Чечексем хирĕçни


Вăрманти илемлĕ чечексене курсан кăмăл çĕкленет. Кашниех сана темĕн çинчен каласа парасшăн пек туйăнать. Акă пĕр сарă чечек çумне выртрăм. Сисмен те — çывăрсах кайнă. Çав вăхăтра асамлă тĕлĕк куртăм. Ӳсентăрансен хушшинче вăрçă пырать пек: пĕр-пĕрне вăррисемпе ывăтаççĕ çавсем, çулçăсем çинчи шыв тумламĕсене сирпĕтеççĕ. Эх, хирĕçеççĕ чечексем! Ăнсăртран пĕр тумламĕ ман çине лекрĕ те вăранса кайрăм. Юрать тĕлĕк çеç пулнă ку. Савăнса килелле чупрăм.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-22 23:01:56):

Ку хайлава кахал ача çырнă пулас — кĕскен çырнипех малти вырăна тухасшăн.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

Ларис (2008-11-23 09:25:01):

5-мĕш класс ачишĕн питĕ ансат хайлав пек туйăнать. Çав вăхăтрах чĕлхи илемли те сисĕнет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

Vyacheslavna (2008-11-23 11:03:30):

Мана Денис хайлавĕ килĕшрĕ.Пĕрремĕш утăм тума хăраман.

 

Энтри (2008-11-23 19:37:23):

Акă пĕр сарă чечек çумне выртрăм.

Чечекĕ те выртаканскер, ан манăр. Аннепе юнашар выртма пулать-ха. Чечекпе юнашар вара? Чечексем хушшинче выртма пулнине пĕлеп.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: