Пĕр тан шайра


Мĕн çитмест-ши çав тĕнче уçлăхĕнчен килнĕ симĕс çынсене (çын темелле-и вĕсене, е гуманоид)? Пĕрре наукă тĕпчевçисен пуçĕсене пăтратса яраççĕ, спортсменсене олимпиадăсенче хутăштарса пĕтереççĕ, кĕнеке çуртĕнче асар-писер туса хураççĕ. Пур çĕре те хăйсен сăмсисене чикеççĕ.

Тем, пăхатăп та сирĕн çине, эсир мана пĕртте ĕненмен пек туйăнать. Эпĕ те унччен ун пеккисене ĕненсех кайман. Халь вара хам çавăн пек пăтăрмаха çаклантăм та урăхларах шутлатăп.

Акă çапла пуçланчĕ ку ĕç. Итлĕр вара.

Эпир виççĕн, Микулай, Санюк тата эпĕ, сунара кайрăмăр. Ара, сунар вăхăчĕ пуçланнине тăвас терĕмĕр мар-и çав.

Ирхине ирех, кăвак çутăллах, ăçта сасă илтĕнет, çавăнталла перкелерĕмĕр-ха. Тул та çутăлчĕ, çил те вĕре пуçларĕ. Кăвакалсен пулккисем вĕçмелле пек туйăнать. Çук та çук. Нимĕн те тытаймарăмăр. Аптранипе пуш кĕленчесем çине перкелесе те илтĕмĕр. Микулай таçта кайса икĕ чакакпа пĕр ула такка тытса килчĕ.

Каçхине аш консерви ăшăтса çирĕмĕр. Юлташсем часах тӳнсе кайрĕç. Эпĕ ларатăп-ха кăвайт умĕнче.

Вăт çав вăхăтра темле çуталса тăракан япала тухса тăчĕ ман ума. Эпĕ тӳрех ăнкарса илтăм-ха вăл гуманоид пулнине: темле симĕссĕн курăнать, шалта çутăсем йăлт-йăлт тăваççĕ, хăлхисем темшĕн иккĕ мар, тӳрех улттă.

Ăна эпĕ калаçмасăрах ăнланма пуçларăм. Ман çине шăрçасăр куçĕсемпе витерсе пăхса питĕ вашават ыйтать çакскер:

— Каçарăр та мана, тархасшăн, эсир мĕн тĕллевпе килнине ăнлантарса памастăр-ши, — тет.

— Тархасшăн, — тетĕп, хам çав хушăрах илемлĕ сăмахсем шыратăп. Ара, пĕрремĕш тĕл пулăва пăсас килмест-çке.

— Эпир юлташсемпе сунара килтĕмĕр, кăштах тискер вĕçен кайăксене тытас терĕмĕр.

— Сунара? — тет хайхискер. Сисетĕп-ха, гуманоид мана ăнланасшăн, анчах тăрук ниепле те ăнкарса илеймест, тăн пуçĕ çитеймест пулмалла. Тăрсан-тăрсан çавскер мана калать:

— Сунар пулсан, — вăл вĕлермелле тенине пĕлтерет, хăвăр валли пурăнмаллăх çимелли хатĕрлессине пĕлтерет.

Эпĕ кулсах ятăм. — Мĕн эсир? Ула таккаран мĕн çимелли пултăр? Сунар вăл — чăн-чăн арçынсен спорт интересĕ.

— Спорт интересĕ? — ыйтать гуманоид. — Спорт пулсан, эпĕ тишкернĕ тăрăх, икĕ енĕн те пĕр пек шанчăк пулмалла.

— Çапла! — тетĕп. — Кăвакалăн вĕçсе кайма шанчăк пур, манăн — ăна персе тивретме.

Ăнлансах та çитереймест пек туйăнать çак çуталса тăракан тунката мана, тутисене те çыртса пăхать, ман пăшал çине те урлă пăхкалать. Тăрсан çакскер асăрханарах ыйтать:

— каçарăр та, эпĕ тĕрĕсех ăнкартнă тăрăх, кăвакал сехетре 70 километр вĕçет, сирĕн пăшал кĕпçинчен вĕçсе тухакан пульлăн…

— Ах, акă мĕн сире пăшăрхантарать! — тетĕп. — Эсир тата çакна маннă. Кăвакалăн шанчăкĕ ман шайран пысăкрах. Çапла эпир вара унпа шăп та шай пĕр шайра.

Ух, эпĕ хĕрсех кайрăм, чарма та çук.

— Сунар тени вăл сĕм авалтан килнĕ. Кашни сунарçă хăй тытакан тискер кайăка шанчăк парать. Ку вăл пĕтĕм Çĕр сунарçисен Саккунĕ. Çавăн пек шанчăк мулкачăн та, тилĕн те пур. Хăй вăхăтĕнче Çĕр çинчен çухалнă хĕç шăллă тигрăн та, мамонтăн та!

— Мамонт! Ку вăл мăн усăк хăлхаллă, вăрăм çăмлăскер-и? — тет гуманоид. — Вĕсем, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, пурте вилсе пĕтнĕ?

— Çапла, — тетĕп хĕрхенçи туса, — вĕсем хăйсен шанчăкĕсене пачах усă курман… Вăт, пĕлетĕр-и, çук-и, мĕнле пысăк çухату ку пĕтĕм Çĕр çинчи сунарçăсемшĕн! Мĕнле чаплă сунар тума пулатчĕ мамонтсем çине. Пăхăр-ха, мĕн халь? Упасем Хĕрлĕ Кĕнекене çырăнса пĕтрĕç, кашкăрсем тискер чĕрчунсенчен «çут çанталăк санитарĕсем» пулса юлчĕç. Эх, тунсăх!..

Хам калаçăва тăснă май чутах макăрса яраймастăп анчах. Пăхатăп та, симĕсси те хĕрхенсе пăхнă пек ман çине. — Эпĕ, — тет, — сире йывăр самантра пулăшма пултарнишĕн питĕ хĕпĕртетĕп. Мана ют планета çинче хамăра тытмалли саккуна пăснăшăн штраф параççĕ пулсан та, эпĕ сирĕншĕн мамонт çине сунара хутшăнмалли спорт интересĕ туса паратăп!

Вăт турĕ те…

Ман çинче çĕтĕлсе пĕтнĕ тир, алăра пăшал вырăнне туратлă чукмар, ман умрах — вăл. Мамонт! Пысăк, мăн автобус пек, çăварĕнчен вăрăм шăмă усăнса тăрать, куçĕсем… Ун пек куçсене эпĕ хам пурнăçра пĕрре çеç, мана трамвайра кондуктор тытсан, курсаччĕ. Мĕнле мăн чул çине хăпарса ларнă — астумастăп. Чул айĕнчи ниçталла та пăрăнмасть, мăн чĕрнеллĕ урисемпе çĕре чавать, ухлатать, чаплаттарать, нăрихлатать — мĕн кирлĕ-ши манран?

Вĕсем курăк çисе пурăннине пĕлетĕп-ха эпĕ.

Кăштахран ман патран пăрăнчĕ, унтан-кунтан туратсем çиме пуçларĕ, çапах хăй ман еннелле пăхса илет. Эпĕ ларатăп пĕр хĕсĕк чул хысакĕ çинче. Сивĕ, çумăр çăвать. Ман çинчи тир йĕпенсе кайрĕ, çыпçăнса ларчĕ. Фу, йĕрсĕр…

Инçех те мар тепĕр ту хысакки, ун айĕнче чул хушшипе шăтăк курăнать. Вăт çавăнта пытанма май пур та…

Çук çав, хăрушă: чупса çитеймесен мĕн пулать?

Эпир халь иксĕмĕр те пĕр шайра вĕт…

 

Афанасьева Людмила Николаевна, Максимова Анастасия Алексеевна — 10-мĕш класра вĕренекенсем. Мăн Вылăри (Элĕк районĕ) пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: