Кăвак-кăвак тӳпере...


Кăвак-кăвак тӳпере

Çӳллĕ-çӳллĕ пӳлĕмре

Пурăнаççĕ çăлтăрсем,

Уйăхсемпе хĕвелсем.

 

Сарă хĕвелпе пĕрле

Сарă хĕр пурнать хĕлле

Çав хĕре парать хĕвел

Сар кĕпе те çут мерчен.

 

Сарă хĕр çӳл тӳперен

Пăхкалать Шур пӳлĕмрен

Вăл курать унта ача

Макăрса ларать каçпа

 

Хĕр калать ăна çӳлтен:

— Ма макратăн эс пĕччен.

Анчах ача каламарĕ

Хĕвел хĕрне ăнланмарĕ.

 

Сарă хĕр Сар Хĕвелтен

Ыйтать пĕтĕм кăмăлтан:

-Мĕншĕн эп çӳл тӳперен

Анаймастăп çĕр çине.

 

Хĕвел калать: «Эсĕ мĕн

Сана япăх-и кунта,

Эп сана парап мерчен

Кĕпи, тухйи пăр купа

 

Санпа выляç кайăксем

Уйăхсемпе Çăлтăрсем

Çĕр çинче мĕн лайăххи

Унта шыв пур кăвакки

 

Çăтса ярать вăл сана

Вара пулăн тăмана»

Хĕрĕ калать Хĕвеле:

— Тăмана вĕçет тӳпере

Эпĕ ларап тĕрмере.

 

Килчĕç çитрĕç çав тĕле

Çил ачисем сиккипе:

— Эпир курнă, курнă тĕнчипе

Çынсем унта ирĕкре.

 

— Хĕрĕм, айта пирĕнпе

Чăваш хитре çĕр-шывне

Эс каймастăн çĕр çине

Эс каятăн тĕпеле.

 

Лар унта сар сак çинее

Тăхăн сарă кĕпӳне

Килĕç кунта хăтана

Качча тухăн патшана.

 

Çакна илтсен хĕр хăйне

Шыв сапать те хăй çине

Вĕçсе каять вăрмана

Сарă кайăк тăмана.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Энтри (2008-11-22 22:14:12):

тăмана- ним ăнланман çын. Чарăну паллисем çук чылай çĕрте. Çырма çырнă, мĕн тума çырнă? Мĕн каласшăн пулнă? Ăнланмарăм.

 

вера (2008-11-26 18:25:50):

Эсир кун пек каласа çыракансене пĕтерсех хуратăр,çын ĕçне хаклама пĕлмелле.Çӳлти шайра мар пулин те,пуринчен те К. Иванов пулаймасть.«Унта шыв пур кăвакки»тени симĕс çĕлен пуль тетĕп,анчах мĕншĕн тăмана?Тăманана ăслă кайăк тееççĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Admin (2008-11-26 18:38:41):

«Тăманана ăслă кайăк тееççĕ.» — чăваш тĕнчипе вырăс тĕнчи расна çав. Вырăссемшĕн тăман ăслă пулсан чăваш тăманана ухмах тет. Юмана илес пулсан — вырăс сăнарĕнче ку йывăçа ухмахпа танлаштараççĕ, чăваш вара паттăр çынна курать.

Сăвăлама вĕренсе çитни сăвă çырма пĕлнине пĕлтермест çав. Паллă чăваш юррине асаилтерес килет: «Илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри. Илемлĕ чăваш юрри те юрлама пĕлсен кăна».

Елена шкул пĕтермен-ха — вĕренме вăхăт пур.

//эп сăвă хаклама пĕлсех çитерейместĕп, çавăнпа та хакне лартмастăп.

 

Natali (2011-06-28 15:34:24):

Very good girl!She write a beatiful poem.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: