Петĕр Петти

Петр Петрович Михайлов (Петĕр Петти) Вăрнар районĕнчи Уйкас Кипекри хресчен çемйинче 1965 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Вăрман Кипекри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, 1982 çулта, И.Н.Ульянов ячеллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне пĕлӳ илме кĕнĕ. 1987 çулта алла диплом илнĕ çамрăка Куславкка районĕн «Ялав» хаçатне ĕçлеме яраççĕ. Çав çулах республикăри ачасен «Пионер сасси» (халĕ «Тантăш») хаçатне ĕçлеме куçать. Халĕ асăннă хаçатăн право, кăмăп-сипет пайĕн редакторĕ, чăваш çамрăкĕсен «Самант» журналĕн редакторĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Ун калемĕ айĕнчен сахал мар сăвă, юрă, поэма, тĕрленчĕк, очерк, калав, повесть тухнă. Район хаçатĕнче, республикăра тухса тăракан хаçатсенче, «Ялав», «Тăван Атăл», «Çилçунат», «Самант» журналсенче пичетленнĕ.
Шухăшсем
Why overspend on paid ads? Our AI-powere...
Boost your Chuvash Org website’s traffic...
Our AI-powered traffic solution delivers...
Ready to drive targeted visitors to your...
Discover how our AI can skyrocket your C...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...