Экскурси


Пĕррехинче эпĕ вăрмана кайрăм. Кăмпа шыранă май асăрхаман та чăтлăха, тарăн çырма хĕрнех çитсе тухнă. Асăрханса тавралла пăхса утатăп. Сасартăк темле шăтăка кĕрсе ӳкрĕм… Тем чул вăхăтран эпĕ тặна кĕтĕм. Хăлхара темле шав тăрать. Куçа вăйлă çутă йăмăхтарчĕ те сӳнчĕ. Ман умра темле чĕрĕ чунсем тăраççĕ. Куçĕсем тăваттă, хăйсем симĕс. Çаксем темле чĕлхепе калаçаççĕ. Тимлĕрех пăхсан вĕсем çынсем еверлĕ пек те туйăнаççĕ, анчах темшĕн 4 алặ. Çакскерсем мана ик енчен çавăтрĕç. Эп шикленмеллипех шиклентĕм, чĕтреве ертĕм. Хам ăнкарса иличчен эпĕ вĕсен карапĕ çине лекрĕм. Карап пĕр енче — экран, кнопкăсем нумай. Часах карап тапранчĕ, экран çинчи тĕлĕнтермĕшсем эпĕ хăранине те мантарчĕç. Эпĕр космос уçлăхĕнче пыратпặр.

Тĕксĕм тавралăх; çăлтăрсем, планетăсем курăнаççĕ. Кайран карап пĕр çутă çăлтăр енннелле вĕçме пуçларĕ. Ун патне çывхарнă май вăл пысăкланса тĕксĕмленсе пычĕ, планета евĕр курăнма тытăнчĕ. Ун тавра куçа курăнакан икĕ хăйне евĕр «çĕрĕ» пур. Пĕри вĕсенчен хĕрлĕрех сарă тĕслĕ. Кунсăр пуçне планета тавра уйăх евĕр спутниксем йышлă. Вĕсенчен тăваттăшĕ пысăкрах, ыттисем вара пĕчĕк, 50-60 та пур пуль.

Ку планета Юпитер пулнине ăнланса илтĕм. Часах пĕлĕтсем те палăра пуçларĕç. Малтан вĕсем хĕрлĕччĕ, кайран шуралчĕç, хăмăррисем туха пуçларĕç, юлашки — аялтисем вара сенкер кăвак тĕслĕ.

Эпĕ космос çыннисенчен хăрами пултăм. Çакна сиссе вĕсенчен асли кулса илчĕ те манпа чăвашла калаçма пуçларĕ!

— Эсĕ космоспа интересленнĕрен эпир сана тĕнче уçлăхне кăтартас терĕмĕр. Эпир Юпитер çине анса ларма та пултаратпăр. Анчах эсĕ, этем, унти температурăна чăтаймастăн. Çĕрĕ те эс хăнăхнă пек хытă мар, кĕсел пек чĕтренет. Сывлама кислород та сахал. Этемлĕх чун-чĕре енчен ырăрах пулнă пулсан, тен, эпир космос вăрттăнлăхĕсене сире уçса парăттăмăр пуль. Анчах та халь эсир, Çĕр çинчисем, кун пек улшăнусемпе килĕшсе пурăнма хатĕр мар-ха. Укçашăн, пурлăхшăн çунасси этемлĕхшĕн ют мар хальлĕхе. Халь вара планетăна сăнама пултаратăн.

Чăн та, Юпитертан тĕлĕнмелли нумай. Çурçĕр тата кăнтăр полюсĕсенче шевле вылять. Анчах вăл пирĕн çурçĕр шевлинчен пин хут çутăрах. Тĕрлĕ тĕспе хĕмленсе çеç тăрать. Планета çинче тата тем пысăкăш хĕрлĕ пăнчă пур. Ку питĕ вăйлă çил-тăвăл вырăнĕ иккен.

— Халь ĕнтĕ сан таврăнма вăхăт çитрĕ. Пирнĕпе юнашар нумай вăхăт пулни сан сывлăхшăн сиенлĕ, — терĕ мана асли.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 18:25:36):

Эх... автор Юпитерпа паллаштарма пуçларĕ çеç — калавĕ те пĕтрĕ. 6-мĕш класа çӳрекен ачашăн лайăх, çапах та вырăн йышăнма çителĕксĕр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: