- News
- Chuvash Language
- - Chuvash-English Dictionary
- - Dictionaries
- - Resources
- Culture
- - Cuisine
- - Music
- - Religion
- - Pre-Russian Names
- Art
- Folklore
- - Clothes
- - Embroidery
- Literature
- - Myths & Legends
- People
- Chuvashia
- - National Anthem
- - Districts
- - Towns
- Forum
- Links
- About us
- - Recent Activity
- - Users
Çапах та чăваш чĕлхинчи уй сăмах чат тĕрĕк сăмахĕ. Ытти тĕрĕк чĕлхисенче унăн уçăмлă когначĕсем пур. Вăл шутра — тутар чĕлхинче те. Этимологи сăмахсарĕсене пăхсан çакă яр уççăн курăнать. Старлинга пăхса илме пулать.
Е илер акă казах чĕлхине. Унта каллех паян ай сăмах çук темелле. Анчах та: Айдала = *Ай+Дала, Айтакыр = *Ай+Такыр. Çапла вара Камаево тенине Кама+*Ай урлă тĕшмĕртме пăхни питĕ вырăнлă.
Кунта, ку статьяра, мана пĕр япала çеç килĕшмерĕ. Акă вăл, килешмен вырăн: <<История происхождения и развития чувашского народа до сих пор имеет очень много противоречий, нерешенных проблем.>>
Пĕр енчен пăхсан, нимех те мар темелле ĕнтĕ. Çапах та аплах çавăрттарса хумалла мар пуль. "Шурă пăнчăсем" хуть те мĕнле ыйтура та пур. А пăтратас, çынсен пуçĕсене çĕмĕрес, улталас-суяс текенсем вара яланах пулĕç. И пурнăç иртет, пурнăç иртет, / Ултавпала суя витĕр... © Ку статья авторне эп ултавçă тесе шутламастăп, паллах.