Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Сулахаййăн-сылтăммăн
Уйăх куç хупать...
Çывăр, пепкем-ылтăнăм,
Лăпкă ыйхупа!
Каçĕ килчĕ канăçлăн
Питĕ инçерен.
Эс, пепкеçĕм, савнăçлăн,
Çитĕн кунсерен.
Уйăх пăхрĕ вăрттăн çеç
Нӳрĕ çĕр çине.
Çăлтăр ӳкрĕ, вăркăнчĕ
Кӳлĕ хĕррине.
Вăл çăлтăра илĕп эп,
Илĕп пӳ çитсен.
Хĕве чиксе килĕп эп
Уйăх сисиччен.
Пĕкечерен çакăпăр
Çавă çăлтăра.
Пепкеме çутаттăр вăл
Йăлтăр-ялтăрах.
Тяппупала тяп! ту эс, —
Савăнтăр аннӳ.
Çăлтăр ӳкĕ, тяк тăвĕ,
Эс кăна ан ӳк.
Çывăр, чĕппĕм-ылттăнăм,
Канлĕ ыйхупа.
Сулахаййăн-сылтăммăн
Уйăх куç хупать...
Йĕри-тавра сап-сарă çулçă,
Çаралнă пахчари палан.
Парка çĕкленнĕ ешĕл уçăм
Хир илемне кӳрет паян.
Ялта, шух çил силленĕ майăн,
Юрлать тин карнă пăралук:
Уяв тĕлне çуталĕ чаплăн
Мĕнпур кил-çурт, правлени, клуб.
Урамсемпе утса иртен те,
Туй шавĕ илтĕнсе каять...
Ял ӳснĕ май кĕрхи илем те
Çулсеренех ӳссе пырать.
Инçетрен, тĕтреллĕ Карпатран,
Ашшĕ килнĕ хăй тăван ялне.
Станцие вăл çитнĕ каç пулсан,
Лав кĕтмен, васканă кил енне.
Трактор шунă вĕтлĕх патĕнче,
Йăлтăр пĕчĕк çутă вылятса.
Çар çыннийĕн чунĕ-чĕринче
Ăшă туйăм килнĕ хăпарса.
— Хăш бригада? Кам-ши тракторист?
Манăн çывăх юлташсем мар-ши? —
Шухăшланă утнă май танкист,
Чарăннă вăл пĕр самант хушши.
Тӳсеймесĕр чупнă çар çынни,
Пусă урлă трактор патнелле.
Янăранă уççăн кăшкăрни:
— Эй, кăшт чар-ха! Пурнăçсем мĕнле?
Ыталанă ашшĕ ывăлне
Хăй çӳретнĕ трактор умĕнче.
Курнă касă тарăн иккенне.
Куççулли çуталнă куçсенче.
Пирĕн пахчара эп астăвассах лаштра хурăн ӳсет. Тахçанах ватăлнă вăл, кушăрка хупписем те кукамай пичĕ пекех чĕркеленсе пĕтнĕ, хăй вара пурпĕрех илемлĕ, илĕртӳллĕ. Уйрăмах çуркуннепе капăр. Сип-симĕс çулçисем вăййа тухма хатĕрленнĕ аппа мăйĕнчи кĕмĕл тенкĕсем евĕр йăлтăртатса кăна тăраççĕ, пĕр-пĕрин çумне сĕртĕнсе хăйсен чĕлхипе ачашшăн пăшăлтатаççĕ.
— Кур-ха, Çеруш, кур, çулçăсем алă çупаççĕ! — тет кукамай.
— Юптар ытларах! — кулатăп эпĕ. — Вĕсен алă çук.
— Айван-ха эс, мăнукăм, — пуçран лăпкать кукамай. Пĕлессӳ килет тĕк, йывăçсен ал-ура кăна мар, çунат та пур. Кĕркунне çиттĕр-ха акă — кăтартап сана çулçăсем мĕнлерех вĕçсе ярăннине, çĕр çуммипе чăшăлтатса чупнине.
— Пирĕн хурăнăн та алă пур-и? — ыйтатăп кăсăкланса (тем те пĕлет кукамай: калама тытăнсан çăвара карсах итлетĕп ăна).
— Пулмасăр! Ав, пуçа перĕнеслех усăннă.
— Хе! — кулатăп эпĕ. — Туратсем!
— Пирĕншĕн — турат, хурăншăн — алă, — хăйĕннех перет кукамай. — Вĕсемпе йывăçсем пире шăрăхпа çил-çумăртан хӳтĕлеççĕ, пушартан сыхлаççĕ.
— Епле — сыхлаççĕ?
— Çаплах, чип-чиперех!
Малалла
Ман тăван кĕтесри
Çутçанталăк тĕрри —
Сарлака, анлă Сурăм вăрманĕ!
Сан илемлĕ сăнна,
Сан таса сывлăшна
Кам-ха тытмĕ асра? Кам-ха манĕ?
Тăхăнсан ешĕл тум,
Ывăтсан кăтра хум
Атте сачĕ пекех туйăнаттăн.
Ырлăх-сывлăх сĕнсе,
Илĕртӳллĕн чĕнсе
Хăв патна мана кăчăк туртаттăн.
Çеçкеленнĕ вăрман,
Эс мана ачаран
Анне пек юратса çупăрлаттăн.
Чĕвĕлти сасăпа,
Чи ачаш туйăмпа
Чунăма йăпатса калаçаттăн.
