Куракварти усалсен Канашĕ


1

— Алеша! Алеша! Атя-ха, чуп-ха часрах, Марта каллех килмен. Таçта çӳрет ĕнтĕ. Колхоз сачĕ еннелле кайман-ши çант? Кураквар панчен çаврăнса пăх тата. Вăт эсрел, тăранма пĕлмен калмăк, арçури пек яркаса кăна çӳремелле ун, шуйттан чунĕ, — мăкăртатать асанне.

— Кам? Эпĕ-и? — тетĕп.

— Çук ĕнтĕ, эсĕ мар. Мартăна вăрçатăп. Атя-ха, вĕçтер часрах, колхоз ани çине ан кайтăр.

Велик çине лартăм та вĕçтертĕм ял тăрăх асаннен юратнă хĕрлĕ ĕнине шырама. Лайăхине лайăх ĕне-ха вăл, пирĕн Марта. Сĕтне те тутлă та нумай парать. Тăрсан-тăрсан тем пулать вара — кĕтӳ хыççăн киле килмест. Асаннене тарăхмалăх.

Хăшкăлтăм шыраса асаннен «эсрелне». Ниçта та çук. Юлашкинчен Кураквар çырмине тĕрĕслесе тухас терĕм.

Калама анчах çăмăл. Шиклентерекен вырăн вăл, çак çырма. Хиртенех, таçтанах пуçланать те вăл, сарăлса-сарăлса ялах пырса кĕрет. Тем те выртать ун тĕпĕнче: тутăхнă тимĕр-тăмăр, хут-пакетсем. Йытă е кушак виллисене те килсе пăрахать ял халăхĕ. Мĕн кăна тултармаççĕ пуль унта! Веç çăтать Кураквар çырми. Тарăн та чăнкă вăл. Мăянпа вĕльтрен алхасаççĕ. Сукмакран кăшт сулăнсанах куршанак хăйĕн «орденĕсене» (ял ачисем çапла ят панă) тумтир çине çакса тултарать. Çак «пейзажпа» киленсе пынă вăхăтра сотовый сассине пачĕ. Шарт сикрĕм кĕтмен çĕртен пулнипе. Асанне иккен. Марти хăех таврăннă, тет.

Хам çинчен тем пысăкăш михĕ пăрахса çăмăлланнăн вĕçтертĕм килелле çак вырăнтан. Велик ураписем мĕнле çаврăнса ĕлкĕрчĕç пуль!

Килте асанне мана ăшă сĕт тултарнă пысăк кружкăпа кĕтсе тăрать.

— Асанне, — тетĕп, тутасем çинчен сĕт юлашкисене шăлса, — шуйттан «черт» пуль-ха вăл, а вăт мĕн вăл арçури? Эсрел тата мĕн?

— Кăçтан пĕлес ман, арçури — арçури ĕнтĕ вăл, эсрел — эсрел. Вăн, шăнкăравла аçу патне. Вăл пĕлет пуль.

Шăнкăравларăм хулана.

— Каникул пĕтиччен чăт. Библиотекăран кĕнеке илĕпĕр сана интереслентерекенсем çинчен, — тет атте.

Вăт яланах çапла, мĕн те пулсан кирлĕ — «чăт», «кĕт», «кайран».

Ялти библиотекăрах тупрăм пĕр кĕнеке. «Древние чувашские боги и герои» ятлăскер. Юхма Мишши çырнă иккен.

Асаннепе иксĕмĕр каçхине вулама пуçларăмăр. Тĕлĕнмелле… Асанне уйрăмах интересленсе итлерĕ.

— Э çук, манăн Марта Эсрел те Арçури те мар, — тет. Килĕшмерĕç ăна вĕсем. «Çывăрма вăхăт, ыран ĕне кĕтӳ черетне тухмалла, ир тăмала», — текелесе хăйĕн пӳлĕмне утрĕ. Эпĕ те куçсем йывăрланнипе кĕнекене хупрăм.

