Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Атăл шывĕ юха тăратьЮманлăхра çапла пулнăТантăшсемКуçа-куçăнҪул пуҫламӑшӗÇамрăк ĕмĕтХĕрес хывнă хĕвел

Епле ансат çак пурнăçра


Епле ансат çак пурнăçра,

Тӳпе çути, хĕвел ăшши те,

Вăрман, уй-хир – йăлтах санра.

Çак ырлăхсем пурне те çитĕç.

Епле ансат çак пурнăçра!

Тӳпе ялан йăл-йăл кулмасть,

Пулать вут-çулăмлă, пушарлă.

Ун чух – хĕвел те ăшă мар,

Ун чух – çĕн çăкăр та тăварлă.

Çук, пурнăçра пит ансат мар.

 

Телейлĕ кун, сăваплă вилĕм –

Хăшне халь суйласа эс илĕн?

Е шутлăн выçăхса ларма?

Çук, çăмăл мар çав пурăнма.

 

Пыраççĕ ĕçӳсем ăнса,

Ĕçле те, çи те, канлĕн çывăр.

Тепри вилет выçса, шăнса…

Епле çак пурнăçра пит йывăр,

Епле çак пурнăçра ансат!

 

29.09.1971.

Те хам тĕнче курнишĕн кĕркунне


Те хам тĕнче курнишĕн кĕркунне,

Те çимĕçĕ пиçсе çитнишĕн çĕрĕн, –

Çĕн çăкăр пек савса куратăп кĕрĕн

Хура уй-хирлĕ, çумăрлă кунне.

 

Пепкешĕн – амăш сĕчĕ пархатарлă,

Этемшĕн – çĕр. Вăл пурнăç ĕмкĕчи.

Курсам, пĕр ывăç çĕр. Хирте эс тарлăн,

Кайран вăл пулĕ тыррăн пĕр пĕрчи.

 

Çĕн тырă пек ӳстертĕр ман сăвва та

Çĕр сĕткенне илсе тăран чĕрем…

Пĕлместĕп хам та, мĕншĕн пит саватăп

Çуралнă вăхăта – хура кĕре?

Акăш вилĕмĕ


Кашни ир кӳлĕре

Мăшăр акăш çӳренĕ,

Инçетри ют çĕре

Çул тытма хатĕрленнĕ.

Шур тумне çут шывпа тек чӳхенĕ.

Вĕсемпе çут çанталăк киленнĕ.

 

Кĕрхи ир çут кӳлле

Вĕçсе аннă ик акăш

Ах, хăрушă…

Ак тахăш

Пăшалпа. Вăл тĕллет.

Кĕрĕслетрĕ.

Акăш тумĕ хĕрелчĕ.

Кур, çӳле вăй пухса вăл çĕкленчĕ.

Кур, çĕмрен пек вĕçет.

Нăйкăшмарĕ, – юрларĕ!

Вĕçесси тек пулмарĕ.

Паттăр акăш ӳкет…

 

Акăшсем вилес чух нăйкăшмаççĕ,

Акăшсем вилес умĕн юрлаççĕ!

Полиглот


— Полиглот мĕн тени? —

Ыйтрăм эп аттерен.

— Пит нумай чĕлхе пĕлни, —

Вăл мана пĕлтерет.

 

Полиглот, полиглот...

Ĕмĕте хускатать.

Полиглот, полиглот...

Илеймĕп-ши вăл ята?

 

Тытăнтăм вĕренме

Тутарла, вырăсла.

Халĕ сенкью вырăнне

Мерсилеп французла.

 

Вĕренетĕп пĕрмай

Нимĕçле, испанла.

Ак пуçларăм ăнкарма

Китайла, японла.

 

Ĕç ăнать-çке ытла.

Ку çĕклет кăмăла.

Пăлхарла, латинла

Ăнланап çăмăлах.

 

Тиврĕ ман авланма.

Йывăр халь мимене.

Хал çитмест-çке ăнланма

Хуняма чĕлхине.

Америка саккунĕсем


Упăшкан хăй арăмне

Вырăн çинчен кăларса

Хуса яма юрамасть,

Арăмĕн çав право пур.

 

Вергилири почтамтра,

Тем те кирлĕ пулсан та,

Хĕрарăмпа калаçма

Арçынсен пач юрамасть.

 

Пенсильвани штатĕнче

Пушарниксен пушарччен

Пĕр сехет малтантарах

Шыв пăрăхне пăхмалла.

 

Атлантăра никам та

Ни тротуарсем çинче,

Ни сĕтел сунтăхĕнче

Çывăрма пултараймасть.

 

Кăнтăр Каролинăра

Тĕрлĕ çурт-йĕр хуçисен

Пушар тухиччен малтан

Çивиттине сӳтмелле.

 

Оклахомăри саккун

Кирек ăçти шыв-шурта

Пулăсене эрехпе

Хăналама пач чарать.

 

Лос-Анжелесри çынсен

Урамра, кантурсенче

Хĕвел çаврăнăш çиме

Ним чухлĕ те юрамасть.

 

Алабама штатĕнче

Каçхи хунар çутипе

Лĕпĕшсене тытакан

Саккунпа явап тытать.

Вĕри çамрăклăх


Эс çамрăк-и?

Çамрăк!

Хĕрӳ-и?

Хĕрӳ!

Тултар рюкзакна, купăсна ан ман!

Кăтарт ĕçӳпе, çĕнĕ нефть тупман.

 

Эс хатĕр-и?

Хатĕр!

Ыран-и?

Паян!

Çĕр-шыв сана чĕнчĕ, эс турăн тупа.

Ӳксен те, вилсен те шыратăн, тупам!

 

Эс çамрăк-и?

Çамрăк!

Вĕри-и?

Вĕри!

Ал пар кил-йышна, савнине чупту,

Çĕн çул хывмалла, ватмалла сăрт-ту.

 

Эс çамрăк-и?

Çамрăк!

Хаяр-и?

Хаяр!

Пырать çапăçу. Тăшман та хаяр

Хытар чăмăрна – ăна хирĕç каяр!

 

Эс çамрăк-и?

Çамрăк!

Каяр-и?

Каяр!

Ыран-и?

Паян!

Хĕллехи çил


Шурă юра сивĕ çил вĕçтерет,

Çурт çумĕпе çӳлĕ кĕрт çитĕнет.

Хура вăрман кашлани илтĕнет,

Йĕлтĕр йĕрĕ юрпала витĕнет.

 

Сивĕ çилĕ мăръере шăхăрать,

Уй-хир тăрăх ыткăнса ахăрать.

Ака тухнă ачасем ярăнма,

Çилпе харăс выляса савăнма.

Кĕрешӳ


Тĕнчене силлессĕн

Çил сикет çиллессĕн.

Юр юла пек вĕттĕн пĕтĕрнет.

Çул та çук – çухалчĕ,

Шиклĕх çеç çуралчĕ,

Çитрĕм мар-ши пурăнăç хĕрне?

 

… Пăрлă ӳт пĕçерчĕ,

Юр – йĕпе икерчĕ...

Ăш-чикре те ăшалать вутла.

Шур тĕтре, шур лĕпĕш,

Эх, епле шыв лĕпĕ.

Хывăнас пуль, пăчă-çке ытла.

Ку вăл – вилĕ кулă,

Эп чĕрех-ха,

Курăр!

Юн пăрланиччен кӳтем –

Вăй-хала шăмарăп,

Тĕлĕк курса мар эп,

Кĕрешсе вилем.

Эп – этем!

 

Шăл çыртса çул уçрăм,

Хырăмпа эп шуçрăм.

Курăр!

Çитрĕм хам çитес çĕре.

Пурăнăç!

Пĕрре эс,

Саншăн çеç кĕрешĕç

Вут-хĕлхемлĕ

Мĕльюншар чĕре.

Çулталăк


1. Çуркунне

Эх, аван-çке çуркунне!

Аслă вăрман хĕрринче

Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем —

Хĕрлисем, кăваккисем

Çитĕнеççĕ ешерсе.

 

Çутă çырма леш енче,

Ешĕл тумлă вĕтлĕхре

Тĕрлĕ-тĕрлĕ кайăксем —

Çунат çапса шăпчăксем,

Шăратаççĕ кĕвĕсем.

 

2. Çулла

Çутă хĕвел тӳпере

Йăл кулать.

Пĕтĕм çутă тĕнчене

Ăшăтать.

 

Кăтра çăка чечекне

Кăларать.

Чăтлăхра чăпар куккук

Авăтать.

 

Аслă уйра ешĕл хум

Вăй вылять.

Чĕвĕл чĕкеç пĕлĕтре

Явăнать.

 

* * *

Çут хĕвел йăл кулса

Тӳпенелле хăпарать;

Тĕрлĕ чĕрчун йăпанса

Ун ăшшипе савăнать.

 

Аслă уйра тинĕс пек

Сарă тулă хумханать;

Сарă тулă çийĕпе

Хĕвел шевли вылянать.

 

3. Кĕркунне

Вăрмансем çаралаççĕ,

Тахçанах кайнă шăпчăк.

Курăксем сарăхаççĕ,

Тек сикмест ĕнтĕ шăрчăк.

 

Кĕтӳсем те тухмаççĕ,

Малалла

Чыссăр хăна


Килчĕ пĕрре мистер

Америкăран.

Пуртĕме эп кĕртрĕм

Капăр крыльцаран.

 

Вырнаçтартăм лайăх

Чи шеп пӳлĕме.

Йăлт килĕшмелле пек

Хăть хăш этеме.

 

Пăскăртрĕ çапах та

Сиввĕн вăл мана:

«СШАра пăхаç, тет,

Шепрех хăнана».

 

Арăм апатсем те

Тимлĕ хатĕрлет

Кĕнекесем тăрăх.

Джон пурпĕр тиркет.

 

Вăрçă ан тухинччĕ

СШАпа тесе,

Ним те шарламарăм

Эп хирĕçлесе.

 

Лăпкăн çеç каларăм

Çавна çакăн пек:

«Ютра пулни кирлĕ

Ырă хăна çех»,

 

Арăм тата сĕнчĕ

Çакăн пек мана:

«Пурнăçра ан пулччĕ

Эс хăна кăна».

■ Страницăсем: 1... 765 766 767 768 769 770 771 772 773 ... 796