Ман тăван кĕтесри
Çутçанталăк тĕрри —
Сарлака, анлă Сурăм вăрманĕ!
Сан илемлĕ сăну,
Сан таса сывлăшу
Асăмра ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.
 Пуçа килнĕ
сулмаклă пĕр шухăш ĕречĕ
Чарăнать «нестинарка» сăмах тĕлĕнче.
«Чăвашла янрамасть», — теприсем хирĕçлеччĕр.
Касас çук чĕрери шухăша варринчен.
Çемçерех вăл,
сопрано пек мар манăн сасă.
Пушă чунлă ансамбль куллийĕ те мар.
Пĕр килет,
пĕр тарать,
вылянать вăл хавассăн
Сăмахпа тĕллесе тытмалли çĕн сăнар.
Малаллах туртăнасшăн
кунçулăн тĕп енĕ,
Кĕрешме çын телейĕшĕн, миршĕн чĕнет.
Ман аттен ăрăвне
хĕрхенмесĕр силленĕ
Концлагерьсен токĕ мана та силлет.
Пĕлместĕп,
кама эп кӳретĕп-ши усă,
Вылятмастăп хампа тĕнче курнă ăса.
Тĕллеве йенерлесшĕн
алтатăп çĕн пусă,
Сăмахсем кăларап шухăшпа ăвăсса.
Тĕрĕсмарлăх сăна
пĕр хутчен мар хĕретĕ,
Малалла
Атьăр, летчик пулар-и,
Хĕвел патне вĕçер-и?
Унăн ылтăн укине
Пĕрчĕн-пĕрчĕн суйлар-и?
Атьăр, летчик пулар-и,
Уйăх патне вĕçер-и?
Унăн çутă сăн-питне
Пĕр чуптуса илер-и!
Атьăр, летчик пулар-и,
Çăлтăр патне вĕçер-и?
Савнă сарă хĕрсене
Çăлтăр мăя пиллер-и!
Атьăр, летчик пулар-и,
Çĕр тавралла вĕçер-и?
Хамăр çĕршыв хăватне
Тĕнче умне çĕклер-и!
Ирпеле ирех тăрап та
Тухап улма пахчине.
Шăпчăксем юрра яраççĕ
Ытарма çук чаплине.
Ирпеле ирех тăрап та
Тухап ыраш пуссине.
Çакăн пек вăйлă тыр-пулă
Эп курманччĕ ӳснине.
Ирпеле ирех тăрап та
Курап хĕвел тухнине,
Çичçĕр çитмĕл çеçке-çулçă
Куçĕсене уçнине.
Юрлама-ташлама пĕлмен çынна тункатаран тунă теççĕ. Ваççа пирки те çапла калама пулать-и, тен? Çирĕм пилĕк çула çитсе те ял умĕнче савăнса курман вăл.
Шкулта вĕреннĕ чухне Ваççан тус-тантăшĕсем хорта юрлатчĕç, тĕрлĕ яла кайса концертсем лартатчĕç. Ваççа вĕсемпе çӳремен. Тусĕсем те чĕнсе курман ăна. Пĕлмен çынпа мĕн тăвăн? Çав туссенчен хăшĕ-пĕри кăна яла юлчĕ, ыттисем хулара пурăнма пуçларĕç. Шăматкунсемпе вырсарникунсенче килкелеççĕ. Эх, ташлаççĕ те вара вĕсем клубра!
Ваççа хулана каймарĕ. Салтакран килчĕ те ялтах ĕçлеме тытăнчĕ. Малтанласа Шупашкаралла вырнаçма шухăшĕ те пурччĕ-ха унăн, анчах пĕччен амăшне епле пăрахса хăварăн? Халĕ вăл ун-кун пирки шухăшламасть те. Ялта хăнăхнă. Ялтах пурăнма аван. Анчах каçĕсем ытла пĕрешкел-çке? Кичем. Ял клубĕнче те интересли нимех те çук. Каччăсем пурте, унран çамрăкраххисем те, аслăраххисем те хĕрсемпе çӳреççĕ. Ваççа кăна пĕччен. Хĕр тени çук ун.
Юрату пирки Ваççа нумай илтнĕ. Телевизорпа та сахал мар кино курнă. Пĕлтĕр тата Галя билиотекарь вулама сĕнсе пĕр кĕнеке парса ячĕ. Кĕнеки килĕшрĕ. Ятне манса кайнă ĕнтĕ. Темĕнле Сильва çинчен каласа панăччĕ унта çыравçă.
Малалла
Кинемипе мучи каяççĕ
Автобуспа тĕп хулана.
Хутран-ситрен калаçкалаççĕ, —
Каяççĕ пулĕ хăнана.
Шур çӳçлĕ пуçĕнчи картус —
Ӳкес пек чалăшнă мучин.
Арпашнă пек тата шур çӳçĕ
Ĕшеннĕ сăнлă кинемин.
«Çул самаях-мĕн ĕшентерчĕ,
Кăшт шуç-ха», — терĕ мăшăрне.
Мучи çине вăл тĕршĕнтерчĕ
Те тĕлĕрес тесе пуçне...
Хутран-ситрен калаçкалаççĕ
Юнашарсем хуллен кăна.
Кинемипе мучи каяççĕ
Автобуспа тĕп хулана.
■ Страницăсем: 1... 621 622 623 624 625 626 627 628 629 ... 796
|
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...