Вселеннăйĕнчи пурнăç


Вселеннăйĕн вĕçĕ хĕрри çук. Унта тĕрлĕрен галактикăсем нумай. Кашни галактика хăйне евĕр пурнăçпа пурăнать. «Млечный путь» ятлă галактикăра çынсем пурăнаççĕ. Çынсем хăйсен галактикине тĕпчесе пĕтереймен-ха. Космоса вĕçме вĕри-ха, анчах хăйсен системинчи планетăсене тĕпчесе пĕтереймен-ха. Çавăнпа та урăх галактикăсене вĕçмеççĕ.

«Пысăк Магеллан Пĕлечĕ» тата «Пĕчĕк Магеллан Пĕлечĕ» ятлă галактикăсенче çын евĕрлĕ чунсем пурăнаççĕ. Вĕсем хăйсене магелсем теççĕ. Вĕсем улăп евĕрлĕ пысăк тата вăйлă. Вĕсен галактикинче пĕр чĕлхе. Çак чĕлхепе вĕсем ӳсентăрансемпе те, чĕрчунсемпе те калаçаççĕ. Магелсем чĕрчунсемпе те, ӳсентарансемпе те туслă пурăнаççĕ. Çавăнпа та вĕсен пĕр-пĕрне кӳрентерес тата вăрçас кăмăл çук. Магелсем хăйсене мĕн кирлине сăмахпа кăна калаççĕ. Кирлĕ япала вĕсем умне тупăнса та тăрать. Магелсен те хĕвел пур. Вĕсен хĕвелĕ çап-çутă çутатса тăрать. Çавăнпа вĕсен сарă тĕс нумайрах. Каçĕсем вĕсен хура тĕслĕ мар, кăвак тĕслĕ çутăпа пулаççĕ. Магелсем хăнана кайма юратаççĕ. Вĕсем драконсемпе вĕçеççĕ. Драконсем вĕсен виçĕ пуçлă. Çавăнпа та виçĕ енне те харăс пăхса пыраççĕ. Драконсем те питĕ космосра вĕçсе çӳреме юратаççĕ. Çĕр çинчи çынсем кураççĕ те вĕсене «комета» тесе калаççĕ.

«Андромеда» ятлă галактикăра Пирĕшти евĕрлĕ чунсем пурăнаççĕ. Вĕсене пикесем теççĕ. Çак пикесем юрлама, ташлама юратаççĕ. Юрăпа, ташăпа вĕсем ытти галактикăсене те çӳреççĕ. Ыттисем те вĕсене курса савăнаççĕ. Питĕ кăмăллаççĕ ытти галактикăри чунсем пикесене.

«Центавр» ятлă галактикăра центавр ятлă чĕрчунсем пурăнаççĕ. Вĕсем хăйсем дракон евĕрлех, анчах вĕçме пĕлмеççĕ. Çак центаврсем тимĕрпе ĕçлеме питĕ ăста. Тимĕртен тем тĕрлĕ япала та таваççĕ. Вĕсем тимĕр хĕртеççĕ, ирĕлтереççĕ, нихăçан та ĕçсĕр лармаççĕ. Çавăнпа та вĕсен галактикинче пысăк тимĕрç лаççисем нумай. Тимĕр шакканă сас таçтан инçетрен илтĕнсе тăрать. Вĕсем патне ытти галактикăран тимĕр-тăмăр япалисем илсе килеççĕ. Центаврсем хăнасене мĕнле япала кирлĕ, çавăн пек япаласем туса параççĕ. Центаврсем хăйсем вĕçме пултараймаççĕ, çавăнпа тимĕртен тунă парнесене ытти галактикăна персе çитереççĕ. Вĕсем çутатса вĕçсе каяççĕ. Çавăнпа та çĕр çинчи çынсем çакна курсан çăлтăрсем ӳкеççĕ теççĕ.

Тем тĕрлĕ пурнăç та пур таврара. Çак пурнăçа курма тата пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреме вĕренмелле кăна.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-26 00:14:46):

Ку хайлав конкурса кая юлса килмен пулсан та вырăн йышăнаймастчĕ. «Млечный путь» чăвашла «Хуркайăк çулĕ» пулать. Çавăн пек паллă чăваш халапне те пулин пĕлмеллех ĕнтĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Ларис (2008-11-26 20:27:34):

Вселенная - тĕнче уçлăхĕ пуль вăл?

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: