Антон Прокопьевич Прокопьев (Антун Мучи) 1883 ҫулта Шупашкар уесӗнчи Шемшер ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫичӗ ҫулта тӑлӑха юлнӑ, ҫын патӗнче ӗҫлесе ӳснӗ. Тӑватӑ ҫул шкулта вӗреннӗ, ун хыҫҫӑн «телей шырама» Хусана тухса кайнӑ, ҫӑкӑр пӗҫерекен хуҫа патне ӗҫе вырнаҫнӑ. Кунта пӗр хирӗҫӳре хӗрӳ каччӑ чӑркӑш хуҫана вӗлернӗ те хуларан тухса тарнӑ, вунӑ-вун икӗ ҫул тӗнче касса ҫӳренӗ. Вӑтӑр тӑватӑ ҫулта салтак шинелӗ тӑхӑнса тӑван ялне таврӑннӑ. Авланнӑ, анчах ун арӑмӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн Антун каллех тӗнче касма тухса кайнӑ: шахтӑра ӗҫленӗ, вӑрман кӑларнӑ, сулӑ юхтарнӑ. Ҫулланса ҫитсен яла таврӑннӑ, колхоз ӗҫне хутшӑннӑ, ҫул тума чул кӑларнӑ.
Антун Мучи ачаран юрра-ташша ӑста пулнӑ. Ун сӑввисем Шупашкар районӗнчи «Ленин ҫулӗпе», республикӑри «Ҫамрӑк коммунист», «Коммунизм ялавӗ» хаҫатсенче, «Тӑван Атӑл» журналта тухнӑ. Колхозник-юрӑҫ юбилейне Шупашкар районӗнче вӑйлӑн паллӑ тунӑ, унта П. Хусанкай сӑмах каланӑ. Унӑн 1959 ҫулта «Ваттисен ячӗпе» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...