетниксем, рассыльнăйсем, Шахрун — картиш йĕри-тавра хурала тăрса тухаççĕ. Кам та кам киле тарать — касамата тытса хупмалла. Апат леçме пынă хĕрарăмсемпе ачасене каялла хăваласа яраççĕ, яшкисене тăкаççĕ.
Çынсем паçăрах шавлама чарăннă ĕнтĕ, кам ăçта пĕлет, унта вырнаçса тухнă. Тĕттĕм картишĕнче çапса чĕлĕм тивертни курăнать, куллен мăкăртатса калаçни илтĕнет. Ялта пĕр сас-хура, çутă та çук, анчах никам та çывăрмасть. Урамра хура мĕлкесем шăппăн ирте-ирте каяççĕ, чаранса итлесе тăраççĕ. Алăк сасси кĕскен чĕриклетсе илет те — каллех шăп. Ку вăл çуйханнă хĕрарăмсем, мăшăрĕсене çухатнă кайăксем пек, пĕр-перин патне çӳреççĕ, хуйхисене пĕрне-пĕри каласа парса чĕрисене пусарма тăрăшаççĕ.
Сывлăшра çаплах-ха тусан шăрши кĕрет.
Мултиер нӳхреп çумне пырса тĕршĕннĕ. Калаçас та çывăрас та килмест. Выçăпа, чĕлĕм нумай туртнипе, ывăннипе унăн пуçĕ çаврăнать, ăшĕ пăтрана-пăтрана килет. Юнашарах Каççан кăштăртатать. Те Каççан хăтланăвĕсенче хăйне палланипе, Мултиере халь темшĕн çывăхра пулин те, сăмах хушма хăтланни те çĕтĕлтерет. Çĕрте те канлĕ мар, е чавса айне турпас татки лекет, е хурт-кăпшанкăсем йăшалтатма тытăнаççĕ.
Ачи-пăчи пулмасан вăл таçта та таранмалла. Атăл çинче ĕç пур теççĕ, унта çитсе курма пулĕччĕ. Хулара та ĕçлекенсем кирлĕ-тĕр. Выçă-и эс, тутă-и, мĕнле май килнĕ, çапла пурăнатăн. Макăракан та, санран çăкăр ыйтакан та çук. Халĕ, юрăра каланă пек, ик айкки те тăвайкки. Сĕвекки вара ниçта та çук, вырт та вил...
Мултиер чĕлĕм чертет те месерле çаврăнса выртать. Тӳпе тăп-тăрă та тĕттĕм кăвак. Лупаспа нӳхреп хушшинчи лаптăкра кайăк хур çулĕ курăнать. Çăлтăрсем, хĕллехи пек, таса та сивĕ тĕслĕ, йăл-йăл-йăл çунса йăмăхаççĕ... кирĕк пĕрчи çук!
Ĕçлĕ çын, Мултиер япаласене нихçан та хăйсем тĕллĕн асăрхаман. Чечексем ут çулма тухсан е çур тырри çумланă вăхăтра куç тĕлне пулнă. Тӳпе — е мĕн те пулин илме кармашсан, е тулта çывăрнă чух ăнсăртран курăнса кайнă. Вĕсем çине уйрăммăн, ятарласа пăхса тăма вăхăт та, кăмăл та пулман. Пăхма та пĕлмен вĕсем çине Мултиер.
Ак халĕ те çăлтăрсене курать те вăл, ачисен куççульпе тулнă куçĕсене аса илет...
* * *
Пухуран кайсанах исправник старостана чĕнтерсе кăларать.
«Ну, мĕнле сан çыннусем?»
«Çаплах-ха... Килĕшмеççĕ».
«Япăх староста эсĕ. Ял халăхне çавараймастăн».
«Ăçтан çавăрăн вĕсене, исправник хосподин? Çĕр тесен вĕсем... туртса илесрен шикленеççĕ».
«Так, так...»
«Мĕн тетĕн?»
«Сан вырăна урăх çынна суйлама тивет пулĕ. Начар ĕçлетĕн».
«Начальник хосподин, эпĕ халь те ĕнтĕ... Вилес пекех... Пурнăçа хĕрхенместĕп».
«Çĕрне кастарма килĕшесшĕн мар апла халăх? Тен, вĕсем укçан... парса татĕç?»
«Çуркуннехи пек-и? Ăнланатăп, начальник хосподин».
«Калăпăр, çын пуçне çирĕмшер пус. Округ начальникне е тата çӳлĕреххисене кунăçтарма. Вара çĕрне касмасан та юрĕ. Мукаçей кĕлĕтне тыррăн пуçтарăпăр».
«Мĕншĕн çирĕмшер пус кăна? Пуçтарас пĕр çирĕм пилĕкшер пус».
«Вăл санран килет. Ытларах пуçтарсан округ начальникĕн ячĕпе эпир сана та манмăпăр».
«Тавтапуç, исправник хосподин».
«Укçине эсĕ çын хушнипе мар пуçтаратăн. Халăх ăна хăй аса илтĕр».
«Ăнланатăп, исправник хосподин».
* * *
Тул çуталас енне Мултиер çын сассипе вăранать. Ун патне Хушаççĕ Петĕрĕ пырса тăнă.
«Эсĕ мĕнле шутлатăн, кӳршĕ?»
«Мен пирки?»
«Мукаçей кĕлĕчĕ валли çĕр кастарас мар тесе çынсем аслă тӳресем валли укçа пуçтарса парасшăн».
Мултиер ыйхи янках уçăлса каять.
«Каллех улталаччăр-и?»
«Текех улталамаççĕ. Çуркуннехисем урăх çынсемччĕ».
«Вĕсем пурте пĕр пулă пуçĕ. Кулави çуркунне те килнĕччĕ. Исправникĕ те çавах».
«Пĕлместĕп... Çынсем пуçтарса парас теççĕ. Никамăн та улпут хресченĕ пулас килмест».
«Мĕншĕн улпут хресченĕ?..»
«Ара, паян тăхăр вунă çур пилĕк татса илччĕр, çитес çул тата çавăн чухлĕ... Унтан улпучĕ килсе çитет».
«Çук манăн укçа».
«Халăха хирĕç пырас тетни? Çынсем пуçтарса парасах теççĕ. Вара тухса каяççĕ тӳрисем, çĕр касас пирки текех пăвăртмаççĕ».
«Укçа çук манăн!»
«Сут мĕн те пулин. Хăямат çине. Атту пурпĕрех хушаççĕ. Хăйсене тивĕçлине илмесĕр тухса каяс çук вĕсем».
Мултиер тарăхса тăрса ларать:
«Кай кунтан. Çур пус укçа та çук манăн».
«Кирек мĕн ту... Укçа тӳлемесĕр... мар-ха, çĕр кастарма килĕшмесĕр кунтан никама та кăларма каламан». 1
«Итле-ха эс, Петĕр пичче. Мĕншĕн тӳрессм манран пĕрехмай укçа ыйтаççĕ? Мĕн те пулин илни эп вĕсенчен? Е кивçене кĕни?»
«Ара, мĕн-ха та... Хушаççĕ те...»
«Хушаççĕ!.. Вĕреннĕ те пĕр сăмаха... Ăçтан хушма пултараççĕ вĕсем, ăнлан-ха эсĕ? Мĕн пирки? Мĕн тивĕçпе? Эп вĕсенчен нихçан та нимĕн те илмен-çке?»
«Çĕр акса тăратăн...»
«Çĕршĕн тӳленĕ укçапа эпĕ хальччен çур ял çĕрне сутăн илмелле ĕнтĕ. Тахçанах татнă эп çĕршĕн».
«Йĕрки çапла, Мултиер, йĕрки... Хушаççĕ. Пуçлăхсене укçа кирлĕ».
«Çук укçа, илтетни!»
Хăраса кайнă Хушаççĕ Каççан патнелле чакать.
«Эсĕ мĕнле шутлатăн, кӳршĕ?»
«Манăн та укçа çук-ха».
«Йӳнеçес пулать, Каççан. Çынтан юличчен муртан юлма каланă».
«Çак самантра мĕн сутас-ха? Кунта эпĕ нимĕн те илсе килмен».
«Килĕшен пулсан эпĕ сана халех килне яратăп. Пушалстă. Япала илекен çынсем те ялтах».
Картишĕнчи çынсем чăнах та сахалланнă пек туйăнать. Пур çĕрте те иккĕн-виççĕн пĕрлешсе мăкăр-мăкăр калаçни илтĕнет.
Мултиер патне Яка Илле пырать.
«Туртса яр чĕлĕм».
«Кӳр эппин, чĕре çуниччен чĕлĕм çунтăр».
«Парса татар пуль часрах çав укçана, Мултиер. Кайччăр хăйсен çулĕпе».
«Укçа çук. Пулсан эпĕ...»
«Кăштах хам пулăшăп. Укçи-тенки хĕсĕк ĕнтĕ, тĕрĕс. Укçа вырăнне эс мана хăмлуна пар. Ыттине кайран татăлăпăр».
«Ăна эпĕ куланай тӳлеме хăварасшăн. Сутмалли урăх çук».
«Куланайне кĕркуннепе тин ыйтаççĕ вĕсем. Ун чухне куç курĕ. Касса илмелле тенĕ çĕрте манăн ани те çук та, эпĕ пурпĕрех тӳлетĕп. Ял ăçта — эпĕ унта».
«Çук-ха, Илле, татман хăмлана сутас мар пулĕ. Тăхтас пăртак».
Яка Илле каять. Чăлах Эрнюкпа хула мещенĕсем те картишĕнче Вĕсем пĕрин патне пырса пăшăлтатаççĕ, теприн патне пыраççĕ. Тӳлеме килĕшнисене урама кăларса яраççĕ. Тул çутăлса çитнĕ çĕре килкартине çирĕм-вăтăр çын кăна юлать. Ирхи апат тĕлне тата пилĕк-ултă çын чакать.
Ял хушшинче суту-илӳ тапранса кайнă. Кил хуçисемпе хĕрарăмсем Чăлах Эрнюкпа Илле патне, урамри хула мещенĕсен лавĕсем таврашне çӳпçе-çарма, чĕрессем, пичке-шетниксем, пĕлтĕрхи хăмла пуррисем — хăмла тултаççĕ.
Пасарта пĕр хака каймалли япаласем кунта чĕрĕке те каймаççĕ.
Кăнтăрла тĕлне хурал пӳрчĕн картишне Мултиер, Якур, Някуç старик тата пилĕк-ултă çын кăна тăрса юлать. Выçă аптраса çитсен вĕсем те «пулăçсене» чĕнсе илеççĕ. Анчах халь ĕнтĕ Яка Илле кутăна перет. Мултиертен вăл хăмла çине çур пăт тырă та икĕ мăшăр çăпата илет.
Каç кӳлĕм тин Шуркасси çыннисем уя тырă кăклама тухаççĕ.
«Пĕлместĕп çав, тем тумалла-тăр ĕнтĕ. Çĕрпӳ енче çĕклене пуçларĕç ав ялсем. Калаçмарăн-и Григорьевпа?»
«Вăл çармăçа кайнă тет. Пыр-ха, санпа калаçмалли пур».
Вĕсем вăрманалла кĕрсе каяççĕ. Ура сассисем илтĕнми пулсан Ухтиван вут çине хăрăк тунката илсе пăрахать те месерле çаврăнса выртать. Сывалакан çыннăнни пек, ун ӳт-пĕвĕ тăрăх темĕскер ыррăн-ыррăн сăрăлтатса чупать, кĕлеткинче кашни çӳç пĕрчи тенĕ пек уйрăммăн та туллин туйăнса тăрать. Çутăлас умĕнхи вăрманта канăçлă та лăпкă. Çил чарăннă. Тӳпе тĕттĕм. Ухтиван çумĕнчи вутă шатăртатса çунать, питне ăшă хумĕ ачашлать.
Пĕр те пĕр шухăшласан, кăмпа шăршиллĕ уçланкă Ухтивана юмахри вăрттăн кĕтес пек, старикпе унăн юлташĕ — теме те çĕнтерекен улăпсем пек туйăнса каяççĕ. Ухтиван Ивашкăпа Пугачев çыннисем çинчен каланине аса илет. Апла çапах та пурăнма пулать иккен-ха тĕнчере. Савтепи аса килсен çеç Ухтиван чĕрине çĕçĕ касса каять...
Ĕнте тул çуталасси те инçе мар. Вăрман çинче шевле вылять. Ала витĕр çăнăх юхтарнă пек, йывăçсем çине, сарăхнă юман çулçисемпе типнĕ курăк çине кăвак çутă тăкăнать.
Ухтиван хăйĕн хуйхи-суйхисене сăвăри сăмахсемпе калать:
Кăвак пĕлет çинче çутă çăлтăр,
Çĕр каçиччен ăçта çитет-ши?
Ах-хай, савнă тусам, хура куçăм,
Кĕçĕрхи каç ăçта çӳрет-ши?
Хура вăрман витĕр тухнă чухне
Хура лаша тула пуçларĕ.
Ай-хай, савнă тусăм, хура куçăм,
Куç умĕнчех кула пуçларĕ.
Атăлăн леш епче çăлтăр çунать,
Çути килсе ӳкет ку енне.
Эпир савнă туспа пурăннисем
Халĕ килсе ӳкет куç умне.
Каярах та пулин Ухтиван чĕринче ӳкĕнĕçле шухăш вăранать. Халĕ чавса çывăх та — çыртма çук. Хĕр хăй çумĕнче ларнă чух Ухтиван савăнăçлă кунсемпе çĕрсем ĕмĕре пырасса шаннă, хĕр мĕнпе пурăннине асăрханă та, асăрхаман та темелле. Асăрханă, мĕншĕн тесен талăкне пĕрре-иккĕ хĕр унăн куçĕ умне тĕл пулнă. Асăрхаман, мĕншĕн тесен каччă ытларах хăй шухăш-кăмăлĕпе аппаланнă, хăйне хуçа вырăнне хунă.
