Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 0.0 °C
Я служу публике, но не поклоняюсь ей.(Б. Шоу)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхишӗн кар! тӑма камран тӗслех илмелле?

Аçтахар Плотников18.06.2019 09:353103 views

Ӗнер хыпар ҫитрӗ, Ялавӑрта (Чӗмпӗр облаҫӗ) иккен Алексей Ургалкинӑн палӑкне уҫнӑ. Чаплӑ япала — хамӑрӑн паллӑ ҫынсене асра тытма кунашкал бюстсем тем тесен те питӗ кирлӗ. Уйрӑмах вӗсен тӑван ялӗсенче. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ сӑваплӑ ӗҫ туса ирттернӗ, Олег Мустаева ҫакӑншӑн пысӑк тав сӑмахӗ каламалла.

Ҫавах та пӑшӑрханмалли те ҫук мар. Темшӗн бюстӑн постаментӗнчи ҫыпӑҫтарнӑ чул ҫине сӑмахсене вырӑсла кӑна касса хунӑ. Вырӑнти чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырма вӑтаннӑ пуль терӗм те автономи ертӳҫи эп йӑнӑшни пирки каларӗ: «Микула тусӑм, чиновниксемпе ҫапӑҫса халтан кайрӑм ирӗк памарӗҫ. Эпир чӑваш республикинче мар терӗҫ», — хуравларӗ (орфографине сыхласа хӑварнӑ /WhatsApp-па ҫыхӑнса, ҫавна май орфографи ҫине тӑрӑнмасан та юрӗ. Тӗллевӗ кунта — информацие ман пата мӗнле ярса панӑ ҫавӑн пекех сире тивӗҫтересси/ — Авт.).

Чӑн та Чӗмпӗр облаҫӗ Чӑваш Республики мар. Анчах та ку пӗрре те чӑваш чӗлхипе усӑ курма чӑрмав кӳмелле мар пек. Чӑвашла ҫырма чаракан саккун та шыраса тупма ҫук. Анчах тӳре-шарашӑн чӑвашла ҫырасси — табу. Тӗрӗссипе акӑлчан чӗлхи те ӗнтӗ Чӗмпӗр облаҫӗшӗн патшалӑх шайӗнчи чӗлхе мар. Ҫавах та акӑлчанла ҫырсан хӑйпӑтса пеме ыйтмаҫҫӗ-ҫке. «Ан ҫыр акӑлчанла, эс кунта Америкре (е Британире) мар!» — тесе хирӗҫ каламаҫҫӗ-ҫке. Чӑвашли кӑна темшӗн вырӑнтисемшӗн темле тискер кайӑк пек хӑруш япалан туйӑнать.

Паллах, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсене те ӳпкелемелли сахал мар. Ҫине тӑнӑ пулсан, паллах, чӑвашла ҫырсан хирӗҫ пулмӗччӗҫ, хатӗрлесе ҫитернӗ чул хӑмана мӑлатукпа ҫапса ватмӗччӗҫ. Хавшакрах ҫав эпир. Хамӑр халӑх валли тивӗҫлӗ шайра ыйтма пултараймастпӑр. «Юрамасть» тенипех пуҫа усатпӑр.

Ку тӗлӗшпе ман Техасри Ренди Вагнера тӗслӗх пек илсе кӑтартас килет. Вырӑс чӗлхи паянхи кун тӑван халӑхӑмӑршӑн ҫуркуннехи ейӳ шывӗ пекех — тем калӑпӑшлӑскер хӑй умӗнчи мӗн пур япалана хуҫать, ҫӗмӗрет. Хайхи Ренди умӗнче те ҫавнашкал пысӑк хуйхӑ тухса тӑнӑ — иккен вӑйлӑ шыв анать, ейӳ вара ҫурта пысӑк сиен кӳме пултарать.

Ҫавах та Ренди аллине усман — вӑл хӑйӗн ҫуртне шыв илесрен хӳтӗлеме пуҫланӑ, дамба ӑсталанӑ. Ҫак ӗҫе тума вӑл 8 300$ пӗтернӗ. Паллах, ку пысӑк укҫа. Кӳршисем те унашкал тӑкака сӑнанӑ май Ренди ҫине пӑхса лӗх-лӗх кулнӑ кӑна. Ҫавах та ӗҫ харама кайман: чӑн та шыв хӑпарнӑ, ейӗве кайнӑ. Пӗртен-пӗр Ренди ҫурчӗ кӑна сыхланса юлнӑ. Ҫапла май ҫурт хуҫи 150 пин тӑкак кӳрес вырӑнне 8 пинпе ҫеҫ ҫырлахма пултарнӑ.

Пирӗн те Ренди ӗҫне тӗслӗх пек илсе хамӑр тӑван халӑхшӑн пӗтӗм вӑя хумалла. Культурӑна ҫӗклемелле, тӑван чӗлхешӗн кар! тӑмалла. Ӗҫлесен — пулать. «Пирӗнтен пулмасть, эпир ҫавах вырӑсланатпӑр...» — тесе ал сулсан ҫеҫ нимӗн те тухмасть. Кӗрешес пулать. Паллах, «чӑвашла ҫырма Чӑваш Республикине кайӑр» текенсемпе «ҫапӑҫма» йывӑр. Анчах та «Куҫ хӑрать те ал тӑвать» текен ваттисен сӑмахне асра тытсан кӗрешӳ пӗрре те йывӑр маррине ӑнкарса илме пулать. Ӗҫлемелле ҫеҫ.

Ренди пеккисем пирӗн хушӑра ҫук тетӗр-и? Пур! Ак, калӑпӑр, Юрий Виноградовах илес. Леш, хайхи, уйрӑм ҫырас текенсен авангардра пыракан чӗлхеҫӗ. Пӗрре шутлатӑп та мӗнле чӑтать-ши? текен ыйту та ҫуралать. Леонид Андреев-Лесник, Виталий Станьял йышшисем уйрӑм ҫырассине хирӗҫ миҫе кӑна ҫыру шӑрҫаламарӗҫ пуль. Чӑваш чӗлхин орфографине йӗркене кӗртме тунӑ комиссире те сахал мар «патак ҫирӗ» Юрий Михайлович. Ҫавах та хӑйӗн позицинчен пӗрре те чакмасть, уйрӑм ҫыртарас тӗлӗшпе майсем тупать. Маттур! Ренди шайӗнчи тӗслӗх илмелли ҫын!

 

Сӑнсене Олег Мустаев ярса панӑ.

 

Comments:

2019-11-22 12:07
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
...Ĕлĕк-авал, ĕнер, Этем хăйне хăш халăх çынни пулнине - Тăван Чĕлхепе тата Тăван Тĕнпе çыхăнтарнă пулсан.., хальхи (тата çитес) саманара, Пĕтĕм Тĕнче пĕрлешсе пынă вăхăтра.., Чăваш, çĕр çинчи кашни-тем тепĕр патшалăхĕнче пурăнма (тăван чĕлхине çухатса) пултарать пулсан.., Тăван Халăх-Чăваш пĕлтерĕшĕпе-туйăмĕпе ăнă Чăваш Чăн Тĕнĕ кăна çыхăнтаракан пулса юлма пултарать (еврейсем тĕслĕх)... Ытти çулсем ăна 100% урăх халăх çынни тăваççĕ (вăхăтран анчах килет)... Если раньше.., этнос и идентификация происходили через Язык и Религию.., то в современном (и будущем) Глобальном Мире.., где Чуваш может жить в любой точке земного шара (утрачивая родной язык).., единственной возможностью идентификации и самоопределения.., остается этническая религия (евреи пример)... Все остальные пути 100% ведут к ассимиляции (вопрос лишь в времени)... Роль религии в развитии этнического самосознания личности https://revolution.allbest.ru/religion/01059085_0.html
Хула ачи // 1726.84.3785
2019-11-22 17:52
Тӗрӗс. Шупашкарта еврейсем ҫӗршер ытла.Иврит чӗлхине пӗлмесӗрех питех те лайӑх туяҫҫӗ пулас хӑйсене.Анчай та хӑйсен тӗнӗпех пурӑнаҫҫӗ те нихӑш те хӑйне ни вырӑс,ни чӑваш теесшӗнех мар.Вӑт ҫавсенчен вӗренесчӗ те,пулмасть пуль.
Agabazar // 1080.26.6732
2019-11-22 23:27
Agabazar
Еврейсем пек Шупашкарти 200-300 çынлă пĕрлĕх пулса юласшăн-и?
2019-11-23 17:45
Акапасар, енчен те çын хăйĕн тăван чĕлхи темест чăваш чĕлхине, шкулта та çемьере те ăна вĕрентме пулмасть. Хăçан çавна тавçăрса илетĕр? Е çав териех пуçсăр çынсем лараççĕ сайтра? Чăваш эстрада çăлтăрĕсем чылайăшĕ юрăсене те сăмахĕсене кăна вĕренеççĕ, ачисем вара шалтах вырăсл пуплеççĕ. Кунта кашни хăйĕнчен пуçламалла, сайтра кăна урапатриот евĕр лармалла мар. Эсир вара Акапасарсем урапатриотсем
Agabazar // 2093.1.5846
2019-11-23 22:22
Agabazar
Каллех Элекçей Петровччă?
2019-11-25 06:55
Элекçей Петровччă е Иван Иванччă. Мĕскер уйрăмлăхĕ пур енчен те çын хăйĕн ятне çырма хăраса ларать. Мана ун пек çынна шел.
Agabazar // 2849.02.6642
2019-11-25 08:28
Agabazar
Ытлашши хытă хавахаланма сĕнместеп. Мĕншĕн тесен хавхи каялла кайсан алă усăнма пултарать.
2019-11-25 16:41
Авă мĕнле иккен. Эсир кунта икĕ еннелле те пăхса лараттăр, хăш енчен каяшă çине тĕртсе ÿкересрен шикленсе. Апла пулсан тÿсĕмлĕх çитермеллеччĕ киле çитиччен
Agabazar // 2475.16.0877
2019-11-26 02:50
Agabazar
Питех хытă хавхаланмасан, кайран алăсене усас хуйхă та çук.
2019-11-26 08:09
Ку йышши сăмахсене эпĕ пĕрре кăна илтмен, анчах та чылайăшĕ çăвара ĕнтĕ ĕçĕ вара халĕ те пурăнать. Ытла пытаратăн чăваш чĕлхине Акапасар

Pages: 1, 2, 3, 4, 5

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>


Orphus

Banners

Counters

 
About us | Statistic
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Questions about the site: p-code.ru