Сергей Семёнович Сорокин (Тăванъялсем Сергей) 1886 çулхи çурлан 27-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпернин Пăва уесĕнчи (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕ) Кив Тăванъелĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан, 1898 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне кайса кĕнĕ. 1905 çултанпа тĕрлĕ çĕрте учительте ĕçленĕ, тĕнче вăрçине хутшăннă, пĕр вăхăт районти шкул инспекторĕнче, профсоюз ĕçĕнче те тăнă. 1956 çулта вилнĕ.
Литература ĕçне 1906-1907 çулсенче пуçăннă, ытларах сăвăсем çырнă, вĕсенчен хăш-пĕри «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. Унта «Эрех ĕçĕр!» памфлетпа «Пирĕн чĕлхе» статйи те тухнă. Çав çулсенчех вăл Анатри Тимĕрçенте (халĕ Чĕмлĕр облаçĕн Чăнлă районĕ) «Хайхи» ятпа алпа çырнă журнал кăларса тăнă, унта тĕрлĕ авторăн хайлавĕсене, революци юррисемпе А.Кольцов, Т.Шевченко Г.Тукай сăввисен куçарăвĕсене кĕртнĕ. Поэт совет тапхăрăнче те чылай çырнă.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...