Кăвакарнă тӳпере хуллен-хулленех йывăç тăррисем палăра пуçлаççĕ. Уçланка шăламиех çăра тĕтре тулсă ларнă. Çутăлса пынăçем тĕтре, тĕтĕм пек, чĕррĕн йăсăрланма тытăнать, пайăркан-пайăркан уйрăлса вĕçкелет, шурă çăм пек, туратсенчен çакланса усăнса тăрать. Уçланкăра темиçе çĕрте чăлт шурă çаврашкасем курăнаççĕ. Вĕсем — вĕлле тăррине витмелли çӳхе чул ывăссем. Утă купи евĕр курăнаканни — вĕлле умне лартнă хурлăхан тĕмĕ, унăн леш енче — çĕр пӳрт.
Кунта — утар вырăнĕ.
Уçланка кĕмелли утма çул çинче ура сассисем илтĕнеççĕ. Шăнса кӳтнĕ Ухтиван вут патне тăрса ларать.
«Каларăм сана çемленккене кĕрсе вырт тесе. Е шăнса пăсалас килет-и? Каçхи нӳрĕ сывлăш... часах...»
Вут патне старикпе пĕрле чĕрес йăтнă çамрăк хĕр пырса тăрать. Вăл пĕр вунçиччĕ-вунсаккăрсенче, çаврака хура çĕлĕкпе, хура сăхманпа, пысăк хура ураллă; кĕлетки хĕрĕн пĕчĕккĕ те тăпăл-тăпăл. Çĕлĕкĕ айĕнчен сылтăм тăнлав çине, ункă пек пулса, хура çӳç пайăрки тухса тăрать. Хулăн çивĕтне хĕр сăхманĕ çине кăларса янă та, унăн вĕçĕ пилĕкĕнчен иртет. Пĕчĕккĕ те çаврака пит (кĕлеткипе танлаштарсан вăл типшĕмрех пек те курăнать), тӳрĕ те пĕчĕк сăмса, сăнаса пăхакан пысăк хура куçсем... Вĕсене çеç те мар, пичĕ çине тухса ларнă сайра хуратут пĕрчисем таранчченех асăрхарĕ Ухтиван, анчах аяккалла пăрăнчĕ те турех Савтепие аса илчĕ. Старик сăмахне хирĕç вăл кĕскен кăна тавăрчĕ:
«Чан та сивĕ...»
«Кĕркунне-çке...»
Старик хĕр аллинчен чĕресне илчĕ.
«Каллех чăкат тултарса килтĕн-и?»
«Тем парса янă анне. Эпĕ пăхмарăм та...»
«Эпĕ пĕркун илсе килнисене те çисе яманччĕ-ха. Юрăть Ухтиван пулăшрĕ. — Ват çын куçĕпе каччă еннелле кăтартрĕ. — Ку вăл — Шуркасси ачи, леш, куштансем вĕлернĕ Яриле ывăлĕ... Виççĕмĕш кун пурăнать ĕнтĕ кунта».
Хĕрпе Ухтиван пер-пĕрин çине пăхса илчĕç. Хĕрача вăтанса пуçне усрĕ те каччă урăх еннелле пăрăнсанах ун çине тепре сăнаса пăхрĕ.
Старик йĕри-тавра итлекелесе тăчĕ, хĕрĕнчен ыйтрĕ:
«Инçечче-и çыннисем?»
«Çывăхрах пыраççĕ, — терĕ хĕр.
«Нумаййăн-и?»
«Иккĕн. Тăватăм кун пĕр çын çех тĕл пулнăччĕ. Кусем паян Шуркасси енчи лупашкаран хăпарчĕç те мана вăрмана çитиех ăсатса ячĕç. Эпĕ чупсан — вĕсем те чуапççĕ, эйĕ чарăнсан — вĕсем те чарăнса кĕтсе тăраççĕ».
«Çĕрле кунта пĕр çын килсе ларчĕ те, ун хыççăн та такам сăнаса пычĕ тет. Килне эсĕ Хупăхан варĕпе кай, хĕрĕм. Пĕрер эрне килсе çӳремесен те пырĕ».
Хĕрача Ухтиван çине вăрттăн пăхса илчĕ.
«Çук, эпĕ ыран та килетĕп. Анне сан валли кĕпе парса ярап терĕ».
«Асăрханарах çӳре эппин. Çутăлсан тин тух».
Хĕр кайрĕ. Старикпе Ухтиван ăна хыçалтан пăхса тăрса ăсатса ячĕç те, калаçса татăлнă пек, чылайччен темĕн итлесе тăчĕç. Вăрманта пĕр сас-чӳ те пулмарĕ. Çав самантра вĕсем хĕре юлашки хут курни çинчен пĕри те ăшне илмерĕ. Чăн, Ухтиван курчĕ ăна тепре, анчах — мĕншĕн курчĕ-ши пĕрех хут!
Те хăйĕн яла юлнă савнине аса илнипе, те чĕри усал ĕç пуласса сиснипе Ухтиван йывăррăн сывларĕ те старикрен ыйтрĕ:
«Кам пулатăн эс, мучи? Хăш ялсем?»
Старик сăнĕ сасартăк улшăнса кайрĕ. Вăл каллех йĕри-тавра пăхса илчĕ.
«Атя-ха, çемленккене кайса апат çырткалар. Калаçăва пула ахаль те ыйхăсăр юлтăмăр».
Çемленкке алăкне уçсанах вĕсене хирĕç кантăр вăрри тĕслĕ ват кушак сирпĕнсе тухса кайрĕ. Вĕсем йывăç картлашкасемпе сыхланса пусса аялалла анчĕç те тенкелсем хыпашласа тупрĕç. Урай варринчи сĕтел пекки çине старик чăкăтпа шăрттан таткисем, лапчăк çăкăр тата пĕр кăкшăм уйран кăларса лартрĕ. Çӳлĕк çинчен пĕрер пуç сухан илчĕ.
«Емленер-ха пĕрре улпутсем пек. Выç хырăмпа манăн калаçас килмест».
Маччари тĕнĕ шăтăкĕнчен сĕтел çине çутă ӳкет. Ытти кĕтессенче çурма тĕттĕм. Куçсем хăнăхсан унти япаласем те курăнкалама тытăнаççĕ. Çĕр стенан пĕр хĕрринче маччаран хуртсем пăхмалли питлĕхпе çăвар хупмалли кунтăсем çакăнса тăраççĕ. Тепĕр енче, алăк патнерех — пушă вĕлле, виçĕ юплĕ йывăç сенĕк, шăпăр. Вĕллине çĕресрен каска пуканĕ çине лартнă. Вĕсен çумĕнче тăватă юпа çапса тунă сарлака вырăн курăнать. Вырăн çине пĕр çĕклем утă сарнă та çиелтен кивĕ шăналăкпа витсе хунă. Шалта тепĕр пĕчĕк алăк пур. Вăл алăкран вĕллесене хĕл каçарма лартмалли пӳлĕме кĕреççĕ пулас.
