Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Поиски счастья - основной источник несчастья.(Эрик Хоффер)
 

Ad

Виталий Станьял: Хаяр Йӑван палӑкне лартас пирки (Уҫӑ ҫыру)

Виталий Станьял11.01.2019 12:569887 views

Уҫӑ ҫыру – Открытое письмо

 

Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ

Центральный Совет чувашских старейшин,

428000, пр. Ленина, 15, каб. 208, ЦСЧС

 

Шупашкар хулин ертӳлӗхне

Администрации

города Чебоксары

 

Хаяр Йӑван палӑкне лартас пирки

По поводу открытия памятника Ивану Грозному

 

Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ хӑйӗн 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчи анлӑ ларӑвӗнче Хаяр Йӑван палӑкне Шупашкарта лартасси ҫинчен хускатнӑ ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе яврӗ.

Лару пӗр саслӑн ҫапла йышӑнчӗ:

1. Вак халӑхсен пусмӑрҫи Йӑван патша палӑкне Шупашкарта лартни чӑваш халӑхӗнчен тӳррӗн мӑшкӑллани пулать. Аксакалсен канашӗ Чӑваш тӗпчев институчӗ Шупашкарта ӑна лартмалла мар тенипе пӗтӗмпех килӗшет. Халӑх пусмӑрҫисен палӑкӗсене наци республикисенче уҫнине Раҫҫей халӑхӗсен хальхи пӗрлӗхне аркатас тӗллевпе тунӑ ӗҫ тесе шутлатпӑр.

2. Шупашкарта кама хӑҫан мӗнле палӑк лартмалли программмӑна халӑха пӗлтерме ыйтатпӑр. Чӑваш историйӗпе ҫыхӑннӑ Атилла, Кубрат хан, вак халӑхсене ыр суннӑ Пушкин, Бичурин, Лев Гумилев, халӑх ирӗкӗшӗн кӗрешнӗ Пайтул Искеев, Охадер Томеев, тӗнчипе паллӑ тӗпчевҫӗ Николай Ашмарин палӑкӗсем халех хатӗрлеме тытӑнмалла.

 

Лару ертӳҫи В. П. Станьял.

 

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (13)]

Comments:

Микула // 9259.3.8429
2019.01.11 16:02
Палăкне лартасах тесен пирĕнтен ыйтмĕç. Мускавран пĕр шăнкăрав кăна кирлĕ пулĕ,итлемесен. Сирĕн вара мĕнле "санкцисем" пур хирĕçлеме? Митинг, выçă тытасси е татах урăх мель ? Ман шухăшпа палăкăн ятне вирлĕрех памалла пулĕ. Калăпăр "Символ вероломства" -" Ултав символĕ".
Талпиçен // 1604.03.3355
2019.01.11 18:24
Халăхăн хёй шухăшне пĕлтерме ""санкци" çук çав, çук!Шăнкăрав айĕнче пурăнсах ытти республикăсенчен нумай енĕпе кая юлтăмăр.
Ашмарин палăкне кăçалах лартмалла, юбилей çитсен хăшкăлланма хăтланас çук.
Ялтан // 9259.3.8429
2019.01.11 19:14
Капла пулсанах, кĕçех Шупашкарта Мао Дзэдун палăкне лартмалла пулĕ ? Китайра НДС 17 пулнă, чакарнă, 16 тунă. Пирĕн хăпартнă 20 таран. Камшăн тăрăшаççĕ çÿлтисем,каламасăрах паллă. Кунта кăлариччен Китайран илсе килме меллĕрех туса панă.
Атнер // 7129.0.1168
2019.01.12 10:24
Ҫук ҫук.Хо Ши Мин палӑкне лартас Шупашкарта.Вьетнамра НДС пачах та ҫук.Ашмарин палӑкне лартма вара Талпиҫене укҫа пухма ыйтас.КАм кунта мӗн чуль пама хатӗр.
Agabazar // 2516.50.5016
2019.01.12 15:33
Agabazar
Сталинран хаклăраххи никам та çук.
тимрук-виспурт ачи // 2417.43.5500
2019.01.18 15:50
Шав-шавпа пусланче султалак . " Лартас , терес . Йаван ячепе палак ". Кирле-и , е кирле мар---ала супать шупашкар .
Микула // 9259.3.8429
2019.01.20 18:16
Кунта тĕп сăмах "опричнина". Куратăр пулĕ самана ăçталла шăвать? Теприсем халăха опричнина вăхăтĕнчи пекех тустарасшăнах пулмалла? Çавăнпах опричнина хуçине чĕртесшĕн
Agabazar // 2648.49.4447
2019.01.23 15:06
Agabazar
Хусан ханлăхне Хаяр Иван аркатни чăн малтанах чăвашсемшĕн пит начар япала пулнă. Чăн малтан чăвашсене начар енчен пырса çапнă çакă.

А тутарсене мĕн? Паллах, чингизидсене айккинелле сирни лайăх япалах мар ĕнтĕ вĕсемшĕн. Çапах та кунта тутарлăх валли те вырăн юлнă. Вырăнти чăвашсем сасартăк тутар пулса тăни те çакнах çирĕплетет. Хансем вăхăтĕнче мар, кайран пулнă япала ку!

Чăвашсем валли вара çĕнĕ системăра нимĕнле вырăн та юлман. Ноль!

Вырăс патшисен влаçĕ пуçлансан Хусан таврашне ытти регионсенчен тутарсем килсе тулнă.
Микула // 9259.3.8429
2019.01.26 18:39
Тупрăм ,Акапасар ,тупрăм тупсăмне. Манса ан кай ,асра тыт. Тархан ят айĕнче камсем "пытаннине" итле. Тархан хучĕсене патшалăх чиновникĕсене тата пысăк усламçăсене панă,ытларах еврейсем тархансем пулнă Хусан ханлăхĕнче. Паллах кайран чылайĕшĕ вĕсенчен чăвашланнă.
Микула // 9259.3.8429
2019.01.26 18:48
Чăннипех, пулчĕ темелле . Акапасар та ăнланнă. Тен пирĕн ытти ăсчахсем те çавна ăнлана пуçлĕç. Паянхи тутарсем Хусан патшалăхĕ çумне аякран кăна ,чăвшсенчен тата çармăссенчен патшалăхĕ "вăйпах тутарлатнисемсĕр " пуçне паллах. Чăвашсене "русско-турецкие " вăрçăсем пуçланнăранпа хытăрах хĕсме пуçланине те ăнланма тен вăхăт ?

Pages: 1, 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters