Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.3 °C
Нет рабства позорнее добровольного.(Сенеки)
 

Ad

Владимир Болгарский: Черкесов депутата ФНКА кирлӗ-ши? Чӑвашлӑxшӑн, истори паркӗшӗн тӑpӑшӗ-ши?

Владимир Болгарский14.09.2018 12:521609 views

Черкесов депутата чӑвашсен ФНКА автономийӗ мӗн тума кирлӗ-ши? Е мӗнпе пулӑшма пултарать вӑл чӑваш халӑхне.

Нумаях пулмасть мана тӗнче тетелӗнчи пӗр сӑн тӗлӗнтерчӗ. Сӑн айӗнче: «Черкесов депутат тата чӑвашсен ФНКА автономийӗн ертӳҫисем» –тесе ҫырнӑ. Пӑхатӑн та Григорьев, Шакин, тӑраҫҫӗ. Мускаври чӑвашсен автономине шӑпах та ҫав ҫынсем пӗтерчӗҫ ӗнтӗ. «Ку автономи мӗнле ӗҫлет-ха», — тесе эпӗ икӗ ҫул каялла питӗ тӗпченӗччӗ, Минюста ыйту ярса парсах.

Ҫавӑнпа та Григорьев А.И. текенни, хӑй документсенче ҫук пулин те, чӑваш концерчӗсенче 400 тенкӗллӗх билетсем ҫине пичет лартса сутнинчен шалт тӗлӗннӗччӗ. Билетсем ҫине кӑна мар, грамотӑсем ҫине те хӑйне «Мускаври чӑвашсен наципе-культура автономийӗн ертӳҫи», — тесе пичет лартса алӑ пусаччӗ. Чӑн-чӑн мошенничествӑ мар-шим ку, — акӑ ӑҫта пуҫилле ӗҫ пуҫармалла иккен йӗрлевҫӗсен. Анчах та ҫаплах ҫав ҫын халӗ Черкесов тавра чупса ҫӳрет. Халӗ ӗнтӗ чӑвашсен Федераллӑ автономине тӗп тӑвас шухӑшпа пуль. Документсене пӑхсан тӳрех курӑнать, Григорьев А.И. текенни нихӑҫан та чӑвашсене пулӑшас тесе тӑрӑшман. Мускаври чӑвашсем халӗ автономисӗр, автономи офисӗсӗр бомжсем пек ҫӳреҫҫӗ. Офиса ыйтман та Григорьев Мускав влаҫӗсенчен, ыйтма та шутламан. Мӗншӗн тесен автономи хучӗсене пӑсса хурса офис ыйтма май килмест. Ыйтсан вара параҫҫӗ, — ҫапла ҫырнӑ христус туррине ӗненекенсен «Библи» кӗнеки ҫине.

Черкесов депутат та питӗ лайӑх пӗлет хӑйне чӑвашсен ФНКА автономи ертӳҫине суйлама май килмессине. Ара Мускаври автономи ҫуккине вӑл пӗлет вӗт. Кун пирки Правда-ПФО сайтӗнче хӑех каласа парать.

Апла пулсан мӗнле мыскаралла ФНКА съезчӗсем иртеҫҫӗ-ши унта, е халӑха култарма шутласа кӑларнӑ-ши ӗнтӗ кӑна. Тата ку съезда ЧНК ӗҫтӑвком ертӳҫи Клементьев та хутшӑннӑ иккен. Ун пирки сӑмах та ҫук. Унӑн часрах чӑвашсен ЧНК организацийӗнчен тухмалла кӑна ман шутпа. Чӑвашлӑх ӗҫӗсене пач та тивӗҫтерсе пымасть вӑл. Ҫителӗклӗ ӗҫлеме пӗлмест чӑвашлӑхпа. Юрлама пӗлни вара, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшнине, чӑвашлӑхшӑн ӗҫленине пач та пӗлтермест. Клементьев хӑйшӗн кӑна, тӳре-шарана мӗнлерех ырӑ тумалла-ши, — тесе тӑрӑшнине кӑна кӑтартать тӗнчене.

Раҫҫей влаҫ тытӑмне илсен – вӗсем хальхи вӑхӑтра нимле халӑха та сыхласа хӑварма тӑрӑшмаҫҫӗ. Чӗлхесене хирӗҫ тапӑнни те, пенсие каяс ҫулсене ӳстерни те, — тӳрех кӑтартса парать: «вак» халӑхсене пӗтермелле, «сверхдоходсене» те Раҫҫей халӑхне памалла мар. Капла саманара вара Клементьев пеккисем сиен кӳме кӑна пултараҫҫӗ. Халӗ ӗнтӗ вӗсем чӑвашсен ФНКА автономине пӗтерсе хума тытӑнчӗҫ.

Тӗплӗнрех каласан, хуть мӗнле обществӑлла организаци те влаҫри тӳре-шара тавра чупса ҫӳреме пуҫласан хӑйсен авторитетне пӗтерсе хурать. ЧНК авторитечӗ те ҫавна пулах чакса ларчӗ. Мускаври чӑвашсен автономийӗ вара — пӗтсе ларчӗ. Питӗ намӑсла, суд йышӑнӑвӗпех пӗтерчӗҫ ӑна.

Аксимома вӗт: «обществӑлла организацие тӳре-шара ертсе пымасан, е вӗсем сахал хутшӑнсан» — унӑн авторитечӗ пысӑк. Ӗҫӗсем те пӗлтерӗшлӗрех. Калӑпӑр: «Чӑваш халӑх академийӗн», «Таврапӗлӳҫӗсен», «Ватисен пухӑвӗн» авторитечӗсем ҫав тери пысӑк ЧНКпа танлаштарсан. Халӑха улталаймӑн ҫав, ара мӗн тума ЧНК кирлӗ, енчен те влаҫсемпе тӳррӗн калаҫмалла, калаҫма тивет пулсан. Ҫавӑнпа та халӗ Клементьев пеккисем хӑйсем «отставкӑна» кайсан чӑвашлӑха усӑ кӳрӗччӗҫ.

Черкесов депутата вара чӑвашсен ФНКА автономийӗ кирлӗ те мар. Черкесовӑн чӑваш халӑхне паян ҫав тери пулӑшма май пур, чӑн меслетпе. Ара Шупашкар хула пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ вӗт. Чӑвашсен паян хӑйсен историне асра тытса пымалла. Вӗсен аслашшӗсем пирки аваллӑх летопиҫӗсенче мӗн ҫырнисене пӑлӑртса пымалла. Хуть ҫав майпа сыхласа хӑварасчӗ чӑвашлӑха. Палӑртса хӑварасчӗ ӗмӗрлӗхе, пулас ӑрусем валли. Вӗсем хуть хавхаланчӗрччӗ, эпир сахал хавхаланнишӗн. Авалхи летопиҫри сӑнсем нумай ҫынна хавхалантараҫҫӗ, вӑй параҫҫӗ. Истори паркӗ уҫса палӑксем лартасчӗ Шупашкарта, Феофан летопиҫӗнчи Атӑл юханшывӗ хӗppинче. Туристсем те йыхравланатчӗҫ ку палӑксене уҫсан. Калӑпӑр Питӗр хулине туристсем ятарласа истори палӑкӗсене пӑхма ҫӳреҫҫӗ. Шупашкарта вара…, мӗнле историпе ҫыхӑннӑ палӑк пӑхма пулать-ши?

8-9-ш ӗмӗрсенче Византи патшалӑхӗнче пурӑннӑ летописец, Феофан Исповедник ятлӑ ҫыннӑн сӑмахӗсене кӑтартса парас тетӗп, ҫав палӑксене лартма. Феофан летопиҫӗ, тӗнчипе паллӑ летопись, «авторитетлӑ» летопись шутланать. Феофан чӑвашсем-пӑлхарсем пирки те ҫырать, пирӗн аслӑ юханшыва та «Атӑл» тесе палӑртать. Вуласа пӑхӑр, вырӑслах кӑтартса парап ӗнтӗ. Эп ун пирки тӗнче тетелӗнче те ҫырнӑччӗ. «Летопиҫри ятсем-палӑксем - Имена-памятники из Летописи» — ӗҫе Шупашкарта пуҫламаллах пирӗн. Ҫитес ӑрусем валли те пулин, хуть мӗнле ӗҫ те пулин тӑвасчӗ:

Феофан Исповедник

Византийский монах 8-го века, летописец о протоболгарах и реке Атӑл (Волга). Феофан почитается в православии как преподобный, исповедник. Первым (из византийских летописцев) указал в летописи о нашем народе ( о болгарах Великой Болгарии). Притом столь подробно, что только мы болгаро-чуваши по истечении 13 веков нашу родную главную реку и главную реку Европы называем также как в бесценной подлинной летописи Феофана Исповедника — Атӑл (Волга). Название реки — Атӑл упоминается в летописи два раза. В летописи Феофана подробно описывается с именами правитель и сыновья Великой Болгарии, местность, столица Фанагория и реки нашего государства. До него писали о протоболгарах (чувашах) летописцы Иоан Малала - сириец и Иоан Никиуский - египтянин, позже патриарх Никифор и император Константин Багрянородный. Таких ранних летописных подробных надписей нет ни об одном российском народе. Тут следует напомнить, что до Феофана в византийских источниках реку Волгу не называли Атӑл, а отмечали по древнегречески - Ра(Rha). Феофан один из тех православных святых, кто достоин в особом почитании верующими в христианство чувашами-булгарами. Вот краткое описание из летописи Феофана:

«р. х. 671. В сем году в апреле месяце, индиктиона 1-го, народ болгарский вступил во Фракию. Здесь необходимо сказать о древности унновундуров, болгаров и котрагов. По ту сторону на северных берегах Эвксинского понта, за озером, называемым Меотийским, со стороны океана чрез землю сарматскую течет величайшая река Ател; к сей реке приближается река Тапаш, идущая от ворот Ивирийских в Кавказских горах, от сближения Танаиса и Ателя, которые выше Меотийского озера расходятся в разные стороны, выходит река Куфис и впадает в Понтийское море близь Мертвых врат против мыса Бараньего Лба. Из означенного озера море подобно реке соединяется с Эвксинским понтом при Воспоре Киммерийском, где ловят мурзулию и другую рыбу. На восточных берегах Меотийского озера за Фанагориею кроме евреев живут многие народы. За тем озером выше реки Куфиса, в которой ловят болгарскую рыбу ксист, находится древняя великая Болгария, и живут соплеменные болгарам котраги. Во времена Константина на западе... Кроват(Кубрат) обладатель Болгарии и котрагов скончался, оставив пятерых сынов, которым завещал никогда не расходиться: ибо таким только образом могли они всегда владычествовать и остаться непорабощенными от другого народа. Но не в продолжительном времени по кончине его, пять сынов его пришли в несогласие и разошлись все, каждый с подвластным ему народом. Старший сын, по имени Ватваян, соблюдая завещание отца поныне остался в земле своих предков; второй сын, брат его по имени Котраг, перешедший за Танаис, поселился насупротив старшего брата; четвертый и пятый, перешедши за Истр, или Дунай, один, покорясь кагану аварскому, остался с народом своим в Паннонии аварской, другой, пришедши в Пентаполис при Равенне, покорился царям христианским. Потом третий по старшинству [по имени Аспарух], перешедши Данаприс и Данассрис и остановившись у Ольги, реки текущей севернее Дуная, поселился между первыми реками и сею последнею, находя сию страну отовсюду безопасною и непреоборимою: впереди она болотиста, с других сторон защищена реками...»

Кстати Меотийское озеро нынче называется Азовским морем.

 

P.S. Ҫакна каламалла. 2013 ҫулхи май уйӑхӗн 29 кунӗнче Мускаври Останкинский район сучӗ, Мускаври чӑвашсен культура автономине намӑслантарса ӳпкелесе хупнӑ хыҫҫӑн, ку автономие тепӗр хут чӗртме ҫав тери йывӑр. Вӑт ҫапла пулса тухать, халӑхӑн обществӑлла организацине тахҫан ӗҫленӗ тӳре-шарара(чиновникре) Григорьев А.И. пек ҫынна пӗр шутламасӑр шанса парсан. Ӑнланакансене ку суд йышӑнӑвӗ нумай "каласа" парать. Мускаври чӑвашсен культура автономине мӗнлерех суд урлӑ хупнине вулас тесен кунта кӗрсе вулӑр, ҫав тери намӑсла хупнӑ: http://sudact.ru/regular/doc/g0APUTdiICY3/ .

 

Comments:

2018-09-17 11:43
Владимир Болгарский
http://pravdapfo.ru/news/90472-chuv ... yatnik-v-sevastopole Ку косякшăн(чалăш япала) хуть кам та пулин явап тытать-ши ĕнтĕ? Клементьев тен тытас тет явап.
2018-09-17 11:47
Владимир Болгарский
Кунта кĕрсе вулăр-ха. Тата та хăрушă çыраççĕ Крымра лартас тенĕ чăвашсен "куллянакан ..." палăкĕ пирки. Пессимизм тенине палăклама юрамаççине пурте ăнланаççĕ пулас.
https://sevastopol.su/news/eshchyo-odin-podarennyy-sevastopolyu-pamyatnik-predlagayut-ustanovit-v-balaklave
2018-09-17 12:03
Киремет Сыхчи
The comment was deleted.:
Микула // 9259.3.8429
2018-09-18 17:26
Сыхчи. Пирĕн совет саманинче ятарласа калăпланă "элитăн" тивĕçĕсенчен пĕри тутарсенчен катара тытасси пулнă. Тутарсен элитин чăвашсенчен катара тытасси. Çав шутпах "тутарсем пусмăрланă" сценарипе легендăсем шăрчаланă,кĕнекесем çырнă . Ячĕ мĕнрен тухнине те ăнлантарман. Ислам тĕнне тытса пыракан чăвашсене те вăйпах тутарлатни çинчен асăнман. Историксем те çав сценарипех тăрăшнă. Пурте "под колпаком" ĕсленĕ. Çавăншăнах народный,заслуженный,ученый степень ильнĕ. Хăйне ирĕккĕн,хăйĕн пуçĕпе шутласа çыракан сахал пулнă. Вĕсене малтанах,репресси вăхăтĕнче пĕтернĕ. Ыттисене ĕмĕрлĕхех хăратнă. Халĕ те чĕтресе лараççĕ. Одна страна одна нация тенĕ хыççăн, пушшех.
Анатоль // 8828.8.8989
2018-10-19 19:34
The comment was deleted.: нецензурное слово
Agabazar // 4190.12.9086
2018-10-27 15:05
Agabazar
Черкесов — депутат.
вова // 3062.61.1628
2018-10-29 06:55
Черкесов Раҫҫҫей Патшалӑх Канашлӑвӗн депутачӗ. Ман шутпа Чӑваш Республикин депутачӗ Мускаври чӑвашсене чӑвашлӑх туйӗмне вӑратса пӗрлештерме тӑрӑшни питӗ пархатарлӑ ӗҫ. Пире-чӑвашсене- Раҫҫере ырӑпа палӑртма тӑрӑшнине те ырламалла ҫеҫ мари-ха?
Талпиçен // 1162.9.9000
2018-10-29 15:58
Ыйтусене тĕрĕсех çивĕччĕн лартатăн, ПăлхарТимĕрĕ.
Мĕншĕн тивĕçсĕр çынсем общество оганизацийĕсене çавăрса илнин сăлтавне пĕлĕсĕнччĕ!
Кĕçех Академие, Ваттисен тĕп канашне шăлсăрлатаççĕ.Чăваш "паттăрĕсене" тăрă шывпа çуса пĕтереймĕн... Урăхла меслет кирлĕ...
2018-10-30 01:30
Владимир Болгарский
Депутат пулни, обществăлла организацие пулăшма пултарать тенине пĕлтерместь. Япăхлатса хума вара, чăннипех пултарать. Ĕçленĕ пек туса, чăн кирлĕ ĕçсене пурнăçламасăр вăхăта ирттерни анчах пулать. Мĕншен тесен влаç майлă депутатсемшĕн тĕллев- влаçа темле майпа та пулин юрасси.
вова // 3326.17.7413
2018-10-30 16:12
Чӑвашран тухнӑ Раҫҫей патшалӑхӗн депутачӗ Чӑваш халӑхӗ Мускав умӗнче ытти халӑхсен хушшинче мӑнаҫлӑн тата пултаруллӑ пулнине кӑтартать пулсан - вӑл тӑнлӑ депутат.

Pages: 1, 2, 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>


Orphus

Banners

Counters

 
About us | Statistic
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Questions about the site: p-code.ru