Çемленккене пĕтĕмĕшпех тенĕ пек çĕр айне чавса тунă. Шĕвĕр тăрри пулман пулсан ăна кăпăр-капăр çын çываха пымасар та асăрхас çук. Çулла ун пек çемленкке тăрринче курăк ашкăрса ӳсет, шала, маччине, çара çерçисем кĕрсе пуçхĕрлĕ усăнаççĕ...
Çисе тăрансан старик шалти пĕчĕк алăка пырса уçрĕ те Ухтивана кăчăк туртрĕ.
«Атя-ха, кĕрсе пăхар».
Ухтиван старик хыççăн пĕшкĕнсе алăкран кĕчĕ. Вĕсем малти пӳлĕмри пек çутă ӳкнĕ вырăна тухрĕç. Старик таçта тĕттĕм кĕтеселле кĕрсе ăпăр-тапарсене каптăртаттарчĕ те шĕвĕр вĕçле вăрăм тимĕр илсе тухрĕ.
«Курнă-и эс çакăн пек япала?»
«Сăнă пуль вăл?» — ыйтрĕ нимĕн те ăнланман çамрăк.
«Çапла, сăнă, — çирĕплетрĕ старик. Унтан тата хушса хучĕ. — Вăрçă хатĕрĕ... Сирĕн ялти ватă тимерçĕ кунта кашни эренерех тимĕр сенĕксемпе сăнăсем йăтса килет. Кунта пĕр лав ытла пулать ĕнтĕ. Илтетĕн пуль — пĕтĕм çĕрте халăх пăлханать. Григорьев çуркуннепе хамăр патра та çапăçу пуласса кĕтет. Эпĕ ку утарта Григорьев хушнипе пурăнтăм. Мана тытса каяс пулсан систер эс ăна. Хĕç-пăшалсене сыхлама урăх çынна хушчăр. Хăрамасан — ху та пурăнма пултаратăн».
Старике вуçех ăнланми пулчĕ Ухтиван.
«Тăхта-ха, мучи... Камсем сана тытса каясшăн? Мĕншĕн тытса каясшăн? Сыхласа çӳрекеннисем — камсем?»
«Эпĕ тĕрмерен тухса тартăм, — терĕ старик хуллен урайĕнчи пĕрене пуçĕ çине ларса. —Кил, лар эсĕ, каласа парам йĕркипе».
«Итлетĕп, мучи».
Старик, патăк çине тĕреннĕ пек, сăнни çине тĕренчĕ те калама тытăнчĕ:
«Сана кунта янă ватă тимĕрçĕ манăн тăван пичче пулать Унăн ячĕ...»
Çак самантра сасартăк алăк уçăлса кайрĕ. Ухтиванпа старик ура çине сиксе тăчĕç. Алăкран кĕрекен çутта хăйĕн кĕлеткипе хупласа хунă этем каялла сикрĕ, тепĕр пӳлĕмри сĕтеле йăвантарса ярса тулалла тухса сирпĕнчĕ. Сăннине çĕкленĕ старик çине пăхса илчĕ те Ухтиван хăй те кайса алăкран пуçне кăларса пăхрĕ. Тулта ура сасси те илтенмерĕ, çын таврашĕ те курăнмарĕ.
«Ку мĕнле этем пулчĕ, мучи?»
«Çав такама сыхласа çӳрекен хурах пулмалла. Вăл кунта пĕр çын çех тенĕ, куран. Çук, санăн часрах каяс пулать, ачам. Кăштах выртса кан та — ута пар».
«Эсĕ мĕнле? Кунтах юлатан-и?»
«Ăçта кайăп ĕнтĕ эп, ват çын?»
* * *
Вăрманта старике сыхласа çӳрекенни Шахрун пулнă терĕмĕр. Тĕрĕссипе вăл старике мар, урăххине йĕрленĕ.
Ялта пурне те пĕлсе, илтсе, сиссе, курса тăраканскер, Шахрун тахçанах ăнланнă: Ивук Ухтивана пĕтересшĕн. Кантур йĕке хӳри, ялти пек каласан — кантур йытти, Ивук кашни килмессеренех Ухтиван ятне асăнса çĕтĕлсĕ калаçнă.
Шахрун ăнланмише пенĕ. «Ĕç çинчен вăл Ивук ашшĕнни пек татăклă сăмахсем кĕтнĕ.
«Ярилене тирпейлес пулать. Вĕсен çĕрĕ сана юлать».
Куна — такам та ăнланмалла. Атту тупнă темĕнле тăсăлакан пирчев сăмахсем те — ни ĕçĕ, ни вĕçĕ. Кăларса хур ăна малтан сĕтел çине укçуна, вара мĕн тумаллине каласа пар.
Ухтивана алăран вĕçертме юрамасть, куна та Шахрун тахçанах пĕлет. Ухтивал чĕрĕ юлсан унăн çĕрĕ те хăйĕнчех юлать. Вăл ялтан тухсă кайсан ике ят çĕрне Шахрун мар, ял акать. Ухтивана вĕлерсен çех вĕсен çĕрне сăлтав тупса туртса илме майĕ пулать.
Ухтиванăн кашни утăмнех сăнать Шахрун. Ухтиван уй хапхинче старикпе курса калаçнă, — ăна та пĕлет вăл. Старикки кайран Яка Илле патне кĕрсе ларнă, — вĕсем иккĕшĕ мĕн çинчен калаçнине те пĕр сăмах сиктермесĕр алăк хыçĕнче итлесе тăнă Шахрун. Çапах та тепĕр кун ирхинĕ вăл Ухтивана сасартăк çухатнă. Вĕсен урамне пырса çаврăннă — çук Ухтиван, çынсем хушшинче тĕккелешсе çӳренĕ, — çук та çук ача.
Иккĕмĕш кунне тин тул çутăласпа, Шахрун Ухтиван йĕрĕ çине ӳкнĕ.
Çĕрле çынсем вăрманалла утнине ик-виçĕ хут та асарханă вăл. Ухтиван çухалсан тепĕр кун, çутăлас енне кайсан, ним тума пĕлмесĕр хир тăрăх сенксе çӳрекен Шахрун пĕр çавăн пек çын хыççăн ермешсе кайнă. Темскер йăтнă этем вăрмана çитсе кĕнĕ, уçланка тухнă та тăрук куçран çухалнă. Шахрун аптра юлнă. Вăл халĕ çех этем тăнă çĕрелле пырса çаврăннă, кукленсе ларса йĕри-тавра хыпалашса пăхнă. Аллине алак тытки лекнĕ. Таçта çĕр айĕнче çынсем мăкăртатса калаçни илтеннĕ. Шахрун кушак пек çаврăнкаласа çӳренĕ-çӳренĕ те çемленнке маччинчи тĕнĕ шăтăкне тупса хăрах хăлхипе ун çумне выртнă.
Вăрмана каçхи ĕнтрĕк хупăрласа илнĕ. Кăнтăрла уйрăммăн-уйрăммăн курăнакан çара йываçсем аякра пĕр пĕтĕм хура лаптăк пулса тăнă. Çывăхри япаласем, тĕтре ăшĕнчи пек, çемçен, тĕксĕммĕн палăраççĕ, çапах та лайăх уйăрса илме пулать-ха.
Шахрун шăлан çырли тĕми хыçĕнче итлесе тăрать. Вăл кĕске сăхманпа, çăпатапа. Пуçĕнче хăлхисенчен çӳле лартса янă çĕлĕк лăстăкĕ.
Вăхăтран вăхăта Шахрун туратсене сиркелесе малалла ӳпĕнет, пуçне чалăштарать.
Уçланкă хĕрринче Ухтиванпа старик калаçса тăраççĕ.
«Ну, чипер кай эппин, ачам, — тет старик. — Пĕр-ик кунтан пирĕн яла кĕрсе тух. Ваçли салтака курсан — салам кала... Мĕнле, кăкру текех ыратмасть-и-ха? Çӳренĕ çĕрте аптраса ӳкмĕн-и?»
«Çук, аптрамастăп, — Ухтиван аллине парать. — Сан патра эпĕ йăлтах сывалса çитрĕм ĕнтĕ».
«Тен, каçа хирĕç каймалла та марччĕ пуль? Питĕ канлĕ çывăраттăнччĕ те, вăратма иментĕм».
Ухтиван вăрманалла кĕрсе каять. Старик итлекелесе тăрать те, курăнман Шахрун еннелле çаврăнса кушакне йыхăрма тытăнать.
«Пĕç, пĕç, пĕç. Кăс, кăс, кăс».
«Мяу!» илтĕнет Шахрун хыçĕнче кушак сасси.
«Пĕç! Пĕç! Пĕç! Кил часрах, апат çитереп».
«Мяу!» тет те кушак ют çынран хăраса вырăнтан та тапранмасть.
«Тата мĕскер килместĕн? Те кайăкланса кайрĕ ĕнтĕ...»
Старик çĕр пӳрте кĕрет. Вăл курăнми пулсанах Шахрун Ухтиван хыççăн чупать. Ак çĕрсе йаваннă йывăç, тип çырма, çăра ăвăслăх. Мĕнле васкать пулсан та Шахрун хăйне кирлисене астусах пырать. Тип çырма — Хупăхан варĕн пуçламăшĕ. Вăл çулпа ыран ирхине утарти старикĕн хĕрĕ килмелле... Çул урлă мулкач сирпĕнсе каçса каять. Ура сассисем сылтăм енче илтĕнеççĕ. Шахрун унталла пăрăнать. Мулкач кăшласа шуратнă çамрăк йывăçсем тăрса юлаççĕ. Авăслăхран тухсанах малта хура мĕлке курăнса каять. Ухтиван хăйне хăваланине сисмест пулас-ха, пĕр тикĕс те хыпаланмасар утать. Икĕ çын хушшинчи çул кĕскелнĕçем кĕскелсе пырать. Шахрун сиксе ӳкме хатĕрленсен вĕсен хыçĕнче сасартăк йывăç кĕрслетет. Ухтиванпа Шахрун пĕр харăс каялла çаврăнса пăхаççĕ. Малта пыраканни вăрманалла ыткăнать, тепри шак! хытса кайса чарăнса тăрать. Çын таврашĕ ниçта курăнмасть. Тен, йывăç шăнса çурăлчĕ пуль? Сивви йывăç çурăлмалăх çук, тата сасси те ун пек мар. Вăрмана ĕçпе килнĕ çын пек, Шахрун çĕре пĕшкĕнет, салтăнман çăпата кантрине вĕçертсе каялла хĕстерет. («Лĕпĕртетсе тăр кунта, аçа çаптăр пуçне»). Хăй хăрах хăлхипе пĕр еннелле, тепринпе тепĕр еннелле тăнлать. Ухтиван вăрман варринче инçетре чупать. («Палларĕ-ши вăл мана?») Хыçалта шăп. Шахрун айккинелле пăрăнса утма тытăнсан тин ирĕк çĕре лутра этем мĕкелтетсе тухать, ӳсĕркелесе пурттипе йывăçа шаккать.
«Эс ман ачасене курман-и?»
Ухмах Ильмушка! Шахрун çамки çинчен тарне шăлса илет те савăнса каялла утать. Пĕри тарса хăтăлчĕ пулсан вăл кĕçĕр тепĕр мулкачне тытмалла.
Çур çĕр тĕлнелле лаша кӳлсе ларнă Ивукпа пристав вăрмана çитсе кĕреççĕ. Шахрун çул кăтартса пырать.
«Кăвайт пуçтармиех мар-çке ĕнтĕ... Чирлĕ тесе ара эс...»
«Кай, ан калаç... Çерçи вăйĕ чухлĕ çук хăйĕн вăйĕ», — тесе Майрепи тутар еннелле çаврăнса ларать.
Ухтиван çын сăнĕ мĕнле улшăнма пултарнинчен тĕлĕнет. Упăшкипе калаçма тытăнсанах Майрепи сăнĕ сасартăк темле хитре марланса, хаярланса кайнăччĕ. Халĕ ак вăл каллех кулкаласа çеç тăрать, тăртаннă пек курăнакан пĕчĕк тутисем хушшипе шап-шурă шăлсем йăлтăртатаççĕ...
Тутарпа Майрепие çынсем тĕттĕмре курăнми пуличченех хыçалтан пăхса ăсатса яраççĕ. Вĕсен ури сассисем илтĕнми пулсан старик вут патĕнче сĕнксе ларакан чăваша çулăхса илет.
«Эх, эс те çав... Шывран туртса кăларнă чăхă пек çуначĕсене саркаланă та нимĕн те курмасть, нимĕн те илтмест. Арçын пуль эс?»
«Çапла-а...» — тет чăвашла аран-аран калаçакан çармăс ачи сăмахне тăсса.
Чирлĕ чăваш çунса татăлнă вут сыпписене кăвайт çине вĕçертсе хурать, итлекелесе тăрать.
Вăрманта шăп.
«Эпĕ хам та куратăп, мучи, — вăл ӳсĕрме хăтланса кăкăрне тытать те ӳсĕрмесĕрех ирттерсе ярать. — Усалăн тирне утмăлăн сĕ... сĕвеймен тет... Халь ĕнтĕ ăна... ним тусан... ним тусан та чарма çук».
«Чарма пĕл. Эсĕ упăшки».
«Эпĕ чирлĕ çын», — тет никам çине пăхмасар Майрепи упăшки.
