Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Не было еще гения без некоторой доли безумия.(Сенека)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ҫынсем ухмахлана пуҫланӑ-ши?

Аçтахар Плотников21.01.2019 15:259650 views

Нумай пулмасть юлташпа калаҫса илтӗм. Вӑл вара паянхи ҫынсем ухмахрах пулни пирки сӑмах хушрӗ. «Чӑн та малтан ҫынсем унашкалах ухмах марччӗ», — терӗ вӑл. — «Ӑнлантаран, ӑнлантаран, вӗсен пуҫне вара нимӗн те кӗмест.».

Ман юлташ карас телефонӗсем юсакан мастерской тытать. Юсамалли вара нумай — пӗрин телефонӗ блокировкӑланнӑ, теприн экранӗ ҫӗмӗрӗлнӗ, виҫҫӗмӗшӗ хӑйӗн телефонне шыва чӑмтарнӑ… Ҫапла май ун патне пынӑ ҫынсемпе чылай калаҫма тивет, хӑш-пӗр япаласене ӑнлантарса памалла пулса тухать. Ытти юсав мастерскойӗсенче мӗнлине пӗлместӗп те, анчах ман юлташ хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ тума тӑрӑшать. Клиентсем унӑн ӗҫӗпе кӑмӑллӑ юлччӑр тесе кӑсӑк япаласене те ӑнлантарса парать.

Юлташ сӑмахӗсем хыҫҫӑн хам та шухӑша путрӑм. Чӑн та халӑх ухмахрах-шим? Ман юлташ паянхипе ӗнерхи куна мар, паллах, танлаштарать. Вунӑ-ҫирӗм ҫул каяллахипе хальхи вӑхӑта. Эпир унпа пӗр вӑхӑталла ҫуралнӑ та танлаштармалли, паллах, пурах. Паянхи кун эпир, калӑпӑр, 1990-мӗш ҫултисемпе танлаштарсан ӑслӑрах темелле. Пирӗн халь кашнин ахаль телефон ҫеҫ мар, смартфон пур, эпир тӗнче тетелне кӗрсе тем те пӗр пӗлме пултаратпӑр.

Тата илер-ха аслӑ пӗлӳллӗ ҫынсен йышне. Малтанхипе танлаштарсан паянхи кун вӗсем тем тесен те йышлӑрах. Паллах, укҫа пур пулсан паян кашни аслӑ пӗлӳ илейрет. Анчах ку кӑна та мар-ҫке. Тем тесен те паянхи кун аслӑ пӗлӳ илме ҫӑмӑлрах. Енчен те 80-мӗш, 90-мӗш ҫулсенче аслӑ шкула вӗренме кӗрес тесен пӗр вырӑна темиҫе ҫамрӑк кӗрешнӗ пулсан паянхи кун вара хӑш-пӗр факультетсене университетсем пулас студентсене шыраҫҫӗ, йыхлавлаҫҫӗ. Апла-тӑк, аслӑ пӗлӳллӗ ҫынсем нумайрах пулсан халӑх ӑслӑрах пулмалла пек. Анчах ман юлташ ҫакна темшӗн асӑрхамасть, халӑх ухмахрах пулнине курать.

Тен, сӑлтавӗ телекуравра? Ӗлӗк вӑл япала пулман, анчах ӑс-тӑн енӗпе ватӑсем самаях тӑнлӑрах пулнӑ теме пулать. Аслӑ шкул пӗтермен пулин те, анчах вӗсен ӑсӗ лешсенчен самай ирттернӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Чӑвашсен пин-пин ваттисен сӑмахӗ ним ҫукран ҫуралман ӗнтӗ. Паянхи телекурав вара ман шутпа чӑн та шухӑшлама мар, канма тата ӑс-тӑна шӗветме ҫеҫ пулӑшать. Хам эп вӑл япалана пӑхмастӑп та, анчах хушӑран хушӑ куҫ тӗлне пулсан чӑн та тӗлӗнетӗп. Мӗнле кӑна ухмахла япала кӑтартмаҫҫӗ-ши? Пӑхакан ҫын шухӑшлама пӑрахтӑр тесе мӗнле кӑна кӑларӑм шутласа кӑлармаҫҫӗ-ши...

Тата тепӗр япала — телекурава пула халӑх сахалрах вулама пуҫларӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Кӗнеке вулани тем тесен те ӑс-тӑна аталантарать. Кӗнекери информаци кӑна мар, ӑна вулани те — хӑй процессӗ те. Ҫук, паянхи кун кӗнеке вулама пӑрахнӑ теме май ҫук — кӗнеке лавккисем хупӑнман-ха, ӗҫлеҫҫӗ. Анчах вулакан кӗнекесен шайӗ тем тесен те чакнӑ. Халь халӑх вулать пулсан та ансатраххисене шырать. Кӑсӑкраххинчен пӑрӑнать.

Вӑт ҫакнашкал шухӑшсем. Эсир ку тӗлӗшпе мӗн шухӑшлатӑр? Сирӗн шутпа халӑх ӑслӑланать е ухмахланать?

 

ХК: енчен те сире телефон юсавӗ кирлӗ пулсан эсир Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ «Хӑнара» кафе ҫумнерех вырнаҫнӑ телефон юсавӗн мастерскойне ҫитме пултаратӑр (ӳкерчӗк ҫинче «Аптека» ҫырнӑ алӑкран кӗмелле). Юсавӗ паха пулӗ, хакӗ — пӗчӗк. Тумаймасан 8-903-345-77-21 номерпе шӑнкӑравлама пултаратӑр. «Чӑваш халӑх сайтӗнчен» тесен юсав хакне кӑшт пӗчӗклетсе те парӗҫ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (15)]

Паян ҫынсем унчченхисенчен ухмахрах-ши?

Ман юлташ паянхи ҫынсем унчченхисенчен ухмахрах тесе шутлать. Эсир кунпа килӗшетӗр-и?
Маншӑн ҫавах
Ман шутпа ку чӑн та ҫапла
Ҫук, килӗшместӗп, паянхисем ӑслӑрах
Татсах калаймастӑп

Comments:

2019.01.23 17:39
Владимир Изачак
Уважаемый Асьтахар! В свете сказанного Вами, возвращусь к статье Р. Сарпи, "Автор вӑйӗ — сӑвӑра". Прославленная наша поэтесса подняла вопросы, очень актуальные для чувашской поэзии, а именно, о качественном уровне чувашской поэзии на примере книги другой талантливой поэтессы М. Карягиной. С выводами Раисы Сарпи можно соглашаться, где можно с ней и поспорить - на то и дискуссия. Однако, из десятка отозвавшихся "рецензентов", ни один даже не попытался вникнуть в смысл сказанного Р. Сарпи, все бросились искать тайные замыслы автора статьи, не стесняясь при этом выражениях. А смысл статьи остался как-то в стороне. Добро бы было, если к обсуждению пришли специалисты, скажем, литераторы языковеды и т.д. В итоге, результат работы Р. Сарпи, оказался нулевой...
Даже после этих моих слов, обязательно выскочит Агабазар и будет возмущаться, какое я имею право обсуждать чувашские стихи... Да разве в этом дело? Думать надо о качественном уровне нашей литературы. Ну разве ему что докажешь, Он как Моська из подворотни будет облаивать спрятавшись за кличкой.
2019.01.23 18:31
Аçтахар Плотников
Чӑваш литературинче паянхи кун критика пач ҫукки пирки ӗнер Петӗр Хусанкайӑн ҫуралнӑ кунне палӑртнӑ чухне те каларӗҫ. Камӑн ку ӗҫе тумалла? Ман шутпа университетсем унашкал кадрсене ҫитӗнтермелле. Анчах миҫе студент вӗренсе тухать, ҫав ҫавах критика статьи ҫырма пӗлекенни вӗсенчен пӗри те ҫук.
Атнер // 1726.84.3785
2019.01.24 10:40
Аҫтахар тӑванӑм.Пурте сан пек романтик мар кунта.Унашкал кадрсем университетран вӗренсе тухсан ӑҫта ӗҫлемелле вӗсен?.Зарплата кам тӳлет вӗсене?.КАм кама критиклеме тивӗҫлӗ?.Вулакан ухмах тетӗр им?.Кама валли ҫыратӑр?.Вулакан веҫех татса парать.Камӑн кӗнекине лавккара УКҪА парса нумайрах туянаҫҫӗ,ҫавӑ Халӑх ҫыравҫи.
Agabazar // 3615.79.8315
2019.01.24 20:46
Agabazar
The comment was deleted.: темӑпа ҫыхӑнман / комментари йеркине пӑснӑ
2019.04.14 23:04
Паянхи кун хăть интернациональный çыравçăсен союзне кĕр, хăть российскийне, хакĕ çеç тĕрлĕ. Халăх ухмахланни çамрăксем тăрăх паллă, вуламаççĕ, çыру çырма саççим пĕлмеççĕ тесен те юрать-и. Кунта та комментарисем вăтăр-хĕрĕх çултан иртнисем анчах çыраççĕ. Çамрăксене укçа пултăр та развлечени, урăх нимĕн те кирлĕ мар
Базиль Кириллов // 6490.3.6320
2019.04.15 07:46
Халӑх юлса пыни пирки пырать пулас сӑмах...
Влад Маскай // 3957.56.0551
2019.04.17 23:58
Базиль те "варанни", калаçу вĕçнелле, "ара, кăнтăрлахи апат çитнĕ мар-и",- тенĕ пекех илтĕнсе кайрĕ мана, анчах та унăн кĕскен калани - хăшпĕрисемшĕн тĕслĕх те пулма пултарать пек. Ăнланайсан.
Ҫынӑм // 2626.08.5224
2019.04.19 16:25
Халӗ тетелре те телекуравпа кӑтартнинччен ухмахраххине нумайтарах та нумайтарах кӑтартма пуҫларӗҫ. Пӑхаканисем нумай. Ку телекурав мар ҫынсем хӑйсем айӑплине кӑтартать. Пӗтӗм халӑхӑн шухӑшӗсем тавӑҫта тӗрӗс мар еннеле малтанхинччен хӑвӑртрах кайнине кӑтартать.
2019.04.20 07:04
Телевизора ахальтен мар зомбоящик теççĕ. Кун пирки Гитлер аван ăнланнă, хăйĕн пропагандине çавăрнă. Вуласа пăхăр ун вăхăтĕнчи Германи çинчен, чылай пулăм çине куçăрсене уçма пултарать
Вулакан // 3849.20.8818
2019.05.03 11:50
Мен каласси пур... чан самахан суи сук.

Pages: 1, 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters