Сергей Кириллов

Сергей Кириллович Кириллов 1878 çулхи çĕртме уйăхĕн 4(16)-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Вăрмар районĕ) Лешкас Мăнçырмара çуралнă. 1885—1892 çулсенче пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Вунтăватта çитсен Ĕпхӳ кĕпĕрнине тухса кайнă. Унта марисен шкулĕнче, Бирскра учительсем хатĕрлекен семинарире вĕреннĕ, пилĕк çул хушши Стерлитамак çывăхĕнчи Ĕссекпуçĕнчи шкулта ĕçленĕ. 1906 çулхи çĕртме—çурла уйăхĕсенче С. Кириллов «Хыпар» хаçатăн редактор-издателĕ пулнă (23—34 №). Вăл Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, Пелепей çывахĕнчи Шаровкăра вăтăр çул ачасене вĕрентнĕ, 1941 çултанпа Красноярск хулинче пурăннă.
С. Кириллов «Мĕскĕн» тата «Ĕçкĕ» сăвăсемпе «Пушкăрт чăвашĕсем патĕнче» тĕрленчĕк-диалогсăр пуçне тутарларан куçарнă, фольклорпа этнографи материалĕсем пухнă. 1961 çулта «Хыпарçăсем» кĕнекере унăн «Хыпар» хаçат редакторĕнче ĕçлени çинчен калакан асаилĕвĕ çапăнса тухнă. С. Кириллов хаçат валли публицистика материалĕ пайтах çырнă, вырăсларан куçарнă. «Хусан» альманахра (1965) унăн ватлăхра çырнă виçĕ сăвви пичетленнĕ.
1966 çулта вилнĕ.
Шухăшсем
En ny rebus til skarpe hjerner — https...
Prakticke triky do domacnosti — https:...
En losning uden besv?r — https://www.....
Descubra um novo truque para sua rotin...
Ideje za brže i bolje rezultate — http...
Attract high-quality visitors to your si...
Ever thought how chuvash...
Idei inteligente pentru via?a moderna ...
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...