«Вăю çитмесен кăшкăрса та пулин хăрат эсĕ. Капла мĕн мыскари? Тутар сана мĕнле ĕç тупса парасшăн-ха лере?»
«Малтанлăха хăйĕн лавккине хураллама хушас тет».
«Шăп кăна сан ĕç ĕнтĕ вăл. Эс çĕрле таçта лавкка патĕнче ĕнтĕркесе тăратăн, Хайрулла ăшă курницара сан арăмупа калаçса ларать... Çапла-и?»
«Унăн ахаль те виçĕ арăм тет».
«Ăна тăваттă та чăрмантармасть, шăллăм. Куртăн-и, мĕнле тĕреклĕ вăл? Суха пуçне кӳлсе лартсан суха пуçне туртма пултарать. Килтех лармалла-мĕн те санăн...»
Темскер калама тăнă чăваш ӳслĕкпе чыхăнса тахçанччен пĕр сăмах чĕнеймест. Старик кĕтсе ларать-ларать те çармăс ачипе чăваш хĕрĕ çумне типĕ курăк çине кайса хутланса выртать. Чирлĕ чăваш ӳсĕрме чарăнса чĕмсĕр Ухтиван еннелле шикленсе пăхса илет. Ун куçĕнче куççуль йăлтăртатать.
«Мĕншĕн кӳрентерет вăл мана?»
Те ăна вăл арăмĕ пирки калать, те старике ӳпкелешет — Ухтиван ăнланмасть.
Чылайран тин вут патне тутарпа Майрепи килеççĕ. Йăлишĕн кăна вĕсем иккĕшĕ те пĕр-икшер хăрăк турат пекки йăтнă. Тутар çывăрма выртать. Темĕнле ĕшенчĕк те тулли кăмăллă, кулас мар çĕртенех йăл та йăл çиçсе тăракан Майрепи упăшкине пĕр сăмах та чĕнмест, ун çине пăхмасть, кĕрĕкне пĕркенет те тутар çумне çурăмĕпе тĕршенет.
Тул çутăласпа шăнса кӳтнĕ çынсем тăрса япалисене пуçтаркалаççĕ те уйсем урлă Атăл еннелле утаççĕ. Сӳне пуçланă вучаха старик тăпра витсе хăварать.
Малта — Хайруллапа Майрепи. Вĕсен хыçĕнче — çармăс ачипе чăваш хĕрĕ, старик, Майрепи упăшки. Чи хыçалта — Ухтиван утса пырать. Вăл аякри турккă çĕрĕ çинчен шухăшлама тăрăшать, анчах куç умне Шуркасси уйĕсем тухса тăраççĕ, палланă çынсем аса килеççĕ. Вĕсенчен уйрăм вара ниçта нимĕнле çĕр те çук пек туйăнать çак самантра.
Пушă уйра çăра тĕтре йăсăрланать, çан-çурăма нӳрĕ сивĕ шăнтать. Малта та, хыçалта та шап-шурă стена курăнать. Сайра хутран ура айне тĕттĕм хыт-хура тĕмĕсем лекмесен çынсем утмаççĕ, пĕр пĕчĕк уçланкăра тапăртатса тăраççĕ темелле.
Кăнтăрла иртсен вĕсем Шупашкаркасси ялне çитсе кĕреççĕ. Тури вĕçĕнче пĕчĕк пӳртре Ухтиван ĕнер иртенпе пĕрремĕш хут апат çырткалать. Хваттер хуçи арăмĕ, юр пек шурă сурпан сырнă тирпейлĕ лутра карчăк, Ухтиванăн пуçне салтса çыхать.
«Пĕр-пĕр айăпа лекрĕн пулĕ-ха, ачам...»
«Мĕншĕн апла калан?»
«Хĕнесе пĕтернĕ те шутсăр...»
«Çук, нимĕнле айăпа та лекмен, кинеми. Суранĕ вăл ахаль...»
Атя суй ĕнте мĕн суяс килет çавна тенĕ пекех, карчăкăн пĕчĕк куçĕсем сиввĕн те ĕненмесĕр пăхаççĕ.
«Манăн çак Хайрилене ятлас килет... Халăха усала вĕрентсе ячĕ. Кам та пулсан кăшт айăпа лексен — тутара ертсе каять, пурнăç хĕсенсе çитет — тутара... Пĕркун пирĕн ялти пĕр вăрра Хусан енне ăсатрĕ».
«Ан шарла, инки».
«Мĕн ан шарли унта. Çынсене кахала вĕрентен. Хăйсене хур тăвакансемпе çапăçас выранне халь вĕсем аллисене усса лара пуçларĕç. Арçынсем çапла пулмалла-и? Кур-ха эсĕ ку ханттарне. Вăл хăйшĕн хăй тăма пултараймасть-и?.. Чăваш тени вăл чăвашрах пурăнтăр, хăйĕн ĕçне хăех татса пама пĕлтĕр».
Карчăк тĕпел шăтăкне кайса чашăк-тирĕксем çума тытăнать те ĕçне пĕтермесĕрех урам енчи вăрăм сак çине ларать. Хаяр куçĕсемпе вăл Майрепи еннелле пăхать, лешĕ аяккалла пăрăнать.
«Ухмахсем эсир, çавна та каламăттăм пĕрех хут, — тет карчăк пӳртри çынсене çилĕллĕн пăхса çаврăнса. — Тутарта сире сăпка çакса сиктерĕç тетĕр-и, аçăр-аннерсем кĕтеççĕ-и, тăванăрсем пур-и? Упаран тарса кашкăра ан пултăрччĕ вăл сирĕн. Таçта кайсан та çуратнă çĕр-шывах паха. Кайран чавса çывăх пулĕ те — çыртаймăр...»
Кӳпшек питлĕ старик Ухтивана айккинчен кăт-кăт-кăт тĕкет те куçĕсемпе тутар çине кăтартать.
«Çитет сана, килеми, — тет Хайрулла, хĕвĕнче темскер шырама тытăнса. — Капла ярами... Эсĕ мана хваттер акчи тӳлеменшĕн çилленнĕ пулмалла. Пурччĕ-ха таçта вакки...»
Карчăк тутар еннелле çаврăнса та пăхмасть.
«Илместеп, ан шыра. Мана париччен эсĕ çак мĕскĕнсене тăрантар. Эпĕ янтта хăнăхман, хам ĕçлесе хамах тăранкаласа пурăннă. Хваттере кĕнипе пӳртне те çĕклесе каймастăр. Улĕмрен валли çех эсĕ урăх çурт шыра. Эпĕ текех кĕртместĕп».
«Кăçта кайнă санăн старикку?» — тет Хайрулла. Старик çинчен аса илтерсе тутар çапла каласшăн: хуçи килте эсĕ мар-ха, санăн старикку, кирлĕ пулсан эпир санран ыйтса тăмастпăр, çавăнпа кăна калаçатпăр тесшĕн.
