Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ылтăн вăчăраПурнӑҫ утравӗсемПулать-çке пурнăçраХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхЙытă тĕлĕкĕАсамат кӗперӗ сӳничченИрĕк çил

Чечексем — пирĕн туссем


Пĕррехинче Ларисăпа иккĕн шкултан таврăннă чухне çул çинче икĕ илемлĕ чечек куртăмăр. Пĕри — нарцисс, тепри — гладиолус. Нарцисс шурă чечек кăларнă, гладиолус çурла уйăхĕнче çеç çурăлĕ. Сасартăк питĕ çепĕç сасă илтĕнчĕ, чечексем пирĕнпе калаçаççĕ иккен.

— Ачасем, пире шăварма ахаль шыв мар, чĕрĕлĕх шывĕ тупса килĕр, тархасшăн, — йăлăнчĕç вĕсем.

Эпир чечексене пулăшас шутпа çула тухрăмăр. Кĕçех çӳл тӳперен вĕрен çакăнса тăнине куртăмăр. Ун тăрăх хăпартăмăр та пысăк кӳлĕре шуйттана асăрхарăмăр. Вăл та пирĕнтен чĕрĕлĕх шывĕ ыйтрĕ.

— Мĕн тăватăн эсĕ унпа? — интереслентĕмĕр эпир.

— Мана усал тухатмăш шуйттан туса хучĕ. Чĕрĕлес килет.

Лариса тупса килнĕ шыва шуйттан ĕçсе ячĕ çеç — унтан çеçпĕл пулса тăчĕ. Вăл пире тав туса икĕ тымар парнелерĕ,

— Ăçта каяс килет, çавăнта чупăр, — терĕ.

Эпир чупсан-чупсан çул икĕ пая уйрăлнă çĕре çитрĕмĕр. Лариса сарлака çулпа чупса кайрĕ, эпĕ — ансăррипе. Кĕçех пысăк юман умне тухрăм. Ун çине хăпартăм та йĕри-тавра тĕрлĕ чечек ешернине куртăм, хĕрли, кăвакки, сарри…

Юман тăрринче ларакан тăмана мана кашни чечек çинчен пĕрер тумлам сĕткен пухма хушрĕ. Чĕрĕлĕх шывне пуçтарсан эпир килелле чупрăмăр. Çул çинче пире усал тухатмăш тапăнчĕ, пирĕнтен сиплев шывне туртса илесшĕн пулчĕ. Эпир ăна улталарăмăр, чĕрĕлĕх шывĕ вырăнне вилĕм шывĕ патăмăр. Вăл ăна ĕçсенех чул пулса тăчĕ.

Малалла

Карели каçĕ калама çук капăр...


Карели каçĕ калама çук капăр,

Карели каçĕ кантăк пек кăвак.

Ак, иртсе кайрĕ шартлама декабрь,

Çăлтăрсем тухнă аслă пухăва.

 

Чăн тӳпере йăл-йăл туса çиçет пĕр

Çап-çутă çăлтăр — Çурçĕр çăлтăрĕ.

Эпир санпа вăрман тăрăх вĕçетпĕр,

Шуса пыратпăр çулсăр çул тăрăх.

 

Çеп-çемçе мамăк пек выртать-çке юрĕ,

Тытса анчах пыр çăмăл йĕлтĕре.

Çак капăр каç та тин янранă юрă

Ак кĕç иртсе юлаççĕ пĕлтĕре...

 

Çул иртрĕ... Мĕнешкел янравлă çулччĕ!

Умра çап-çуттăн уçăлать инçет.

Çул иртсе кайрĕ! Илемлĕн иртсе юлчĕ

Сан шăнкăрав куллупа вĕçленсе.

 

Сан куллунта пирĕн кунсен янравĕ,

Тулли хаваслă çамрăклăх сасси.

Санра — çĕршыв чеченлĕхĕ, манра вăл, —

Пирте — çĕршыв ыранĕ, пуласси.

 

Пирте çĕршывăн шанчăкĕ, тĕрекĕ,

Эпир пĕлетпĕр пăшалпа утма.

Çăмăллăн çеç шăван çак йĕлтĕре кĕç

Кирлĕ çĕре пултарăпăр тытма.

 

Вĕç, тусăм, вĕç, юр йăлтăрккисем тăрăх!

Ӳлĕм, çăлтăрлă янкăр каçсенче,

Малалла

Çăлтăр парнелерĕм


Юратнă аннен çуралнă кунĕ çывхарса килет. Ăна ырлăх-сывлăх сунса мĕн парнелес-ши? Тен, çăлтăр? Вăл яланах çутатать, малашлăха ĕмĕтлентерет. Каçхи тӳпере çăлтăр питĕ нумай, пуçтарма çеç ан ӳркен. Анчах унта епле çитес-ха? Акă уйăх çутатать, майĕпен çӳлелле хăпарать. Эпĕ те уйăх хыççăн утрăм.

— Эсĕ ăçта каятăн? — ыйтать манран çутă уйăх.

— Мана илемлĕ пĕр çăлтăр кирлĕ, — тетĕп ăна.

— Сана кирлĕ çăлтăр кунта çук. Ăна çичĕ тинĕс леш енче çеç тупма пулать.

— Халĕ манăн мĕн тăвас-ха?

— Эпĕ сана çăмха паратăп, эсĕ ун хыççăн чуп, — хушрĕ уйăх.

Эпĕ вăл панă çăмха хыççăн чупма пуçларăм. Нумай-и, сахал-и — пăх та кур, çул çинче кăмпа макăрса ларать.

— Мĕн пулчĕ, мĕншĕн макăратăн? — ыйтрăм унран.

— Мана никам та татмасть. Эпĕ япăхланса кайма пултаратăп вĕт, — нăйкăшать вăл.

Эсĕ мĕн ятлă?

— Уплюнкка.

— Апла пулсан тататăп.

Эпĕ çав кăмпана татрăм çеç — тепри сиксе тухрĕ. Самантрах витре те тулчĕ. Тав туса çип хыççăн малалла вĕçтертĕм. Тинĕс хĕрне çитрĕм. «Халĕ мĕн тăвас-ши?» — тесе пуçа ватса тăраттăмччĕ çеç, — ман ума дельфин ишсе пычĕ.

Малалла

Санра — çуралчĕ пултарулăх...


Санра — çуралчĕ пултарулăх.

Мĕн кĕтет сана çак çĕр çинче?

Пĕр енчен чĕнет — мăнкăмăллăх.

Илĕртет хисеплĕх тепринчен.

 

Эсĕ вара хăшне сăнан,

Иккĕшĕнчен хăшне суйлан?

Мулкач йĕрне ӳкнĕ вĕшле пек...


Мулкач йĕрне ӳкнĕ вĕшле пек,

Пĕр шухăш çӳрет ман хыçран:

Этем пултарсассăн вĕçме те —

Ӳкет те, апла, хушăран.

 

Чуна-и, ăса-и тăллатăн,

Сĕнксе айлатни — пĕр самант.

Тĕнче сасне пурпĕр тăнлатăн,

Тĕнчийĕ вара — асамат.

 

Ахаль те-ха кирлĕ вăй-халĕ,

Çĕклетĕн усăннă пуçа.

Кӳтсе йынăшни те çухалĕ

Чĕнсессĕн ăста купăсçа.

 

Мулкач йĕрне ӳкнĕ вĕшле пек,

Чăн шухăш çӳрет ман хыçран:

Этем пултарсассăн вĕçме те —

Ӳксен те тăрайĕ кайран.

Шăплăхри юмах


Шăплăхра шăп юмах

çуралчĕ.

Вăл шăппăн тухрĕ те —

çухалчĕ.

Эп — хыçалтан.

Ăна малтан

хĕрлĕ мăкăнь çинчи

сывлăмра асăрхарăм.

Каярах — ращари сывлăшра.

Эп сукмакпа пыраттăм,

Вăл — ман умра.

Аякран вăл калать:

Эп кунта.

Пăхатăп та — вăл пĕчĕк кăмпа,

Тем калаçать такампа.

Ыйтатăп хуллен:

Мĕн калаçатăн? Кампа?

Кил хам пата.

Тыт, — терĕ те,

пулă пулса,

чăмрĕ шыва.

Ĕнтĕ вăрман кашлать


Ĕнтĕ вăрман кашлать, вăрман кашлать,

Турат çумне турат хушас тет пуль.

Йăпатать те йĕкĕт хĕрне ачашлать,

Хĕрĕн ик куçĕнчен тумлать куççуль.

 

Умра авкаланать çул, тăсăлать.

Йывăçсене сирсе ик еннелле.

Йĕкĕт кайма тухнă инçе çула,

Инçе çула — Хĕвелтухăçнелле.

 

Унта çĕршыв чикки ăна кĕтет,

Вăл сыхлама каять Тăван çĕрне.

Телейлĕ çул сунать хĕр йĕкĕте,

Йĕкĕт сывлăх сунать савнă хĕрне.

 

Йĕкĕт сывлăх сунать, телей сунать,

Хĕрне илме килетĕп, тет, хĕлле.

Хĕр хумханать, хĕрĕн чĕри çунать,

Хĕл кунĕччен епле-ши кĕтмелле?

 

Пуйăс сасă парать, ав, инçетрен,

Лавăçи васкатать пуйăс тĕлне.

Хĕр куçĕнче ачаш куççуль чĕтрет,

Савни ăшшăн шăлать ун куççульне.

 

Савни ăшшăн шăлать те ачашлать:

- Эп манмăп, эс те ан сивĕн, юрат...

Ĕнтĕ вăрман кашлать, вăрман кашлать,

Турат çумне хушас тет пуль турат...

