Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +13.0 °C
Пророков нет в Отечестве своем, Но и в других отечествах не густо.(В.Высоцкий)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Лах, лахпӳ, лахпике

Аçтахар Плотников12.11.2017 12:371470 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Чӑвашсем миҫе таран шутлама пӗлнӗ? Ҫӗр таран-и, пин таран-и? Ҫӗр пине пӗлтерекен сӑмах пулнӑ-ши авалхи чӑвашсен?.. Авалхи халӑх сӑмахлӑхне тӗпчесен, ҫӗр пине пӗлтерекен сӑмах та пулни курӑнать, вӑл — лах. Лах ҫын — ҫӗр пин ҫын. Лахтан — ҫӗр пин артан тӑракан ҫар. Лахтан пуҫлӑхӗ — лахпӳ. Лахпӳ арӑмӗ — лахпике.

 

Хушни. Лах сӑмаха шыраса чи малтан Ашмарин словарьне уҫса пӑхрӑм. Чӑн та пур, иккен, унашкал сӑмах пирӗн чӗлхере, анчах Юхма Мишши илсе кӑтартнисене курмарӑм. «Лах» — кулнине пӗлтерекенни пур (лах-лах) тата «пут» пӗлтерӗшли (кунта ӗнтӗ «лак» сӑмахпа вӑл пӗр). Тата хама валли «апшур», «выҫкӑн» сӑмахсен синонимне пӗлтӗм: «лахматти» (ку сӑмахӗ вара «лаххан» сӑмахран пулнӑ ӗнтӗ, нумай ҫиекен ҫыннӑн хырӑмне унпа танлаштарса каланӑ — «лахматти хырӑм»).

Николай Ашмарин пухнӑ сӑмах пуххи туллиех мар тесе Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ ярӑмра тухнӑ кӗнекесене пӑхкаларӑм. Авалхи сӑмахсем пирӗн чӗлхере шӑп та лӑп тупмалли юмахсемпе ваттисен сӑмахӗсенче пытаннӑ. Шел те, вӑл кӗнекесенче паллӑ мар сӑмахсен кӑтартмӑшӗсене туманран шырама йывӑртарах. Тупаймарӑм. Егоровпа Федотовӑн этимологи словарӗсем те ку сӑмаха тимлӗх уйӑрман.

Темле шырасан та ку сӑмахӑн ҫӑлкуҫне тупма май пулмарӗ.

 

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>


Orphus

Banners

Counters

 
About us | Statistic
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Questions about the site: p-code.ru