Иван Вутлан (Иван Дмитриевич Тимофеев) Пермь облаçĕнчи Мăн Уса ялĕнче 1940 çулхи юпан 1-мĕшĕнче çуралнă.
Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Чăваш Республикинчи Çĕрпӳ районне кĕрекен Вăрманкас Пайкилт ялĕнче иртнĕ. Шупашкарти педагогика институчĕн ют çĕршыв чĕлхисен факультетĕнче вĕреннĕ. 1962 çулта ăна Совет Çарне илнĕ. Хăйĕн интернациллĕ тивĕçне çав вăхăтри чи хĕрӳ вырăнсенче — Çывăх Хĕвелтухăçĕнчи çĕршывсенче — пурнăçланă. Ăна «Çарти хастарлăхшăн» тата «Çапăçури паттăрлăхшăн» медальсемпе наградăланă. 10 çул хĕсметре тăнă хыççăн Шупашкара таврăннă. Учительте, шкул директорĕнче, республика правительствинчи тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. 1987 çултанпа — Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ.
Вăл Раççей Федерацийĕнчи Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Иван Вутлан çырнă тата пичетлесе кăларнă произведенисем: «Асамат кĕперĕ», «Çул — пĕрре», «Кĕтмен утăм», «На берегу чужом», «Пĕчĕк иккен çĕр чăмăрĕ» т. ыт. те.
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Хушма каçăсем
Шухăшсем
Prakticke triky do domacnosti — https:...
En losning uden besv?r — https://www.....
Descubra um novo truque para sua rotin...
Ideje za brže i bolje rezultate — http...
Attract high-quality visitors to your si...
Ever thought how chuvash...
Idei inteligente pentru via?a moderna ...
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...
When it comes to reliable residential an...