Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕрлĕ тюльпанАтте пилĕХĕллехи каçсенчеУтартаСалампиПограничниксемЙĕрсем

Помидор


Кĕркунне. Çĕрле. Тĕттĕм.

Пĕр ял. Сас-хура çук. Ял-йыш çывăрнă.

Майпе, майпе, урам хапхине уçса, пĕр килтен урама тухрĕ йăпшăнса пĕр çын.

* * *

Унталла-кунталла пăхкаларĕ. Карта çуммипе утса пырать ку.

* * *

Пĕр кил тĕлне çитрĕ. Пӳрт çумне пычĕ. Хапхи енчи кĕтесе, пĕр пĕрене пуçне, шак-шак, шаккарĕ виçĕ хут.

* * *

Пăртак тăнласа тăчĕ. Хапха патне пычĕ. Пĕчĕк калинккене, хăлăпĕнчен çĕклерех уçса, ку киле картишне кĕчĕ. Ура вĕççĕнтерех утса, ик аллипе хыпашлакаларах пырса, алкумне ухрĕ вăл.

* * *

Пӳрт алăкне виç хут шаккарĕ. Каллех пăртак тăнласа тăчĕ. Сас мĕн илтĕнмерĕ. Алăка тĕртсе пăхрĕ кăшт. Алăк уçăлчĕ. Пӳрте кĕчĕ ку çын. Алăка хупрĕ майпе.

* * *

Пӳртре тĕттĕм. Пăртак кăна кантăксем курăнаççĕ.

Ерипе чĕнет ку çын: — Ман килес, Улю кин. Кин, Улю кин! Эп килтĕм те-ха... Çывран пулĕ эс; ан хăра-ха çĕрле килнĕрен, — тет пӳрте кĕнĕ çын.

Анчах ку çын сассине хирĕç тĕттĕм пӳртре никам та чĕнекен çук.

Малалла

Çулсем-йĕрсем


Иеллĕ те йĕрĕхлĕ сулăнкă-лакăм,

Учук çырмисем, сакăлта вар-васан...

Эп мар сире саврăм, эп мар халапларăм,

Ача-пăчана сирĕнпе хăратса.

 

Хĕлле çил-тăманлă, çулла сĕм тусанлă,

Ялан арçуриллĕ çулсем те йĕрсем!

Эп мар сирĕнпе хуйхă-суйхă пусарнă,

Сăвва-юррăма сире май ĕнерсе:

 

Кĕрпе кĕрен-сарă, çулла йăлтăр ешĕл,

Ялан ӳхĕлле çӳçенен сĕм вăрман!

Эп мар кайăку сан, эс мар чĕрене шел,

Эп мар канлĕх суннă сана çывăрма.

 

Анчах çав тĕлленчĕк çĕршывăн сăн-пичĕ

Пĕртемлĕ çанталăк вăййи-тĕррисем —

Суранăм мана паян кун аса килчĕ,

Чĕре варрине çĕçĕлле тирĕнсе.

 

Мĕн чухлĕ тискерлĕх, мĕн чухлĕ суялăх,

Мĕн чухлĕ айванлăх! (Ан ил йывăра).

Паян тата манăн сана, чăтăм-халăх,

Ыйху тутлă пултăр", — теес-ши вара?

 

Эп мар сан пуçелĕк, эп мар сан вителĕк,

Çемçе тӳшекне те эс ан кĕт манран.

Сана эпĕ сиплĕ вĕлтрен пек вĕтелĕп:

Ĕçчен ал-уру сан сахал хăпарман.

 

Вĕтелĕп те — хам та эп канăç пĕлеймĕп,

Малалла

Кĕрхи йĕпе-сапаллă каç...


Кĕрхи йĕпе-сапаллă каç

Çилсем лăкаççĕ алăка,

Чӳречене... Лăкаччĕрех!

Симпыл вĕрет кĕрекере.

Тăхтавлă сыпкăмсемпеле

Ăна, кичемлĕхпе пĕрле,

Ĕçетĕп эп. Ĕçеп пĕччен,

Инçе хам тенĕ çынсенчен:

Инçе ачалăх туссенчен,

Яш тантăшăмсенчен инçе,

Инçе хам çамрăклăхăмран,

Хавасăмран, шухлăхăмран;

Инçе çитмен ĕмĕтсенчен,

Телей пек илĕртен чечен

Юратуран, сив мухтавран —

Инçе, инçе, эп... катара!

 

Сиктĕрме

Каллех палланă евĕрсем...


Каллех палланă евĕрсем —

Ĕлĕкхиллех, чĕп-чĕррĕнех

Асилĕнче — кĕвве кĕрсе

Ыраттараççĕ чĕрене.

 

Каллех, çак кантăкран пăхса,

Апрель тумлавĕпе пĕрле

Юхтар — ăшра — куççуль: тасан.

Ачан, кĕл тунă евĕрлех.

 

Каллех — йĕпе тротуара

Вăл халь тиркемĕ тесе,

Сăна, итле те тух, вара —

Йăван тирпейсĕр кĕтесе!

Эс марччĕ пĕрремĕш, эс мар юлашки, тен...


Эс марччĕ пĕрремĕш, эс мар юлашки, тен...

Паллах, кунпала каппайни килĕшмест.

Анчах ку таран эс манран юлман шит те,

Пĕр çавăншăнах çак сăвва тивĕç эс.

 

Ăçта эп пырсан та — çĕршыв ал тымарĕ

Тапатчĕ ман сисĕмсĕр мар ӳтĕмре.

Анчах никам майлă та чунăм выртмарĕ:

Сан хыççăн пурне те тиркет пек чĕре.

 

Кĕслен эп пуçларăм, сăрнайăн ĕнертĕм,

Эп пултăм трибун халăх ушкăнĕнче.

Анчах сан çинчен калаймарăм пĕрне те,

Эс шав ман ăшра пурăнаттăн пĕччен.

 

Пуçтах тĕнчекасмăш, хастар çул çӳревçĕ,

Сăрлавсăр артист, ывăнми çăмăлттай —

Эп куртăм йăлтах: çил ман витĕр вĕретчĕ,

Лӳшкетнĕ сив çумăр мана хăмăлта.

 

Эп аслă çулсен хĕрринче çĕр каçаттăм

Сурат çумнелле йăпшăнса сăввăмпа.

Мĕскер эп тĕнчешĕн? Тусан пĕрчи, атом.

Анчах эс хистеттĕн: шыра çĕн шăпа!

 

Эп пулăçăсен киммипе Атăл урлă

Вашлатнă, çунан вутсене виртлесе.

Эп пулнă хаваслă, салхуллă та пулнă,

Сана, ăшăмри пĕр сана итлесе.

Малалла

Сăлпăран


Пĕлĕт хăмăр, çилĕ — хирĕç,

Куç уçма çук сăлпăран.

Вак пăрсем тăхлан пек тиврĕç

Пĕрчĕн-пĕрчĕн çамкаран.

 

Хăçанччен хур курĕ нурĕк,

Килсĕр-çуртсăр пуçăм ман?

Хăçанччен кастарăп-çӳрĕп

Е утпа эп, е çуран?

 

Пăх-ха, лавăç: курăнмасть-и

Хăй çути тавраш малта?

Пур-и, лавăç, улăм ластăк

Ĕшенсе килен ута?

 

Пур-и санăн пĕлĕш-тантăш

Çак çĕршыв тăрăхĕнче?

Ăшăнасчĕ те халь ман кăшт,

Хырăм та хыр тăрринче.

 

Кĕл çине — шултра паранкă,

Ума — çутă сăмавар...

Кӳр-ха, лавăç, юрттарам-ха,

Тилхепе мана тыттар.

 

Пĕлĕт хăмăр, çилĕ — хирĕç,

Куç уçма çук сăлпăран.

Вак пăрсем тăхлан пек тиврĕç

Пĕрчĕн-пĕрчĕн çамкаран.

 

Мĕн хыпар-ши, мĕн хăмар-ши, —

Телефон юпи улать:

Ĕмĕтри телейĕм мар-ши

Е инкек картлать çула?

 

Ăçтарах эс, пуçăм выртăн:

Аташса çĕтнипеле,

Чĕмере лексе е ыррăн —

Сарăмлах-ши вилмелле?

 

Малалла

«Килти» çăмарта


— Канаша ĕçпе кайсан, — каласа пачĕ Евкен кинемей, — пасара кĕтĕм. Апат-çимĕç таварĕсен хакĕпе кăсăклантăм. Канашра хаксем пирĕн ялтинчен чылай йӳнĕрех мĕн. Ахаль каламан "ялти сутă — Мускав сутти" тесе. Ретсемпе çӳренĕ чух курах кайрăм: пирĕнтен виçĕ кил урлă пурăнакан Хвекла çăмарта туянать, карçинккипех тултарнă. Эпĕ, вăл Канашра йӳнĕрехпе туянса хаклăпа ярăнтарнине илтнĕскер, куçне курăнас темерĕм, пăрăнтăм. Вăл тухса кайсан çеç çăмарта сутнă çĕре кайса пăхрăм. Пĕр теçеткине вун пилĕк-вун ултă тенкĕпе сутаççĕ.

