Василий Романов
Василий Николаевич Романов 1954 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел ялĕнче çуралнă.
1971 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă, çав çулах И.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетне кайса кĕнĕ. Анчах, тĕрлĕ сăлтавсене пула, пĕрремĕш курсран Çĕпĕре куçса кайма тивнĕ, унта çулталăка яхăн ĕçлесе пурăннă. 1972 çулта Шупашкара таврăннă, вăрман хуçалăхĕнче ĕçлеме тытăннă, кайран Совет Çарĕнче службăра тăнă.
1974 çулта В.Романов Хусанти В.И. Ульянов-Ленин ячĕпе хисепленекен Патшалăх университечĕн журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1975 çулта Мускаври литература институчĕ ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ — анчах, пурнăç условийĕсене кура, унта вĕренме кайма май килмен. 1975 çулта каллех Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн студенчĕ пулса тăнă, унтан 1980 çулта вĕренсе тухнă, ултă çул программине пилĕк çулта вĕçленĕ.
В.Романов 1982 çулта тепĕр хут Чăваш патшалăх университетне кĕнĕ, пĕр çул хушшинче тăватă курс программине пĕтернĕ, çав çулах Мускаври Африка çĕршывĕсен институчĕн аспирантуринче вĕренме тытăннă, 1983 çулта Мускаври Тĕнче литературин институтĕнче вĕреннĕ.
В.Романов хăйĕн пурнăç çулне ахаль рабочирен пуçланă, каярахпа тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Çитмĕлмĕш çулсен варринче вăл Шупашкарти агрегат заводĕнчи нумай тиражлă хаçат корреспонденчĕ, унтан редакторĕ пулнă. Чăваш телевиденийĕн пай редакторĕнче тăрăшнă. 1981 çултанпа — наука ĕçĕнче: Шупашкарти ăслăлахпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕ, 1987 çултанпа — Мускаври Наци проблемисен институчĕн аслă ăслăлăх сотрудникĕ. 1997-1998 çулсенче «Канаш» хаçатра вăй хурать. Кунта ĕçленĕ вăхăтра филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăрать. Хальхи вăхăтра Самар хулинче ĕçлесе пурăнать.
В. Романов 1976 çултанпа Журналистсен, 1994 çултанпа Çыравçăсен союзĕсен членĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...