Кунĕпе çумăр çурĕ эпир кĕтĕре чухне. Çуллахи ăшă çумăр мар тата, кĕркуннехи пек вĕтĕ те сивĕ çумăр лӳшкерĕ. Кĕтӳ яла таврăннă чух Кураквар çумĕпе тухрăмăр. Мĕн тупаççĕ пуль ун тĕпĕнче ĕнĕсем, хăшкăлтăм вĕсене унтан хăваласа. Пĕр икĕ хут тăмлă пыльчăк çине те тăсăлса ӳкрĕм…

Самай шăннă пулмалла вара. Каçхине температура хăпарса кайрĕ. Асанне ăшă сĕтпе пыл ĕçтерсе çывăрма вырттарчĕ.

 

2

Такам хытă саспа калаçнипе вăранса кайрăм.

— Çӳрен кунта хăвăн усал шухăшусемпе! Тасал, тĕтĕп! Атту акă свет çутса яратăп! — тет пĕри. Хĕрарăм сасси пек.

— Суймастăп эпĕ тетĕп сана, — ответлет тепри.

— Камсем эсир? — тетĕп. Шăпланчĕç. Тепĕртакран ман кровать патне темле хĕрарăм пырса тăчĕ.

— Эпĕ-ха ку, Хĕрт-Сурт1. Асаннӳне пулăшкалас тенĕччĕ те, ак çак килсе çитрĕ, нихçан куç курас мар. Эсĕ лампуна ан çут тулькă, атту эпир çухалатпăр, — тет çакскер.

— Кам килсе çитрĕ? Мĕн пулса иртет кунта? — тетĕп. Тĕлĕннипе сасă та шăппăн тухать хамăн тата.

— Суйкăн2 вăл. Курмастăн-им, пуçĕ тĕрлĕ-тĕслĕ çуталса ларать. Яланах суйса çӳрет вăл. Халь вара, шутласа кăларнă, Кураквар çырминче усал турăсем пуçтарăнаççĕ, тет. Канашлу иртмелле, тет. Чăвашсен пурнăçне каялла ямалла тесе йышăнасшăн, тет. Хальхи чăваш — чăваш мар теççĕ, имĕш.

Тĕлĕнсех кайрăм. Мĕншĕн каялла-ха?

— Итле-ха, Хĕрт-Сурт, чăвашсен ырă турăсем те пур вĕт-ха. Вăсем вара кăçта? — тетĕп.

— Вĕсем Кураквара мар, Хурăнвара килĕштереççĕ. Ирхи Шуçăма3 кĕтме пухăнаççĕ унта яланах

Шухăша путрăм. Хурăнвар кӳллинче нумай шыва кĕнĕ-ха.

Тарăн та пысăк вăл. Çăлкуçсем тапса тăраççĕ. Çырла-кăмпа пуçтаракансем яланах унта чарăнса канаççĕ, сивĕ шыв ĕçсе ăшĕсене кантараççĕ.

— Лĕх-лĕх, — кулчĕ Суйкăн. — Лайăхăн нихăçан та вăхăт çук унăн, яланах ĕçлемелле, кама та пулин пулăшмалла. Начар анчах веç ĕлкĕрет, хăйĕн ĕçне туса хăварать. Акă Хĕрт-Сурт та Кураквар çырми тăрăх чăрманса çӳресшĕн мар. Кун çутăличчен сан асаннӳне пӳртре пуçтарма пулăшасшăн. Шеллет ăна вăл, сан асаннӳне, ватăлса пырать, тет. Куракварĕнче вара паян каçхине лайăх пăтăрмах пулма пултарать.

Вырăн çинчен сиксе тăтăм.

— Хĕрт-Сурт, пуçтарăн. Асаннене кайран хамах пулăшăп. Чăн малтан Хурăнвара çитсе ырă турăсене пĕлтермелле. Эпĕ велик çине ларăп та унта вĕçтерĕп. Эсир вара Суйканпа Кураквар çырмине чупăр. Эпир çитиччен мĕнле те пулин вĕсен канашне пуçлама ан парăр.

— Эсĕ телефонна ил-ха, — тет Хĕрт-Сурт, — пулăшу чĕнмелле пулмĕ-ши тетĕп-ха эпĕ. Пăх акă, халĕ сан кампа та пулсан калаçас килсен, номер-темĕскер кирлĕ мар, ятне анчах çыр. Вара вăл экран çине тухса тăрĕ. Юрĕ, вĕçтер эппин халь.

Хурăнвар ялтан инçех мар. Хăвăрт çитрĕм. Кӳлĕ варринче утрав пур. Тĕрлĕрен йывăçесем ӳсеççĕ ун çинче. Çавăнта анчах пулма пултараççĕ ĕнтĕ вĕсем.

Чăнах-та. Мана тахçанах пĕлнĕ çынна кĕтсе илнĕ пĕк кĕтсе илчĕç хайхисем.

— Кăвайт çумнерех ирт, — теççĕ.

Хĕрт-Çурт вĕсене пĕлтерме ĕлкĕрнĕ те иккен. Мĕнле майпа — пĕлместĕп.

Хăшĕ кам-ши кунта? Ку Киремет4 пуль-ха, аллинче телей арчи, çӳллĕ те кĕрнеклĕскер хăй. Пĕтереймен иккен ăна Шуйтан5. Ку тата кам? Куçĕсем çăлтăрсем пек çутатаççĕ. Хуп-хура та кăтра çӳçлĕскер… Пихампар6! Çавă вĕт?! Акă Юрату7. Епле паллаймăн ăна! Ытла та хитре-çке вăл! Хĕрлĕ атти мĕне тăрать! Пуçĕнчи тухьи тата! Йăлтăртатать анчах уйăх çутти çинче. Ăста8 та кунтах. Чăн варринче, кăвайт çумĕнче — Танкăр9.

— Итле-ха, çамрăк çыннăмăр, — пуçларĕ сăмахне Ăста, — тен Эсрел10 таврашĕсем чăннипех калаççĕ? Тĕресех пурăнать-ши чăваш халăхĕ? Эпир ĕлĕкренех мĕн пилленине тытса пырать-ши вăл? Чăвашлăхне манса кайман-и?

— Чăваш хĕрĕсем алă ĕçĕсене ас тăваççĕ-ши? Тĕррисем мĕнлерех вĕсен халь? — хушса хучĕ тата Юрату.

Çухалсах кайрăм. Мĕн теес-ши ман?

— Çамрăк-ха эпĕ пĕтĕм чăваш халăхне хак пама, — тесе пуçларăм шăппăн, — анчах та маншăн акă мĕн интереслĕ. Пирĕн килте атте-аннен тус-юлташĕсем, е тата хамрăн тăвансем пухăнсан, вĕсене те çак ыйтусем канăç памаççĕ. Каçса-кайсах тавлашаççĕ вара. Хăшĕ лайăххи çинчен калать, тепри тата ытларах начаррине тупса хурланать. Манăн вара сиртен ыйтса пĕлес килет, начар пулмасан лайăха пĕлме, ăна уйăрса илме пулать-и? Сирĕн хушăра вĕт-ха, Эсрелĕн ирсĕрлĕхĕпе танлаштармасăр Киремет епле матуррине пĕлме çук.

— Тĕрĕсех калаçать ачи, — сассине пачĕ Киремет хăй те, — мĕн шутласа тăмалли пур — юрамасть чăваш халăх пурнăçне каялла çавăрса яма. Эх, Улăпчĕ11 кунта… Тепĕр тесен, эпĕ пĕчченех кайма хатĕр Кураквар çырмине. Тахçанах Шуйтана тытса Лештĕнчене12 ăсатас килет. Куракварне те çав тасамарсенчен пуçтарма вăхăт çитнĕ. Нумай чăтнă! Калаçатпăр ытларах! Вăхăт иртет — веçех пĕтереймесен те, шутне чакармалла çав путсĕрсенне.

— Улăп тетĕр-и? — тетĕп, — Кĕтĕр-ха кăштах.

Телефон çине «Улăп» çыртăм. Кĕтетĕп, экран çине тилмĕрсе пăхса. Симĕс, хĕрлĕ, хура тĕссем тухаççĕ. Урăх нимĕн те çук.

— Улăпăн чĕри пăрланнă вăхăта лекрĕн пулмалла эсĕ. Кăшт кĕтес пулать. Часах Сехмете13 хирĕç тухма вăхăт çитет унăн. Вара пĕлтерĕпĕр, — тăн парать Ăста.

Мĕн тумалла-ши? Манран пулăшу кĕтеççĕ вĕт-ха Кураквар çырминче! Енчен те унтисем тытнă ирсĕр шухăшсем пурнăçлансан? Вара миçе ĕмĕр каялла кайса выртать чăваш халăхĕ. Ытти халăхсенчен мĕн чуль кая юлатпăр-ха? Çук, кунпа ниепле те килĕшеймĕп. Утрав çинчи халăх та кăмăлсăр кĕрле пуçларĕ.

Гарри! Унăн асамлă патакĕ! Ман çывăх юлташ! Чĕтрекен алăсемпе телефон çине «Гарри Поттер» çыртăм. Тухрĕ, тухрĕ экран çине! Яланхи пекех лăпкă пит-куçпа, кăштах йăл кулса:

— Мĕн пулчĕ, Алеша? — тет.

Такăна-такăна, арпашăна-арпашăна каласа патăм хамăр нушана.

— Тархасшăн! Ту мĕн те пулсан! Пулăш! — кăшкăратăп.

— Тăванăм, кунта эпĕ сана пулăшаяс çук. Кашни халăх хăйĕн историпе пуян, хăвачĕпе — вăйлă, ăс-тăнĕпĕ — хаклă. Манăн пĕр асамлăхпа анчах ним те тăваймăн. Тата эпĕ урăх цивилизацинчен, урăх çул ман.

Телефон çинчи экран сӳнсен пуç çаврăнса кайнăн туйăнчĕ, урасем тытми пулчĕç, пĕтĕм ут-кĕлетке лĕштĕр кайрĕ. Епле-ха капла? Мĕн чуль эпĕ (эпĕ анчах-и?) сана шаннă, ăмсаннă, юратнă… Халь вара мĕн?

— Пулăшаяс çук, — тетĕн апла. Ну, юрĕ. Вупăра14 тĕл пулмалла пултăр сан! Ун чухне курăпăр, мĕн тума çитет сан хăвату! Сан çинчен çырнă кĕнекесем вара эп хулана çитсенех мусоропровода вĕçĕç! Çук. Апла мар. Макулатурăна ăсатăп. Хăть усси пултăр…

Çутăлса киле пуçларĕ. Утрав çинчи турăсем пуçтарăнма пуçларĕç. Эпĕ вĕсем çине ыйтуллăн пăхнине курсан, ума Пихампар пырса тăчĕ. Икĕ аллинĕ те ман хулпуççисем çине хучĕ. Куçран пăхса çапла каларĕ:

— Куратăн-и, Ирхи Шуçăм хăйĕн упăшкине, Хĕвеле, çула ăсатать. Пирĕн те саланма вăхăт. Кашнин хăйĕн ĕçĕсем. Вăрман амăшĕ йывăçсем лартма кайĕ. Ун хыççăнах Сыхчă15 та утĕ. Унăн çамрăк йывăçсене выльăхпа усал çынсенчен сыхламалла. Çĕр çинче ĕç нумай. Ырă ĕçсем, тем тесен те, усаллисене çĕнтерĕç. Суйкана ĕненсе пĕтерес çук.