Таньăна çăлтăр парнелерĕм


Кĕçех Татьяна кунĕ çитет. Манăн Таня ятлă тусăм пур. Ун валли уяв ячĕпе парне шырама пуçларăм. Мĕн парнелес? Вăрманта парне тупма пултарăп-ши?

Вăрманĕ çывăхах мар çав, эпĕ унта çитнĕ çĕре каç та пулса ларчĕ. Кашкăр ӳлени илтĕнчĕ. Хăрасах кайрăм, пĕр йывăç çумне таянтăм. Темĕнле сасăсем илтĕнеççĕ — йывăç айĕнчи йăвара мулкач çурисем макăраççĕ иккен.

— Мĕн пулчĕ? — ыйтатăп вĕсенчен.

— Пирĕн аннене кашкăр çисе ячĕ.

— Ан хăрăр, эпĕ сире пулăшатăп, — хавхалантартăм пĕчĕк тусăмсене.

Ирхине кашкăр йăви патнелле утрăм. Çул çинче мулкач куртăм. Вăл кашкăр йăвинче иккен. Эпĕ ăна хăтарасшăн пултăм. Анчах мана хирĕç кашкăр тухрĕ.

— Эсĕ мана çиме ĕлкĕрĕн-ха, унччен çак тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕл, — терĕм ăна.

— Юрĕ эппин, — килĕшрĕ кашкăр, анчах та пĕр тупмалли юмахăн тупсăмне те пĕлеймерĕ. Унăн мана та, мулкача та ирĕке яма тиврĕ. Кĕске хӳре мана тав туса кавир-самолет парнелерĕ. Эпĕ ун çине лартăм та çăлтăрсем патне вĕçсе кайрăм.

— Таньăна мĕн парнелем-ши? Эсир мана пулăшаймăр-ши? — ыйтатăп çăлтăрсенчен.

— Таньăн пиллĕкмĕш хутри пĕлĕт çинче хăйĕн вырăнĕ пур, çавăнталла вĕç, — сĕнчĕç вĕсем. Çапла турăм та. Çул çинче пĕчĕк çăлтăра пулăшрăм. Ăна Вупăр карчăк вăрласшăн пулнă иккен — хăйĕн миххине чиксе хунă. Шăтăк михĕрен çăлтăр тухса тарнă. Вупăр карчăк çакна сисмен те.

Малалла

Асамлă çĕрĕ


Мана анне март уявĕ ячĕпе çĕрĕ парнелерĕ, ахальли мар, асамли. Анчах та эпĕ ăна упраймарăм, сак айне ӳкертĕм. Шырарăм — тупаймарăм. Ларатăп йĕрсе. Такам мана çурăмран тĕкрĕ. Çаврăнса пăхрăм та хăрасах кайрăм, арăслан тăра парать. Хăранипе нимĕн те чĕнейместĕп.

— Мĕншĕн йĕретĕн?

Тĕлĕнсех кайрăм, чĕр чунсем те калаçма пĕлеççĕ-ши? Малтанах вăл мана çисе ярать пулĕ тесе шутларăм, анчах та пĕр пысăк кермен патне çитсен чарăнчĕ. Шала кĕтĕмĕр, сĕтел хушшине лартрĕ те мана хăналама пуçларĕ.

— Мĕншĕн макăраттăнччĕ?

Каласа пама тиврĕ.

— Эсĕ Марта ятлă вĕт?

— Çапла.

— Марта, эсĕ мана килĕшрĕн, эпĕ сана хамăн çĕррĕме парнелетĕп, вăл та асамлă.

Çил вĕçсе килет-мĕн. Арăслан мана çил хӳринчен тыттарчĕ те килелле вĕçтертĕмăр!

— Яр мана, — тет çил.

— Тăхта-ха, кĕçех пирĕн кил пулать.

— Яр-ха, яр.

— Киле çитсен çеç яратăп.

Кил тĕлне çитрĕм те çилпе сыв пуллашрăм. Аннене çĕрĕ парнелерĕм, анне те мана çуралнă кунпа пысăк парне тыттарчĕ — илемлĕ кĕпе. Иксĕмĕр те савăнтăмăр.

Хĕрнĕ хăйăр çинче — манăн ят...


Хĕрнĕ хăйăр çинче — манăн ят,

Манăн йĕр хĕрнĕ хăйăр çинче.

Эп — тăратăп уç варкăш кĕтсе.

 

Сивĕ хĕл варринче — санăн ят,

Санăн йĕр сивĕ хĕл варринче.

Эс — тăратăн ăш варкăш кĕтсе.

 

Е тата...

Санăн йĕр хĕрнĕ хăйăр çинче,

Манăн ят сивĕ хĕл варринче...

 

Ма никам та пĕлмест:

Мĕн çитмест этеме,

Мĕн çитмест?..

■ Страницăсем: 1... 655 656 657 658 659 660 661 662 663 ... 796