Владимир Леонтьевич Садай (Цырульников) 1926 çулхи пушăн 31-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Каша ялĕнче, вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. 1945 çулта Инçет Хĕвелтухăçĕнче Япони империалисчĕсене хирĕç çапăçнă, вăрçă çулĕсем ăна Монголие, Китая тата Корейăна илсе çитернĕ. Демобилизаципе таврăннă хыççăн 1949-1951 çулсенче Чăнлă (Пухтел) районĕнчи «Пĕрлешӳллĕ ĕç» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. 1951 çулта Шупашкара куçса кайнă, унта хаçат-журнал редакцийĕсенче, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. Куçăмсăр майпа СССР писателĕсен Союзĕ çумĕнчи А. М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнчен вĕренсе тухать.
В. Садай повеçсемпе калавсен тата очерксен пуххисене пурĕ 30 кĕнеке пичетлесе кăларнă. Çав шутра «Летчиксем», «Çăлтăрсем тапăра анаççĕ» тата «Аттесемпе пĕрлех кăвакартăмăр» романсем.
В. Садай 1951 çултанпа СССР писателĕсен Союзĕн членĕ пулнă. СССР Оборона Министерствин литература премийĕн лауреачĕ. Вăл 1991 çулхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Писатель пултарулăх ĕçне сăвăсенчен пуçланă. Анчах вĕсем халиччен «пысăк литературăна» кĕмен.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Tired of low website traffic? This video...
Which keywords and locations matter most...
Watch this if you are struggling to get ...
Get increased leads for your chuvash...
Struggling to get targeted leads to your...
Discover the beauty waiting just for you...
Which keywords and locations matter most...
Which keywords and locations convert bes...
Which keywords and locations convert bes...
Which keywords and locations do you need...