Ăна карчăк та сисет, вăл унăн куçĕсенченех паллă.
«Старик хĕр патне кайрĕ», — тет вăл.
Тутара ку сăмахсем темшĕн савăнтарса яраççĕ.
«Кăçта? Хусана-и? Хăçан кайрĕ?»
«Хусана мар, Варпуçне кайрĕ. Кĕрӳпе хĕр тутартан тарса килнĕ те, иккĕшĕ те чирлĕ. Çăвĕпех Хусан купци валли путвал алттарчĕç тет».
Çăварне шыв сыпнă пек, Хайрулла шăп пулать.
«Çапла-а», — тет кăмака сакки çинче ларакан çармăс, ачи.
Кӳпшек питлĕ старик тăрăхласа тутар еннелле пăкать.
«Эпир шухăшпа шур пӳрт лартнă тет».
«Куна эсĕ мĕн пирки калаттăн, старик?»
«Так ахаль... Ĕçсĕр аптранă енне. Çывăрма выртас пуль тетĕп».
Çапла каç пулать. Хайрулла пĕчĕк чӳречерен урамалла пăха-пăха илет, калаçма чарăнса ура сассине итлет. Вăл такама кĕтет пулас. Çынсем кам ăçта май килнĕ — унта выртса тухаççĕ. Анчах тутар çĕрле те канăçсăрланса çӳреме пăрахмасть, пĕрмаях тула хĕвĕшет; пӳртри хăйă сӳнмест. Старикпе юнашар алăк патĕнче кутник çине выртнă Ухтиван чирлĕ чăваш кăмака çинче ӳсĕрнине, Хайрулла тăр пĕчченех такампа ятлаçнисене итлесе выртать. Сивĕ сывлăш кĕрсе тăнипе пӳртре, çын пуçĕ çӳллĕшĕнче, сивĕ тĕтĕм шăналăкĕ усăнса тăрать...
Тахăш вăхăтра çывăрса кайма ĕлкĕрнĕ Ухтиван çынсем кăшкăрашнипе вăранать. Пӳрте тата темиçе çын килсе кĕнĕ иккен. Таçтан йӳçĕтнĕ купăстапа ыхра шăрши перет. Хăй чиккине йĕри-таврах çынсем хунăрласа илнипе хăйă çути халь ĕнтĕ маччан пĕр пайне анчах çутатать е пĕр кĕске саманта çинçе йĕр пулса çынсем хушшипе хура стена çине ӳкет. Пĕчĕк пӳртре сивĕ, чĕрĕ, чĕлĕм тĕтĕмĕ туп-тулли. Сăхманлă çурăмсем, хутаçсем...
Старик кутник çине тăрса ларнă.
Тĕпелте ике тутар ятлаçаççĕ.
«Виçĕ эрне хушшинче ултă çын!.. — тет палламан сасă тутарла. — Вĕсем те пулин ăпăр-тапăр... Укçа сая яни ахаль... Эпĕ пĕр эрне çӳресех виçĕ арçын тупрăм...»
«Манăн та арçынсем пур...»
«Çавă-и?»
«Хуллентерех, ăнланма пултараççĕ», — тет Хайрулла йăвашшăн.
Вĕсем урама тухаççĕ. Каялла кĕрсен палламан тутарĕ, малалла тухса тăракан пысăк янахлă вăй питти çын, хăйă чĕртсе илет те Хайрулла ертсе килнĕ çынсене терĕслесе пăхса тухать. Ухтивана вăл ура çине тăма хушать. Хайрулла пекех, унăн алли шăнăрĕсене тытса пăхать, çăварне уçтарать...
Черет кăмака çинче выртакан чирле чăваш патне çитсен тутар пуçне çеç пăркаласа илет.
«Эсĕ мĕн ятлă, этем?»
«Ярак ятлă», — тет лешĕ куçне хупкаласа.
«Мĕн ыратать санăн?»
«Кăкăр ыратать... ӳслĕк ерчĕ. Каçхине тарласа хупланатăп».
«Кăмакă çинче тарламасăр. Мĕн ĕçлеме пĕлен?»
«Çăпата тума пултаратăп. Турккăра мана Хайрулла лавкка хуралне тăрататăп терĕ».
Тутар юлташĕ еннелле çаврăнать:
«Ну, пуçтар эппин халăхна. Кайăпăр...»
Çынсем пĕрин хыççăн тепри пӳртрен шăппăн тухаççĕ. Такам çенĕкре савăт-сапа çине пырса кĕрет: çӳлĕк çинчен çĕр урайне тăм чӳлмек ӳксе ванса каять. Тулта ăшăтнă. Лăпăс-лăпăс юр вĕçкелет, тусан шăрши кĕрет. Пĕтĕм тавралăх пусăрăнса, шăпланса, ăвăс мамăкĕ пек çӳхе юрпа витĕннĕ. Пӳрт умĕнчи çара йăмра çеç майĕпен чаштăртатса çĕре тусанпа юр пĕрчисене тăкать.
Таркăнсем карта хыçĕпе лупашкана анаççĕ. Пăртакран малта хуп-хура шыв курăнса каять. Атăл. Çыран хĕррине вут хунă. Икĕ пысăк кимĕ патĕнче хуралçăсем тăрмашаççĕ.
Юхăм варрине лекнĕ турпас пек, ним шухăшламасăр утакан Ухтиван каялла çаврăнса пăхать. Çывăхра чăнкă çыран тексĕммĕн палăрать. Çак самантра вăл иртнине картласа хунă стена пек туйăнать Ухтивана. Лерелле — хура, тĕттĕм... Таçта унта çуралнă кĕтес пулма кирлĕ, ашшĕпе амăш тăпри. Никам та кĕтмест халь унта Ухтивана, никам та чĕнмест хăй патнелле. Анчах пĕр чарăнмасăр чĕре сурать, темĕн çумне кăкарса лартнă пек хĕсĕнет мăнтарăн чĕри.
«Кĕçех, халех, çак самантрах эпĕ пăрахса каятăп», — тет Ухтиван хăйне хăй. Анчах хăй сăмахне хăй ĕненмест. Чĕлхи каясси çинчен калать, куçĕ, сĕм каç витĕрех, çерем хурса çавăрнă аякри тăпрасене курать. Амăшин тăпри путса ана пуçланăччĕ...
...Утса пырать иккен тĕттĕм уй варрипе пысăк куç харшиллĕ çӳллĕ вырăс. Таврара — чăваш ялĕсем, ырхан уйсем... Мултиерпе хаяр куçлă шурă старик. Пĕрне Ивашка ăшă сăмах каласа йăпатать, теприне —укçа парса пулăшать. Хăйĕн çемйи те, пурăнмалли килĕ те çук ĕнтĕ. Хĕр-не — улпут мăшкăлланă, хăй çапах çынсен хутне кĕрет, тĕрмерен тухсан каллех чăвашсен çĕр-шывне килнĕ.
Ухтивана хул пуççиичен тĕртеççĕ:
«Çывăрса кайрăн-и мин эссĕ?»
Ун умĕнче Хайрулла тăрать. Пĕр кимми Атăл варринелле çул тытнă. Теприн çинче — хитре Майрепи, çармăс ачиие чăваш хĕрĕ. Чирлĕ чăваш вут патĕнче аллисене ăшăтса ларать. Унтан кăшт аяккарах старик хутаççинче темĕн шырать.
Тутар, Ухтивана çаннинчен, кăрт-кăрт-кăрт туртать:
«Каяс пулать ача. Хасăр лармалла. Атăл шăнма пултарат».
Кимĕ çинчен Майрепи сасси илтĕнет:
«Атя часрах, Хайрулла, ну!»
Куç хӳрипе Ухтиван çине пăхса старик çаплах хутаççинче чакаланать-ха.
«Эпĕ ниçта та каймастăп, — тет Ухтиван лăпкăн.
Хуллен каланă сăмахсем кимĕ çине те илтĕннĕ-мĕн: унта сасартăк шăп пулаççĕ. Вут патĕнче ларакан чирлĕ çын ура çине тăрать. Старик хутаççине çыхма ĕлкĕрнĕ...
«Эпĕ те каймастăп турккăна».
Хайрулла чирлĕ чăваш патне пырса çулăхать.
«Эссĕ татта мĕн çăварна карса тăраттăн? Лар кайса кимĕ çине».
Майрепи упăшки тутар çинчен куçне илмесĕр Ухтиван еннелле чакма тытăнать.
«Туркку-масару... Ертсе кай ав ман маткана. Эпĕ яла таврăнатăп».
Тутар çамкине шăлать, пĕрре кимĕ еннелле, тепре çыран хĕрринче тăракан çынсем çине пăхса илет.
«Ахаль калаçаттăн эссĕ, старик, шӳт тăваттăн, пĕлеттеп... Сана яла таврăнсанах касаматта хупаççĕ. Тĕрме тĕпĕнче çĕриччен...»
«Эсĕ маншăн ан пăшăрхан, Хайрулла. — Старик хутаççине çурăм хыçне çакать. — Эпĕ хам çĕр-шыврах юлатăп, юта кайса ята çухатмастăп. Вырăссем те кунтан инçе мар, вĕсем патне кайса ермешетпĕр».
Тутар Майрепи упăшки еннелле пăхать:
«Эссĕ тата?... Сана мин кирек... кирлĕ? Вилетĕн вит ĕнтĕ ху киçех...»
«Зпĕ вилсен те хам çĕршывра вилетĕп, — тет чирлĕ Ярак, — Ман аттесем кунта пурăнса ирттернĕ, эпĕ те кунтах юлатăп. Вилсен те вĕсемпе ю... ю... юнашар... выртатăп. — Ярак чыхăнса каять те тутар ури патне сурса пăрахать, — Ман вăя сан пек хуçасем ĕмсе илчĕç... Тасал кунтан часрах пĕрех хут. Атьăр каялла, мучи».
Кимĕ çинче пăшăлтатса калаçнисем илтĕнеççĕ. Чăваш хĕрĕ тăрать те çыран хĕррине сиксе тухать. Ун хыçĕнчен çармас йĕкĕчĕ сикет. Тапса янипе кимме кăкарнă пăяв пăтăрт татăлса каять, кимми шыва май юхма тытăнать.
Пилĕк çын — Ухтиван, кӳпшек питлĕ старик, чăваш хĕрĕпе çармăс каччи, чирлĕ чăваш — калаçса татăлнă пек, анчах пĕр сăмах чĕнмесĕр сăрталла утаççĕ. Хыçалта Майрепи айкашать, çĕр çĕмĕрет.
«Юхса каятăп, Хайрулла, эсрелĕ! Тыт хăвăртрах!..»
Тутар пĕрре çынсем хыççăн лĕпĕс-лĕпĕс чупма хăтланса пăхать, каялла çаврăнать, кимĕ патне пырать — алли çитмест.
«Кĕсменпе, кĕсменпе авăс!..» — тет вăл çыран хĕрринче кускаласа.
«Пĕлмĕстĕп эпĕ мĕн тумаллине. Тыт ху часрах! Пĕр кĕреçи шыва кайрĕ...»
«Авăс тепринпе. Çĕр чавнă пек чав».
Шыв шăмпăртатать. Анчах кимми çыран хĕррине килес вырăнне тата хăвăртрах шалалла кайса пырать.
«Пĕтерчĕ шуйттан усламăçĕ! Çирĕ пуçа».
Хайрулла киммине курмăп-ши тесе шывалла тинкерсе пăхать. Тискер кайăк пек лăпчăнса выртнă хуп-хура шыв уçлăхĕнче Майрепи киммисĕр пуçне урăх нимен те курăнмасть. Кĕçех акă вăл та курăни-курăнми çеç тăрса юлать, куçран çухалать.
«Шамсутди-ин!»
«Хайрулла!..»
Çынсем çыран тăррине хăпараççĕ, çул хыттине тухаççĕ. Юр çума чарăннă.
Кашни пусмассерен ура айĕнчен тусанпа хутăш кăпăш юр вĕçет. Тулли уйăх шăп кăна пуç тĕлĕнче. Çул хĕрринче хурăн хура çӳçне çĕрелле уснă, шухăша кайнă. Ялта çур çĕр автанĕсем авăтаççĕ, пĕччен йытă вĕрет.
Ухтиван çумĕнче старик, çармăс ачипе чăваш хĕрĕ, Ярак. Паçăр хăйсене уйрăммăн-уйрăммăн та кăшт хуçалларах тытнă çынсем халĕ кашниех Ухтиван çывăхĕнче пулма тăрăшаççĕ, ун çине пăхаççĕ.
Чĕре вырăна ларнă. Шухăш та пăшăрханмасть. Тăршшĕпех тенĕ пек юхăма май шунă пурнăç киммисем татăклăнах юхăма хирĕç çаврăннă. Пилĕк çын хуйхи халĕ пĕр çын хуйхи пек туйăнать. Пилĕк çын çулĕ те — пĕр çулах... Паян вĕсем, ĕшеннĕ те чирлĕскерсем, сахаллăн, ыран акă çиреме... утмал-çитмĕле... çĕре... пине çитĕç.
Шура уй.
Лупашка.
Пĕччен йывăç.
Уйăх çулĕ аякка-аякка тăсăлать. Ун вĕçĕнче, пĕлĕтпе çĕр пĕрлешнĕ тĕлте, çутă йăрăм палăрать. Те вăл каçхи шевле, те таçта ял çунать...
Çынсем лупашка урлă та каçнă ентĕ, тăлăх йывăçран та иртнĕ. Кĕлеткесем пĕчĕкленсе, шупкалса пыраççĕ, кĕçех тавра курам хĕрринчи çутăпа пĕрлешеççĕ.