Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.3 °C
Что такое любовь? Это - зубная боль в сердце.(Г. Гейне)
 

Ad

Владимир Болгарский: Фанагоринчи «Пин ҫул ытла пӑлхарччӗ эп» сӑвӑ конкурсӗ пирки

Владимир Болгарский12.06.2018 10:404544 views

Кӑҫал ҫypла(август) уйӑхӗн ҫурринче, пирӗн аслӑ асаттесен Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӗн тӗп хули пулнӑ вырӑнта, Хура тинӗс хӗрринчи Фанагоринче(Хӑнакур) Петӗр Хусанкайӑн, «Эс манӑн халӑхӑм ҫинчен» сӑвви тӑрӑх, «Пин ҫул ытла пӑлхарччӗ эп» конкурс иртӗ. Шӑпах ҫапла сӑмахсем пур та мӑнаҫлӑ Хусанкайӑн сӑввинче. Сӑвӑ конкурсне икӗ чӗлхепе каласа ирттерӗҫ, чӑвашла тата вырӑcла.

Петӗр Хусанкай тӗлӗнмелле чӑнкӑ сӑвӑҫ пулнӑ. «Эс манӑн халӑхӑм ҫинчен» текен сӑввине халӗ те вырӑс чӗлхи ҫине куҫарманччӗ-ха. Унӑн нумай-нумай сӑввисене куҫарнӑ. Анчах та ку сӑвва вара куҫарман, куҫарайман темелле ӗнтӗ тӗрӗсрех.

Хусанкайӑн «Эс манӑн халӑхӑм ҫинчен» тӗлӗнмелле витӗмлӗ, кӗске те уҫӑмлӑ, хыттӑн янракан сӑвӑ. Чи пӗрремӗш ку сӑвва хам куҫарма шут тытнӑччӗ. Анчах та пӗрремӗш куплетне куҫарсан, хам ҫивӗч сӑвӑҫ маррине туйса илсе, урӑх хӑтланас мар терӗм. Тӗнче тетелӗнчи вайбер сетьри, мускаври чӑвашсен ушкӑнне кӗрсе, куҫарса пама ыйтрӑм. Виҫҫӗн тӳрех килӗшрӗҫ куҫарса пама. Тепӗр кунне виҫҫӗшӗ те: «Ҫук, куҫараймастпӑр, нухратне парсан та, ҫав тери виртуозла сӑвӑҫ Хусанкай», — терӗҫ. «Пӗр классрисем» тетелӗнче ыйтсан кӑна, Подольскра пурӑнакан Валерий Сунгуров, Ульяновск чӑвашӗ куҫарса пачӗ. Тытрӗ те куҫарчӗ экспромтлӑ хавӑрт, Чӗмпӗр ачи. Тӗленмелле интереслӗ шедевр пулчӗ унӑн. Профессионал-сӑвӑҫӑсем куҫарайманнине, вӑл куҫарчӗ.

Хусанкай сӑввине вуласан, тинех ӑнланатӑн: ӗлӗк-авал палхар чӑваш чӗлхи, чӑннипех элита чӗлхи пулнӑ иккен. Вырӑс чӗлхинчех калӑпӑр, вуникӗ йӗркере Хусанкай ҫырса кӑтартнӑ шухӑшсене тем тесен те палӑртма пулмасть. Ҫавӑнпа куҫарайман та пулӗ унччен Хусанкай сӑввине сӑвӑҫсем. Петӗр Хусанкай чӑваш историне, ҫав тери витӗмлӗ уҫса парать хӑйӗн сӑввинче. Кӗске сӑвӑра — авалхи пӑлхар-чӑвашсен пӗтӗм историйӗ курӑнать вӗт. Унтах вӑл хун-асаттесене мухтать. Европӑна тӑваррӑн касса кӗрсе вилӗмсӗр ятне хӑварнишӗн, Анӑҫа, аташнӑ (супан) вырӑн — тет мӑнаҫлӑ Хусанкай. Кайран вара эпир чӑвашсем, историнче пин ҫул ытла пӑлхарсем пулса палӑрни пирки, кайрантан халӗччен чӑваш ячӗпе пулнине калать. Мухтав сана Хусанкай поэтӑмӑр!

Фанагоринче «Пин ҫул ытла пӑлхарччӗ эп», конкурс икӗ номинаципе иртӗ. Пӗрремӗш номинаци — Хусанкайӑн «Эс манӑн халӑхӑм ҫинчен» сӑввине чӑвашла тата вырӑсла Валерий Сунгуров куҫарнине вуласси. Ку номинацинче преми тупӑшӗ — 7 пин шутланать. Иккӗмеш номинаци — хутшӑнакансем чӑваш-пӑлхар историне хӑйсем палӑртса ҫырнӑ сӑвӑсем тӑрӑх. Ку номинацинче — тупӑш 3 пин шутланать. Пӗтӗмпе — 10 000 яхӑн. Тен ӳстерӗпӗр те. Конкурс тӗллевӗ — чӑвашсен официаллӑ историне, чӗлхине халӑхра, Раҫҫей ҫӗршывӗнче, тата ытти тӗнчере пропагандӑласси тата чӑваш историйӗн несӗллӗxне хӳтӗлесси. Тупӑшӗ ҫултан ҫул ӳссе пырӗ. Пурне те пӗлтерӗр тархасшӑн, Фанагорине авӑн уйӑхӗн ҫурринче чӑвашсен сӑвӑ конкурсне каясси пирки. Кам конкурса хутшӑнас тет, Хусанкайӑн вирлӗ-витӗмлӗ «Эс манӑн халӑхӑм ҫинчен» сӑввине чӑвашла тата вырӑсла пӑхмасӑр вулама вӗренмелле. Аяларах сӑвӑ сӑмахӗсем:

«Эс манӑн халӑхӑм ҫинчен...» | Петӗр Хусанкай

Эс манӑн халӑхӑм ҫинчен,

Ҫӗршыв ҫинчен ыйтатӑн, тусӑм.

Пӑх ман ҫине: мана пиччен,

Тӳнтер те пӗлтӗн кутӑруҫӑн.

 

Супан этемлӗх несӗлне

Хунсем касса кӗнӗ тӑваррӑн,

Истори анисем ҫине

Шух варвӑрсен ятне хӑварнӑ.

 

Эп — ҫав тӑвар. Пӗр пӗрчӗ пек.

Ман юн кайран нумай пӑтраннӑ.

Пин ҫул ытла пӑлхарччӗ эп,

Унтан мана чӑваш ят панӑ.

 

Кунта вырӑсла куҫарни. Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Теренкӳл районӗнчи, Байдулино ялӗнче ҫуралнӑ чӑваш каччи Валерий Сунгуров куҫарнӑ. Сӑвӑ yмӗн хушса ремейк туни те питӗ вырӑнлӑ пулчӗ унӑн:

П. Хузангай. «Ты о моем народе…»

Там веселится Солнца луч над морем,

Там плещется волна о берег фанагорийский,

Там дикий камень наземь был положен

В знак памяти о предках — поколеньям…

 

Под бременем познанья и сомненья

Ты ,друг-невежа, вопрошаешь

Глядя мне в лицо:

А расскажи-ка ,братец, о предках гуннских

О тех, кто на землях крымских и таманских

Решил создать Отечество свое,

Оставив имя неспокойных лет

Тем временам, тем поколеньям,

Что варварами их после нарекли?

Как птица-сокол в небе ясном,

Как бык могучий на Земле

Та соль Земли была назначена

Болгарией Великой слыть...

С тех пор немало времени прошло,

Смешалось в венах много крови,

но тысячелетие, и более,

Я был булгар!

Впоследствии, чуваш при Роде!

 

Comments:

Agabazar // 1684.26.0540
2018-06-17 17:51
Agabazar
Чăвашла калаç.
2018-06-17 20:12
Владимир Болгарский
Очень неплохой перевод Владислава:
Ты спрашиваешь меня друг мой
О моей Родине и о моём народе?
Ты посмотри на моё нутро
И изнанку мою познать сможешь.
На заре старого света в недра,
Гунны, словно соль, вонзились.
И историей они воспеты,
Как варвары, с огромной силой.
Я - есть крупинка той самой соли,
Хотя во мне смешалось много крови.
Я был булгаром тысячу лет и более
И чувашом я стал потом по зову
2018-06-18 01:59
Владимир Болгарский
Виктор Отставнов.
1000 лет я булгар. Ты о моем народе. (На конкурс)

Ты не пытай меня, мой друг
О той стране, и о народе
Где солнца почитают круг
С начала мира и поныне

Там амазонки серебро
Дороже злата почитают
Мужчины ценят там добро
И женам песни посвящают

В мое лицо ты посмотри.
Я весь открыт перед тобою.
Из памяти своей сотри
Века и время, и былое

Когда-то гунны словно соль
Вонзились в дряхлую Европу.
И в недругах осталась боль
И варварами нас они прозвали.

Я эта соль, ты знай дружок.
Во мне смешалось много крови.
Болгарином я был не один век,
Чуваш теперь я в этой нови...
Dfcbkbq // 2902.89.4151
2018-06-18 07:42
...из памяти сотри
века и время, и былое......

ку йĕркесем -ложка дёгтя в бочке мёда

ма вара кăларса пемелле асран пулса иртне чаплă "пăлхар" саманине
Agabazar // 2264.72.4483
2018-06-18 14:18
Agabazar
Хуть те мĕнле сĕннĕ куçарăва алла ил — кашнийĕнчех стандартлă йăнăшсем.
2018-06-20 00:55
Владимир Болгарский
Çав тери шухăша яракан сăвă:

«Пăхатăп ĕмĕрсен тĕпне...»

Петĕр Хусанкай | Сăвă |


Пăхатăп ĕмĕрсен тĕпне:

Чул хушшинче çунать кăвайтă;

Пĕр кайăкăн шултра тĕкне

Ачин çӳçне тиресшĕн ватă;

Пĕлместĕп эп ун чĕлхине,

«Вăш-ваш!» тенине çеç тăнлатăп.



«Çав кайăк тĕкĕ пек вăш-ваш,

Çуначĕ пек вăш-ваш вĕçмешкĕн

Эс хуш тĕреклĕ, çăмăл аш!» —

Тесе ватти йăхне пиллесшĕн.

Ман шухăшпа çав çын — чăваш,

Эп çавăнтан тымар илесшĕн.



Кĕреп истори тĕпелне,

Ун çӳпçине ӳпĕнтеретĕп:

Чăвашăн ылтăн-кĕмĕлне

Курас тесе ĕмĕтленетĕп.

Пăрахнăччĕ эп тĕлĕнме,

Халь тепĕр хут ак тĕлĕнетĕп.



Мĕн чухлĕ несĕл, йăх, ăру —

Весь, меря, чудь — пуртан çукланнă!

Картман картне, çырман çыру,

Çĕртен пĕр йĕрсĕрех çухалнă...

Чĕлхемĕрте пур пултару,

Эпир пулмах, пулмах çуралнă!
Михаил ВолковСун // 2021.2.5340
2018-06-20 23:10
Хусанкай халăхăмăрпа чĕлхене истори тĕпĕпе çыхăнтарать. Пирĕн чĕлхеçĕсемпе халапçăсем арабсемпе перссем, еврейсем
хыçне чыхса хупма тăрăшаççĕ.Куя меп тĕплĕн тикĕрмесĕрех кандидата е тухтăăра часрах тухма май парать. Ас
Михаил ВолковСун // 2021.2.5340
2018-06-20 23:46
Хунсем Европăна вăратнă, тенĕ Маркс. Вĕсем чуралăх тĕнчин кăвапине Рим империне аркатса истори аталану çулне уçнă. Унпа пĕрлех этемлĕх юнне-вăрлăхне çĕнетнĕ. ÇÇапла ăăнланатăп Хусанкая.
ЛЕШКАС ÇЫННИ // 1056.65.5205
2018-06-22 00:13
Ку фестивале таçти ханакурсенче мар, çывăхарах таврашра ирттермелле пуль. Хусанкай асатте хăй тутарстанран. Тăван ялне Атăл тăрăх каяс пулсан кашнинчех Болгары пристань урлă çÿренĕ теççĕ пĕлекенсем. Атăл хĕрринчи çак хулара пумалла ку форум та. Хусанкай ячĕпе çыхăнтарасах тетĕр пулсан. Е Атăлçи Пăлхар историне тутарсене сутсах ятăри=и? Çынсем илтсех кайман, сĕмсĕр çичĕют куçĕ курман таçти Хунакурах çитрĕмĕр! Чăвашăн йăли ĕнтĕ!
Agabazar // 1651.64.2380
2018-07-05 01:12
Agabazar
Лешкас çынни Хоспочын,
ху тĕллĕн хуть те мĕнле хворум йĕркеле те, ăна хуть те ăçта ирттер.

Ку Фанагорири хворума патшалăх мар, уйрăм çынсем ирттереççĕ. Çавăнпа та эс кунта такама темĕн хушса ларма пултараймастăн.

А Атăлçи Пăлхар еткерлĕхĕ пирки калас пулсан, ăна чăн малтан эсĕ ху сутса ан яр. Эс сутмасан, ыттисем те сутмаççĕ.

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, ... 8

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>


Orphus

Banners

Counters

 
About us | Statistic
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Questions about the site: p-code.ru