— Енчен те тĕрĕссинех каланă пулсан? — аран-аран, пăшăлтатса тухать манăн сасă.

— Пуçна çĕкле, тăванăм, йĕри-твра çаврăнса пăх. Епле мăнаçлăн вăранать Çут Тĕнче каçхи ыйхăран! Куçа илĕртекен тĕссем, хăлхана ачашлакан сассем çуралаççĕ! Çук! Пулмасть нимĕн те Эсрелпе Хаяр таврашĕсен. Чăваш халăхĕн сан пек çыннисем те сахал мар. Ĕмĕр-ĕмĕр аталанса, сарăлса, çирĕпленсе пынă халăха нимле ирсĕр те пĕтерейме! Шансах тăр! Эпир те пулăшсах пырăпăр. Анчах та эсир те пире манса ан кайăр.

Хăвăр кам пулнине пуçра тытса, чĕрере йăтса çӳрĕр… Ну, чуптар халь хăвăн тимĕр лашупа килне. Енчен те мĕнле те пуллин, пăтăрмах сиксе тухас пулсан, сана ун пирки Хĕрт-Сурт пĕлтерĕ. Кураквар çырмине вара паянах Ах16 кайĕ. Туса парать вĕсене вăл «лайăх» пурнăç. Ну, вĕçтер, хитре каччă. Хĕвел те вăн çула тухрĕ. Куратăн-и, Юрату та сана аллипе суллать…

 

3

— …Алеша, Алеша тетĕп, — чĕнет такам.

— Хĕрт-Сурт, эсĕ-и? — тетĕп. — Мĕнле унта ĕçсем Кураквар çырминче?

— Мĕнле Хĕрт-Сурт тата? Эпĕ ку, асаннӳ. Ĕç-ха акă ăшă сĕт часрах. Васкатăп — сельсоветран чĕнсе çӳреççĕ. Кураквар çырмине тасатма халăх пуçтараççĕ. Трактор-машинăсем килсе ларнă, тет ĕнтĕ. Пысăк пĕве тăвасшăн, тет вара унта…

— !?!

 

4

Каникул вĕренӳ çулĕ мар çав вăл. Унăн ĕмĕрĕ кĕске. Ĕнер анчах уйăхĕччĕ, паян акă уйăхĕн вĕçĕ... Сывă пулăр, асаттепе асанне! Ну, мĕнле пурăнтăн мансăр, юратнă Шупашкар? Юратнă гимназии мĕнле-ши тата?

 

Вĕçĕнче калани

Манăн асаттепе асаннен ялĕнче Кураквар çырмипе Хурăнвар чăнах та пур. Тата унта Вăталăх Хурăнвар, Наçта çырми, Кĕрлевкĕ çырмине пĕлетĕп эпĕ.

Эсрелпе Хаяр таврашĕсем Кураквартан тарса ăçта кайма пултарĕç-ши? Тата вĕсен мĕнле ирсĕр шухăшсем пулĕç-ши? Ырă турăсемпе пĕрле вĕсене хирĕç кам кĕрешме пултарать?

Е тата эпĕ Хурăнварта пулнă вăхăтра Кураквар çырминче мĕн пулса иртме пултарнă-ха? Тен, эпĕ Хĕрт-Суртпа урăх тĕл пулмасăр тĕрĕс мар тунă?

Ачасем! Акă пуçару, çак манăн калава тăсса çырма та пулать вĕт! Аппаланса пăхăр. Питĕ интереслĕ пулĕ, тетĕп. Тен, çак конкурса та (йĕркелесе ирттерекенсем хирĕç мар пулсан) ярса пама пулĕ.

 

Ăнлантарса пани

1 Хĕрт-Сурт — килти тасалăхпа тирпейлĕх тури.

2 Суйкăн — ултав, суеççĕ турри.

3 Ирхи Шуçăм — Хĕвел арăмĕ.

4 Киремет — Танкăрпа Пӳлĕхçĕн пĕрремĕш ачи.

5 Шуйтан — Лештĕнчери усал сăнар.

6 Пихампар — пĕтĕм чĕрчунсене, вĕсен сывлăхне сыхлакан, хирсемпе выльăхсене упракан.

7 Юрату — юрату турри.

8 Ăста — ăс-тăн, ӳнер тури, маçтăрсене хӳтĕлет.

9 Танкăр — Çут Тĕнчере тата турăсем хушшинче чăн асли.

10 Эсрел — вилĕм турри.

11 Улăп — аслă паттăр.

12 Лештĕнче — тĕнчен пĕр пайĕ, унта вилнисен чунĕсем çӳреççĕ.

13 Сехмет — Танкăрпа Пӳлĕхçĕн аслă хĕрĕ, арăслан пуçлăскер.

14 Вупăр — питĕ хăрушă, тăранма пĕлмен чĕрчун, нимле тура та, çынсене те хĕрхĕнмĕст.

15 Сыхчă — сыхласа упракансен турри.

16 Ах — нушапа телейсĕрлĕх тата ылхану турри.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-26 16:43:23):

Хайлава ярса парас умĕн йăнăшсене тӳрлетмеллех пулнă. Ӳ тăррине лартса тухманни юрĕ-ха (тен саспаллине çырма пĕлмен), анчах та ытти йăнăш чылаййи япăх. Вĕрентекенĕн те пулин тĕрĕслемелле пулнă.

...Сирĕн хушăра вĕт-ха, Эсрелĕн ирсĕрлĕхĕпе танлаштармасăр Киремет епле матуррине пĕлме çук — ай-уй мĕнле ăслă ача лекнĕ! 8-мĕш клас ачи темерĕн! Те аслисем пулăшнă, те таçтан çырса илнĕ.

Тата хайлавăн чĕлхи чаплă тееймĕн. Шухăшпе содержанийĕ лайăх, чĕлхе илемлĕхĕ çителĕксĕр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Энтри (2008-11-26 18:46:12):

вĕльтрен, суеççĕ турри,Юратнă гимназии мĕнле-ши тата?

 

автор (2008-11-28 11:19:48):

Сочиненине хамах çырнă. Ӳ лартайман-клавиши ĕçлемен.

 

Андрей (2008-11-28 12:47:37):

Калава аванах çырнă.Кунашкал çыракан ачаран М.Сунтал та тĕлĕнетех пулĕ.Тен,тупăшăва та чĕнĕ.Чĕлхе çӳп-çапĕсене шута илместĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вера Феликсовна (2008-11-28 18:58:40):

Тĕлĕнмелле илемле те шухăша яракан калав.Вырăс шкулĕнче вĕренекен ача валли çав тери пысăк ĕç тесе шутлатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Владимир (2008-11-28 19:01:58):

Тĕлĕнмелле илемле калав!Маттур Алексей!Малалла та ăнăçу сĕнетĕп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Катя (2008-11-28 19:04:15):

Алеша,Маттур!Конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнма сĕнетĕп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2008-11-28 19:10:10):

Калав мана питĕ килĕшрĕ.Ăнăçу сана,Алеша!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина (2008-11-28 19:32:47):

Илемлĕ калав - сăмахсăрах паллă.Тăрăшса,чăннипех питĕ вăй хурса ĕçлени курăнать ку ĕçре.Матур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Маша (2008-11-28 21:00:00):

Тĕлĕнмелле интересле калав!ĂнĂçу сана!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валентина (2008-11-28 23:28:36):

Питĕ аван,питĕ аван!Интересле калав шутласа тупнă.Çĕнĕ çитĕнӳсем сунатăп сана!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Автор Алексей В. (2008-12-01 11:17:41):

Пурнетĕ питĕ пысăк тавта пуç. Эсир калани мана питĕ кирлĕ.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: