Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Юмах ярса суптарма ытла ăстах мар пулин те, хам куçăмпа курни-илтнине каласа парам-ха сире. Ăçта чăнни, ăçта суййи пулнине хăвăрах тавçăрса илĕр вара. Тен, хăш-пĕрисем хăйсен сăнне те курĕç ман халапра — ним каласа та сивлеймĕп сире. Çак пурнăçра кашниех хăй мĕн курас тенине курать.
Çапла вăхăтăн пĕр паллă мар тапхăрĕнче, пирĕн мăнуксем çуралма ĕлкĕреймен çулсенче, пĕр пысăках мар учреждени-патшалăхра пĕр тăсланкă пуçлăх-патша çемçе пукан йышăнса ларнă. Пуканĕ чăннипех çемçе пулнине çирĕплетсе калаймастăп — хам ларса курман ун çине, анчах сăмахĕ çапларах çӳрет. Кăмăлне кура ячĕ те Шăрпăк ятлă пулнă çак тăсланкăн. Ах, мĕн чул служищисен чунĕсене шăрпăк тирмен-ши вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче! Миçе çын куçĕнчен вĕри куççуль юхтарнă тата!? Кăна никам та шутламан. Чăтнă ĕнтĕ леш мĕскĕнĕсем, Шăрпăкра çынлăх вăранасса кĕтнĕ.
Кашкăр тутă пулсан та вăрманаллах пăхать тенĕ евĕр çак Шăрпăкăн та выçă пырĕпе шăрпăклă чунĕ ниепле те чарак тĕлне пĕлеймен. Кунран-кун вăйлăран та вăйлăрах чашкăрнă вăл. Юлашкинчен вара служищийĕсене сывлама та хăйĕн кăмăлĕ пур чухне çеç ирĕк пара пуçланă.
Пĕрре çапла Шăрпăкăн май çук ăслă пуçне ун служищийĕсем нимле нуша курмасăр пурăнаççĕ текен шухăш таçтан пырса кĕнĕ. Çухатнă вара тăсланкă пуçлăх хăйĕн канăçне: çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймасăр асапланнă, кунĕ-хулĕпе лара-тăма вырăн тупайман. Кăшт вăхăт иртсен шутласа тупнă-тупнах çакă служищисем валли ĕç. Иртен пуçласа каçчен, пĕр самант чарăнса тăмасăр, пĕр тĕлтен тепĕр тĕле хут йăттара пуçланă вăл çакскерсене. Тинех шăрпăклă чунĕнче телей юрри янăра пуçланă унăн. Ара, Шăрпăк хăйĕнчен пултаруллăрах служищисенчен вутран хăранă пек хăранă-çке. Капла вара вĕсене тĕллевсĕр ĕç айне туса пултарулăх çулĕнчен тинех пăрма пултарнă вăл.
Малалла
Сăртри вăрман уçланкинче
Лапка-лапка юр çăвать,
Шурă хурăн тураттинчен
Шап-шур çивĕтсем уртать.
Юр хӳнипе, пуснипе
Çĕмĕрт йывăç авăнать.
Çирĕк муртак пулнипе
Шарт! тăвать те хуçăлать.
Чăркăш чăрăш лăссисем
Симĕс тĕсне çухатман.
Çу кунĕсен ăшшисем
Паянчченех манăçман.
Пуçне тайман, авăнман
Юр капанне Улăп пек
Йăтса ларать ват юман
Хăйĕн çирĕп пĕвĕпе.
Ĕмĕтленеп кулленех
Çĕмĕрт çеçке çурасса,
Чунри сивĕ пăр кĕçех
Тумла пулса юхасса.
Çурхи вăрман варринче
Çӳренĕ чух пĕчченех
Шурă хурăн кăкринчен
Сыпрăм сиплĕ сĕткенне.
Тăри сенкер тӳпере
Савăнтарчĕ юррипе,
Тăрнисем те çурçĕре
Вĕçсе иртрĕç картипе.
Çунат сарсан çуркунне
Мăшăр шырать кашниех.
Çавăнпа пуль пĕр-пĕрне
Савас килет хĕрӳрех
Илĕртӳллĕ хĕр-пике
Чеен пăхсан куçăмран,
Çурхи кунсен еккипе
Канăç-тăнăç пĕтрĕ ман.
Çурхи вăрман варринче
Сирсе кăтра çивĕтне
Шурă хурăн кăкринчен
Ма сыпрăм-ши сĕткенне?
Каçар мана, Çӳлти Аттемĕр,
Каçар Çĕр çинчи чуруна.
Ялан Санпа пулма хевтемĕр
Çитменшĕн, çăмăллат чуна.
Вăхăт çитмест тени те вырăнсăр.
Ку — çылăха кĕни çеç пулать.
Пĕлетпĕр: пурнăç çук вăл Турăсăр,
Чунăмăр Турăра юлать.
Каçар мана, Çӳлти Аттемĕр,
Каçар та пулăш Эс мана.
Сисмесĕрех иртет-çке ĕмĕр,
Каçар... Тав ырă кăмăлна!
Эп пыраттăм санпа юр çинчи йĕрпеле,
Чун-чĕре асапне кулăпа пытарса.
«Пурпĕрех нихăçан пулаймастăп пĕрле», —
Чăтаймасăр каларăм сана хурланса.
Ĕненмерĕн пулас эсĕ ман сăмаха
«Шутламан-тăр çапла ăнсăртран пуласса».
Ма тĕл пултăм ун чух санпала кăлăхах?
Ăнлансам: юрату çăлкуç евĕр таса.
Ăсататтăн кулса, калаçаттăн тунса.
Чăтаймарăм. Каçар. Уйрăлатпăр паян.
Пĕр-пĕрне малашне ырă пулăм сунса
Уйрăлар ĕмĕре. Маншăн эс ан кулян.
Йывăррăн çĕкленчĕ хывăнмасăрах диван çинче çывăрса кайнă хĕрарăм. Ерипен çĕкленнине пăхмасăрах пуçĕ çаврăнса кайрĕ унăн, чĕри йăш! тирсе илчĕ. Хĕрарăм пĕр хушă чĕрине тытса ларчĕ. Унтан васкамасăр хăй умĕнче ларакан эмел кĕленчине пăрса уçрĕ. Сăмсана тӳрех чĕре эмелĕн шăрши пырса çапрĕ. Хĕрарăм эмеле шывсăр-мĕнсĕрех пĕчĕк савăт хĕрринчен çăвара силлерĕ. Çăвара йӳçек тутă çунтарчĕ. Хĕрарăм стакан тĕпĕнче çеç юлнă шыва та сывлăш çавăрмасăр çăтса ячĕ. Тем вăхăт пуçне диван çине хурса ларчĕ вăл. Вара тинех питĕ йывăррăн ура çине çĕкленчĕ.
Вăхăт çурçĕр иртсе пĕр виç-тăват сехет кăна пулĕ. Ерипен шурăмпуç çутăлса килни курăнать. Çăвăнмалли пӳлĕмелле утакан хĕрарăм хăйĕн паян нумай ĕç тумалли, таçта та çитмелли пирки шутласа илчĕ. Унтан кухньăна кĕчĕ вăл. Юлашки эрнере хăй йĕркеллĕ апат та çименнине аса илчĕ. «Çук, капла юрамасть! Хама алла илмелле, атту ураран ӳкĕп тата», — тесе шухăшларĕ хĕрарăм. Хăйне хисте-хистех виç-тăват кашăк шӳрпе, виç-тăват çăвар вĕри чей ĕçрĕ. Урăх çăвара пĕр тумлам та кĕмерĕ.
Пуçне ик алăпа тытса паянхи куна мĕнрен пуçлам-ши тенĕн пĕр вăхăт хускалми ларчĕ хĕрарăм. Унтан тем аса илнĕ пек хăвăрт ура çине тăчĕ те пĕчĕк сумкине хулпуççи урлă çакса вăрана та пуçламан урама тухса кайрĕ.
Малалла
Сĕм пӳртри каминра — вут çути,
Илтĕнмест юнашар çын утти.
Урамра — юрлă çумăр кĕвви,
Инçе мар, инçе мар хĕл сивви...
Эп хама парнелетĕп сана,
Пăчăрта хытăрах хăв çумна.
Тĕттĕмре те куратăп сăнна,
Ыранхи сĕлкĕш юрлă куна.
Йӳçĕ.
Камшăн аван, камшăн начар.
Пылак.
Камшăн начар, камшăн аван.
Сивĕ.
Камшăн аван, камшăн начар.
Ăшă.
Камшăн начар, камшăн аван.
Хĕвел.
Камшăн аван, камшăн начар.
Уйăх.
Камшăн начар, камшăн аван.
Йӳçĕ те,
Пылак та,
Сивĕ те,
Ăшă та,
Хĕвел те,
Уйăх та
Çынна юрайман.
Тен, çын çавăнпа та
Телей тупайман?..
Çумăр çурĕ, çумăр çурĕ çĕрĕпе,
Ав, минтер те йĕп-йĕпе ман, йĕп-йĕпе.
Чун çунтармăш, ăш хыптармăш эс, савни,
Ултавран авантарах пуль савманни.
Кĕтрĕм, кĕтрĕм, пурпĕр кĕтрĕм эп сана,
Чăтаймарăм, чупса тухрăм пахчана.
Пуçне уснă хĕрлĕ роза, георгин,
Тăна кĕтĕм сив çумăрпа эпĕ тин.
Ан çу çумăр, ан юх куççуль хурланса,
Чĕрĕ юлĕ, чĕрĕ юлĕ пăрланса.
Пулĕ ырă, килĕ çутă, савăк кун,
Хĕвелпе сывалĕ ман аманнă чун.
Парнелерĕн эс мана йăл! кулă,
Парнелерĕн çуллахи ире.
Аллунти çап-çутă кĕмĕл сулă
Тĕл пулма пиллерĕ пуль пире.
Хĕр ачаçăм, çамрăк хĕр ачаçăм,
Ман çине пăхмасăрах кулан.
Хĕр ачаçăм, пĕчĕкçĕ асамçă,
Пурĕ пĕрех манăн эс пулан.
Ирхи шуçăмпа сана чуп турăм,
Телей килсе тухрĕ ман тĕле.
Ăшăмра Тӳре-турра кĕл турăм:
— Ырă саманта мана пилле!..
Çурăлса çитмен çеçке эс маншăн,
Тутанса курман пылак çырла...
Халиччен асăрхаман, курманшăн,
Юратуçăм, тархаслап, çырлах!
■ Страницăсем: 1... 610 611 612 613 614 615 616 617 618 ... 796
|
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...