Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Мĕнле илемлĕ çут тĕнче!
Епле вăл анлă, тулăх!
Пур кунпа каç çак çĕр çинче,
Пур çумăр, пĕлĕт, улăх.
Тĕлĕнмелле кĕтречĕ ун
Татах нумай. Этемлĕх.
Хăй Çын — питех хăватлă чун,
Унра тĕнче илемлĕ.
Çынна туртать çулла йăмра,
Çĕрле тухать çут уйăх.
Вылять вăл ăшă каç шывра,
Сикет, чупать хум тăрăх.
Çынран вăйли мĕскер пур-ши?
Анчах вăл Çĕрсĕр чирлĕ.
Ăна хăйне те кил ăшши,
Çемье хунавĕ кирлĕ.
 Пилеше юр ӳксен тин тутă кĕрет, теççĕ. Анчах кăçал малтан ӳкнĕ юр ним сисĕнкисĕр ирĕлсе пĕтрĕ те, çанталăк хайхи раштав уйăхĕн варрине çитичченех пĕр тикĕс ăшă тăчĕ. Калăн, ытарайми ылтăн кĕркуннен вĕçĕ те çук.
«Ан шарла, сивви килсе çапĕ-ха вăл, кĕтсех тăр! Пӳрт кĕтессинех килсе шартлаттарĕ, — шухăшлать хăй ăссĕн Натали аппа... — Эпĕ пур, ывăлăма паянччен те çăм чăлхапуç çыхса параймарăм».
Натали аппа урам енчи чӳрече умĕнче ларать. Йĕпсе тытнă пӳрнисем унăн хăвăрт-хăвăрт вылянаççĕ; çип вĕçĕ туртăннă май урайĕнчи çăмха, чун кĕнĕ пек, унталла та кунталла кускалать.
Пӳрт умĕнчи пахчана пирĕн енче усапка, теççĕ. Мĕн ачаран ĕçе хăнăхнă йăрă пӳрнисемпе йăлă хыççăн йăлă витĕрнĕçем Натали аппа тӳлек хăмăр куçĕпе кантăк витĕр урамала тинкерет. Хăй кăшт çеç илтĕнмелле юрлать:
Усапкари улмуççи,
Чун тăвăлсан — чун уççи;
Маншăн пилеш йывăççи —
Ĕмĕрлĕхе чун йӳççи...
Юрăри пекех, усапкари улмуççипе пилеш йывăççи юнашар лараççĕ. Çулçи тăкăнса пĕтнипе улмуççи йăлтах çаралса юлнă. Мĕскĕн те салхуллă курăнать. Пилеш йывăççи çинче вара хĕп-хĕрлĕ сапакасем чăн-чăн шĕл-кăваррăн тĕлкĕшеççĕ.
Малалла
 Хаярран иртрĕ пирĕн ĕмĕр,
Лăсканчĕ çитмĕл çичĕ хут,
Пăрланчĕ çĕр, тĕпренчĕ тимĕр,
Тустарчĕ тăвăл, виртрĕ вут.
Пире якатрĕ пурнăç вирлĕ,
Хуратрĕ çĕр, тасатрĕ шыв
Эпир чăтни те пулчĕ кирлĕ
Сана, вутри Тăван Çĕрщыв!
2000, кăрлач, 1
 Кăçал урпа кăкран туратлă.
Хĕвел çине куç хыврĕ ăшшăн.
Пучахĕ çил хумне тытасшăн
Шăртне антенна пек тăратнă.
Кĕçех тулли курка çĕклет кĕр.
Çавна кĕтсе, çĕн юрăпа,
Сăра çинчи шур кăпăк евĕр
Хум хыççăн хум ярать урпа.
 Чуна уçать кĕрленĕ сасă.
Мотор кĕвви янрать пĕр касă.
Пуç тăрринче татах вăл юрлĕ —
Авиаçул каçать ял урлă.
Ача пекех эп хĕпĕртетĕп,
Тăнлав çине çусан та юр;
Пилот картти çинче, пĕлетĕп,
«Мăн Явăш» тенĕ вырăн пур.
Çĕршывăмра ялсем сахал-и?
Кашни пикеннĕ халь ĕçе.
Тăван кĕтес, Мăн Явăш ялĕ,
Çӳлте тытать çак тивĕçе.
Вăл ĕлĕкрех юлса пыратчĕ.
Вăй пачĕ парти халь çине,
Ялйышăн çулăмлă хăвачĕ
Çĕнетрĕ ирĕк кунçулне.
Кунран-кунах тăвать вăл усĕм,
Пуласлăха курать чипер.
Ахальтен мар тăрать колхозĕ
Аттемĕр Ленин ячĕпе.
Çĕнел те ӳс, мала эс тух.
Пилот мухтатăр вĕçнĕ чух:
— Хула пекех Мăн Явăш ялĕ.
Çĕршывĕпех вăл паллă халĕ.
 Хам юратнă çынна тавăрма
Хăяймастăп, тӳсни — ĕмĕре.
Ун çемье. Эп пĕччен... Çук манма,
Юрату ман сӳнмест чĕрере.
Чун хĕлхемĕ тăрать хĕм сапса,
Йĕпенсен те кĕрхи çумăрпа.
Çĕр çинчи çулçă пек пăлханса
Выляймастăп çав ыр туйăмпа.
 Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕ — Таня çуралнă кун. Тунтикун эппин. Тунтикун йывăр кун теççĕ, тус-юлташсене, тăвансене хăнана чĕнме те меллех мар. Çавăнпа маларах, канмалли кунсенче, ирттерме шутларĕ çуралнă куна Таня. 20 çул тултарать хĕр. Пур енчен те аталанса, вăй илсе, пиçсе çитнĕ тапхăр. Пĕтĕм çут çанталăка, тус-тăвана, пĕтĕм тĕнчене юратас килет! Çавăнпа, иртерех пулин те, çуралнă кун кĕрекинче Таньăна çитекенни пулмарĕ.
— Мĕншĕн васкатăн тесе пăхрăмăр. Ара, юрамасть теççĕ çуралнă куна хăй кунĕнчен иртерех тума. «Ман юлташ хĕрачи Надя ирттерчĕ, ним те мар, терĕ йăмăкăм, — каласа парать Таньăн аппăшĕ Алена.
Туслă çемье Петровсен. Асли — Алена — качча тухнă та тăван çемьерен кайнă. Таня, 1977 çулхискер, хулара садикре ĕçленĕ. Каярах сывлăх тĕлĕшпе хавшакрах амăшне пулăшас тесе ялне таврăнать, амăшĕ вырăнне почтăра ĕçлеме тытăнать. Çине тăрсах Шупашкарти çыхăну техникумĕнче куçăн мар «заочно» пĕлӳ пухать. Женя шăллĕ шкулта вĕренет. Анисса Павловнăпа Александр Петрович хăйсен хăйсен пепкисем çине пăхса савăннă, малашлăх пирки ĕмĕтленнĕ. Пуш уйăхĕн 25-мĕш кунĕнче вара пурнăç пĕтсе килнĕн туйăнса кайнă, çунатлă ĕмĕтсем шартах хуçăлнă.
Малалла
 Тав кĕнекине çырни
Сыватăшри пике-хĕрсем,
Шураппасем, инке-тăхлачă!
Алла тытса пылпа кулачă
Пуçа таятăп эп сире.
Чунтан тавах, чиперккесем —
Ирина, Света, Алексина,
Ватта пепке пек имлесе
Илсе çӳретĕр айăн-сийĕн.
Йĕп çăртинчен чун вăтăрса
Савса сиплетĕн, Шанăçпиçĕм!
Сан ик аллу та питĕ пиçĕ,
Сыхлатăн çип пек ăрăса!
Тĕнче каçхи кĕлле кĕрсен
Кансĕртерех чăлахăн чирĕ —
Сире те канăçсăр сĕре,
Пĕрех чăтса тăратăр çирĕп.
Телей те хапăл патăрах
Васкавлă тухтăр Огнева та!
Çитмен пулсан вăл самантрах
Вĕçсе каяттăмччĕ сасартăк.
Хальхи йĕрке мĕнлерехне
Эсир вĕт хăвăр та пĕлетĕр,
Кама — пылне те эрехне,
Сире пулсанччĕ хăть кĕлентĕр...
Сыв пулăр, пӳлĕхçĕ хĕрсем!
Эсир вăр-вар та шутсăр сапăр.
... Эпĕ татах килсе кĕрсен
Ан сиплĕр. Çапăр та пăрахăр.
2004, нарăс, 10-21
Малалла
 Тенкел айне çырнисем
Пире хупланă çак хура пăр
Кайран йăлт ирĕлет пĕрех!
Эпир кайсан та таврăнатпăр,
Вилсен те чĕрĕлетпĕрех!
 Тенкел айне çырнисем
Çак тенкел çинче, тăванăм,
Чăтрăм эпĕ виçĕ кун.
Сан та, хыççăн выртаканăн,
Чул пек çирĕп пултăр чун!
■ Страницăсем: 1... 156 157 158 159 160 161 162 163 164 ... 796
|
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...