Тепĕр кун район центрне пасара çитрĕм те Хвекла çăмарта сутса ларнине куртăм. Пĕр карçинкка çăмарта.

— Мĕн хакли пултăр, килти çăмарта вĕт, — шапăлтатать Хвекла. — Çирĕм пиллĕкпе сутнăччĕ те, пĕрер тенкине чакарса парăп илетĕнех пулсан... Ара, чăхсене мĕн чухлĕ комбикорм, тулă çитеретĕп. Йӳне лармасть пĕртте...

— Чăхху питĕ йышлă-им? — кăсăкланать çăмарта туянаканни.

— Нумай, нумай. Вăтăртан та ытла. Тăрантарса çитерме çук.

Кӳршĕсенчен илтнĕччĕ: унăн виçĕ чăх та пĕр автан çеç мĕн. Çуркунне Канашран купăста, помидор калчисене илсе килсе хам ӳстертĕм тесе сутнине те пĕлетĕп.

Малалла

Уçăлма каяймарĕ


Патвар каччă Саша тантăшĕ патне ирех васкаса кĕчĕ. Гена диван çинче выртать.

— Гена! Паян ирех вăрмана йĕлтĕрпе кайма калаçса татăлнăччĕ вĕт, — васкаса калаçать Саша, — мĕн кахалланса выртатăн? Тăр часрах, тумлан. Йĕлтĕрсене хатĕрлерĕн-и?

— Ах! Саша! — диван çинчен тăрса ларнă май чирлĕ çын пек калаçма пуçларĕ Гена. — Нуша-ха... Каçхине Ваççапа самаях янă та, пуç çурăлса тухать, мухмăр чĕртмелли те çук. Йĕлтĕрсене те хатĕрлеймерĕм вĕт, выртаççĕ пулĕ-ха сарайĕнче. Халех кӳрше, Макçăм патне кайса килетĕп. Унăн мухмăр чĕртмелли пур-ха яланах. Эсĕ каятăн пуль, нумай кĕттерес килмест сана. Мухмăр чĕртсенех вăрмана тухса пыратăп.

Тулли уйăх — лирика çул пуçĕ...


Тулли уйăх — лирика çул пуçĕ —

Ак каллех сана ас илтерет.

Эс кулатăн, кăмăлу сăн уçă,

Йăлтăртатрĕ шур шăл икĕ рет.

 

Эс кулатăн манăнми, пĕртен-пĕр

Хăвна çеç пилленĕ куллупа.

Кул, выля! Анчах ан иккĕлентĕр

Куçусем тăван сенкер тупа.

 

Сăвăçăн сăмахĕ сăн-сăпатлă,

Çавăнпа тупа та тĕссĕр мар.

Эп пĕрре çуралнă, пĕрре ватлăп,

Çавăнпа васкатăп та çырма.

 

Сăввăмсен кун-çулĕ хамран иртĕ:

Этем чунĕ ирĕкленнĕ чух

Шӳлкеме-сурпан та, катан пир те

Сăвă чухлĕ кирлĕ пулас çук.

 

Эс кулатăн, кăмăлу сан уçă,

Мĕншĕнне пĕлетĕп, ан кала...

Тулли уйăх — лирика çул пуçĕ —

Хутăшайрĕ кайрĕ санпала.

Хура каç. Шурă юр...


Хура каç. Шурă юр.

Темле Блок хĕлĕ пекрех.

Çак вĕçен сив кипекре

Иртнĕ тӳсĕм йĕрĕ пур.

 

Çил... çил... чăтма çук!

Пĕтĕм шăтăк-шăхăра

Шăхăртать, улаттарать.

 

Увертюра пуçлас чух.

Çавăн пек пулать вара,

Пуçра сăвă ӳснĕ чух

Çавăн пек пулать вара:

Чĕрен кашни чĕлĕхне

Ĕнерсе пусса пăхан;

Килĕшмесĕр тĕлĕнен,

Авкалатăн сăмаха,

Хăвна çеç кирлисене

Кăларатăн йăлт хуса,

Е — сасартăк пĕр енне

Хайăран та — шарт хуçан.

 

Революципе тан ут,

Итле унăн музăкне!

Унта çеç хавхалану,

Вăл çеç çутă кун сĕнĕ.

Унпа çеç сан таланту

Хăтăлĕ те усĕнĕ.

 

Хура каç. Шурă юр.

Блок хĕлĕ-и, ман хĕл-и,

Кирек камăн пултăр — пур

Шанчăк, çухалман халĕ:

Хура каç — сенкер ирччен,

Шурă юр — ешĕл çурччен.

■ Страницăсем: 1... 649 650 651 652 653 654 655 656 657 ... 796