Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

КĕперКулăш кустăрмиПурнӑҫ утравӗсемАтте пилĕКĕмĕл кĕперЧипер АннаАтăл шывĕ юха тăрать

Тăлăх арăм


Юмах юпа тăрринче,

Хам урхамах çийĕнче.

Вĕçсе-вĕçсе пытăм та,

Килтĕм тухрăм çакăнта

Аслă вăрçă хушшине,

Ик халăх вăрçнă çĕре.

Унта пĕр кун пурăнтăм,

Çак ĕçсене эпĕ куртăм:

Асап курать çичĕ ютра

Çичĕ тăван вăрçăра.

Хам та чăваш пуçăмпа

Часакх сисрĕм чунăмпа

Вĕсем чăваш иккенне.

Ырă сунтăм вĕсене:

"Ырă чăваш тăвансем,

Пĕтчĕр сирĕн тăшмансем!

Çут хĕвелпе çут тĕнче

Вăй паччăр çак кунсенче!"

Çичĕ тăван çапăçать,

Çапăçать те тытăçать.

Сăсар çĕлĕк пуçĕнче,

Шурă тумтир пĕвĕнче,

Симĕс тукмак аллинче,

Сенкер сăнă хыçĕнче.

Вĕçет кăвак урхамах

Кайăкран та хытăрах.

Вĕçет, çӳрет тăлхăрса,

Тăшман пуçне таптаса.

Вăрçă шавĕ шав кĕрлет,

Таврашри çĕр кисренет.

Çичĕ тăван çапăçать,

Çапăçать те çуй тăвать;

Тăшман пуçĕ çĕмĕрлет,

Хура юнĕ сирпĕнет.

Çавна курса тăнипе,

Хам та хытă пăхнипе,

Сехри хăпса тухнипе

Урхамахăм сикрĕ те

Илчĕ кайрĕ туласа,

Малалла

Пускилсем


Пурăннă пакша, пукане, пахчаçă. Пукане патвар пулнă. Пакшапа пукане — пуянсем. Пахчаçă питĕ пĕчĕкскер. Пуканепе пакши пускилте пурăннă.

Пушăн пĕрремĕшĕнче путсĕр пускилсем пахчаçăна пĕçерккĕ параççĕ. Пахчаçă питĕ пăшăрханать. Пускилсем путсĕр пулнишĕн пăшăрханнă пахчаçăна пӳртре пуçтарма пулăшнă. Пукане, пакша, пахчаçĕ пĕрле питĕ паха пурăнма пуçланă, пĕрлех пыл, пан улми пухаççĕ, пĕремĕк, пĕлĕм пĕçереççĕ. Пахчаçĕ пукане пакшана пурçăн пусма парнеленĕ.

Паян пурте праçнике пуçтарăннă. Пускилсем праçнике пынă. Праçникĕ питĕ паха пулнă.

Йĕри-тавра темĕн чухлĕ чĕрчун...


Йĕри-тавра темĕн чухлĕ чĕрчун: мулкачсем, упасем, кашкăрсем, тилĕсем… Пуринпе те алă тытсах паллашрăм. Хĕл Мучипе юнашар – Юр Пике. Хĕл Мучи эп хăнана килнĕшĕн савăнчĕ, чей ĕçтерчĕ, кукăль çитерчĕ, тортпа хăналарĕ. Вăл мана, «Лайăх ача», – тесе мухтарĕ. Укçа, машина, темĕн чухлĕ елка парнисем парса савăнтарчĕ.

Юр Пике мана хăй çĕлесе эрешленĕ платье парнелерĕ. Ташламаншăн ятларĕ. «Лайăх вĕрен», — терĕ.

Эпĕ вĕсемпе таçта та çитсе куртăм. Савăннипе маччана çитиех сикрĕм. Пыл та çу çисе пурăнтăм. Хĕл Мучи панă укçапа кирлĕ япаласем илсе тултартăм. Эпĕ тем çӳллĕш сикнине курсан физкультура учительне, «Çав хĕрачана «5» паллă лартса пар», – терĕ Хĕл Мучи. Çил çунатпа ярăнтарчĕ. Пулăсем, китсем, акулăсем кăтартрĕ. Крокодилпа та ярăнтарчĕ. Йăтса çӳрерĕ. Юр Пике те мана карусельпе ярăнтарчĕ, вăл та парне, пысăк хитре пукане пачĕ. Эпĕ уншăн питĕ савăнтăм, савăннипе тĕнче тавра чупса çаврăнтăм. Юр Пике питĕ илемлĕ юмах вуласа пачĕ.

Эпĕ те Хĕл Мучипе тĕл пулса «Ăçта пурăнатăн?» – тесе ыйтсан, вăл мана, «Çурçĕрте», — терĕ. Пăлансем çине лартăмăр та вĕçтертĕмĕр кăна. Ӳкме пуçларăм та, Хĕл Мучи сухалĕпе ярса илчĕ, ӳкме памарĕ. Хирĕç бегемот килет. Вăл та лартса кайма ыйтрĕ. Лартрăмăр. Юр Пике патне çитрĕмĕр.

Малалла

Кĕрхи хунав


Чĕтренсе çĕкленет чĕрĕ хулă.

(Йывăç мар та-ха вăл халлĕхе.)

Ĕмĕт витĕр ялтрать çутă кулă

Шантарса çĕнессе сив хĕле.

 

Вăл сасартăк туять: пур ун уçлăх,

Илемпе илĕртен çут тĕнче.

Пур хăват — сахалтан та çĕр çуллăх,

Çирĕпех-мĕн ларать çĕр çинче.

 

Пур иккен-ха тата сĕткен çулĕ

Этемре юнтымар пулнилле.

Хура çĕрĕн телейĕ, куççулĕ

Сăрхăнать çав хунав еннелле.

 

Чĕр çынпа тăванлах чĕрĕ йывăç,

Çуралса пурнасси — пĕр кăкра.

Тымарне хуплама йĕкĕр ывăç

Эпĕ сапăп пырса нӳр тăпра...

Ак кунта ман телейĕм çаранĕ...


Ак кунта ман телейĕм çаранĕ,

Ак кунта ырă ĕмĕт кӳлли.

Тунсăхпа савнăçран ун çыранĕ,

Кулăпа куççульрен вĕт пулли.

 

Çĕр çинчех çутă çăлтăр кăвайчĕ,

Ашăмри сăмахсен йăл кулли.

Халиччен те йăшман ун хăвачĕ...

Авăнать шухă шухăш вулли.

Шар! çурса чĕрене, вăрттăн шухăш...


Шар! çурса чĕрене, вăрттăн шухăш

Саркайăкла вĕçет вĕçсĕрлĕхе.

Кайрай, сенкер çутта куçса, пĕр хушă

Çул тӳпене вăл çаврăнать. Çĕрле

Никам та курас çук пуль-ха тесе.

 

Тĕлĕрместех иккен сăмах хуралĕ.

Хальччен пĕлменнине пĕлес тесе,

Курманнине курмасăр-и хăварĕ?

Хăй майлă пĕветсе хура тĕсе

Перет вăрттăнлăха çил авăрне.

 

Ирпе тăратăп канăçсăррăн, пушă.

(Çурхи чуна вырнаçнă-ши хĕлле?)

Çынсем ăша пĕлни-и-мĕн хăрушă?

Мулкач йĕрне ӳкейнĕ вĕшлелле

Хура сăмах янкать-мĕн хыçăмран.

 

Шанатăп вăхăта:

Сенкер çутта куçса, сар кайăкла

Чăн шухăшăм таврăнĕ каялла.

Вăрмана кайрăм...


Вăрмана кайрăм. Пĕр-ик утăм турăм-ши е тăваймарăм — çил-тăман пуçланчĕ. Пăхатăп та, Хĕл Мучи чăрăш умĕнче тăра парать.

— Хĕл Мучи, эсĕ чăнниех-и?

— Чăн-чăнниех.

— Апла пулсан, эсĕ манăн ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăн пулĕ?

— Ĕмĕтсем? Нумай-и вĕсем санăн?

— Ытлашши нумаях мар.

— Каласа пар-ха эппин.

— Эпĕ лайăх вĕренесшĕн. Яланах.

— Кăна пурнăçлама пулать. Ытларах çеç тăрăшмалла.

— Эсĕ мĕн пур çынна ĕç укçи вăхăтра пар-ха.

— Тăрăшса пăхăп.

— Эп Африкăна кайса курасшăн. Унта слон çинче ярăнасшăн, пĕчĕк тигр çурине илесшĕн.

Çак самантрах Африкăна çитсе тăтăм. Слон çинче ярăнтăм, — тигр çурине тупаймарăм.

Çакăн хыççăн Хĕл Мучи мана каялла илсе килчĕ.

Тепĕр кунне каллех вăрмана кайрăм. Тухатмăш карчăка куртăм та хăраса кайрăм. Ун патаккине туртса илтĕм. Пăшалпа пересшĕнччĕ те — таçта тарса пытанчĕ. Вăл пытанчĕ — темĕнле ĕмĕлке сиксе тухрĕ. Чĕтремех пуçларăм. Çав вăхăтра Хĕл Мучи çитсе тăчĕ. Вăл ĕмĕлкене таçта çитиех вĕçтерсе ячĕ. Йĕпе вырăн çеç тăрса юлчĕ. Вăл мана выляса çӳренĕшĕн ятларĕ. Тепре тĕл пулсан мана велосипед, пукане, пĕр хутаç конфет тата елка парнелĕп, терĕ.

Малалла

Чăвашла


Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,

Шăпчăк та юрлать кунта халь чăвашла.

Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Янăрать хавассăн, уççăн, чăвашла.

 

Тĕлĕнсе пăхать-ха, тарăхать тăшман:

«Камсемех эсир, — тет, — калăр,

хăш йăхран?»

Çак чечеклĕ çĕр пин юрă тĕнчинче

Эп çуралнă. Пĕлĕр — ыр йăхран.

 

Сăпкари ача та кулчĕ чăвашла.

Хурăнпа йăмра та — кăмăллă йышра.

Ыр телей пилленĕ Аслă Çĕр çинче

Пурăнма çуралнă пурте пĕр йышра.

 

Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,

Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.

Пин чĕлхеллĕ туслă халăх хушшинче

Калаçса çӳретĕп эпĕ — чăвашла.

Ав, çăлтăр ӳкрĕ умăмрах...


Ав, çăлтăр ӳкрĕ умăмрах,

Хăй хыççăн çутă йĕр хăварчĕ.

Шеллерĕм эпĕ çăлтăра, —

Ун хыççăн хамăн ӳкес марччĕ.

 

Çăлтăр ӳксессĕн, вăл сӳнсессĕн

Пĕр чун каять тет çĕр çинчен.

Çавăнпала калатăн эсĕ:

«Ман çăлтăр тӳпере! Ӳкмен».

 

Вара чун лăпланать. Хаваслăх

Ăша тулмашкăн тапратать.

Пурнакан çĕр, чăнах та, аслăн,

Вĕç-хĕрсĕр пулнăн туйăнать.

 

Сăн-пит çинче йăл-йăлтăр кулă

Ачашшăн выляса илет.

Çынна курсан: «Телейлĕ пулăр!»

Тесе чунтан калас килет.

 

Мĕн пуласса пĕлекен майлă

Пăхатăн эсĕ тавралла.

Ман йăмăксем те ӳссе кайнă,

Хĕр шутне кĕчĕç пулмалла.

 

Ма çăлтăр ӳкрĕ тӳперен!

Тӳпе, тен, хĕсĕк пулнă уншăн!

Ман вăранасчĕ ирсерен

Ĕçпе хĕрен кĕрлевлĕ куншăн...

Çуллапа кĕркунне хушшинче...


Çуллапа

Кĕркунне хушшинче

Çутă вăрттăнлăх пур.

Пурăнать вăл вара

Сар хĕвел çумĕнче

Е

Сар çулçă çинче,

Эс илтмен сасăра,

Эп пулман пулăмра,

Юлашки çумăрта та

Малтанхи шур юрта,

Ыйтура,

Кулăра,

Ытларах —

Пусăнман пусăмра.

Çуллапа

Кĕркунне хушшинчи

Çутă вăрттăнлăх...

■ Страницăсем: 1... 661 662 663 664 665 666 667 668 669 ... 796